Вторник, 30 апреля

Спорта юратакансен — уяв

Спорта юратакансен — уяв

Августăн 10-мĕшĕнче районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче  физкультурниксен кунĕ иртет.  Мероприяти 10 сехетре пуçланать. Кăçалхи спорт уявĕнче «Скандинави» мелĕпе утакансене хапăл тăватпăр.   Шăпах тата вĕсене стадионта курасшăн эпир.

Спорта кăмăллакансем  футболла, волейболла, шашкăлла выляса, бассейнра ишсе,  ачасем велосипедпа чупса ăмăртма пултараççĕ. Çавăн пекех «Городки» вăйăра тупăшма, ГТО нормативĕсене пурнăçлама, «Папа, мама и я — спортивная семья» вăййа хутшăнма та май пулĕ. Пурне  те физкультурниксен кунне йыхравлатпăр.

Е.ТИХОНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *