Çутă сăнарĕ чĕресенче упранĕ

Çутă сăнарĕ чĕресенче упранĕ

Манăн аппа, Людмила Михайловна Макарова /Комиссарова/ Хирти Явăш ялĕнче 1948 çулхи январĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех питĕ маттур та тăрăшуллă хĕр ача пулнă. Вăл сакăр çул вĕренмелли шкулта «5» паллăсемпе вĕреннĕ хыççăн экзаменсене лайăх тытса Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Çуллахи каникулта колхозра вăй хунă: утă çулнă, çум çумланă, вырма вăхăтĕнче йĕтем çинче çурçĕрччен ĕçленĕ — йывăр тырă миххисене йăтса нушаланнă. Çамрăк пулнă пулин те ĕçрен пăрăнман!
Тăватă çул училищĕре вĕренсе аллине диплом илнĕ хыççăн аппана Çĕнĕ Мăратри сакăр çул вĕренмелли шкулта пуçламăш классене вĕрентме шанаççĕ. Юратнă ĕçе чунтан парăнса тăрăшакан маттур педагогăн ачисем пултаруллă пулнă. Ĕçленине кура çитĕнÿсем те савăнтарнă. Аппа вĕрентекен класри ачасенчен çурри ытла — «5» паллăпа вĕренекенсем. Унăн урокĕсем яланах çÿллĕ шайра иртнĕ. Тĕрĕслеме килекенсем те, ĕç коллективĕ те Людмила Михайловнăна яланах мухтаса, хавхалантарса тăнă.
Людмила Михайловна пуçласа пĕлÿ тĕнчипе паллаштарнă ачасем пиллĕкмĕш класа куçсан мана вĕсен класс ертÿçи пулма шанчĕç. Унсăр пуçне эпĕ вĕсене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентрĕм. Аппа вĕрентнĕ ачасем халĕ нумайăшĕ утмăлтан иртнĕ ĕнтĕ. Вĕсем шкултан вĕренсе тухсан тĕрлĕ çĕрте пĕлÿ пухнă, тĕрлĕ професси суйласа илнĕ. Пурте пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă. Манпа тĕл пулсан яланах пĕрремĕш вĕрентекенĕ çинчен аса илеççĕ, Людмила Михайловнăна чĕререн хисепленине палăртаççĕ. Вĕсемпе пĕрле эпĕ те аппапа мăнаçланатăп.
Людмила, хастар комсомолка, Çĕнĕ Мăрат ялĕнчи обществăлла ĕçсене те активлă хутшăннă. Вăл комсомол съездне Шупашкар хулине кайма та тивĕçнĕ.
Эпир çамрăк чухне ялта çамрăксем нумайччĕ. Ял пурнăçĕ вĕресе, кĕрлесе тăратчĕ. Клубсенче кашни каç эпир, çамрăксем, савăнăçлă мероприятисем ирттереттĕмĕр. Çил-тăман та, çумăр та, пылчăк та хăратман пире. Час-часах концертсем пулатчĕç, спектакльсем лартатчĕç. Манăн аппа мандолинăпа выляса юрăсем юрлама ăстаччĕ. Концертсенче хăйĕн пултарулăхĕпе куракансене савăнтаратчĕ. Пĕр юррине халĕ те астăватăп-ха — «Хĕрсем утă çулма каяççĕ».
Тата мĕнле илемлĕ, ăшă кăмăллă хĕрччĕ Людмила! Никама та, нихăçан та пĕр сивĕ сăмах каласа кÿрентермен вăл. Юлташĕсем, тусĕсем тата паллакансем мĕнле савăнатчĕç унпа! Халĕ те пурте ырăпа çеç аса илеççĕ ăна.
Шел, çемьеллĕ пулса икĕ ывăл çуратнă хыççăн вăл чирлеме пуçларĕ. Тухтăрсем тĕрĕслесен чĕре ревматизмĕ диагноз лартрĕç. Ялти пурнăçпа пурăнма сывлăхĕ чăрмантарчĕ. Çемйипе Çĕрпÿ хулине кайса вырнаçрĕç, ачисене садике вырнаçтарчĕç. Хăй интернат-шкула воспитателе ĕçе кĕчĕ, мăшăрĕ стройкăра /ПМК-ра/ ĕçлерĕ.
Эпĕ хам та шкулта ачасене вĕрентнĕ. Малтан — Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче, çемьеллĕ пулсан Хирти Явăш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче тăван чĕлхене, пурнăçа юратма, упрама, пурнăçра тĕрĕс утăмсем тума вĕрентнĕ. Пĕтĕм вăй-хала юратнă ĕçе панă.
Аппа, хăйĕн ылтăн аллисемпе тем тĕрлĕ кĕпе те çĕлеме пултаратчĕ. Мĕнле хитре кавирсем ăсталатчĕ тата. Интернат-шкулти ачасене те вăл хăй пĕлекен алă ĕçĕсене тума вĕрентетчĕ. Шел пулин те, чирне пула юратнă ĕçпе тивĕçлĕ канăва кайиччен ĕçлеймерĕ. Çĕрпÿ хулинчи куравсене Людмила ăсталанă япаласене яланах вырнаçтаратчĕç. Çынсем вăл тунă япаласене пăхса савăнатчĕç, ăсталăхĕнчен тĕлĕнетчĕç. Курава йĕркелекенсем аппана Хисеп хучĕсемпе Дипломсем парса хавхалантаратчĕç. Аппа ăсталанă хăш-пĕр япаласем халĕ те ман килте упранаççĕ. Вĕсене пăхатăп та, аппа аса килет.
Мĕн чухлĕ пахча çимĕç çитĕнтеретчĕç тата вĕсем çемйипе! Калчисене малтан балкон çинче, унтан çатăрка айĕнче /ятарлă теплицă пулман/ ÿстеретчĕç. Хăярĕ-помидорĕ, пăрăçĕсем çынсенчен малтан çитĕнсе, пиçсе çимелле пулатчĕç. Дачинче мĕнле кăна улма-çырла ÿсместчĕ-ши? Мĕн тери тутлă апат-çимĕç хатĕрлевĕсем тума пĕлетчĕ тата.
Людмила çын нушине курса яланах пулăшма тăрăшатчĕ. Вăл нихăçан та йывăрлăха лекнĕ çынна курмăш пулса иртсе кайман. Чĕр чунсене мĕнле хĕрхенетчĕ тата! Урамра йытă çури йынăшса е кушак çури хÿтлĕхсĕр çÿренине курсан шелленипе ятарласа апат пĕçерсе çитеретчĕ.
Ерипен кăштăртатса çÿретчĕ-ха аппаçăм. 3 çул каялла вара тата хавшарĕ сывлăхĕ. Тепĕр хут операци тутарма килĕшмерĕ. « Хам ирĕкпе çĕçĕ айне кĕместĕп, Турă мĕн чухлĕ çырса панă, çавăн чухлĕ пурăнатăп», — терĕ.
Пĕлтĕр коронавируса пула эпир пĕр-пĕринпе тĕл пулаймарăмăр. Ватăсене тухса çÿреме хушмарĕç. Аппа та, эпĕ те — 70 çултан иртнĕ ватăсем… Пĕлмен çав эпир аппан сывлăхĕ çав тери йывăр пулнине, урăх нихăçан та пĕр-пĕрне тĕл пулса калаçаймассине. Вăл, пурнăçа юратаканскер, чире парăнасшăн пулман…
2020 çулти декабрĕн 31-мĕшĕнче аппа реанимацине лекрĕ. Манăн, пĕр килте ÿссе, пĕр-пĕрне хакласа, юратса пурăннă çывăх çыннăмăн чĕри кăçал, январĕн 2-мĕшĕнче, 21 сехет те 20 минутра тапма чарăннине пĕлтерсен, куç умĕнчи тĕнче хуралса килчĕ, чĕрем çурăлса кайнă евĕр ыратрĕ. Хăрушă коронавирус ăна пирĕнтен вăхăтсăр, кĕтмен çĕртен уйăрчĕ. Декабрĕн 17-мĕшĕнче çеç вăл мана шăнкăравласа çуралнă кунпа саламларĕ вĕт-ха. Кам шутланă çак пирĕн калаçу юлашки пуласса.
Январĕн 4-мĕшĕнче эпир Людмила Михайловнăна юлашки çула ăсатрăмăр, хаклă çыннăмăрпа ĕмĕрлĕхех сывпуллашрăмăр. Мĕнле йывăр пĕрле ÿссе çитĕннĕ çывăхран та çывăх юратнă тăвана, аппана çухатма! Шăпи мĕнлерех пуласса пĕлнĕ пулсан нимĕнле вируса та пăхса тăмăттăм…
Йывăр тăпру çăмăл пултăр, юратнă аппам. Санăн сăнару яланах пирĕн чĕрере упранĕ.
Хаçат вулаканĕсене вара асăрхануллă пулма, çывăх çынсене упрама сунатăп. Чир никама та шеллемест.
М.М.ЯКОВЛЕВА.
Хирти Явăш ялĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *