«Симӗс патруль» ачисем — ҫутҫанталӑк тусӗсем
Ҫутҫанталӑка упрасси, тӑван тавралӑха тирпей-илем кӗртесси — кашни ҫыннӑн тивӗҫӗ. Иртнӗ ӗмӗрте кашни шкултах «Симӗс патрульсем» ӗҫлетчӗҫ. Вӗренекенсем ишӗлекен ҫырма айккисене, ҫулсем хӗррисене нумай йывӑҫ лартса хӑварнӑччӗ, шкул пахчисенче садсем чӗртнӗччӗ. Хунавсем халӗ ӳссе ҫитӗннӗ, тавралӑха ешӗл сӑн параҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра ачасем ҫутҫанталӑка сиен кӳме хӑтланакан тантӑшӗсене те асӑрхаттарнӑ. Стена хаҫачӗсем кӑларса ҫутҫанталӑк пуянлӑхне сыхлама чӗннӗ.
Юлашки ҫулсенче ҫак юхӑм ҫӗнӗрен чӗрӗлсе тӑни савӑнтарать. Кашни шкултах «Симӗс патрульсем» йӗркеленӗ. Ачасем йывӑҫсем лартас енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ, субботниксене хастар хутшӑнаҫҫӗ, экологи акцийӗсенче те маттур. Ҫак кунсенче акӑ Урмаел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем ял территорийӗнче йывӑҫ хунавӗсем лартнӑ. Ҫак ӗҫе округ пуҫлӑхӗ Николай Раськи



