Ҫар вӑййинче вӑйлисем ҫӗнтерчӗҫ
Ҫамрӑк армеецсен «Орленок» тата «Зарница» ҫарпа спорт вӑййисене шкулта вӗреннӗ ҫулсенче округра пурӑнакансенчен чылайӑшӗ хутшӑннӑ. Ушкӑнпа палаткӑсенче ҫӗр каҫни, тӗрлӗ ӑмӑртусенче тупӑшни ачасен асӗсенче юлнах. Паянхи кун та шкул ачисем «Зарница 2.0» вӑййа хаваспах хутшӑнаҫҫӗ.
Майӑн 21-мӗшӗнче Комсомольскинчи вӑрман хӗрринче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Зарница 2.0» ҫарпа патриотлӑх вӑййисене уҫнӑ. Ҫамрӑк армеецсене ҫак ятпа округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Ф.Ф.Зейнетдинов, вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан, «Единая Россия» партин «Ҫӗнӗ шкул» проекчӗн координаторӗ Е.Н.Соколова, Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссарӗ А.Ф.Афанасьев тата ыттисем те саламланӑ, тупӑшусенче ӑнӑҫу сунн












































































































