Пятница, 18 октября

Тимлĕх пурнăçа упрать

Тимлĕх пурнăçа упрать

Терроризм çулне пÿлмелли чи шанчăклă мел — пирĕн кулленхи тимлĕх. Енчен те инкек сиксе тухсан кашни çыннăн кирек хăш лару-тăрура та хăйне хÿтĕлеме, сывлăха тата пурнăçа сыхласа хăварма, çывăх çынсене çăлма пĕлмелле.
Обществăлла вырăнта /урамра, скверсемпе парксенче, вокзал-лавккасенче…/ е транспортра хуçасăр сумкăсемпе тĕркемсене, хутаçсене асăрхасан вĕсем камăн пулма пултарнипе интересленĕр. Енчен те хуçи тупăнмарĕ пулсан, ятарлă службăсен сотрудникĕсене /машинăра, автобусра пулсан водителе/ пĕлтермелле.
Çавна май çак сĕнÿсем пуриншĕн те вырăнлă пулĕç:
— асăрханă шанчăксăр япалана миçе сехетре курнине палăртса хумалла, çынсене çак вырăнтан аяккалла пăрма тăрăшмалла;
— тупнă япалана уçса пăхма, тĕкĕнме юрамасть;
— полици е ытти служба сотрудникĕсем килсен лару-тăрăва уçăмлатма васкăр, вĕсен ыйтăвĕсем çине тĕрĕс тата тулли хуравсем парăр.
Ашшĕ-амăшĕн те ачисене урамра е подъездра тупнă япала пурнăçшăн питĕ хăрушă пулма пултарнине ăнлантарса памалла. Хăвăрăн тата çывăх çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕ хăрушлăхра чухне çак номерсемпе шăнкăравламалла 112 /МЧС телефонĕ/, 02, 5-14-13, карас телефонĕнчен 020 /полицин дежурнăй чаçĕн телефонĕ/.
И.АВДЕЕВ.

В

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *