Понедельник, Июнь 21

Cпорт

Шашкăлла вылянă

Шашкăлла вылянă

Шашка вăййи — хăйнеевĕрлĕ спорт тĕсĕ. Вăл ăс-тăн çивĕчлĕхне тарăнлатма, шухăшлава аталантарма пулăшать. Çак вăййа ачасем те, çитĕннисем те кăмăллаççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ районта час-часах çак спорт тĕсĕпе ăмăртусем йĕркелеççĕ. Мартăн 28-мĕшĕнче Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче шашкăлла выляссипе арçынсем хушшинче район первенстви иртнĕ. Спортăн çак тĕсне кăмăллакансем унта хаваспах хутшăннă. Хĕрÿ тупăшура Н.А.Индюков пурне те хыçа хăварса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнта — Н.А.Максимов. Виççĕмĕш вырăна Ю.Г.Быков тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕпе призерсене медальсемпе тата грамотăсемпе наградăланă, паллă ентешĕн Валери Туркайăн кĕнекисене парнеленĕ. Н.КАЛАШНИКОВА хатĕрленĕ.  
Хĕле ăсатса çуркуннене алă патăмăр

Хĕле ăсатса çуркуннене алă патăмăр

Мартăн 13-мĕшĕнче, Комсомольски район центрĕн паркĕнче сивĕ хĕле савăнăçлă лару-тăрура ăсатса хÿхĕм çуркуннене хаваслă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕç. Хĕле ăсатса Çуркуннене алă паракансене тата пуçтарăннисене Çăварни уявĕ ячĕпе чи малтанах район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Герман Кузьмин ăшшăн саламларĕç, ăнăçу, çирĕп сывлăх, тулли телей сунчĕç. Уяв программине кăçал коронавирус чирне пула хăйне евĕр йĕркелеме тиврĕ, апла пулин те уяв пуян та тĕрлĕ енлĕ иртрĕ. Кунта çуллă икерчĕ, тутлă шушкă-пĕремĕк, кукăль ас тивсе пăхма çеç мар, тутлă чей ĕçсе киленме май пулчĕ. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем тата культура ĕçченĕсем уява тĕплĕн хатĕрленнĕ. Кашниех хăйне евĕр кĕтес йĕркеленĕ: алăпа капăрлатнă пукане, ларса канмалли сĕтел
Бассейн ĕçлет

Бассейн ĕçлет

Районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейнра чылай вăхăт хушши юсав ĕçĕсем ирттерчĕç. Çакă шывра ишме юратакансемшĕн чăннипех те чăрмав пулчĕ. — Юсав ĕçĕсене вĕçленĕ, юсаса çĕнетнĕ бассейнра ишсе киленме аван. Çавна май район çыннисене сывлăха çирĕплетме бассейна килсе кĕме чĕнсе калатăп. Район центрĕнче пурăнакансемшĕн бассейна çÿреме çăмăлрах. Ялсенче пурăнакансемшĕн вара килсе каясси кансĕр пулсассăн, вĕсене физкультурăпа спорт комплексне йышпа килме ыйтатпăр. Тĕслĕхрен, ялсенче пĕр вăхăтра йышпа пуçтарăнса килес кăмăл пуррисене транспортпа тивĕçтерме те май пур. Микроавтобус пырса илĕ тата каялла вырăна çитерĕ, — пĕлтерчĕ «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8/83539/ 5-12-99. Н.МЕДВЕДЕВА.  
«Гигант» çĕнтернĕ

«Гигант» çĕнтернĕ

Спортпа туслисем, футболла выляма кăмăллакансем 2020 çулхи ноябрь уйăхĕнченех мини-футбол турнирне хутшăнса тупăшрĕç. Район шайĕнче йĕркеленĕ ăмăртăва 14 команда хутшăннă. Вăйăсем чăннипех те хĕрÿ иртрĕç. Çак кунсенче вара турнир çĕнтерÿçисене палăртрĕç. Ăста тата харсăр выляса Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн «Гигант» команди пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмен. Иккĕмĕш вырăнта — Патăрьелсем, виççĕмĕш вырăнта «Тимерчеево» команда. «Чи лайăх вратарь» ята Алексей Цветков, «Чи ăста хÿтĕлевçĕ» ята Сергей Никитин , «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята Динар Гайнуллов, «Чи лайăх ассистент» ята Максим Сорокин тивĕçнĕ. Турнирăн «Чи ăста выляканĕ» ята «Гигант» командăра вылякан Анатолий Кольцов çĕнсе илнĕ.  
Хоккейла вылянă

Хоккейла вылянă

Мартăн 14-мĕшĕнче Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче тутарсен Чăваш Республикинчи наципе культура автономийĕн председателĕнче, Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕн директорĕнче нумай çул вăй хунă Ф.А.Гибатдинов ячĕпе хоккей турнирĕ иртнĕ. Ăна тутарсен Чăваш Республикинчи наципе культура автономийĕн председателĕ Х.А.Сафиуллин, Урмаел вăтам шкулĕн директорĕ Ф.Х.Камалдинов тата «Кĕтне» ФСК директорĕ Е.А.Тихонов йĕркеленĕ. Турнирта 4 команда тупăшнă. Пĕтĕмлетÿсем тăрăх, районти ветерансен команди çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнта — Урмаел вăтам шкулĕн команди, виççĕмĕш вырăнта — Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн команди. Тукай Мишер вăтам шкулĕн команди — 4-мĕш вырăнта. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Кубоксемпе, медальсемпе тата Хисеп грамотисемпе наградăланă. Н.КАЛАШ
Армрестлингра –малтисем

Армрестлингра –малтисем

Мартăн 13-мĕшĕнче пирĕн район спортсменĕсем республика шайĕнчи армрестлинг ăмăртăвне хутшăннă. Вăл Шупашкарта В.Ярды ячĕллĕ Олимп резервĕсен спорт шкулĕнче иртнĕ. Пирĕн районăн пĕрлештернĕ командинче тĕрлĕ шкулсенчи чи ăста спортсменсем ăмăртнă. Кашниех хăйĕн пултарулăхне туллин кăтартса пама тăрăшнă. Пĕтĕмлетнĕ кăтартусем тăрăх, Н.Сахров тренер ертсе пыракан район команди пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарма пултарнă. Уйрăм первенствăра та пирĕн спортсменсем район чысне çÿле çĕкленĕ. Константин Алякин /Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ/, Резил Гибатдинов /Урмаел вăтам шкулĕ/, Мария Смирнова /Шурут вăтам шкулĕ/ хăйсен йывăрăш категорийĕсенче 1-мĕш вырăн йышăннă. Раиль Зейдуков, Надир Гибатдинов /Урмаел вăтам шкулĕ/, Риназ Багаутдинов /Тукай Мишер вăтам шкулĕ/ иккĕмĕш вырăна тухнă.  
Ăмăртусенчен — çĕнтерÿпе

Ăмăртусенчен — çĕнтерÿпе

Мартăн 5—7-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче фитнес-аэробикăн Атăлçи федераци округĕнчи Чемпионачĕ иртнĕ. Ăмăртăва Раççейри 800 ытла спортсмен хутшăннă. Çак йышра районти фитнес-аэробика федерацийĕн спортсменĕсем те пулнă. Мария Долгова тренер ертсе пыракан «Свит Бейби», «Дрим Тим», «Непоседы» командăсем Атăлçи федераци округĕн чемпионатĕнче палăрнă. Виктория Степанова «Спортивная аэробика» дисциплинăра 1-мĕш вырăна тухнă. «Свит Бейби» команда /11—13 çулхисем/ «Аэробика» дисциплинăра палăрнă. Командăри Вика Степанова, Саша Лазарева, Вика Федорова, Ульяна Воробьева, Катя Жукова маларах хатĕрленĕ программăна çÿллĕ шайра кăтартса парса виççĕмĕш вырăн йышăннă. «Дрим Тим» командăри Аня Жирнова, Арина Павлова, Ангелина Бурлакова, Светлана Зайкова, Диана Карсакова та ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕсем п
Пулă тытса савăнчĕç

Пулă тытса савăнчĕç

Мартăн 8-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи пĕвере пăр çинче пулă тытассипе районти ăмăрту иртрĕ. Ăна сунарçăсемпе пулăçсен районти обществин правленийĕ йĕркеленĕ. Мероприятие уçнă май, общество правленийĕн председателĕ В.А.Нямуков пулăçсен ăмăртăвĕ çакăн пек пысăк масштабпа пĕрремĕш хут иртнине, малашне ăна кашни çулах йĕркелесен аван пулмаллине палăртрĕ. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Е.Ефремов çак мероприятие Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче йĕркелени хĕрарăмсем валли хăйнеевĕр парне пулнине пĕлтерчĕ. Пуçтарăннисене районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Ф.Волков та саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Конкурса районти тĕрлĕ ялсенчен 40 пулăç пуçтарăннă. Вĕсем хушшинче арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те, ачасем те пулчĕç. 10 сехетре ăмăртăва хутшăнакансем пăр çинче вырнаçса тухрĕç, пулă тытма пикенч
Маттур вылякансем çĕнтерчĕç

Маттур вылякансем çĕнтерчĕç

Мартăн 6-мĕшĕнче «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче Комсомольски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, Шурут-Нурăс ялĕнче çуралнă Владислав Ильин вице-адмирал парнисене çĕнсе илессишĕн хĕрсен волейбол командисем хушшинче турнир иртрĕ. Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, «Кĕтне» ентешлĕхĕн представителĕ Владимир Михеев, Шурут вăтам шкулĕн директорĕ Николай Андреев тата «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов ăмăртакансене те, курма килнисене те Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе телей, ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунса саламларĕç. Ăмăртăва 11 команда хутшăнчĕ. Комсомольски районĕнчи шкулсен 10 команди тата асăннă ăмăртура пĕлтĕр 1-мĕш вырăн йышăннă Йĕпреç районĕн команди пултаруллă та ăста вылярĕç. Матчсем хĕрÿ тупăшупа палăрчĕç, кашни команда мала тухма ăнтăлчĕ. Йĕпреçрен килнĕ хĕрсем
Пиллĕкмĕш турнир районта иртрĕ

Пиллĕкмĕш турнир районта иртрĕ

Иртнĕ шăматкун, февралĕн 27-мĕшĕнче, «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексне волейбол вăййине кăмăллакансем пуçтарăнчĕç. Спортсменсем Комсомольски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, Шурут-Нурăс ялĕнче çуралнă Владислав Ильин вице-адмирал парнисене çĕнсе илессишĕн республикăра 5-мĕш хут йĕркелекен турнира хутшăнчĕç. Спорт ăмăртăвне килсе çитнисене район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осиов, Мускаври офицерсен «Сыны Отечества» обществăлла организацин председателĕн çумĕ Иван Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, «Кĕтне» ентешлĕх председателĕ Валери Туркай, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Борис Малов саламларĕç, турнирта ăнăçу сунчĕç. Кăçалхи ăмăртура ултă команда тупăшрĕ. Комсомольски, Канаш, Елчĕк, Патăрьел районĕ- сенчен килсе çит