Публикации

Агрофестиваль ачасене пӗрлештерчӗ

Агрофестиваль ачасене пӗрлештерчӗ

Пирӗн республикӑра юлашки ҫулсенче ачасене мӗн пӗчӗкрен ҫӗр ӗҫӗпе интереслентересси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ку тӗллевпе Чӑваш республикин Правительство председателӗ   С.Г.Артамонов пуҫарӑвӗпе ача сачӗсенче агролабораторисем, шкулсенче агроклассем йӗркеленӗ. Ҫакӑ «Единая Россия» парти пулӑшнипе «Российское село» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗрсе пырать. Нумаях пулмасть Урмаелӗнчи «Лейсан» ача садӗнче округри агролабораторисен пӗрремӗш фестивалӗ иртрӗ. Унта шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсем активлӑн хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах пуҫтарӑннисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, администрацин вӗренӳ пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан, «Единая Россия» партин «Новая школа» проекчӗн округри координаторӗ  Е.Н.Соколова  ӑшшӑн саламларӗҫ. Агролабораторисен кура
Тӳрӗ лини пулать

Тӳрӗ лини пулать

Апрелӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӳрӗ лини ирттерет. Вӑл 11.00 сехетре пуҫланать.  Ыйтусене маларах Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ яма юрать. Эфир иртнӗ чухне вара трансляци чатне ҫырма е 8(8352)56-51-00 номерпе шӑнкӑравласа ыйту пама  пулать. Тӳрӗ линин трансляцийӗ «ВКонтакте» социаллӑ сетьри «Чувашская Республика» ушкӑнра, Чӑваш наци телекуравӗн, ЮТВ эфирӗнче тата Наци радиовӗнче иртет.

Ярмӑркка иртет

«Единая Россия» партин «Моя карьера» проекчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫпе тивӗҫтерекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри ярмӑрккин регионти тапхӑрӗ пулать. Вӑл  апрелӗн 17-мӗшӗнче «Работа в России» кадрсен центрӗнче иртет.  Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем, ӗҫ шыракансем пирӗн пата ҫитсе ярмӑрккана хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӑл 8.30 сехетре пуҫланать.  Адрес:  Комсомольски сали,  Завод урамӗ,  29-мӗш ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8(83539) 5-13-79. Екатерина Жукова.
Эрнипех хаваслӑх парнеленӗ

Эрнипех хаваслӑх парнеленӗ

«Пехет» агромаркетри Комсомольски округӗн  «Единая Россия» партин «Культура малой родины» проекчӗпе иртекен кунӗсенчи малтанхи мероприятисем  пирки хаҫатра пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Округ кунӗсем малалла эрне вӗҫӗччен, апрелӗн  5-мӗшӗччен тӑсӑлнӑ. Кунта округри 12 территори уйрӑмне палӑртнӑ тӗрӗллӗ картӑпа та паллашма май пулнӑ. Комсомольскинчи  хӗрарӑмсен совечӗн членӗсем Е.Н.Васильева тата С.Н.Григорьева округри ялсем ӑҫта вырнаҫнине тата вӗсен хӑйнеевӗрлӗхне лайӑхрах пӗлме май парас тӗллевпе ҫав картӑна татӑксенчен (пазлсем) пуҫтармалли вӑйӑ та йӗркеленӗ. Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи  «Селяночки» ушкӑн кӗнчелепе ҫӑм арласа ҫип тунине тата вӑл чӗртавартан ытти япаласем хатӗрлес ӑсталӑха кӑтартса панӑ. Ротангран чӳлмексем ҫыхас,  килте супӑнь тӑвас тата ытти ӑста
Тӗлпулу усӑллӑ иртрӗ

Тӗлпулу усӑллӑ иртрӗ

Пӗтӗм Раҫҫейри «ВсеБеременным.рф» проектпа килӗшӳллӗн Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра Ача кӗтекен хӗрарӑмсен кунне халалласа мероприяти иртрӗ. Унта пулас аннесем ҫеҫ мар, Комсомольскинчи тӗп больницӑн врачӗсем, Хӗрарӑмсен союзӗн членӗсем, социаллӑ службӑн, социаллӑ страхлав тата ЗАГС органӗсен специалисчӗсем хутшӑнчӗҫ. Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин пурне те уяв ячӗпе саламларӗ, ача ҫуратакан ҫемьесем пирӗн округӑн пуласлӑхӗ валли никӗс хывни ҫинчен каларӗ, вӗсен йышӗ ӳсессе шаннине палӑртрӗ. Анна Козлова акушер-гинеколог хӗрарӑмсен сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ самантсене уҫӑмлатрӗ. Социаллӑ тытӑмра вӑй хуракансем ача кӗтнӗ вӑхӑтра тата пепке ҫут тӗнчене килнӗ хыҫҫӑн патшалӑхран илме пулакан пулӑшусем ҫинчен каларӗҫ, ятарлӑ памяткӑсем тата информаци буклечӗсем валеҫсе пачӗҫ. Библиотекӑра вӑй х
Ҫемье фестивальне хутшӑнаҫҫӗ

Ҫемье фестивальне хутшӑнаҫҫӗ

Комсомольскинчи Сорокинсем Раҫҫей шайӗнче иртекен «Крылья детства» ҫемье фестивальне хутшӑнма заявка тӑратнӑ. Фестивале Раҫҫейри ачасен тата ҫамрӑксен центрӗ йӗркелет. Конкурса иккӗмӗш класра вӗренекенсем — «Орлята России» программӑн чи активлӑ хастарӗсем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсем хушшинче чи маттуррисене суйласа илсе Пӗтӗм Раҫҫейри фестивале йыхравлаҫҫӗ. Вӑл августӑн 5—9-мӗшӗсенче иртет. Сорокинсем% ҫемье пуҫӗ Радислав, унӑн мӑшӑрӗ Ольга тата хӗрӗ Ульяна — чӑн-чӑн команда. Вӗсем фестиваль шайӗнче кӑткӑс, анчах та питӗ интереслӗ икӗ задание пурнӑҫлама та ӗлкӗрнӗ. Унта вӗсем хӑйсем мӗнпе интересленни, ҫемьери хаклӑхсем тата пӗрлехи проектсем ҫинчен каласа панӑ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 2-мӗш «б» класра пӗлӳ илекен Ульяна Сорокина фестивале Мускава й
Туслӑ, килӗшӳллӗ мӑшӑр

Туслӑ, килӗшӳллӗ мӑшӑр

Кӑҫал Раҫҫейре Халӑхсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш республикинче Халӑхсен туслӑхӗн, округра Халӑхсен килӗшӗвӗн ҫулталӑкӗсем тесе палӑртнӑ. Ҫакӑ ахальтен мар, паллах. Пирӗн ҫӗршывра, ҫавӑн пекех хамӑр тӑрӑхра та тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ ӗмӗрсем хушши туслӑн килӗштерсе пурӑнать, ӗҫлет, савӑнать. Тӗрлӗ наци ҫыннисем пӗрлешсе ҫемье чӑмӑртаҫҫӗ, нумай ҫул килӗштерсе телейлӗн пурӑнаҫҫӗ. Эпӗ Ҫӗнӗ Шӑхранта пурӑнакан Ильинсен ҫемйи пирки каласа парасшӑн. Чӑваш халӑхӗн ывӑлӗпе казах хӗрӗ официаллӑ йӗркепе ҫемье ҫавӑрнӑранпа кӑҫал 55 ҫул ҫитрӗ. Николай Комсомольскинче вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн 1965 ҫулта Казахстанри Караганда облаҫне тухса кайнӑ. Унта вӑл вӗренсе слесарь-сантехник профессине алла илнӗ. Ун хыҫҫӑн Павлодар хулинчех юлать, хӑйӗн специальноҫӗпе ӗҫлеме пуҫлать. Кунтанах салтак тумӗ тӑхӑнать. Унӑн сл
Ҫамрӑк специалистсене пулӑшса пыраҫҫӗ

Ҫамрӑк специалистсене пулӑшса пыраҫҫӗ

Республикӑра сывлӑх сыхлавӗнчи наставничествӑн «Путь профессионала» проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫамрӑк специалистсене вӗрентес тата пулӑшса пырас енӗпе ӗҫсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Тин ҫеҫ медицинӑра пӗрремӗш утӑм тӑвакансемшӗн професси пурнӑҫне хӑнӑхасси ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Ҫакӑн пек чухне шӑпах наставник йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшать те. Комсомольски тӗп больницинче наставничество йӑлисем тахҫантанпах вӑйра. Унта опытлӑ специалистсем ҫамрӑк ӗҫтешӗсене ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарнисӗр пуҫне хӑйсене шанчӑклӑн туйма пулӑшаҫҫӗ.  «Наставничество вӑл — куҫа курӑнман, анчах та питӗ вӑйлӑ пулӑшу. Вӑл ҫамрӑк специалиста хӑйне тата хӑйӗн пӗлӗвӗсене шанма вӗрентет, — тет хирурги уйрӑмӗн аслӑ медицина сестри Людмила Владимирова. — Вӑл клиника шухӑшлавне аталантарма, пациентсемпе тата вӗсен

Ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухне асӑрханӑр!

Юр ирӗлнӗ май пахчара мӗн те пулин ҫунтарнӑ чухне пушар тухас хӑрушлӑх ӳсет. Ҫавӑнпа хӑрушсӑрлӑх йӗркисем пирки тепӗр хутчен аса илтеретпӗр. Пахчара ҫӳп-ҫап е мӗн те пулин ҫунтарма шухӑшларӑр пулсан 30 сантиметртан кая мар тарӑнӑш шӑтӑк чавмалла. Диаметрӗ 1 метртан ытларах пулмалла мар. Ҫӳп-ҫапа тимӗр виткӗчпе хупӑнакан тимӗр пичкере (калӑпӑшӗ 1 кубла метртан пысӑкрах ан пултӑр) ҫунтарма та юрать. Ҫулӑма кил-ҫуртран, ытти хуралтӑран сахалтан та 50 метр аякра чӗртмелле. Ҫав вырӑна малтан 10 метр радиус чухлӗ хӑрӑк туратран, типӗ курӑкран, ҫӳп-ҫапран тасатмалла. Паллах, пушар сӳнтермелли хатӗрсем алӑ айӗнчех пулмалла (огнетушитель, шыв, кӗреҫе). Тата ҫакна ан манӑр: уҫӑ вырӑнта ҫунакан ҫулӑма пӑхмасӑр хӑвармалла мар! Астӑвӑр: торфлӑ тӑпра ҫинче, пушара хирӗҫле режим вӑйра пулсан, ҫил вӑй
Хӑйсен тӗслӗхӗпе хавхалантараҫҫӗ

Хӑйсен тӗслӗхӗпе хавхалантараҫҫӗ

Пирӗн округра  спортӑн ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗ япӑх мар аталаннӑ. Ку тӗлӗшпе чылай ҫӗрте секцисем ӗҫлеҫҫӗ. Спортсменсем республика шайӗнче ҫеҫ мар, унӑн тулашӗнче иртекен ӑмӑртусенче те лайӑх кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ. Районта кӗрешӳ спортне пуҫласа ярас, аталантарас енӗпе  П.Г. Матросов, Н.В.Краснов, В.С. Краснов нумай ӗҫ тунӑ. Ҫак кунсенче спорт ветеранӗсем Николай Васильевичпа Василий Сергеевич Красновсем 70 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗҫ. Ҫак ятпа вӗсене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин саламларӗ, ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунчӗ, парнепе чысларӗ. Эпӗ те округри кӗрешӳҫӗсем ячӗпе салам сӑмахӗсем каларӑм, кӗрешӳ енӗсене районта аталантарас тӗлӗшпе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав турӑм. Хисеплӗ ветерансем чӑннипех те ырӑ сӑмахсене тивӗҫлӗ. Ку статьяра вӗсен пирки тӗплӗнрех каласа парасшӑн. Вӗс

Вӑйлисем ҫӗнтерчӗҫ

«Единая Россия» партин «Выбор сильных» проекчӗпе килӗшӳллӗн апрелӗн 4-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче  16—18 ҫулхи шкул ачисем хушшинче армрестлинг енӗпе республика ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Ку спорт енӗпе пирӗн округри спортсменсем япӑх мар кӑтартусем тӑваҫҫӗ. Ҫак тупӑшура та округ команди 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Уйрӑм спортсменсем хушшинче пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илсе Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи Анна Шуряшкина 60 килограмм, Айша Тухфетуллина 70 килограмм,  Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи Максим Ильдюхин 55 килограмм таранхи виҫесенче палӑрчӗҫ. Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи Энже Ямалтдинова 45 килограмм, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи Дарья Медведева 70 килограмм, Рамир Хуснетдинов 65 килограмм таранхи виҫесенче иккӗмӗш вырӑн хуҫисем пулчӗҫ. Гелсу Гибатдино
Марковсем тата «Правда» колхоз

Марковсем тата «Правда» колхоз

Документсем тӑрӑх 1931 ҫулхи мартӑн 23-мӗшӗ тӗлне «Правда» колхозра 13 хуҫалӑх  шутланнӑ: И.М.Марков хуҫалӑхӗнчен — 2 ҫын, Е.В.Владимировӑн — 5 ҫын, Ф.С.Башкировӑн — 7 ҫын, И.Конторскин — 7 ҫын, О.Ф.Осиповӑн — 8 ҫын, И.Б.Борисовӑн — 1 ҫын, П.С. Ясмуковӑн — 4 ҫын, И.И.Ильинӑн — 3 ҫын, Ф.А.Андюкинӑн — 3 ҫын, Г.Конторскин — 2 ҫын, Д.Н.Мельдинӑн — 6 ҫын, П.Д.Мельдинӑн — 3 ҫын, Ф.Е.Красновӑн — 8 ҫын. Колхоза аталанма малтанхи ҫулсенче ҫӑмӑлах килмен. Уйрӑм хуҫалӑх тытакансем колхозниксене курайман, мӗн май килнӗ таран ура хума  тӑрӑшнӑ. Ялти ҫивӗч ыйтусене колхоз пухӑвӗсенче сӳтсе явнӑ. Вӗсенче пушар лашисем тытса хурал йӗркелес, лавкка тӑвас, «Трактор» акцие хутшӑнса укҫа-тенкӗ пуҫтарас, ҫӗр йӗркелӳ тата ытти нумай ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Ҫӗр ыйтӑвӗсене татса панӑ чухне уйрӑм хуҫалӑх
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Хаҫат тусӗсем йышланнӑ, тираж ӳснӗ  «Колхозсем пӗрлешсе тӑвакан мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетекен комплекс — районта чи пысӑккисенчен пӗри. Ӑна тума пуҫланӑранпа часах тӑватӑ ҫул ҫитет. Кунти ӗҫсем пирки хаҫатра чылай статьясем пичетленчӗҫ. Кӑҫал «Октябрь ялавӗ» хаҫат комплексра ятарласа штаб йӗркелерӗ. Малашне эпир хаҫатра тӑтӑшах кунти ӗҫсемпе унӑн пуласлӑх планӗсем тата комплексри ҫынсем ҫинчен ҫырса тӑма пуҫлатпӑр» (1977 ҫулхи декабрӗн 8-мӗшӗ). Ҫав номертех «Комплексри ӳкерчӗксем»  статья пичетленнӗ. «Силос хывмалли тӑватӑ ҫӳллӗ башня аякранах куҫа илӗртет. Пӑрусене усрамалли корпус, котельнӑй тата ытти объектсенче юлашки ӗҫсем пыраҫҫӗ. Ӑшӑ парса тӑракан трасса та паян-ыран хатӗр пулмалла. Комплекс валли тӗрлӗ оборудованисем килсех тӑраҫҫӗ. Часах ҫӗнӗ строй
Асра юлакан ҫулҫӳрев

Асра юлакан ҫулҫӳрев

Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче вӗренекен юннатсем Сочи ҫывӑхне ҫулҫӳреве каясси пирки ӗмӗтленме те пултарайман. Апла пулин те хастар та пултаруллӑ пулнине кура вӗсем ҫак чыса тивӗҫнӗ. Нумаях пулмасть иртнӗ ҫулҫӳрев ҫинчен ачасем питӗ хавхаланса каласа пачӗҫ.  Шкулта иккӗмӗш класра ӑс пухакансем пӗлтӗр юннат отрядне йӗркеленӗ. Кӑсӑклӑ пулнипе Раҫҫей шайӗнчи конкурса хутшӑннӑ. Ҫулталӑк тӑршшӗпех тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫланӑ. Конкурс заданийӗсене уйӑхсеренех пурнӑҫа кӗртсе пынӑ. Макулатура, пластик крышкӑсем пухнӑ, усӑ курнӑ батарейкӑсене те ватман, ятарлӑ контейнера тултарнӑ. Вӗсене кура ытти классем те пулӑшма пуҫланӑ. Унсӑр пуҫне субботниксене хутшӑннӑ, садри улмуҫҫисене шуратса хурт-кӑпшанкӑсенчен сыхланӑ. Кайӑксене валли хӗлле сырӑшсем, ҫуркунне шӑнкӑрч вӗллисем ӑсталанӑ. Ҫӑлкуҫсем тавра тирпейлӗх

Вăрланă юратăвăн хакĕ

(Малалли).  Пурнăç малалла шунă май тупăнман япаласем те манăçа тухнăччĕ ĕнтĕ. Вунпилĕк çулхи вăрттăнлăх пĕтĕмпех çиеле тухрĕ. Мунча умĕнче ларакан упăшкин аттине курсан пĕтĕмпех ăнланчĕ. Кашкăр пек уласа кăшкăрас килчĕ хĕрарăмăн, пичĕ тăрăх куççуль шăпăртатрĕ. Чĕри çĕçĕпе тирнĕн тӳсме çук ыратса кайрĕ. Çапах та хăйне вăхăтра алла илме пултарчĕ. Куççульне шăлса ачисем енне çаврăнса тăчĕ. Часах аллине пысăк папка тытнă паçăрхи хĕрарăм тухрĕ. «Ĕненместĕр пулсан вулама пултаратăр», — терĕ хучĕсене Нина Петровнăна тăсса парса. Виççĕшĕ те айккинелле кайса вулама пуçларĕç. Документпа паллашнă хыççăн Нина Петровнăн çак вырăнта пĕр самант та тытăнса тăрас килмерĕ. Хĕрĕпе кĕрӳшĕ умĕнче те мĕскĕннĕн курăнас темерĕ. 30 çул пĕрле пурăннă упăшки ултавçă, икĕ питлĕ, путсĕр çын пулнине
Хастар ӗҫченсене – награда

Хастар ӗҫченсене – награда

Ҫак кунсенче республикӑра агропромышленноҫ комплексӗнче тӑрӑшакансемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприяти иртнӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Коллегийӗ, агропромышленноҫ комплексӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Правительство комиссийӗ тата Аслӑ экономика совечӗ пӗрле пуҫтарӑнса канашланӑ. Ку тӗлпулура регионти ял хуҫалӑхне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывакансене чысланӑ. Пирӗн ентешсем — «Искра» колхоз председателӗ Александр Зайцев,  «Рассвет» ЯХПК ӗҫченӗ Ирина Краснова, «Слава картофелю»  ООО генеральнӑй директорӗ Хасиятулла Идиатуллин   сумлӑ наградӑсене тивӗҫнӗ. Вӗсене ҫак ятпа чӗререн саламлатпӑр.
Каҫалсем «Пехет» агромаркетра

Каҫалсем «Пехет» агромаркетра

Шупашкарти «Пехет» агромаркет суту-илӳ центрӗ ҫеҫ мар, Чӑваш Республикин хӑйнеевӗрлӗхӗпе пуянлӑхне кӑтартакан, культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштаракан вырӑн та. Кунта округсенчи предприятисемпе фермерсем те хӑйсем туса илнӗ продукципе суту-илӳ тӑваҫҫӗ. Республикӑри округсем кунта хӑйсен кунӗсене черетпе ирттерсе пыраҫҫӗ. Мартӑн 30-мӗшӗнчен Комсомольски муниципаллӑ округ хӑйӗнпе тӗрлӗ енчен паллаштарать. Унта пыракансене валли  Каҫал тӑрӑхӗнче  хатӗрлекен, туса кӑларакан продукцие сӗннипе пӗрлех вырӑнти культурӑпа йӑла-йӗркене кӑтартакан анлӑ программа та хатӗрлеҫҫӗ. «Пехет» агромаркета килнисем  Комсомольскинчи «Хлебозавод» ООО пӗҫерсе хатӗрлекен ҫӑкӑр-булка, кондитер изделийӗсемпе паллашма, кӑмӑла кайнисене туянма пултараҫҫӗ, «Слава картофелю» агрофирма хӑйсем ҫитӗнтернӗ
Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ

«Слава картофелю» агрофирмӑн генеральнӑй директорӗ Хасиятулла Идиатуллин «Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Ҫакӑн ҫинчен калакан указа Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ. Ҫак кунсенче вара  Хасиятулла Идиатуллина Хусанти Пӗтӗм Раҫҫейри предпринимательсен канашлӑвӗнче  Тутарстан республикин Президенчӗ Рустам Минниханов  «За доблестный труд» медальпе чысланӑ. Хасиятулла Семигуллович 1965 ҫулта Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче ҫуралнӑ. Шкул хыҫҫӑн Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ, унтан салтак атти тӑхӑннӑ. 1988 ҫулта Тукай тӗп шкулӗнче учительте ӗҫлеме пуҫланӑ, 1990—2001 ҫулсенче Чӗчкен тӗп шкулӗн директорӗнче вӑй хунӑ. Унтан вара «Слава картофелю» агрофирмӑра ӗҫ тӑвакан директорта тӑрӑшма пикеннӗ. 2004 ҫулта
Патшалӑх программисене пӗтӗмлетнӗ

Патшалӑх программисене пӗтӗмлетнӗ

Нумаях пулмасть Чӑваш Республикин Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пирӗн округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин хутшӑнчӗ. Ларура патшалӑх программисене мӗнле пурнӑҫа кӗртсе пынине сӳтсе яврӗҫ, малашнехи тӗллевсене палӑртрӗҫ. Тӗп ыйтусенчен пӗри республикӑри район хаҫачӗсен аталанӑвӗпе ҫыхӑнчӗ. Ларура ҫавӑн пекех транспорт тата спорт аталанӑвне те сӳтсе яврӗҫ. Республика шайӗнче тунӑ йышӑнусем, паллах, округ пурнӑҫӗ ҫине те витӗм кӳрӗҫ. «Аслӑ экономика канашӗнче эпир виҫӗ патшалӑх программин — цифровизаци, транспорт тата спорт — кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетрӗмӗр. Кашни енпех ҫирӗп тӗллевсене тата йышӑнусене палӑртрӑм.  Медиахолдинг. Пирӗн тӗллев — район хаҫачӗсене, вӗсен кашни муниципалитетра пурӑнакансем палласа илекен бренчӗсене упраса хӑварасси тата аталантарасси. Ҫав вӑхӑтрах эпир редакцис
Чи тутлӑ пӗҫерекенсене палӑртрӗҫ

Чи тутлӑ пӗҫерекенсене палӑртрӗҫ

Комсомольски райповӗн никӗсӗ ҫинче апрелӗн 2-мӗшӗнче пысӑк мероприяти иртрӗ. Кунта республикӑри потребсоюзӑн 15 предприятийӗ чи лайӑх ҫӑкӑр-булка пӗҫерекенсен конкурсне хутшӑнчӗ.  Пухӑннисене округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, райпо Канашӗн председателӗ Светлана Грачева, Чӑвашпотребсоюз правленийӗн председателӗн ҫумӗ Андрей Данилов саламларӗҫ. Жюри членӗсем чи тутлӑ хура, шурӑ ҫӑкӑр тата техӗмлӗ булка пӗҫерекенсене палӑртрӗҫ, кашни продукцие хакларӗҫ. Конкурс пирӗн потребкоопераци ӗҫченӗсем мӗн тери тутлӑ та паха продукци пӗҫерме пӗлнине кӑтартса пачӗ.  Ҫавӑн пекех пирӗн округа килсе ҫитнӗ делегаци «Хлебозавод» ООО ӗҫӗпе паллашрӗ, «Торговый дом» суту-илӳ ҫуртне  ҫитсе курчӗ. «Точка вкуса» тата «Хлебушко» павильонсенчи продукципе те пурте  интересленсех паллашрӗҫ.
Кандидатурӑна ырланӑ

Кандидатурӑна ырланӑ

Дмитрий Медведев «Единая Россия» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарӗн должноҫне ЧР Правительство Председателӗн Сергей Артамоновӑн кандидатурине ырласа йышӑннӑ. Сергей Артамонов партире 2012 ҫултанпа, 2017 ҫултан пуҫласа вӑл «Российское село» партпроектӑн регионти координаторӗ пулса тӑрӑшать. «Ҫӗнӗ вырӑнта та вӑл «Единая Россия» партин Чӑваш Республикинчи ӗҫне пысӑк тӳпе хывасса, партин федераллӑ тата регионаллӑ проекчӗсене пурнӑҫа кӗртес тесе нумай ӗҫ тӑвасса шансах тӑратӑп», — уҫнӑ шухӑшне Дмитрий Медведев ЧР премьер-министрӗпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн. Вӑл ҫавӑн пекех регионӑн аграри потенциалне аталантарса пымалли ҫинчен те каланӑ.   
Округ ҫыннисен савӑнӑҫӗ — ҫӗнӗ храм

Округ ҫыннисен савӑнӑҫӗ — ҫӗнӗ храм

Мартӑн 28-мӗшӗнче округри православи тӗнне ӗненекенсемшӗн паллӑ пулӑм пулса иртрӗ — Шурутри Ивер Турӑ Амӑшӗн мӑнастирӗнчи ҫӗнӗ храма сӑвапларӗҫ. Ку ӗҫе Канаш епархийӗн ертӳҫи, Канаш тата Беловолжск епископӗ Стефан пурнӑҫларӗ. Вӑлах тин сӑвапланӑ храмра пӗрремӗш литургине ирттерчӗ. Комсомольски  округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин уяв службине хутшӑнчӗ, паллӑ кунпа пуҫтарӑннисене саламларӗ. Вӑл храм  ял ҫыннисемшӗн питӗ кирлӗ пулнине палӑртрӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие III округӑн благочиннӑйӗ, Комсомольскинчи «Вознесения Господня» храм настоятелӗ Сергий Скворцов иерей, Аслӑ Чурачӑкри храм настоятелӗ Георгий Левшин протоиерей, мӑнастирь настоятельници Кирилла игумения, клирик Георгий Полищук протоиерей тата ытти тӗн ҫыннисем, ҫавӑн пекех Шурут территори уйрӑмӗнче, ҫывӑхри ялсенче пур
Пулӑшу —  салтаксене валли

Пулӑшу —  салтаксене валли

Мӑнкун уявӗ ҫывхарса пынине кура Комсомольскинчи «Колосок» ача садӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене пулӑшу кӳрес тӗллевпе ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртрӗ. Ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ тата воспитательсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарчӗҫ. Кӗрпесем, тӗрлӗрен пахча ҫимӗҫ, чей-кофе тата куллен кирлӗ япаласем пуҫтарас ӗҫре кашниех активлӑ пулчӗ. Унсӑр пуҫне ачасем Раҫҫей шайӗнче иртекен «Салтак валли ҫыру» акцие хутшӑнса пирӗн хӳтӗлевҫӗсем валли хӑйсен аллисемпе открыткӑсем ӑсталанӑ. Вӗсем салтаксене ҫывхарса килекен Мӑнкунпа саламласа хӑйсен ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑшӑн тав тунӑ, хӑвӑртрах киле ҫӗнтерӳпе таврӑнма суннӑ. Ачасем хатӗрленӗ саламлӑ ҫырусем тӑван ҫӗртен аякри салтаксен чун-чӗрине ӑшӑтӗҫ, килӗсенче чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине аса илтерӗҫ. Палӑрт
Юмах тӗнчине илсе кӗреҫҫӗ, пӗлӳ илме пулӑшаҫҫӗ

Юмах тӗнчине илсе кӗреҫҫӗ, пӗлӳ илме пулӑшаҫҫӗ

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ачасен ҫурхи каникулӗн кунӗсенче ҫӗршыври пур библиотекӑсенче те Ачасен тата ҫамрӑксен кӗнекисен эрни иртет. Пӗрремӗш хут вӑл 1943 ҫулхи март уйӑхӗнче  Мускаври Колонна залӗнче пулнӑ. Хаяр вӑрҫӑ кӗрленӗ пулсан та аслисем ачасене савӑнӑҫ хӗлхемӗ парнелеме май тупнӑ. Пирӗн округри «Этникум» ача-пӑча модельлӗ библиотекинче эрне вулав уявӗнчен пуҫланчӗ. Ку мероприятие кӑҫал Раҫҫейре Халӑхсен пӗрлӗхӗн, республикӑра Халӑхсен туслӑхӗн, округра Халӑхсен килӗшӳлӗхӗн ҫулталӑкӗсене халалларӑмӑр. Унта «Колосок», «Рябинушка» тата «Радуга» ача сачӗсене ҫӳрекенсем хутшӑнчӗҫ. «Россия — наш общий дом» ятпа иртнӗ уява ҫӗршыв тӑрӑх «ҫулҫӳреве» тухнӑ евӗр йӗркелерӗмӗр. Ачасем  тӗрлӗ станцисенче чарӑнса тӗрлӗ халӑхсен  вӑййисем, юррисемпе юмахӗсем урлӑ вӗсен йӑли-йӗркисемпе

Пӗлтерӗшлӗ те, усӑллӑ та

Комсомольскинчи тӗп библиотека ачасемпе тата ҫамрӑксемпе тӑтӑшах тӗрлӗ мероприятисем ирттерет. Черетлӗ тӗлпулура калаҫу наркотиксем тата психотроплӑ япаласем, вӗсен сиенӗ тата сывлӑх умне хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан йӑласем пирки пулчӗ. Библиотека ӗҫченӗ В.А.Горбунова  ҫӗршывра ачасемпе ҫамрӑксем хушшинче наркотикла япаласемпе усӑ куракансем сахал мар пулни, вӗсем сывлӑха, ҫын психикине сиенлӗ витӗм кӳни ҫинчен каласа пачӗ. Тӗп больницӑн врач-наркологӗ Л.И.Ярышева пуҫтарӑннисемпе уҫҫӑн калаҫса наркотиксем, психотроплӑ япаласем, ҫавӑн пекех алкоголь, пирус туртни ҫын сывлӑхне мӗнле хавшатни, вилӗм патне илсе ҫитерни ҫинче чарӑнса тӑчӗ.  Округӑн вӗрентӳ пайӗн ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комисси специалисчӗ Ю.Р.Закирова хӑй сӑмахӗсенче  тӗрӗс мар утӑм тӑвиччен малтан лайӑх ш
Шкулта музейра пулчӗҫ, мӗн курнипе кӑмӑллӑ юлчӗҫ

Шкулта музейра пулчӗҫ, мӗн курнипе кӑмӑллӑ юлчӗҫ

Чи малтанах вӗсем Хирти Явӑш вӑтам шкулне ҫитсе курчӗҫ. Вӗсене шкул директорӗ Н.Г.Ильин, вӗренекенсем, Элпуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ Р.Ф.Асеинов кӗтсе илчӗҫ. Николай Георгиевич кӗскен шкул ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Ветерансем шкулти классемпе интересленсех паллашрӗҫ. Предмет кабинечӗсене кӗрсен кунта ачасене тарӑн пӗлӳ илмелли, тавракурӑмне аталантармалли  пур майсем те ҫителӗклӗ пулнинчен тӗлӗнчӗҫ те. Вӗсенчен кашниех хӑйсем вӗреннӗ вӑхӑтсене те аса илчӗ пулӗ. Унтанпа чылай ҫул иртнӗ пулсан та ачалӑх, шкул вӗсен асӗнчех юлнӑ. Вӑл вӑхӑтсенчен паянхи шкулсем ҫӗрпе пӗлӗт пек уйрӑлса тӑраҫҫӗ. 40—60 ҫул каялла классене кӑмакасемпе хутса ӑшӑтнӑ. Шартлама сивӗре пӳлӗмсенче хӗн пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче хут-кӑранташ енӗпе те йывӑрлӑхсем пулнӑ. Паян ачасем ҫутӑ та таса, ӑшӑ классенче
Ырӑ ӗҫ ҫӗре ӳкмест

Ырӑ ӗҫ ҫӗре ӳкмест

Паян ҫамрӑксем пирки тӗрлӗрен калаҫнине илтме пулать. Хурласа сӑмахлакансем те пур. Манӑн вӗсем пирки сив сӑмах калас килмест. Ачасем мӗнле ҫитӗнесси чи малтанах ҫемьерен килет тесе шутлатӑп. Ашшӗ-амӑшӗ тӗрӗс воспитани пама пултарсан ҫамрӑксем ырӑ кӑмӑллӑ  ҫынсем пулса ҫитӗнеҫҫӗ. Паянхи ачасем хушшинче те ӗҫчен, ырӑ шухӑшлисем  чылай. Эпӗ урана хуҫнипе чылай вӑхӑт больницӑра выртрӑм. Хӗлле кӑҫал юр нумай ҫуса кил-ҫурт таврашне тултарса лартрӗ. Хам ӗҫлейместӗп. Пулӑшу ыйтса Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн директорне И.А.Соловьевӑна шӑнкӑравларӑм. Вӑл мана «Единая Россия» партин «Молодая гвардия» уйрӑмӗн  округри ертӳҫипе В.Н.Кокоревпа калаҫса пӑхма  сӗнчӗ. Эпӗ ҫапла турӑм та. Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, Ярослав Григорьевпа Иван Чернов килчӗҫ. Ун хыҫҫӑн кӗреҫе йӑтнӑ хӗра

Юр ирӗлет, ҫӳп-ҫап ҫиеле тухать

Ҫанталӑк ӑшӑтса пынӑҫемӗн юр ирӗлсех пырать. Хӗвел хытӑрах хӗртекен вырӑнсем, ҫул айккисем, ҫырма хӗррисем хуралчӗҫ. Юр айӗнчен пӗлтӗр кӗркунне юлнӑ, хӗлӗпе пуҫтарӑннӑ тасамарлӑх тухать.  Уйрӑмах  ялсенчи ҫӳп-ҫап пуҫтармалли контейнерсен ҫывӑхӗсене пӑхма хӑрушӑ. Вӗсем патӗнчи йӗркесӗрлӗхе юр ҫуса пытарса пычӗ пулсан, халӗ пурте куҫ умне тухрӗ. Хаҫатра та темиҫе хутчен ҫырсан та, ялти пухусенче  тӑтӑшах калаҫсан та вӗсем патӗнчи тирпейлӗхе тытса пымастпӑр. Контейнерсем тулсан та вӗсен ҫывӑхне кил-ҫуртри йӑла каяшӗсене тултарнӑ пакетсем лартса хӑваратпӑр, контейнерсене тӳпелесе тултаратпӑр. Вӗсене  йыт-качка сӗтӗрет, ҫурса унти ҫӳп-ҫапа тавралӑха сапалать. Илсе килсе пӑрахнӑ, кайран  кирек мӗнле пултӑр, алран кайтӑр ҫеҫ текен шухӑшран писейместпӗр. Вӑл контейнерс
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Хаҫат тусӗсем йышланнӑ, тираж ӳснӗ Хаҫат редакцийӗ вулакансем валли тӗрлӗ конкурссемпе викторинӑсем те йӗркелеме тӑрӑшнӑ. 1970 ҫулта «Ҫӗнтерӗве — чӗрӗк ӗмӗр» девизпа иртернӗ ялкорсен творчество конкурсне  Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн пӗтӗмлетнӗ. «Итогсем туса, жюри пӗрремӗш премие никама та памалла мар тесе йышӑнчӗ. Иккӗмӗш премие А.Артюшкин ялкор «Пилӗк юплӗ ҫӑлтӑрсем  йӑлкӑшаҫҫӗ» тата  «Десантник» очерксемшӗн илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Ҫавӑн пекех иккӗмӗш премине «Умра — Будапешт» тата «Паттӑрлӑх ҫулӗпе» корреспонденцисемшӗн Б.Кокорев ялкора панӑ. Виҫҫӗмӗш премисене А.Можаевпа Н.Галкин ялкорсем илме тивӗҫ пулчӗҫ» (1970 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗ). 1970 ҫулта В.И.Ленин ҫуралнӑранпа  100 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тунӑ. Юбилей умӗн, паллах, анлӑ социализмла ӑмӑртусем йӗркеленӗ.
Паттӑр ячӗпе – республика турнирӗ

Паттӑр ячӗпе – республика турнирӗ

Округра Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫ хунӑ паттӑрсене яланах асра тытаҫҫӗ. Вӗсен ячӗсемпе спорт ӑмӑртӑвӗсем те тӑтӑшах йӗркелеҫҫӗ. Мартӑн 29-мӗшӗнче, акӑ, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче Хӑюлӑх орденне тивӗҫнӗ, паттӑрсен вилӗмӗпе ӗмӗрлӗхех куҫӗсене хупнӑ Геннадий Павлова асӑнса ачасем хушшинче ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен республикӑри турнирӗ иртрӗ. Унта Чӑваш Енри вӑйлӑ кӗрешӳҫӗсем хутшӑнчӗҫ. Кавир ҫине 2010—2012 ҫулсенче ҫуралнисем 42, 45, 48, 51, 55, 60, 65 килограмм таранхи тата 71 килограмран ытларах виҫесенче, 2013—2014 ҫулсенче ҫуралнисем 32, 35, 38, 42, 46, 50, 56 килограмм таранхи виҫесенче тухрӗҫ. Ӑмӑртӑва килнисене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Росгварди управленийӗн Чӑваш республикинчи штаб начальникӗ М.Н.Лапшин, Г.Павловӑн амӑшӗ В.Г.Павлова, кукамӑшӗ Г.А.Павлова, куккӑшӗ А.Г.П
Чи пултаруллисем — ҫӗнтерӳҫӗсем

Чи пултаруллисем — ҫӗнтерӳҫӗсем

«Единая Россия» парти халӑх хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырассине аталантарас, ачасене спортпа туслаштарма хавхалантарас тӗлӗшпе чылай тӑрӑшать. Партин «Детский  спорт» проекчӗпе килӗшӳллӗн  нумай ӑмӑрту иртет. Ҫак кунсенче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче округри шкулсенчи ҫамрӑк баскетболистсем вӑй виҫнӗ.  Ӑмӑртусенче арҫын ачасем хушшинче 5 команда,  хӗрачасем хушшинче 4 команда тупӑшнӑ. Арҫын ачасенчен Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи ҫамрӑк баскетболистсем пысӑк ӑсталӑх кӑтартса пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Аслӑ Чурачӑк тата Нӗркеҫ вӑтам шкулӗсенче вӗренекенсен командисем иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑннӑ. Хӗрачасем хушшинче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкул команди хастарлӑхпа  палӑрнӑ, пӗрремӗш вырӑна алӑран вӗҫертмен. Аслӑ Чурачӑк в
Аслӑ ҫулти спортсменсем тупӑшрӗҫ

Аслӑ ҫулти спортсменсем тупӑшрӗҫ

Ҫак кунсенче Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче «За активное долголетие» спартакиадӑн муниципаллӑ тапхӑрӗ иртрӗ. Ӑна «Спорт России» патшалӑх программипе, «Единая Россия» партин «Старшее поколение» проекчӗпе  килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Спартакиадӑра аслӑ ӑру ҫыннисем дартс тата шывра ишес енӗпе ӑмӑртса пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Чи малтанах пуҫтарӑннисене округӑн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Евгения Соколова тата спорт ветеранӗ Василий Пундяков ӑшшӑн саламларӗҫ. Вӗсем пурне те тивӗҫлӗ кӑтартусем туса мала тухма сунчӗҫ. Дартс енӗпе Асанкасси территори уйрӑмӗн команди ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. Комсомольски территори уйрӑмӗн спортсменӗсем 2-мӗш вырӑна тивӗҫрӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара — Элпуҫсем. Ҫак ӑмӑртӑвӑн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх округр
Мала тухнӑ

Мала тухнӑ

Ҫуркуннен пӗрремӗш уйӑхӗ вӗҫленчӗ пулин те пирӗн округри спортсменсем йӗлтӗр йӗрӗ ҫинчен кайман-ха. Вӗсем ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе савӑнтараҫҫӗ. Акӑ, иртнӗ канмалли кунсенче йӗлтӗрҫӗсем Канашри йӑлана кӗнӗ ҫурма марафона хутшӑннӑ. Унта вӗсем Чӑваш Енри, Мари Элри, Тутарстанри вӑйлӑ спортсменсемпе вӑй виҫнӗ.  Хӑйсен ӳсӗмӗсенчисем хушшинче Зуфар Тимаев, Николай Ятманов, Иван Симендеев пӗрремӗш,  Николай Васильев, Владислав Васильев иккӗмӗш вырӑнсем йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех Вячеслав Лаврушкин, Владимир Калашников, Сергей Белков  та лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем медальсемпе дипломсене тивӗҫнӗ. Вӗсене саламлатпӑр. Ҫӗнтерӳсем пулсах тӑччӑр. Николай Ятманов.
Тӗп тема – ачасен пуласлӑхӗ

Тӗп тема – ачасен пуласлӑхӗ

Мартӑн 25-мӗшӗнче Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата  унӑн команди Чулхулара иртнӗ «Единая Россия» — «Есть результат!» форума хутшӑннӑ. Тӗп тема — ачасем тата ҫамрӑксем.  «Тӗп тимлӗхре — ачасем тата ҫамрӑксем. Маларах вара республикӑра партин Халӑх программине пӗтӗмлетрӗмӗр. Халӑх программинче — ҫынсем ялсемпе хуласенче ырӑ улшӑну пуласса кӗтекен йышӑнусем. Вӗсем пурте Халӑх программине кӗччӗр тесе  вӗсене федераллӑ площадкӑна тӑрататпӑр.  «Единая Россия» — «Есть результат!» форум конкретлӑ йышӑнусемпе тата халӑх валли тӑвакан ырӑ улшӑнусемпе ҫыхӑннӑ. Тӗп тема — ачасен малашлӑхӗ, Халӑх программине кӗрекен  «Ҫамрӑксем тата ачасем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн вӗсен потенциалне, талантне аталантарма  пулӑшасси. Ку тӗлӗшпе Чӑваш Енӗн курӑмлӑ кӑтартусем пур. Иртнӗ ҫул 3,3 пин ача  виҫ
Тӗллевсем паллӑ, ӗҫсем курӑмлӑ

Тӗллевсем паллӑ, ӗҫсем курӑмлӑ

Мартӑн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин министрсен Кабинечӗн председателӗ Сергей Артамонов Патшалӑх Канашне  Правительствӑн 2025 ҫулхи ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Чи малтанах вӑл пуҫарусене пурнӑҫа кӗртме пулӑшнӑшӑн, конструктивлӑ сӗнӳсем панӑшӑн депутатсене тав тунӑ. «2025 ҫулхи пӗтӗм ӗҫе РФ Президенчӗ палӑртнӑ тӗллевсене тӗпе хурса, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев лартнӑ ыйтусене шута илсе  пурнӑҫланӑ. Пуҫламӑшӗ пур, ресурссем хатӗр, ӑҫталла утмалли паллӑ — Правительство шӑпах ҫакна тӗпе хурса малаллахи ӗҫсене палӑртать», — тенӗ Сергей Артамонов. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене  пулӑшасси тӗпре пулнине асӑннӑ премьер-министр. Ҫак тӗллевпе пӗлтӗр 10,7 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. 2024 ҫулхинчен 3 хут пысӑкрах. Пулӑшу мерисен шучӗ 50 яхӑн, 37-шӗ регион шайӗнче.  Кӑҫа
Пасар территорине хӑтлӑлатӗҫ

Пасар территорине хӑтлӑлатӗҫ

Кӑҫал Комсомольскинчи «Таныш» пасар умӗнчи лапама «Пурнӑҫ инфраструктури» наци проекчӗн «Хӑтлӑ хула хутлӑхӗ йӗркелесси» федераллӑ программипе килӗшӳллӗн хӑтлӑх кӳме палӑртнӑ. Ҫак вырӑн округра пурӑнакансемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Кунта кашни ытларикунпа кӗҫнерникун халӑх пасара пуҫтарӑнать. Хӑтлӑх кӳмелли проекта хатӗрленӗ чухне округра пурӑнакансен тата экспертсен шухӑшӗсене тӗпе хунӑ. Ҫапла ун тӑрӑх ҫуран ҫӳрекенсен меллӗ зонисене йӗркелӗҫ, вӗсене ешӗллетсе илемлетӗҫ, территорие брусчатка тата асфальт сарӗҫ, урамри ҫутӑсем вырнаҫтарӗҫ. ,ҫсене май уйӑхӗнче пуҫлама палӑртнӑ.
Техника юсавлӑ та хатӗр пултӑр

Техника юсавлӑ та хатӗр пултӑр

Ҫанталӑк кунсерен ӑшӑтса пырать. Пысӑк юр куписем те куҫ умӗнчех чакаҫҫӗ. Кӗҫех хирсем те «ыйхӑран» вӑранӗҫ. Ҫӗр ӗҫченӗшӗн хӗрӳ вӑхӑтсем пуҫланасси те аякра мар. Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫитес ҫуракине хатӗрленес ӗҫсем пуҫланнӑ ӗнтӗ. Механизаторсем халӗ пикенсех хӑйсене шанса панӑ тракторсене техника тӗрӗслевӗ витӗр кӑларма хатӗрлеҫҫӗ. Мартӑн 23-мӗшӗнче «Слава картофелю» тата «Комсомольские овощи» агрофирмӑсенче ӗҫлекен механизаторсем тракторӗсене тӗрӗслеве тӑратрӗҫ. Техника тӗрӗслевӗ округра темиҫе ҫул ӗнтӗ ҫак хуҫалӑхсенчен пуҫланать. Ку ахальтен мар. Вӗсенче техника ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Тракторсене тухӑҫлӑ ӗҫлеттернипе пӗрлех вӗсен управлӑхӗ ҫинчен те манмаҫҫӗ. Машинӑпа техника паркне те май килнӗ таран ҫӗнетеҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра анчах хӑватлӑ икӗ ҫӗнӗ трактор туян

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать

Ҫанталӑк кунран-кун ӑшӑтса пырса ҫӗр ӗҫченӗсене ҫураки ҫывхарса пынине систерет. Пирӗн округ ял хуҫалӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ май, унта пурӑнакансемшӗн ӑна пахалӑхлӑ ирттересси пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ытларикун округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче иртнӗ  агроинженери конференцийӗнче те калаҫу хӗрӳ тапхӑра тивӗҫлӗн хатӗрленсе кирлӗ шайра ирттерсе ярасси пирки пулчӗ. Ку мероприятие  ертсе пынӑ май округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин ака-суха ӗҫӗ яваплӑ тапхӑр пулнине, ун умӗн тӗрлӗ шайри специалистсен сӑмахӗсене итлесе пӗр-пӗрин шухӑшне пӗлни, сӗнӳсемпе канашсене шута илни, кӑткӑс ыйтусене пӗрле сӳтсе явни вырӑнлӑ пулнине палӑртрӗ. Конференци ӗҫне округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Ф.Ф. Зейнетдинов  хутшӑнчӗ, ертӳҫӗсемпе специа
Йӑлтах ҫӗнтерӳ валли

Йӑлтах ҫӗнтерӳ валли

Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсем тӑван ҫӗртен килекен гуманитари пулӑшӑвне яланах чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ҫавна май округра пурӑнакансем час-часах ҫакӑн пек пулӑшусем пуҫтарса хӗрӳ ҫапӑҫусем пыракан вырӑнсене ӑсатаҫҫӗ. Ҫак кунсенче «Пограничниксен союзӗн» Комсомольскинчи уйрӑмӗ йӗркеленипе черетлӗ машина ҫула тухнӑ. Гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарас ӗҫре Тукай Мишер ялӗнче пурӑнакансем, ветеран-пограничниксем тата пирӗн округри «Своих не бросаем» ушкӑн уйрӑмах хастар пулнӑ. Пӗрле тӑрӑшса вӗсем пирӗн хӳтӗлевҫӗсене валли дизель генераторӗсем, инструментсем, строительство оборудованийӗ, йӑлара усӑ курмалли техника хатӗрӗсем, маскировка сеткисем, ӑшӑ тумтир тата апат-ҫимӗҫ пуҫтарса панӑ. Гуманитари пулӑшӑвӗнчи кашни япала пирӗн шанчӑклӑ тыла сӑнлать, ентешсене ҫӗнтерӳпе каялла кӗтнине ӗнентерет.
Хӑйсен ӗҫне уҫма пулӑшаҫҫӗ

Хӑйсен ӗҫне уҫма пулӑшаҫҫӗ

Апрелӗн 20—24-мӗшӗсенче Чӑваш Енре федераци шайӗнчи «СВОй бизнес» вӗренӳ программи пурнӑҫа кӗрет. Ку вӑл — ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсем тата вӗсен ҫемйисем валли малалла утӑм тума пулӑшакан тӳлевсӗр интенсив. Вӑл хӑйсен ӗҫне уҫас е ӑна ҫӳллӗрех шая кӑларас текенсем валли уйрӑмах интереслӗ пулӗ. 5 кун хушшинче программӑна хутшӑнакансем бизнес ҫинчен ытларах пӗлӗҫ, патшалӑх паянхи кун мӗнле пулӑшу панипе тӗплӗнрех паллашӗҫ, хӑйсен бизнес-планне те тума пултарӗҫ. Экспертсемпе наставниксем пуҫри шухӑшсене проект евӗр йӗркелеме пулӑшӗҫ. Ҫак программа пирӗн нумай ентеше хӑйсен ӗҫне уҫма пулӑшнӑ «СВОи в бизнесе» пуҫарӑвӑн тӑсӑмӗ пулса тӑрать. Унта хутшӑнас текенсен мсп.рф сайт урлӑ заявка тӑратмалла.
Вӗсемсӗр пӗр уяв та иртмест

Вӗсемсӗр пӗр уяв та иртмест

Мартӑн 25-мӗшӗнче Раҫҫейре ҫулсерен Культура ӗҫченӗсен кунне уявлаҫҫӗ. Культура ӗҫченӗсем — йӑласене упраса пырса пуласлӑха пысӑк витӗм кӳрекенсем. Вӗсем хӑйсен ӗҫне чунне парса пурнӑҫлани обществӑн пӗрлӗхне ҫирӗплетсе пыма, халӑхӑн пуян еткерне упрама, чи пӗлтерӗшлӗ хаклӑхсене ӑруран ӑрӑва парса пыма пулӑшать. Культура ӗҫченӗсен кунӗ умӗн ҫак тытӑмра тӑрӑшакансене валли Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Чи малтанах пуҫтарӑннисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ӑшшӑн саламларӗ, культура тытӑмӗнче вӑй хуракансемсӗр округра пӗр уяв та иртменнине палӑртрӗ, вӗсене малашне те пуҫаруллӑ та активлӑ пулма, творчествӑра аталанса пыма сунчӗ. Вӑл культура аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Ҫӗнӗ Сӗнтӗрти культура ҫурчӗн культорганизаторне Вера Тарасовӑна муниципаллӑ округ
Ташши-ташши, ял ачисен ташши

Ташши-ташши, ял ачисен ташши

Пур пысӑк юханшыв та пӗчӗк ҫӑлкуҫсенчен пуҫланать. Ҫынри пултарулӑх та мӗн пӗчӗкрен тытӑнать, майпен аталанса пырать. Комсомольскинчи ача-пӑча искусствисен шкулӗ ҫакна шута илсе ҫулсеренех округри ачасен «Сельский перепляс» хореографи творчествин  конкурсне ирттерессине йӑлана кӗртнӗ. Кӑҫал та вӑл Комсомольскинчи культура ҫуртне юрра-ташша юратакан чылай ачана пуҫтарнӑ. Ҫак кун 3 ҫулти ачасенчен пуҫласа 15 ҫула ҫитичченхисем сцена ҫине тухса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин пуҫтарӑннисене саламланӑ май, ҫамрӑк артистсене творчествӑлла ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу суннӑ. Чылайӑшӗшӗн ку конкурс творчествӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухмалли пӗрремӗш утӑм пулнине палӑртнӑ. Сцена ҫине тухакансен пултарулӑхне сумлӑ жюри Т.Е.Иванова, Т.В.Макарова, Г.М.Перьев сӑнаса, тӗрл
Педагогсен династийӗ – 330 ҫул ытла

Педагогсен династийӗ – 330 ҫул ытла

Пирӗн педагогсен династийӗ 1943 ҫулта асаннен йӑмӑкӗнчен Таисия Давыдовна Казаковаран (Акчурина) пуҫланса кайнӑ. Вӑл 1922 ҫулта Хирти Шӑхасан ялӗнче ҫуралнӑ, ҫемьере чи кӗҫӗнни пулнӑ. Ҫемье йывӑр пурнӑҫпа пурӑннӑ, выҫлӑхне те, сивве те чӑтса ирттернӗ. Ҫурчӗ пушарта ҫунса кайсан пӗр хушӑ кӳршисем, тӑванӗсем патӗнче пурӑннӑ. Ҫапах йывӑрлӑхсем ҫемьене ҫапса хуҫайман, пиҫӗхтернӗ, ҫирӗплетнӗ ҫеҫ.  Таисия хӑйӗн тантӑшӗсемпе пӗрле ялти шкула пӗтернӗ. Унтан учитель пулас ӗмӗтпе 16 ҫулти хӗр Патӑрьелӗнчи педагогика училищине вӗренме кӗнӗ. Кашни кун 40 ҫухрӑма яхӑн парӑнтарса хӗлле те, кӗрлӗ-ҫурлӑ та вӗренме ҫӳренӗ. 1943 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче Таисия Давыдовна пӗрремӗш хут кӳршӗ Хирти Выҫли ялӗнчи шкула килсе кӗнӗ, кӗҫӗн классен учителӗнче ӗҫлеме пикеннӗ. Унӑн ӗҫ кӗнекинче икӗ хутчен ҫырса
Республика кунӗн планне ҫирӗплетнӗ

Республика кунӗн планне ҫирӗплетнӗ

Паллӑ ӗнтӗ, кӑҫал Республика кунӗн тӗп мероприятийӗсем Шупашкар хулипе Шупашкар округӗнче иртӗҫ. Ҫак кунсенче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче уяв планне ҫирӗплетнӗ. Планра — тӗрлӗ шайри 40 ытла мероприяти. Кунта йӑлана кӗнӗ Экономика форумӗ, Архитектурӑпа урбанистика форумӗ, ҫамрӑксен «Ялта чи лайӑххисем» слечӗ тата мӗн пур чӑвашӑн «Акатуй» уявӗ кӗреҫҫӗ.
90 ҫул – сумлӑ юбилей

90 ҫул – сумлӑ юбилей

Пирӗн округра нумай ҫул пурӑнакан ватӑсене юбилей ячӗпе килӗсене пырса чысласси ырӑ йӑла пулса тӑрать. Ҫак кунсенче Хырхӗрри ялӗнче пурӑнакан Зинаида Ивановӑна та йышлӑн пуҫтарӑнса саламланӑ. Вӑл 90 ҫулхи юбилейне уявланӑ. 90 ҫул — паспортра кӑтартнӑ ӳсӗм ҫеҫ мар, ҫыннӑн ӑс-хакӑлне, ҫирӗплӗхне, пуян пурнӑҫ опытне палӑртакан сумлӑ юбилей. Пурнӑҫне чыслӑн та тивӗҫлӗн пурӑнса ирттерсе ҫак ҫула ҫитекенсем чӑннипех те хисепе тивӗҫ.  Юбиляра Хырхӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗ Валерий Нямуков, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Сергей Катиков, «Восток» ЯХПК специалисчӗсем, ҫывӑх ҫыннисем тата тӑванӗсем ҫак сумлӑ уявпа саламласа вӑрӑм ӗмӗр, ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал суннӑ, парнесем парса савӑнтарнӑ. Зинаида Федотовнан пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑван ялӗпе ҫыхӑннӑ. Унӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ

1-мӗш класа йышӑнма пуҫлаҫҫӗ

Чӑваш Енре ачасене 1-мӗш класа йышӑнмалли кампани пуҫланать. Кун пирки ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ. Заявленисене мартӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 30-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта ашшӗ-амӑшӗн заявлени ҫырмалла. Ӑна онлайн мелӗпе те, шкула кайса та тума пулать. Ҫитес вӑхӑтра республикӑра ятарлӑ чат-бот ӗҫлесе каймалла. Унта вара ачасене 1-мӗш класа йышӑнассипе тата ҫуллахи канупа ҫыхӑннӑ ыйтусене ҫырса уҫӑмлатма май пулӗ.
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Хаҫат тусӗсем йышланнӑ, тираж ӳснӗ Хаҫат вулакансемпе, ялкорсемпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. 1970 ҫулта ҫеҫ редакцие 2500 ытла ҫыру килнӗ. Ҫынсем хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтусем пирки пӗлтернӗ, вӑл е ку ҫитменлӗхе пӗтерни ҫинчен хуравланӑ. Ялти корреспондентсем заметкӑсемпе статьясем ярса панӑ. Р.Моисеев, А.Артюшкин, Г.Пыркин, Е.Иванов, Н.Квасов, Б.Кокорев, А.Тихонова, А.Шатилов, В.Бахматова,  А.Агафонов,          А.Ежергина, А.Тарасов, А.Васильев, В.Воронков, Г.Алексеева, Х.Миннетуллин, Улатӑрта пурӑнакан А.Краснов тата нумай-нумай ялкор тӑтӑшах ҫырусем ярса панӑ, редакцие кӗрсе тухнӑ. Ҫак ҫулсенче шкулсенчен те хыпарсем нумай  килнӗ. Ҫамрӑк корреспондентсем вӗренӳ, спорт ӑмӑртӑвӗсем, ырӑ ӗҫсем, мероприятисем пирки хыпарласах тӑнӑ.  Республикӑри «Пионер сасси» хаҫат

Хӗрарӑмсем валли – конкурс

Ялта пурӑнакан хӗрарӑмсем хушшинче пултаруллисем сахал мар. Вӗсенчен уйрӑмах хастаррисене палӑртас тӗллевпе кӑҫал Чӑваш Ен пуҫласа Пӗтӗм Раҫҫейри «Женщины в АПК» конкурсӑн регионти тапхӑрне ирттерет. Муниципалитетсенче вӑл мартӑн 17—31-мӗшӗсенче, республикӑра апрелӗн 1—30-мӗшӗсенче пулать. Ҫӗнтерӳҫӗсене июлӗн 10-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. Республика ҫӗнтерӳҫисем Пӗтӗм Раҫҫейри финалти конкурссене хутшӑнаҫҫӗ. Конкурс 4 номинаципе иртет: «Превосходящая звезда», «Суперженщина», «Кто, если не я», «Есть женщины в русских селеньях». Конкурс тӗллевӗ ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен, ял халӑхӗн пурнӑҫне лайӑхлатмалли пуҫарусем тӑвакан, ӗҫре палӑрса тӑракан, пысӑк ҫитӗнӳллӗ хӗрарӑмсене, хӗрарӑм-ертӳҫӗсене тупса палӑртасси, хавхалантарасси пулса тӑрать.
Армспорт енӗпе тупӑшрӗҫ

Армспорт енӗпе тупӑшрӗҫ

Мартӑн 24-мӗшӗнче «Единая Россия» партин «Выбор сильных» проекчӗпе килӗшӳллӗн Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче армспорт ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта округри шкулсенче ӑс пухакан каччӑсемпе хӗрсем тупӑшрӗҫ. Хӗрӳ ӑмӑртура кашниех хӑйӗн вӑйне, чӑтӑмлӑхне кӑтартма тӑрӑшрӗ. Чи маттуррисем ҫӗнтерӳҫӗсем тата призерсем пулса тӑчӗҫ, Хисеп грамотисене тивӗҫрӗҫ. 45 килограмм таран таякан хӗрсем хушшинче Тукай Мишер вӑтам шкулӗнче вӗренекен Энже Ямалтдинова тата Гелсу Гибатдинова 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсене пайларӗҫ. 50 килограмм таранхи виҫере Шурут вӑтам шкулӗнчи Алсу Наскаева чи маттурри пулчӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Софья Воронова (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ), виҫҫӗмӗшӗнче — Хадиче Зиганшина (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ). Черетлӗ виҫере Полина Романова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) ҫӗнтерӳҫӗ
Ӗҫ коллективӗсем спортра маттур

Ӗҫ коллективӗсем спортра маттур

Иртнӗ шӑматкун «Кӗтне» ФСКра чаплӑ спорт уявӗ — ӗҫ коллективӗсем хушшинчи ГТО фестивалӗ иртрӗ. Ӑна «Спорт — пурнӑҫ норми» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Фестивале округри организацисенче, тӗрлӗрен учрежденисенче вӑй хуракансем йышлӑн хутшӑнчӗҫ. Ӑмӑртура 18 ҫултисенчен пуҫласа 64 ҫул таранхисем тупӑшрӗҫ. Пурӗ 15 организацирен килнӗ 132 участник старта тӑрса вӗсем хӑйсен ӗҫӗнче ҫеҫ мар, спортра та маттур пулнине кӑтартса пачӗҫ. Ҫак кун никам та кичемленсе лармарӗ. Пӗрисем нормативсене тултарнӑ вӑхӑтра теприсем вӗсене хавхалантарса тӑчӗҫ, чи лайӑх кӑтарту тӑвакансене алӑ ҫупса саламларӗҫ.  Кашни ӳсӗмрех ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗҫ. Ҫапла хӗрарӑмсем хушшинче Эндже Зарипова, Гелия Ибрагимова (иккӗшӗ те Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчен), Екатерина Квасова (Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкул
Аван кӑтартусемпе таврӑннӑ

Аван кӑтартусемпе таврӑннӑ

Пирӗн округра хӗллехи спорт сезонӗ официаллӑ хупӑннӑ тесе шутлансан та спортсменсем йӗлтӗрӗсене пуҫтарса хума васкамаҫҫӗ-ха. Вӗсем республика тата ун тулашӗнчи ӑмӑртусене хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Акӑ,  нумаях пулмасть Киров облаҫӗнче 46-мӗш хут йӑлана кӗнӗ  «Шижма» йӗлтӗр марафонӗ иртрӗ. Чӑваш республикин команди ҫӗршыври тата Беларуҫри пин ытла йӗлтӗр тусӗсемпе пӗрле старта тӑчӗ. Спортсменсем 50 километрлӑ дистанцие парӑнтарчӗҫ. Пирӗн округри йӗлтӗрҫӗсем ку тупӑшура хӑйсен ӳсӗмӗсенчи  ушкӑнсенче начар мар кӑтартусемпе палӑрчӗҫ. Зуфар Тимаев призерсенчен пӑртак ҫеҫ выляса ярса 4-мӗш вырӑн, Николай Ятманов 5-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Ентешсем Иван Симендеевпа Владислав Васильев та малти вунӑ спортсмен йышӗнче  пулчӗҫ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене пурне те медальсем, дипломсем па

Чечек акрӑмӑр

Пирӗн шкула хирӗҫ хӑйнеевӗр сад пур. Вӑл улма-ҫырла йывӑҫҫисем ӳсекен ахаль вырӑн мар. Сада Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ хыҫҫӑн фронтовик-ҫӗнтерӳҫӗсен пуҫарӑвӗпе тунӑ. Кашни улмуҫҫие ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнайман вӑл е ку салтака асӑнса лартнӑ. Садра тата икӗ палӑк пур — паллӑ мар салтака тата бандитсемпе ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ милиционерсене асӑнса лартнӑскерсем. Эпир ачасемпе ҫак садра клумбӑсем тума шутларӑмӑр. Ҫак кунсенче хамӑрӑн тӗллев патне пӗрремӗш утӑмсем турӑмӑр. Уроксем хыҫҫӑн пуҫтарӑнса 7 тӗрлӗ чечек вӑрри акрӑмӑр. ,ҫленӗ хушӑра пӗр ҫул тата нумай ҫул ӳсекен чечексем пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑни, вӗсене мӗнле пӑхмалли ҫинчен пӗлтӗмӗр. Эпир темиҫе командӑна пайланса конкурс тума шут тытрӑмӑр% камӑн калчисем чи ҫирӗпписем пулӗҫ тата камӑн клумби чи илемли пулса тухӗ. Чечек акма п

Вăрланă юратăвăн хакĕ

Мария Петровская-Петрова Калав (Малалли). — Пĕчĕккĕ чухне эпĕ те аттепе пулă тытма каясшăнччĕ, анчах вăл мана нихăçан та хăйĕнпе пĕрле илсе каймастчĕ. «Пулă тытасси хĕр упраç ĕçĕ мар, аннӳне пулăш», — тетчĕ яланах. Анне, санăн шухăшна ырлатăп. Саша, эсĕ мĕншĕн чĕнмесĕр ларатăн? — мăшăрĕ çине пăхса илчĕ Лариса. — Никама та кирлĕ мар пулсан сутсан лайăхрах пулĕ, — терĕ упăшки. — Ыран ир кӳлĕм çитсе килĕпĕр эппин. — Сутнă укçине сире паратăп. Мана ватлăхра ан пăрахăр çеç, — куçне шăлчĕ амăшĕ. — Мĕн калаçатăн, аннеçĕм? Эсĕ пирĕн чи хакли, чи çывăххи, чи юратни, — амăшне ыталаса илчĕ Лариса. — Тунтикун аçун япалисене ваттисен çуртне кайса паратпăр, çӳлти патшалăхра çӳретĕр вăл, — тепĕр хыпар пĕлтерчĕ Нина Петровна. Вăл каланисемпе пурте килĕшрĕç те телевизор умне ларчĕç
Аталану никӗсӗ – халӑх пуҫарӑвӗсенче

Аталану никӗсӗ – халӑх пуҫарӑвӗсенче

Мартӑн 17-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Единая Россия» парти 2021—2026 ҫулсенче ӗҫе кӗртнӗ  Халӑх программине пӗтӗмлетнӗ. «Есть результат!» форум ӗҫне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов, республика парламенчӗн депутачӗсем, парти проекчӗсен координаторӗсем, влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен представителӗсем, ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулнисем, активистсемпе волонтерсем хутшӑннӑ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев влаҫ органӗсем тата «Единая Россия» парти пӗр тӗллевпе, пӗр шухӑшпа ӗҫленине палӑртнӑ. Халӑх ыйтӑвӗсене илтсе вӗсене мӗнле  пурнӑҫланине  пилӗкҫуллӑх пӗтӗмлетӗвӗсем туллин ҫирӗплетсе панине асӑннӑ. Тухса калаҫакансем те, делегатс
Ӗҫсене вӑхӑтра пурнӑҫласа пыраҫҫӗ

Ӗҫсене вӑхӑтра пурнӑҫласа пыраҫҫӗ

Пирӗн округра вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӗнетес енӗпе кашни ҫулах нумай ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне ҫак сферӑри чи пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫсенчен пӗри, — паллах, Комсомольскинче ҫӗнӗ шкул туни. Кунти лару-тӑрӑва округ ертӳлӗхӗ уйрӑммӑн тӗрӗслесе тӑрать. Нумаях пулмасть муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин тата район прокурорӗ Александр Данилов вырӑна ҫитсе строительство мӗнле пынипе паллашнӑ. Объектра хальхи вӑхӑтра хӗрӳ ӗҫсем пыраҫҫӗ. Строительсем ҫуртӑн ҫивиттине витеҫҫӗ, шалти ӗҫсене малалла тӑсаҫҫӗ: стенасене штукатурка тӑваҫҫӗ, электропроводкӑсем караҫҫӗ, вентиляци тата ӑшӑтмалли тытӑмсене вырнаҫтараҫҫӗ. Тулашри коммуникацисене йӗркелесе вырнаҫтарассине пӗтӗмпех вӗҫленӗ, ҫав шутра шывпа тивӗҫтерекен тата таса мар шыва юхтарса кӑларакан, дренаж тытӑмӗсене тунӑ, пушар тухас пул
Халӑхпа тӗл пулса калаҫнӑ

Халӑхпа тӗл пулса калаҫнӑ

Мартӑн 18-мӗшӗнче пирӗн округра, пӗтӗм республикӑри пекех, Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Унта муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ Николай Охотин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Единая Россия» партин «Ача-пӑча спорчӗ» программин координаторӗ Роман Алексеев хутшӑнчӗҫ. Тӗлпулу районти культура ҫуртӗнче иртрӗ. Информаци кунӗн тӗп теми 2021—2026 ҫулсенче «Единая Россия» партин  Халӑх программи пурнӑҫа мӗнле кӗнине пӗтӗмлетесси пулчӗ.  Ҫак темӑпа округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Е.Н.Соколова тӗплӗн каласа пачӗ. Тӗлпулура шӑпах Халӑх программин тӗп ҫитӗнӗвӗсене сӳтсе яврӗҫ. Асӑннӑ ҫулсенче инфраструктурӑна аталантарас, социаллӑ объектсем тӑвас тата ю
Пулӑшу кашнин патне ҫиттӗр

Пулӑшу кашнин патне ҫиттӗр

Пирӗн округран ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем чылайӑн. Ҫак кунсенче Ашшӗсен канашӗн вырӑнти уйрӑмӗ тата унӑн председателӗ Михаил Ананьев пуҫарнипе округра пурӑнакансем Украинӑра ҫапӑҫакан ентешсем валли черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарса панӑ. Ыркӑмӑллӑх акцине округ территорийӗнчи  тӗрлӗ учрежденисенче тӑрӑшакансем, шкул ачисем, медицина тытӑмӗнче вӑй хуракансем, райпо ӗҫченӗсем тата ыттисем те хутшӑннӑ. Кӗске хушӑрах салтаксене кирлӗ япаласене пуҫтарма май килнӗ. Гуманитари пулӑшӑвӗн пысӑк пайне фронта ӑсатма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Юлнине те ҫывӑх вӑхӑтра СВОри ентешсем патне ҫитерме планлаҫҫӗ. Ҫакӑн пек пархатарлӑ ӗҫе хутшӑнакан кашни ҫын тав сӑмахӗсене тивӗҫ. Вӑхӑтра пулӑшу кӳни ҫав тери пӗлтерӗшлӗ. Малашне те гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарас ӗҫе хутшӑнакансем пирӗн округра йыш
Ҫитӗнӳсем пур, малалла та ӗҫлемелле

Ҫитӗнӳсем пур, малалла та ӗҫлемелле

Обществӑшӑн спорт пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Ҫынсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма пулӑшнипе пӗрлех вӗсене пӗрлештерет, ҫывӑхлатать, сывлӑхне ҫирӗплетме май парать. Ҫавӑнпа та спорт сооруженийӗсем чӑннипех те физкультура енне туртӑнас кӑмӑллӑ ҫынсемшӗн уҫӑ пулмалла. Профессиллӗ шайри спортсменсем ҫеҫ мар, кашниех унта хӑнӑхтарусем тума пултарччӑр, тренировкӑсем ирттерччӗр. Ку тӗлӗшпе пирӗн республикӑра чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ Чӑваш Ен Раҫҫейре те, Атӑлҫи федераллӑ округра та спорт енӗпе чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан регион пулса тӑрать. Спортсменсем спортӑн чылай енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышне кӗреҫҫӗ. Ҫакӑ тата ытти шухӑшсене палӑртса уҫрӗ  ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ В.В.Петров округри спорт енӗпе ӗҫлекен специалистсемпе иртнӗ  тӗлпулӑва. «Единая Росс
Юррисем савӑк, ташшисем килӗшӳллӗ, купӑсҫисем маттур

Юррисем савӑк, ташшисем килӗшӳллӗ, купӑсҫисем маттур

Иртнӗ эрнекун Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче Владимир Павлов ертсе пыракан  «Каҫал» халӑх  фольклор ансамбльне йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк уяв иртрӗ. Пуҫтарӑннисене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин,  округри  депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева тата ыттисем те саламларӗҫ, коллектива творчествӑлла ӳсӗмсем сунчӗҫ. Ансамбле тата унта ҫӳрекенсене тӗрлӗ шайри наградӑсемпе чысларӗҫ. Юбилей каҫне те ансамбль чӑваш халӑх юррипе уҫрӗ.  Коллектив яланхиллех чӑвашсен наци тумтирӗпе тухрӗ. Юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарса куракансен чун-чӗрисене тыткӑнларӗ. Юбиляра Аслӑ Чурачӑк культура ҫурчӗ ҫумӗнчи Комсомольскинчи искусствӑсен шкулӗн филиалӗн «Тевет» ача-пӑча фольклор ансамблӗ те хӑйӗн пултарулӑхӗпе саламларӗ. Аслисен тӗслӗхне тӗпе хурса вӗсем те чӑваш
«Шанчӑкҫӑсем» чун-чӗрепе ҫамрӑк, хастар

«Шанчӑкҫӑсем» чун-чӗрепе ҫамрӑк, хастар

Районти тӗп библиотека ҫумӗнче 37-мӗш ҫул ӗнтӗ ветерансен «Шанчӑк» клубӗ ӗҫлет. Аслӑ ӑру ҫыннисем унта пӗр-пӗринпе хутшӑнса вӑхӑта усӑллӑ ирттереҫҫӗ, тӗрлӗ мероприятисем йӗркелесе пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ. Паян эпир унӑн ертӳҫине Валентина Боровковӑна клубӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе тӗплӗнрех паллаштарма ыйтрӑмӑр. — Валентина Георгиевна, «Шанчӑк» клуба ҫӳрекенсем час-часах пӗрле пуҫтарӑнса тӗрлӗрен мероприятисем ирттерни ҫинчен пӗлетпӗр ӗнтӗ. Хаҫат вулаканӗсене вӗсем ҫинчен тӗплӗнрех каласа парӑр-ха. — Ҫапла, эпир аслӑ ӑру ҫыннисемпе кашни уяврах тӗл пулма тӑрӑшатпӑр. «Шанчӑка» ҫӳрекенсенчен чылайӑшӗ Социаллӑ фондӑн округри клиент уйрӑмӗ ҫумӗнчи «Кӗмӗл ӳсӗм» центра та ҫӳрет, «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗнче пултарулӑхне аталантарать. Ҫавӑнпа та куллен тӗл пулма май килмест, анчах та уявсенче эпи
Сумлӑ юбиляра саламланӑ

Сумлӑ юбиляра саламланӑ

90 ҫул — ҫыннӑн тарӑн ӑс-хакӑлне, пуян пурнӑҫ опытне кӑтартакан ӳсӗм. Ҫакӑн пек сумлӑ юбилее уявлакансем чӑннипех те хисепе тивӗҫлӗ. Паянхи кун 90 ҫул тултарнине паллӑ тӑвакансен ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ йывӑр вӑхӑта лекнӗ.  Апла пулин те вӗсем хуҫӑлса ӳкмен, ӗҫе юратса, ял ҫинче хисепе тивӗҫсе пурнӑҫ сукмакӗ тӑрӑх яланах чыслӑн утнӑ, утаҫҫӗ те. Ҫавӑнпа та вӗсем ачисемпе мӑнукӗсемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ. Ҫак кунсенче Янкасси ялӗнче пурӑнакан Зоя Краснова та тӑванӗсене чаплӑ юбилей кӗрекине пуҫтарнӑ. Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина юбиляра ӑшшӑн саламласа тата нумай ҫул ҫирӗп вӑй-халпа, ырлӑх-сывлӑхпа пурӑнма суннӑ, парнесемпе савӑнтарнӑ. Зоя Порфирьевнӑн пурнӑҫӗ ӗҫре иртнӗ тесен те юрать. Елчӗк районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер Янкасси ялне к
Ҫирӗп сывлӑх, савӑк кӑмӑл суннӑ

Ҫирӗп сывлӑх, савӑк кӑмӑл суннӑ

Хирти Мӑрат ялӗнче пурӑнакан Мария Алексеевна Павлова ҫак кунсенче 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ӗмӗрӗпех вӑл ялта пурӑннӑ. Мӗн пӗчӗкрен ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса  ӳснӗскер ватлӑх кунӗнче те ахаль ларма юратмасть вӑл. Ҫулне кура мар хӑйне ҫирӗп тытать. Юбиляра паллӑ кун ячӗпе округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Р.М.Мансуров, Элпуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ Р.Ф.Асеинов саламланӑ. Ремис Мансурович ӑна «Дружба» колхозра нумай ҫул тӑрӑшнӑшӑн тав туса Хисеп грамоти парса чысланӑ. Вырӑнти культура ӗҫченӗсем савӑк юрӑ-кӗвӗ парнеленӗ. М.Павлова ачаран пуҫласа мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех «Дружба» колхозӑн пахча ҫимӗҫ  бригадинче вӑй хунӑ. Хирти Мӑратри ӗҫченсем ҫулсеренех тухӑҫлӑ кишӗр, сухан, купӑста тата ытти ҫимӗҫсем ҫитӗнтернӗ. Хастар ӗҫшӗн Мария Алексеевна чылай наградӑсене тивӗҫнӗ.
Вӑрӑм ӗмӗрлӗ ветеран

Вӑрӑм ӗмӗрлӗ ветеран

Нумаях пулмасть Александра Павловна Челакова 90 ҫулхи уяв кӗрекине ларчӗ. Ҫак ятпа хисеплӗ ватӑна ывӑлӗпе кинӗсем, мӑнукӗсем, чи ҫывӑх тӑванӗсем, территори уйрӑмӗн начальникӗ Л.А.Полякова, ялти фельдшерӗ Е.Г.Марина тата ялти культура ҫурчӗн ӗҫченӗ Г.А.Ванюркина килсе ӑшшӑн саламларӗҫ. Округ пуҫлӑхӗн Н.Н.Раськинӑн саламлӑ ҫырӑвӗпе, чечек ҫыххипе хаклӑ парнесем парса чыс турӗҫ, вӑрӑм ӗмӗр, канлӗ ватлӑх сунчӗҫ.  «Ан кулян эс, ан кулян, ватлӑх пӑхнӑшӑн куҫран», — тесе хитре юрӑпа савӑнтарчӗҫ. 90 ҫул вӑл 9 ҫул мар, утса тухма ҫӑмӑл мар. Вӑл  вӑхӑтри ҫынсем тимӗр те татнӑ, тыррине те вырнӑ, уттине те ҫулнӑ, ӑҫта хушнӑ, унта кайса ӗҫленӗ. Пирӗн инке, Александра Павловна Челакова (Мельдина) 1936 ҫулта Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫемьере вӗсем пилӗк ача пулнӑ. Выҫӑллӑ-тутӑллӑ, крах
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Аталану ҫулӗпе малалла 1967 ҫулта районти ирӗклӗ пушар хуралӗн дружинникӗсен ӑмӑртӑвӗ пулса иртнӗ. Вӑл Кӗтне хӗрринче пулнӑ. «Малтанах вӗсем «пушар» патне шыв йӑтас енӗпе тупӑшрӗҫ. Кунта «Россия», «Алга», «Урожай», «Гигант» колхозсенчи дружинӑсем  уйрӑмах пултарулӑхпа палӑрчӗҫ. Каярахпа ӑмӑртун 2-мӗш тапхӑрӗ — краҫҫынпа бензин сапса ҫунтарнӑ вырӑна хӑвӑрт сӳнтересси пуҫланчӗ» ҫырать хаҫат. Ку ӑмӑртура «Россия» колхозӑн дружини ҫӗнтернӗ. Хаҫатра районӑн производствипе малта пыракан ҫынсем ҫинчен статьясем нумай пулнӑ.   Вӑрҫӑ паттӑрӗсем, районта ҫуралса ӳссе тӗрлӗ ҫӗрте палӑрнӑ ҫынсем пирки хайлавсем, историлле тӗпчевсем те чылай курӑнма пуҫлаҫҫӗ. Акӑ, Б.Кокорев таврапӗлӳҫӗ 1969 ҫулхи  июлӗн 22-мӗшӗнче «Пирӗн енче пурнакансенчен чи малтан кам аслӑ пӗ
Харӑсах икӗ диплома тивӗҫнӗ

Харӑсах икӗ диплома тивӗҫнӗ

Мартӑн 14-мӗшӗнче Шупашкарти экономикӑпа технологи техникумӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Большая перемена» конкурс наставникӗсен семинарӗ иртнӗ. Унта иртнӗ ҫулхи тата кӑҫалхи ӗҫсене пӑхса тухнӑ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи «Движение Первых» юхӑмӑн пуҫламӑш уйрӑмӗн туслӑ команди  харӑсах икӗ диплома тивӗҫнӗ. Кунти вӗрентекенсемпе вӗренекенсем «Инициативы Первых» номинацире призерсен йышне кӗнӗ. Ҫавӑн пекех «Суперджоб» платформи пулӑшнипе йӗркелекен «Карьерный компас»  конкурсра ачасемпе ҫамрӑксем валли хатӗрленӗ чи лайӑх проектсемпе палӑрнӑ. Вӗрентекенсемпе вӗренекенсене малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр. Петр Родионов.
Йӗлтӗрпе ӑмӑртса хӗллехи  спорт сезонне хупрӑмӑр

Йӗлтӗрпе ӑмӑртса хӗллехи  спорт сезонне хупрӑмӑр

Иртнӗ шӑматкун Комсомольскинчи вӑрман хӗрри савӑнӑҫлӑ шӑв-шавпа тулчӗ. Кунта шкул ачисем, округри вӗренӳ учрежденийӗсем, тӗрлӗ организацисенче ӗҫлекенсем тата спорт ветеранӗсем «Каҫал ен» хаҫат парнисемшӗн иртекен йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑва йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. «Единая Россия» партин «Выбор сильных» проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ мероприятире туслӑн йӗлтӗрпе ярӑнса хӗллехи спорт сезонне хупрӗҫ. Чи малтанах пуҫтарӑннисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, «Каҫал ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Алевтина Ефремова, «Слава картофелю» агрофирмӑн генеральнӑй директор ҫумӗ Юрий Емельянов, «Кӗтне» ФСК директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Денисов тата спорт ветеранӗ Василий Пундяков ӑшшӑн саламларӗҫ, спорт уявӗнче активлӑ пулма, лайӑх кӑмӑлпа старта тухса финиша ӑнӑҫлӑн ҫитме сунчӗҫ. Ӑмӑртӑв
Пулӑшма ыйтатпӑр

Пулӑшма ыйтатпӑр

10 е ытларах ача ҫуратса ӳстернӗ амӑшӗсен паттӑрлӑхне халалласа Чӑваш Енри патшалӑх истори архивӗ «Многодетная мама — самое светлое звание» электрон кӑларӑм хатӗрленӗ. Унта хисеплӗ ята тата ордена тивӗҫнӗ амӑш-героиньӑсем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Чӑваш Республикин Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн фондӗнче ҫак ята панине ҫирӗплетекен документсем упранаҫҫӗ. Кӑларӑма 958 ята кӗртнӗ, вӗсенчен 916-шне ЧР Патшалӑх истори архивӗнчи документсемпе ҫирӗплетнӗ. giachr-ext.kaisa.ru/mother/  ссылкӑпа кӗрсе вӗсен списокӗпе паллашма пулать. Комсомольски округӗн муниципаллӑ архивӗ округри амӑш-героиньӑсен списокне ҫирӗплетес ӗҫре пулӑшу ыйтать. Енчен те сирӗн ҫемье архивӗнче «Амӑш-героиня» ята панине ӗнентерекен документсен оригиналӗсем упранаҫҫӗ пулсан, архив ӗҫченӗсене вӗсемпе паллаштарма ыйтатпӑ

Вăрланă юратăвăн хакĕ

Мария Петровская-Петрова Калав Çĕр каçа та канлĕ çывăраймарĕ Нина Петровна. Темиçе хутчен те вăрана-вăрана кайнăран ирхине ыратакан пуçпах тăма тиврĕ унăн. Упăшки пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнăранпа хăçан йĕркеллĕ çывăрнине те астумасть 52 çулхи хĕрарăм. Пĕр кĕтмен çĕртен вилсе выртрĕ Анатолий Геннадьевич. Икĕ уйăх каялла хаваслă кăмăлпах тухса кайрĕ ĕçе. Кăнтăрла иртни виçĕ сехетре хулари больницăран унăн упăшки чĕре чирне пула вилсе кайни çинчен шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Ытла та хăрушă кĕтмен хыпар хĕрарăма калаçаймиех туса хучĕ. Ал-ура вăйĕсем пĕтнĕрен диван çумне тĕршĕнчĕ. Кăштахран çеç: «Хăш больницăран шăнкăравлатăр эсир? Ирхине йĕркеллехчĕ-çке, нимĕн ыратнине те каламарĕ», — ĕненесшĕн пулмарĕ вăл. «Васкавлă пулăшу» машинипе илсе килчĕç ăна. Инфаркт пулнăран тăна кĕмесĕрех вил
Цитата

Цитата

 Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ: «Наци кӗрешӗвӗ тивӗҫлӗ хак илчӗ. Ӑна официаллӑ майпа XVIII Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен кӗрешӳ искусствисен вӑййисен программине кӗртнӗ. Сентябрьте пирӗн яшсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартма пултарӗҫ. Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ командине эпир апрелӗн 19-мӗшӗнче республикӑри III чемпионатпа первенство шайӗнчи ӑмӑртӑвӗсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх палӑртӑпӑр. Кӗрешӳ — пирӗншӗн спортран  та ытларах. Вӑл — пирӗн культурӑн пӗр пайӗ, йӑла-йӗркене хисеплени».
Черетлӗ пулӑшу – салтаксене

Черетлӗ пулӑшу – салтаксене

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшу кӳресси пирӗн округра активлӑн пурнӑҫланса пырать. Пӗрисем укҫа-тенкӗ, пахча ҫимӗҫ тата куллен кирлӗ япаласем парса, теприсем маскировка сеткисем ҫыхса, окоп ҫуртисем туса, типӗтнӗ яшкасем хатӗрлесе мӗн пултарнӑ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак кунсенче пирӗн округри хастарсем  СВОри ентешсем патне черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ. Чӑваш Енри «Союз пограничников» обществӑлла организаци пулӑшнипе Курск енче ҫапӑҫакан 44073-мӗш ҫар чаҫӗн салтакӗсем валли пӗр КамАЗ хӑма ярса панӑ. Палӑртса хӑ- вармалла, ҫакӑн пек пулӑшу 11-мӗш хут ӗнтӗ ҫула тухать. Салтаксене валли пиломатериала Александровка ялӗнчи уйрӑм предприниматель Ришат Ахметов панӑ. Округра пурӑнакансемпе волонтерсем те гуманитарлӑ груз хатӗрлессинчен айккинче тӑрса юлман. Хирти Сӗн
Александра Ефремова – 100 ҫулта

Александра Ефремова – 100 ҫулта

Тӑвансене, туссене ҫуралнӑ кунпа саламланӑ май 100 ҫула ҫити пурӑнма сунатпӑр. Анчах та ҫак ҫула ҫитме пурне те пӳрмен. Чи ҫирӗпписем, сывлӑхлисем ҫеҫ пӗр ӗмӗр урлӑ каҫнине уявлаяҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Александра Ефремова. Вӑл мартӑн 5-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ.  Александра Кирилловна 1926 ҫулта Елчӗк районӗнчи Анатри Тимеш ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫак вӑхӑтра ҫуралнӑ ытти нумай ҫыннӑнни пекех унӑн та пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман. Мӗн пӗчӗкрен ҫӑкӑр хакне пӗлсе ӳснӗ, ачаллах йывӑр ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенчи терт-нушине те туллин ас тивнӗ. 7 ҫул вӗренмелли шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Иваново облаҫне торф кӑларнӑ ҫӗре ӗҫлеме кайнӑ, унтан Канаш хулинче лавҫӑра тӑрӑшнӑ. 1947 ҫулта Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ участникӗпе Василий Ефремовпа ҫемье чӑмӑртанӑ, Нӗркеҫ ялне куҫса килнӗ.

Шыв-шур, пӑр инкек ан кӑтарттӑр

Ҫанталӑк кунран-кун ӑшӑтсах пырать. Шыв-шур кайнӑ вӑхӑтра ҫырмасемпе кӳлӗсем асӑрханусӑр тата тимсӗр пулсан хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултараҫҫӗ. Статистика палӑртнӑ тӑрӑх ҫуркунне ҫӳхе пӑр ҫине ҫуран е автомашинӑпа кӗрсе инкеке лекекенсем чылай пулаҫҫӗ. Кӑҫал ҫанталӑк хӑйнеевӗр тӑрать. Ҫавӑнпа та ҫырмара пӑр пуррине кура унта кӗме ан васкӑр. Хӗлле  шартлама сивӗсем нумай вӑхӑт пулмарӗҫ. Ҫавӑнпа та пӑр хулӑнӑшӗ те пысӑках мар. Ачасене  ашшӗ-амӑшӗн, вӗрентекенсен ҫырма-ҫатра ҫывӑхӗсенче шыв-шур вӑхӑтӗнче мӗнле тытмалли пирки ӑнлантармалла. Ӑнсӑртран инкеке лексен мӗн тумалли ҫинчен каласа памалла. Шыв-шур, пӑр инкек ан кӑтарттӑр тесен пурне те ҫырмасем, кӳлӗсем, пӗвесем ҫывӑхӗнче асӑрхануллӑ та тимлӗ пулма ыйтатпӑр. Ремис Шарафутдинов, округӑн ятарлӑ программӑсен па

Хӑрушлӑхсӑр ҫул шанчӑклӑ ҫул

Пурнӑҫра ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ пысӑк вырӑн йышӑнать. «Единая Россия» партин «Хӑрушлӑхсӑр ҫулсем» проекчӗн тӗп тӗллевӗсем шӑпах ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ: ҫул-йӗр ҫинчи инкексен шутне тата вӗсен йывӑрлӑхне чакарасси, ачасен, ҫуран ҫӳрекенсен тата машинӑпа ҫӳрекенсен ҫулҫӳрев культурине йӗркелеме майсем туса парасси, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес енӗпе саккунсене лайӑхлатасси тата ытти те. Ҫак тӗллевпе РФ Ш,Мӗн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗнчи ГИБДД инспекторӗсем тӑтӑшах ҫул ҫинче рейдсем ирттереҫҫӗ, хӑрушлӑха сирес тӗлӗшпе тимлеҫҫӗ. Руль умне  ларсан та, ҫуран ҫула тухсан та асӑрхануллӑ пулмалли ҫинчен вӗсем аса илтерсех тӑраҫҫӗ. (Хамӑр инф.).

Ӑмӑртӑва йыхравлатпӑр

Мартӑн 14-мӗшӗнче хӗллехи спорт сезонӗ хупӑннӑ ятпа, «Каҫал ен» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсен йӑлана кӗнӗ  эстафетӑллӑ ӑмӑртӑвӗ пулать. Вӑл Комсомольскинчи вӑрман хӗрринче 9 сехет те 30 минутра пуҫланать. Кӑмӑл тӑвакансем пурте унта хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп тата вӑтам шкулсен командисенче 2 хӗрачапа  2 арҫын ача пулмалла. Предприятисемпе организацисен, учрежденисен командисенче  2 арҫынпа 1 хӗрарӑм старта тӑрӗ. Ветерансен командисем 2 арҫынран тата 1 хӗрарӑмран пулмалла.  Пурте 1 километра чупӗҫ. Пурне те ӑмӑртӑва йыхравлатпӑр! ОРГКОМИТЕТ.
Пур енӗпе те пултаруллӑ, талантлӑ хӗр

Пур енӗпе те пултаруллӑ, талантлӑ хӗр

Пирӗн округра талантлӑ, вӗренӳре тата обществӑлла ӗҫре хастар ҫамрӑксем чылай. Уйрӑмах пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвакансем Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн ятарлӑ стипендине тивӗҫеҫҫӗ. Кӑҫалхи стипендиатсем хушшинче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекен Полина Романован ячӗ те пур. Полина асӑннӑ шкулта 10-мӗш кадет класӗнче ӑс пухать. Вӑл мӗн пӗчӗкрен вӗренӗве пысӑк тимлӗх уйӑрать, лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пырать. Тӑрӑшнине кура тӗрлӗ конкурссене, фестивальсене, олимпиадӑсене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑнать. Сӑмахран, 2019 ҫулта вӑл вырӑс чӗлхипе районта иртнӗ олимпиадӑра призерсен шутне кӗнӗ, республика тапхӑрӗнче те лайӑх пӗлӳпе палӑрса 4-мӗш пулнӑ. 2024 ҫулта та вырӑс чӗлхипе муниципалитет шайӗнче мала тухнӑ, географи, физика, ОБЖ предмечӗсемпе призер пулса тӑнӑ. ОБЖ-па р
Музейра ҫӗнӗ курав уҫӑлнӑ

Музейра ҫӗнӗ курав уҫӑлнӑ

Нумаях пулмасть Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗнче «Симфония моей души» курав уҫӑлнӑ. Унӑн авторӗ — Надежда Абдюшева, талантлӑ педагог, художник, педагог-художниксен Пӗтӗм тӗнчери союзӗн членӗ, Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн ӳнер уйрӑмӗн преподавателӗ. Куравра унӑн нумай енлӗ пултарулӑхӗпе: хӳхӗм графикӑпа чуна витерекен живописьрен пуҫласа пусма тата йывӑҫ ҫинчи тӗлӗнмелле эрешсем таранах — паллашма пулать. Надежда Владимировнӑн чун-чӗринче пусма ҫинче эрешсем тӑвасси уйрӑм вырӑн йышӑнать. Ҫак авалхи ӳнер тӗсӗ Китай, Инди тата Индонези культурисемпе ҫыхӑннӑ. Вӑл куракансем умӗнче пуян сӑрӑсен тата питӗ хӳхӗм эрешсен тӗнчине уҫса парать, ҫак творчествӑпа ҫывӑхрах паллашма хистет. Талантлӑ художнике курав уҫӑлнӑ ятпа муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин,

Суту-илӳ тытӑмӗнче конкурс

Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗн министерстви кӑҫал «Раҫҫей суту-илӗвӗ» конкурс ирттерет. Ун тӗллевӗ — отрасльти малта пыракан опыта, нумай форматлӑ суту-илӗвӗн чи лайӑх практикисене тупса палӑртасси. Конкурса вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене «Чи лайӑх суту-илӳ урамӗ», «Чи лайӑх стационарлӑ мар суту-илӳ объекчӗ», «Чи лайӑх ярмӑркка», «Чи лайӑх ваккӑн сутакан пасар», «Чи лайӑх мобильлӗ суту-илӳ объекчӗ», «Чи лайӑх магазин», «Чи лайӑх апатлану предприятийӗ», «Чи лайӑх суту-илӳ фестивалӗ», «Чи лайӑх курттӑммӑн сутакан апат-ҫимӗҫ пасарӗ», «Вырӑнти тавар туса илекенӗн чи лайӑх фирма сечӗ», «Раҫҫей таварӗсене чи лайӑх кӑтартса пани», «Ҫул хӗрринчи чи лайӑх сервис» номинацисенче палӑртаҫҫӗ. Заявкӑсене мартӑн 27-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫакна
Пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ

Пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ

Нумаях пулмасть Пятигорск хулинчи «Машук» пӗлӳсен центрӗнче «Чтецкие чтения» проектӑн чи лайӑх литература клубӗсене пӗрлештерекен вӗрентӳ мероприятийӗ иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенчен литература клубӗсен 150 чи лайӑх кураторне  йыхравланӑ. Кураторсем ҫамрӑксене классиксемпе тата паянхи авторсемпе паллашма хавхалантараҫҫӗ, творчествӑлла тӗлпулусем, дискуссисем йӗркелеҫҫӗ. Тӗлпулура вӗсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ, литература пӗлӗвне сарассинчи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ, аудиторипе ӗҫлемелли ҫӗнӗ форматсене шыранӑ. Хутшӑнакансем регионсенчи литература клубӗсене аталантармалли плансене те палӑртнӑ. Пирӗн муниципаллӑ округран ҫак мероприятие Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ Надежда Воробьева хутшӑннӑ. Вӑл хӑйӗн пуян педагогика опытне к
Кукамай-асаннесем пур енӗпе те маттур

Кукамай-асаннесем пур енӗпе те маттур

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн районти тӗп библиотекӑра «Супер асанне» хаваслӑ мероприяти иртрӗ. Унта «Шанчӑк» клуба ҫӳрекен активлӑ та талантлӑ асанне-кукамайсем хутшӑнчӗҫ. Пуҫтарӑннисене Чӑваш Енри хӗрарӑмсен Союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова ҫывхарса килекен ҫурхи уяв ячӗпе ӑшшӑн саламларӗ, ҫирӗп сывлӑх, хавас кӑмӑл, ӑнӑҫу сунчӗ. «Супер асанне» ята тивӗҫессишӗн пиллӗкӗн тупӑшрӗҫ: Нина Зайцева, Валентина Константинова, Лидия Карзакова, Галина Маркеева, Валентина Хораськина. Конкурса хутшӑнакансем тӗрлӗ енлӗн хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса пачӗҫ. Вӗсем тутлӑ апат-ҫимӗҫ пӗҫерме те, ал ӗҫ тума та,   ӳкерме те, сцена ҫинчен халӑха савӑнтарма та пултараҫҫӗ, литературӑна та аван пӗлеҫҫӗ. Куракансем кашнинех тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ, шӳтсемпе интереслӗ самантсем

Тӗллевсене пӗрле пурнӑҫламалла

Иртнӗ эрнере Хырхӗрри культура ҫуртне Эткер, Кӗтне Пасар, Хырхӗрри, Хурнай, Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗсенче пурӑнакансем пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсем малтанах Хырхӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗ В.А.Нямуков иртнӗ ҫулта туса ирттернӗ ӗҫсемпе  паллаштарнине итлерӗҫ. Пилӗк ялта пурӗ 786 ҫын шутланать. Вӗсенчен ӗҫлекенсем — 484, пенсионерсем — 232. 2025 ҫулта территори уйрӑмӗнче пуҫаруллӑ бюджетпа проектсем хатӗрлесе тӑватӑ тӗрлӗ ӗҫ тунӑ. Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ачасене вылямалли лаптӑк янтӑланӑ. Хырхӗрри  культура ҫурчӗ таврашӗнче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, карта тытса ҫавӑрнӑ. Эткерте  Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑка юсанӑ. Кашни ял масарӗ ҫине йӑла каяшӗсем хумалли контейнерсем вырнаҫтарнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, пӗлтӗр ялсене тирпей-илемпе хӑтлӑх кӗртес енӗ
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Аталану ҫулӗпе малалла Культура ӗҫченӗсене мероприятисем йӗркелеме комсомолецсем пулӑшса пынӑ. Хаҫатра  ялти клубсенче пулса иртекен мероприятисене ҫутатсах тӑнӑ. Кашни клуб ҫумӗнче тенӗ пекех драмкружоксем ӗҫленӗ. Тумтирсене хӑйсем ҫӗлесе, декорацисем хатӗрлесе халӑх умне тухнӑ. Комсомольскинчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи театр 1969 ҫулта РСФСР культура министерствин йышӑнӑвӗпе халӑх театрӗ ята тивӗҫнӗ. Ҫак ҫулхи хаҫатӑн  июнӗн 19-мӗшӗнчи номерӗнче Л.Таллеров журналист «Вӑрӑм кун-ҫул сана, халӑх театрӗ!» ятпа пысӑк статья пичетленӗ. Унта вӑл артистсем, театр репертуарӗ пирки тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. 1965 ҫултан пуҫласа районта Хӗле ӑсатнин уявне йӗркелеме пуҫланӑ. «10 сехетре культура ҫурчӗ умӗнче  ҫунасенчен пуйӑс йӗркелеҫҫӗ», «Лентӑсемпе тата ялавсемпе илемл
Кубок – Асанкассси вӑтам шкулӗнче

Кубок – Асанкассси вӑтам шкулӗнче

Спортсменсем тытӑҫусенче хӑйсен ӑсталӑхӗпе вӑйне туллин кӑтартма тӑрӑшнӑ. Кашниех ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнӑ. Чи пултаруллисем ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Хӑйсен виҫе категорийӗсенче Степан Хораськин (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), Кирилл Андреев, Александр Демьянов (Асанкасси вӑтам шкулӗ), Расиль Ялаков (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), Дмитрий Михайлов (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ), Расул Хасиянов (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), Рамир Хуснетдинов (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Илья Шакмаков (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), Никита Захаров (Асанкасси вӑтам шкулӗ), Булат Галимзянов (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Александр Волков (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), Денис Языков (Асанкасси вӑтам шкулӗ), Илсаф Гайнуллин (Урмаел вӑтам шкулӗ), Сергей Козлов (Асанкасси вӑ
Ӑмӑртусем хӗрӳ иртнӗ

Ӑмӑртусем хӗрӳ иртнӗ

Март уйӑхӗ ҫуркунне пуҫламӑшӗпе тата Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе паллӑ. Спорта юратакансене вара ҫӗнӗ стартсем, савӑнӑҫ  парнелекен   ӑмӑртусем кӗтеҫҫӗ. Уяв кунӗсенче тата умӗн округри сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансем вырӑнта тата ытти тӑрӑхра  иртекен  тупӑшусене хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ ҫеҫ мар, ҫитӗнӳсем те тунӑ, хавхалану илнӗ, кӑмӑл-туйӑмӗсене ҫӗкленӳ кӳнӗ. Волейбол. «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче шкулсенче вӗренекен хӗрсем хушшинче хамӑрӑн чаплӑ ентеш В.А.Ильин  вице-адмирал ячӗпе волейбол енӗпе уҫӑ турнир йӗркелесси йӑлана кӗнӗ. Владислав Алексеевич пирӗн районти Шурут-Нурӑс ялӗнче  ҫуралса ӳснӗ, пӗтӗм пурнӑҫне ҫӗршывӑн Тинӗс-ҫар флотне аталантарас ӗҫе панӑ. Иртнӗ ҫул вӑл пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ пулсан та унӑн ырӑ ячӗ, ӗҫӗсем  яланлӑ
Пӗчӗккисем те спортра хастар

Пӗчӗккисем те спортра хастар

Ҫак кунсенче Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче чи пӗчӗк атлетсен спорт уявӗ иртрӗ. «Единая Россия» парти пуҫарнипе пурнӑҫа кӗрекен «Ача-пӑча спорчӗ» проектпа килӗшӳллӗн унта ГТО фестивалӗ йӗркелерӗмӗр. Ӑна «Готов к труду и обороне» юхӑма туса хунӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестивальте округри «Радуга», «Лейсан», «Рябинушка» тата «Колосок» ача сачӗсене ҫӳрекенсем спортӑн тӗрлӗ енӗсенче хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслерӗҫ. Вӗсем 10 метра чупас, вырӑнтан инҫӗшне сикес, татӑкӑн-татӑкӑн чупас,  гимнастика сакки ҫинче тӑрса малалла пӗшкӗнес енӗпе нормативсене пурнӑҫларӗҫ. Кашниех чи лайӑх кӑтарту тума тӑрӑшрӗ. Пӗри норматива пурнӑҫланӑ вӑхӑтра ыттисем хавхалантарса тӑчӗҫ, пӗр-пӗрин ҫитӗнӗвӗсемшӗн чӗререн савӑнчӗҫ. Ачасем ҫулӗпе пӗчӗк ҫеҫ пулсан та хӑйсене чӑн-ч

Янкасси ялӗн паттӑрӗсем

Андрей Тимофеевич Воронова (1920—1942) 1941 ҫулхи май уйӑхӗнче ҫара илнӗ, вӑл Мускав облаҫӗнчи Калуга округне кӗрекен Перемышль хули ҫывӑхне лекнӗ. 1941 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче А.Т.Воронов службӑра тӑракан 164-мӗш стрелоксен дивизийӗ ункӑран тухнӑ вӑхӑтра чылай салтака тата ҫар техникине ҫухатнӑ. Фронт командованийӗ чӗрӗ юлнӑ салтаксене 99-мӗш стрелоксен дивизине куҫарма йышӑннӑ, 371-мӗш полк 206-мӗш стрелоксен полкӗпе пӗрлешнӗ. Тӑшманӑн 1942 ҫулхи май уйӑхӗнчи контрнаступленийӗ хыҫҫӑн дивизие татах салтаксемпе тата техникӑпа пуянлатма тивнӗ. Тин пуҫласа ҫапӑҫӑва кӗрекен йышлӑ дивизие Сталин облаҫӗнчи Ерзовка ҫывӑхӗнче ҫирӗпленсе оборона тытма хушнӑ. Июлӗн 1-мӗшӗнче тӑшмана окопсенчен хӗссе кӑларнӑ, вара дивизи ҫӗнӗ чикӗсене лайӑх хӳтӗлеме приказ илнӗ. Ҫакӑнти ҫапӑҫусем ҫинчен Петр Таллеро
Комсомольский кадровый центр «Работа в России» информирует

Комсомольский кадровый центр «Работа в России» информирует

 Комсомольский кадровый центр «Работа в России» информирует о начале кампании по формированию заказчиками/работодателями заявок о наличии целевой потребности на 2027/2028 учебный год. В соответствии с пунктом 11 Правил установления квоты приема на целевое обучение по образовательным программам высшего образования за счет бюджетных ассигнований федерального бюджета, утвержденных постановлением Правительства Российской Федерации от 27 апреля 2024 г. № 555 «О целевом обучении по образовательным программам среднего профессионального и высшего образования», заказчики/работодатели формируют заявки на единой цифровой платформе в сфере занятости и трудовых отношений «Работа в России». Обращаем внимание на необходимость соблюдения сроков подачи заявок. В рамках приемной кампании 2027/2028 год

Ящур крупного рогатого скота

Ящур — остро протекающая высокозаразная вирусная болезнь домашних и диких парнокопытных животных, характеризующаяся лихорадкой и язвенными поражениями слизистой оболочки ротовой полости, бесшерстных участков кожи головы, вымени, венчика, межкопытцевой щели и сопровождающаяся нарушением движения; у молодых животных — поражением сердечной мышцы и скелетных мышц. Ящуром болеет и человек.  Возбудитель ящура — очень мелкий РНК-содержащий вирус. Различают 7 серологических типов (О, А, С, САТ-1, САТ-2, САТ-3, Азия-1). В мире тип О вызывает заболевание в 38% случаев, А — в 33, С — в 26%. На территории нашей страны за годы эпизоо- тии регистрировали в основном ящур типов А (76,4%) и О (19,2%). Типы и варианты вируса различаются иммунологически: каждый из них может вызывать заболевание живо
Пӑрчӑкан пек йӑрӑ, пыл хурчӗ пек ӗҫчен

Пӑрчӑкан пек йӑрӑ, пыл хурчӗ пек ӗҫчен

Хӗрарӑмсене эпир этемлӗхӗн черчен ҫурри тетпӗр. Паянхи хӗрарӑмсем хӳхӗм те илӗртӳллӗ пулнисӗр пуҫне активлӑхпа, ӗҫченлӗхпе, тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ. Хырай Ӗнел ялӗнче пурӑнакан Дина Александрован пурнӑҫӗнче те, акӑ, тем валли те вырӑн пур. Вӑл — нумай ача амӑшӗ, ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан предприниматель, ялти хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ, анлӑ тавракурӑмлӑ, яланах малалла аталанса пыма тӑрӑшакан, хӑйӗн тӗслӗхӗпе ыттисене те хавхалантаракан ҫын.   Дина Йӗпреҫ районӗнчи Эйпеҫ ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Шкул хыҫҫӑн Шупашкарти строительство техникумӗнче вӗренсе бухгалтер-экономист профессине алла илнӗ. Унтан, яланах ҫӗнни патне ӑнтӑлаканскер, ҫӗвӗҫе вӗреннӗ. Пурӑна-киле Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман хуҫалӑхӗн техникумӗнче те пӗлӗвне пуянлатнӑ. Шӑпах унта вӑл пулас мӑшӑрӗпе
Туслӑхра, ӗҫченлӗхре – пирӗн вӑй

Туслӑхра, ӗҫченлӗхре – пирӗн вӑй

Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансем6 «Ырӑ туни ырӑпа таврӑнать», — тенине  тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ. Паянхи ҫӑмӑлах мар вӑхӑтра ентеш-салтаксене  пулӑшас тесе вӗсем ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ% маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, плащсем ҫӗлеҫҫӗ, окоп ҫуртисем тӑваҫҫӗ, типӗтнӗ яшка хатӗрлеҫҫӗ, гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтараҫҫӗ. Ҫакӑ пӗтӗмпех пӗччен тумалли ӗҫ мар, йышпа пӗрле пуҫтарӑнса тӑрӑшни пысӑк ӗҫ тума май парать. Кашни ялтах хӗрӳ ӗҫ пырать, пурте пулӑшас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. «Пӗрлӗхре — вӑй» тесе ахальтен каламан ҫав. Комсомольскинче  пурӑнакансем те ентешсене пулӑшас тесе куллен тӑрӑшаҫҫӗ. Канмалли куна та, уява та пӑхмаҫҫӗ маттур хӗрарӑмсем. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн вӗсене уйрӑмах  палӑртса хӑварас килет. Ҫур ҫула яхӑн ӗнтӗ вӗсем салтаксем валли хӑвӑрт пиҫекен яшка хатӗрлес енӗпе ҫине тӑрса
Килти яшка тутине туйччӑр

Килти яшка тутине туйччӑр

Пирӗн республикӑра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ҫеҫ мар, ялсенче юлнӑ ҫемйисене те тулли пулӑшу парас енӗпе тимлеҫҫӗ. Акӑ, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн Шупашкарти Раҫҫей тӗрӗллӗ карттин музейне ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен амӑшӗсене пуҫтарса чысланӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев вӗсене уяв ячӗпе саламласа чечек ҫыххисемпе  «Подвиг тружеников тыла» кӗнекесем панӑ, паттӑр ывӑлсем ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ. Ҫак мероприятие пирӗн округри Г.С.Жукова та хутшӑннӑ. Унӑн ывӑлӗ ҫара мобилизаци йӗркипе кайса 4-мӗш ҫул ӗнтӗ Тӑван ҫӗршыва сыхлать. Амӑшӗ, Галина Степановна, хӑйӗн тӗпренчӗкӗн сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханнипе пӗрлех  ҫӗршыв сыхлавҫисене мӗн май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать. Малтанхи вӑхӑтра тӗрлӗ япаласем пуҫтарса ҫапӑҫу вырӑнӗсене янӑ пулсан, пӗлтӗрхи ноябрь уйӑх
Вниманию всех работодателей

Вниманию всех работодателей

С 10 марта Минтруд России запускает Всероссийский опрос работодателей о перспективной потребности в кадрах. Цель — подготовка квалифицированных кадров по конкретным специальностям под запросы работодателей на период 2027—2033 годы.  Опрос будет проводиться на платформе «Работа России» (trudvsem.ru/) и он имеет большое значение для социально-экономического развития Чувашской Республики. Просьба к работодателям заблаговременно позаботиться о регистрации организации на единой цифровой платформе «Работа России» (trudvsem.ru/). Для этого понадобится подтверждённая учётная запись «Госуслуг», привязанная к организации. ЕСТЬ ВОПРОСЫ? НУЖНА ПОМОЩЬ? Мы на связи! Консультацию по работе с порталом можно получить по телефону +7 (800)350-80-58 (звонок бесплатный). Не откладывайте! Ваше уч
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Аталану ҫулӗпе малалла «Фермӑсенчи йывӑр ӗҫе механизацилетпӗр, торф, тислӗк, минераллӑ удобренисем хатӗрлетпӗр тата ытти нумай груз турттаратпӑр». Район центрӗнче ҫӗнӗ производствӑсем те уҫӑлнӑ. «Район центрӗнче ҫак кунсенче ҫӗнӗ ҫӑкӑр заводне ӗҫе ячӗҫ. Вӑл талӑкра 20 тонна ҫӑкӑр пӗҫерсе кӑларать, кунти нумай ӗҫсене механизациленӗ» (1967 ҫулхи июлӗн 18-мӗшӗ). 1960 ҫулсенче те ҫамрӑксем ҫӗршыври стройкӑсене тата ытти ӗҫсене тума комсомол путевкипе нумайӑн туха-туха кайнӑ. «1960 ҫулта парти чӗннипе пирӗн районтан 200 ытла комсомолецсемпе ҫамрӑксем тырпул пухма кайса килчӗҫ, Казахстанри тырпул пухакан ӗҫченсем хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ... Мартӑн 24-мӗшӗнче пирӗн районти комсомолецсемпе ҫамрӑксем Кемерово облаҫне металлурги завочӗ тунӑ ҫӗре 30-ӑн тухса кайрӗҫ. Халӗ П

Шыв-шур вӑхӑтӗнче тимлӗрех пулӑр

«Кӑҫал юр айне пулатпӑр пулӗ», «ҫуркунне шывра путатпӑр пулӗ» тесе халӑх хушшинче калаҫнине час-часах илтетпӗр. Чӑнах та, кӑҫалхи хӗл хӑйнеевӗрлӗхпе палӑрчӗ. Юр нумай ҫурӗ. Ҫул айккисене анчах мар, пӳртсемпе хуралтӑсен тӑррисене те нумай лартса хучӗ. Ҫуртсемпе производство объекчӗсен ҫивиттийӗсенчен юра тасатас енӗпе округра чылай ӗҫ турӗҫ. Ҫуркуннехи уйӑхра пыратпӑр. Ҫанталӑка пӗлсе пӗтерме ҫук, хӑвӑрт ӑшӑтса яма та пултарать. Ҫавӑнпа та уйрӑм ҫынсен те, предприятисемпе организацисен, учрежденисен те шыв-шура кӗтсе илме хатӗр пулмалла. Шыв капланма пултаракан вырӑнсене уҫса хумалла, шыв юхмалли пӑрӑхсен тӗлӗсене тасатмалла, гидросооруженисенчи лару-тӑрупа паллашмалла тата ытти хӑрушсӑрлӑх йӗркисене  шута илсе кирлӗ мерӑсем йышӑнмалла. Округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пу

Уҫиччен тӗпчесе пӗлӗр

Телефон урлӑ ҫынсене улталани ҫинчен пӗлтерсех тӑратпӑр, час-часах халӑхпа тӗл пулса та, хаҫат урлӑ та асӑрхаттаратпӑр, анчах та ултавҫӑсен вӑлтине ҫакланакансем халӗ те йышлӑ-ха. Ултавҫӑсем те шӑнман пӑр ҫине лартса ярас тесе ҫӗнӗрен ҫӗнӗ меслетсем шутласа тупаҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра ҫакӑн пек меслет анлӑн сарӑлчӗ. Вӑл е ку мессенджерта паллакан ҫыннӑн номерӗнчен «Салам. Ас тӑватӑн-и ӑна; Вӑл паян машинӑпа ҫапӑнса вилчӗ...» текен ҫыру килет. Ҫын кам ҫинчен сӑмах пынине пӗлес тесе ҫырури ссылка тӑрӑх куҫать, вара ултавҫӑсен аллине лекет. Тепӗр чухне пач палламан номертен «Такам пӗчӗк хӗрачана ҫапса хӑварса авари вырӑнӗнчен пӑрахса тарнӑ. Ҫак самант видео ҫине лекнӗ. Пӑхса илӗр-ха, палламастӑр-и?» текен ҫыру килет. Айӑплӑ ҫынна тупма пулӑшас тесе ссылка тӑрӑх куҫни каллех ултавҫӑсене сирӗн
Вӗренӳ ҫеҫ мар, спорт та, бал ташшисем те…

Вӗренӳ ҫеҫ мар, спорт та, бал ташшисем те…

Вӑл шкул, округ, республика, регионсем хушшинче шкулта пӗлӳ паракан тата хушма предметсемпе  олимпиадӑсенче, фестивальсенче, конкурссенче ҫӗнсе илнӗ наградӑсен вӑрӑм списокне пӑхатӑн та, ку хӗрача кӗнекесемпе справочниксен ӑшне пуҫӗпех «путнӑ» теме те  пулать. Тарӑн пӗлӳсӗр, тӗрлӗ литература вуласа  тавракурӑма анлӑлатмасӑр пысӑк ҫитӗнӳсем тума ҫук, паллах. Анчах та Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче  10-мӗш кадет класӗнче вӗренекен Дарья Арсентьева, шкулта пур предметсемпе те «питӗ лайӑх» паллӑсемпе вӗренсе пыраканскер, спорт ӑмӑртӑвӗсенче малта пулма та, шкулти бал ташшисен ансамбльне ҫӳресе ҫитӗнӳсем тума та, творчествине аталантарма та, шкулӑн, округӑн обществӑлла ӗҫӗсене хутшӑнма та,  «Патриоты» отрядӑн хастар членӗ пулма та ӗлкӗрет. «Пӗри теприне пулӑшса ҫеҫ
Ташӑҫӑсем яланах малти вырӑнсенче

Ташӑҫӑсем яланах малти вырӑнсенче

Ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗ Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн «Островок» ташӑ ансамблӗшӗн пултарулӑхпа ӑсталӑхӑн чӑн-чӑн уявӗ пулса тӑнӑ. Хӗрачасем пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче 2-мӗш хут иртекен «Весенние ритмы» конкурс-фестивале хутшӑннӑ. Пултаруллӑ ушкӑн китай, авар, чӑваш, тутар халӑх тата ытти ташӑсем ташласа фестивалӗн I степеньлӗ  лауреачӗ пулса тӑнӑ, «Ах, гармошка, заиграй-ка» ташӑпа 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫавӑн пекех пирӗн округри хастарсем нумаях пулмасть Шупашкар хулинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри VII ҫарпа патриот юррин, ташшин тата сӑнарлӑ сӑмахӑн «Живи, Россия!» конкурсӗнче те палӑрнӑ. «Островок» ташӑ ушкӑнӗ 3 степеньлӗ лауреат ята тивӗҫнӗ. «Веселые нотки» вокал ансамблӗ 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫавӑн пекех ҫак конкурсра Татьяна
Ачасем ҫӗнӗ пӗлӳсемпе пуянланнӑ

Ачасем ҫӗнӗ пӗлӳсемпе пуянланнӑ

Нумаях пулмасть Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Ачалӑх навигаторӗсем» проектпа килӗшӳллӗн «Вӗренӳ вырсарникунӗ» иртнӗ. Унта округри шкулсенче пӗлӳ илекен хастар ачасем йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Мероприятие шкул директорӗ Г.З.Гисматуллина уҫнӑ. Вырӑнти волонтерсен «Хырай Ӗнел — Пӗрле» ушкӑнӗ йӗркелесе ирттерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Ачасем 5 вӗренӳ лапамӗнче хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ, пултарулӑхне кӑтартса панӑ. «Орлята России» лапамра активлӑ та патриотла кӑмӑл-туйӑмлӑ ачасем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем программӑпа ҫывӑхрах паллашса командӑра ӗҫлеме, чӑн-чӑн лидер пулма вӗреннӗ. «Халӑх промыслисем» лапамра вырӑссен аваллӑх тӗнчине экскурси йӗркеленӗ. Вӗрентекенсем ертсе пынипе ачасем вырӑс халӑхӗн йӑлана кӗнӗ ремеслисемпе паллашнӑ, хӑйсен аллисемпе декоративлӑ элементсем те ӑсталанӑ. «Тӗлӗнт

Призерсен шутне кӗнӗ

Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерствин ачасемпе ҫамрӑксен «Эткер» центрӗнче тӑван тӑрӑх культури енӗпе шкул ачисем хушшинче олимпиада иртнӗ. Унта пирӗн регионти шкулсенче  8 тата 9-мӗш классенче вӗренекен 52 ача хутшӑннӑ. Вӗсен ҫыру ӗҫӗнче Чӑваш Ен историйӗпе, культурипе ҫыхӑннӑ 10 ыйту ҫине хуравлама тивнӗ. Кунта вӗренекенӗн предмета лайӑх пӗлнипе пӗрлех анлӑ тавракурӑмпа та палӑрмалла пулнӑ. Олимпиадӑна Асанкасси вӑтам шкулӗнче 8-мӗш класра пӗлӳ илекен Ярослава Волкова (вӗрентекенӗ Л.А.Касмакова) та хутшӑннӑ. Тӗрӗс те тӗплӗ хуравсем парса хӗрача призерсен шутне кӗнӗ.  Вӗсене малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр. (Хамӑр инф.).
Таврапӗлӳҫӗ, спортсмен, юрист…

Таврапӗлӳҫӗ, спортсмен, юрист…

Пирӗн тӑрӑхра ҫуралса   ӳснӗ ҫынсем ҫӗршывӑн ытти кӗтесӗсенче ӗҫлесе пурӑннӑ пулсан та тӑван тӑрӑхпа ҫыхӑнӑва татман. Герман Николаевич Ксенофонтов, таврапӗлӳҫӗ пулнӑ май, хӑйне пурнӑҫ парнеленӗ ял историйӗпе интересленнӗ, унта пурӑннӑ ҫынсем пирки материалсем пуҫтарнӑ. Кӑҫалхи мартӑн 1-мӗшӗнче вӑл пурӑннӑ пулсан 90 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Герман Николаевич пирӗн районти Тӗвенеш ялӗнче 1936 ҫулта кун ҫутине килнӗ. Ялти пуҫламӑш шкул хыҫҫӑн малалла пӗлӳ илме Хирти Сӗнтӗрти 7 ҫул вӗренмелли шкула ҫӳренӗ. Лайӑх паллӑсемпе ӗлкӗрсе пыраканскерӗн малалла та вӗренес туртӑм пысӑк пулнӑ. Ун хыҫҫӑн Патӑрьел вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1954 ҫулта Г.Ксенофонтов ҫӗнӗ ҫӗрсем уҫма Ҫӗпӗре тухса кайнӑ. Унта та малалла вӗренес ӗмӗтне пӑрахман. Омск хулинчи физкультура патшалӑх институт

Ача ҫуратакан студенткӑсене пособи параҫҫӗ

2025 ҫулта Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ 86 студенткӑна ача кӗтекен тата ҫуратнӑ хӗрарӑмсене паракан пособипе тивӗҫтернӗ. Ҫак пособие куҫӑн майпа професси пӗлӗвӗн вӗренӳ учрежденийӗнче, аслӑ пӗлӳ е хушма професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ организацийӗнче е ӑслӑлӑх организацийӗнче тӳлевлӗ е тӳлевсӗр вӗренекенсем тивӗҫеҫҫӗ.  Чӑваш Енри СФР уйрӑмӗ республика территорийӗнче вырнаҫнӑ вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакансене ку пособие тӳлет. Ҫав вӑхӑтрах студентка Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗ, ют ҫӗршыв гражданинӗ, гражданствӑсӑр ҫын е Раҫҫей территорийӗнче пурӑнакан беженец пулма пултарать. Ача кӗтекен студенткӑсене декрет отпускӗ вӑхӑтне ӗҫлекен ҫынсен регионти пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫин 100 проценчӗпе шутласа пособи параҫҫӗ. Ҫак виҫе кӑҫалтан 17960 тенкӗпе танлашать. Пӗтӗмпе

Тӗл перес енӗпе ӑмӑртнӑ

Спортпа патриотлӑхӑн оборонӑлла-массӑлла уйӑхлӑхӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче шкул ачисем хушшинче пневматикӑлла винтовкӑран тӗл перес енӗпе ӑмӑрту пулса иртнӗ. Хӑйсен ӳсӗмӗсенче пӗрремӗш вырӑна Артур Руссаков, Ярослав Кокорев, Раиф Тукаев йышӑннӑ. Вӗсенчен сахалрах очко пуҫтарса Ильсаф Тамаев, Даниил Петров иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Егор Кзыков, Максим Ильдюхин виҫҫӗмӗш пулнӑ. Хӗрачасенчен чи тӗл перекенсем Ксения Владимирова, Анастасия Николаева пулнӑ. Ульяна Васильева, Сафина Сахрова иккӗмӗш кӑтартупа палӑрнӑ. Анастасия Квасова, Алиса Прокопьева виҫҫӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Вӑтам шкулсем хушшинче 1—3-мӗш вырӑнсене Ҫӗнӗ Мӑрат, Комсомольски 1-мӗш, Комсомольски 2-мӗш шкулӗсем ҫӗнсе илнӗ. Кӗҫӗн ушкӑнра малти виҫӗ вырӑна Хырай Ӗнел, Александровка, Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗ
Ыйтусене татса пама пулӑшнӑ

Ыйтусене татса пама пулӑшнӑ

«Мирлӗ пурнӑҫа утӑм» проекта Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пуҫарӑвӗпе  2025 ҫулта ӗҫе кӗртнӗ. Ҫак вӑхӑт тӗлне республикӑри тӗрлӗ ведомствӑсен специалисчӗсенчен йӗркеленӗ  «Пулӑшу десанчӗ»  муниципалитетсене 25 хутчен тухса  843 ҫынпа тӗл пулнӑ, 1480 ыйтӑва татса пама пултарнӑ. Мартӑн 3-мӗшӗнче тӗрлӗ ведомствӑсенче  ӗҫлекенсем  Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисемпе тӗл пулнӑ. Вӗсемпе куҫа-куҫӑн калаҫса пӑшӑрхантаракан ыйтӑвӗсем ҫинчен калаҫнӑ. Пурӗ 19 ҫынна  38 ыйту ҫине хурав, кирлӗ пулӑшу пама пултарнӑ. Тӗлпулӑва килнисем юридиципе, психологипе, нотариатпа, медицинӑпа, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе, ӗҫпе  тивӗҫтерес тата ытти сферӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине хурав тупма пулӑшнӑ.  Ятарлӑ ҫар

Телей тилхепи

Роза Шевлепи Калав (Вĕҫĕ). Кӳршĕ-аршă курăнмарĕ. Ку лайăх. Кашни тĕл пулаканах мĕн пулса иртнине каласа парас, чуна уссăр пăлхатас килмĕ. Çанталăк шăрăх. Пачах та çил çук. Сывлăш хумханăвĕ те сисĕнмест. Çут çанталăк хĕре лăпкăлăх парнелесшĕн-ши?.. Е хĕр кăмăлне пăлхантарасран хăрать-ши? Умра икĕ типĕ вар: пĕри ăшăх, тепри самаях тарăн. Ахальтен мар ăна тарăн вар теççĕ. Чăнкă çыранлă тата. Ту çине хăпарнă пекех тăрмашмалла. * * * Тарăн вар хĕррине çитрĕ кăна Анфиса, хăй хыççăн такам пынине туйрĕ. Тавралăхри тĕлĕнмелле шăплăхра аякри ура сасси те илтĕнет. Çук, ку çын ури сасси мар. Хĕр чăматанне лартрĕ, теприн патне каялла таврăнма çаврăнчĕ те, сукмакпа хăйсен йытти чупса килнине асăрхарĕ. Васкать йытă. Шăрăхпа аптранăскер нимĕнле хӳтлĕх çуккипе тертленет. Хĕр самант
Олег Николаев: Комсомолськи округӗ –                       ял пурнӑҫне ҫӗнӗлле йӗркелеме май паракан чи лайӑх вырӑн

Олег Николаев: Комсомолськи округӗ – ял пурнӑҫне ҫӗнӗлле йӗркелеме май паракан чи лайӑх вырӑн

«Промышленноҫ ӳсӗмне, ял хуҫалӑх секторне тата социаллӑ инфратытӑма пӗрлештерсе  аталантарни  ялсенчи ҫӗнӗ  пурнӑҫ пахалӑхӗн никӗсӗ пулса тӑрать.  Комсомольски округӗ  яланах хӑйӗн вӑйлӑ ушкӑнӗпе  палӑрнӑ, паянхи кун  вӑй-хӑвата чакармалла мар.  Ресурссемпе майсем пур — хастартарах  ӗҫлемелле.   Инвесторсене илӗртмелле, патшалӑх пулӑшӑвӗсемпе усӑ курмалла, строительство ӗҫӗсене хӑвӑртлатмалла»,  — уйрӑммӑн палӑртнӑ   Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Февралӗн 25-мӗшӗнче пирӗн муниципаллӑ округра 2025 ҫулхи социаллӑ тата экономикӑлла аталанӑва пӗтӗмлетрӗҫ, кӑҫалхи ҫул валли тӗллевсене палӑртрӗҫ. Пӗтӗмлетӳ канашлӑвне Чӑваш Республикин  Министрсен Кабинечӗн Председателӗ С.Г.Артамонов, Чӑваш Республикин  эконо
Хаҫат тусӗсем юбилейпе саламларӗҫ

Хаҫат тусӗсем юбилейпе саламларӗҫ

Февралӗн 8-мӗшӗнче пирӗн район хаҫачӗ тухма пуҫланӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ. Нумаях пулмасть вара Комсомольскинчи этнобиблиотекӑн хӑтлӑ залӗнче ҫак уява халалланӑ юбилейлӑ мероприяти иртрӗ. Унта паянхи кун «Каҫал ен» тата «Вакыт» хаҫатсенче тӑрӑшакансем, пичет ӗҫӗн ветеранӗсем, хаҫатӑн тусӗсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альберт Кузьмин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, ЧР хӗрарӑмсен Союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова, округ администрацийӗн архив ӗҫӗн секторӗн заведующийӗ Валентина Шингалова, «Слава картофелю» агрофирмӑн генеральнӑй директор ҫумӗ Юрий Емельянов, АПК ветеранӗсен вырӑнти союзӗн председателӗ Илдус Миннетуллин, округри ветерансен канашӗн председателӗ Юрий Тимофеев тата ытти хӑнасем пурне те уяв ячӗпе ӑшшӑн саламларӗҫ, ра
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Аталану Ҫулӗпе малалла Районти колхозсенче ку енӗпе ҫийӗнчех ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак ҫулхи июнӗн 23-мӗшӗнче район хаҫатӗнче «Пысӑк ӗҫӗн пуҫламӑшӗ» статьяра «Восток» колхоз председателӗ Н.Ятманов хуҫалӑхра асӑннӑ постановление пурнӑҫлас енӗпе тунӑ малтанхи утӑмсемпе паллаштарать. Унти хӑш-пӗр сыпӑксене илер-ха. «Хӑш-пӗр ҫӗрте — пырса кӗме ҫук йӗпе, шыв, тепӗр ҫӗрте курӑка ӳсме нӳрӗк ҫитмест. Шыва юхтарса кӑларма канавсем чылай чаврӑмӑр. Нӳрӗк ҫитмен ҫӗрте курӑка шыв сапса шӑварма икӗ установка туянтӑмӑр. Пӗр установка пӑрӑхсем тӑрӑх шыв юхтарса шӑварать, тепри шыва ҫумӑр пек сапать», «Шӑвармалли установкӑсемпе эпир пахчаҫимӗҫ ӳстерес ӗҫре те усӑ куратпӑр. Пахчаҫимӗҫ лаптӑкне кӑҫал Кӗтне тӑрӑхӗнче ҫерем уҫса пысӑклатрӑмӑр», «Юлашки ҫулсенче пӗвесем тӑвас тӗлӗшпе чылай ӗҫлерӗмӗр
Нумай ҫул ҫыхӑну тытатӑп

Нумай ҫул ҫыхӑну тытатӑп

Район хаҫатне алла тытса вулама пуҫланӑранпа нумай вӑхӑт иртрӗ ӗнтӗ. Эпӗ пӗчӗк чухнех тӑван килте атте «Октябрь ялавӗ» хаҫата ҫырӑнса илнине ас тӑватӑп. Комсомольски вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ вӑхӑтра пире А.П.Кокорева чӑваш чӗлхипе тарӑн пӗлӳ паратчӗ. Вӑл хаҫата та заметкӑсем ҫырма вӗрентетчӗ. Шкулта, ялта пулса иртекен ӗҫсем ҫинчен хаҫата хыпарсем ярса пама сӗнетчӗ. Эпӗ те вара хаҫатпа ҫыхӑну тытма пуҫларӑм. Редакцире  мана хаҫат сотрудникӗсем Г.Уткин, А.Зайцев, Ю.Скворцов, П.Эревет кӑмӑллӑн кӗтсе илетчӗҫ, сӗнӳсем те паратчӗҫ. Каярахпа, ҫемье ҫавӑрсан та, ҫак туслӑх татӑлмарӗ. Кашни ҫулах район хаҫатне ҫырӑнса илетӗп.  Хам та ял хыпарӗсене пӗлтерсех тӑма тӑрӑшатӑп. Хаҫат паянхи кун та округра пулса иртекен ӗҫсене туллирех ҫутатса тӑрать, республика хыпарӗсемпе те паллаштарать.
Чылай ӗҫ  тунӑ, кӑҫал та тӑрӑшмалла

Чылай ӗҫ  тунӑ, кӑҫал та тӑрӑшмалла

Пухӑва Чӗчкен территори уйрӑмӗн начальникӗ Р.Н.Жукова уҫрӗ, иртнӗ ҫул туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Ялсене тирпей-илем кӗртес енӗпе пӗлтӗр чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Пуҫаруллӑ проектсемпе ҫулсене юсанӑ, Чӗчкен ялӗнчи Школьная урамра вара асфальт сарнӑ. Кӑҫал халӑх укҫи-тенкипе тата патшалӑх пулӑшнипе Молодежная урамри ҫула асфальт хурасшӑн. Аслӑ Чурачӑкра ачасене вылямалли площадка тунӑ, йывӑҫ хунавӗсем лартса хӑварнӑ, кӑҫал ун тавра карта тытса ҫавӑрасшӑн.  Чӗчкен  тӗп шкулӗ ҫывӑхӗнче те ачасене вылямалли лаптӑк тунӑ. Рева Николаевна ялсене тирпейлӗхпе хӑтлӑх кӗртес енӗпе пуҫаруллӑ проектсем чылай пулӑшу панине палӑртрӗ, ҫынсене ку ӗҫе хастартарах хутшӑнма сӗнчӗ. Ялсенче пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас енӗпе пысӑк ӗҫ тунине палӑртрӗ. Маскировка сеткис
Ҫӑварнире савӑнтӑмӑр

Ҫӑварнире савӑнтӑмӑр

«И, Ҫӑварни, Ҫӑварни! Ҫӑвар тулли икерчи, эрне хушши катаччи!» — тесе юрланӑ унччентерех Ҫӑварни эрнинче лашапа катаччи чупакансем. Халӗ лашапа ярӑнас йӑла манӑҫа тухрӗ тесен те юрать, ялсенче урхамахсем те юлмарӗҫ пулӗ. Апла пулин те Ҫӑварние пӗрле пуҫтарӑнса шавлӑн уявласси паянхи кун та йӑлара-ха. Иртнӗ эрнекун округ администрацийӗ умӗнчи лапамра савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Ҫитӗннисем те, ача-пӑча та ҫӳҫеллӗ Ҫӑварни тутрисем ҫыхса, хаваслӑн юрласа-ташласа, тутлӑ икерчӗсемпе сӑйланса, тӗрлӗ вӑйӑ выляса уява паллӑ турӗҫ, сивӗ хӗле ӑсатрӗҫ. Чи малтанах округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альберт Кузьмин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, 3-мӗш округ благочиннӑйӗ, Комсомольскинчи «Вознесения Господня» чиркӗвӗн настоятелӗ Сергий иерей пурне те уяв ячӗпе саламларӗҫ, халӑх йӑл

Хаваслӑ кӑмӑл парнеленӗ

Хырай ,нел ялӗнче пурӑнакансем  Ҫӑварни уявне анлӑн паллӑ тунӑ. Кунта  «Хӗле ӑсататпӑр! Ҫуркуннене кӗтсе илетпӗр!» ятпа хаваслӑ мероприяти ирттернӗ. Малтанах ялти культура ҫурчӗн директорӗ А.Александрова Ҫӑварни уявӗн историйӗ, пӗлтерӗшӗ, ӑна ӗлӗк мӗнле уявлани пирки каласа панӑ. Пуҫтарӑннисене округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ, «Искра» ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ А.Н.Зайцев саламланӑ, ырӑ кӑмӑлпа ҫуркуннене кӗтсе илме суннӑ. Уява килнисем Ҫӑварни юррисем юрласа савӑннӑ. Тутлӑ икерчӗпе пылак чей ӗҫсе сӑйланнӑ. Халӗ манӑҫа тухса пыракан кӑмакара пӗҫернӗ ҫуллӑ шарккӑва тутанса пӑхнӑ. Арҫынсем бильярд сӗтелӗ умӗнче тупӑшнӑ. Кунта Дмитрий Александров ӑсталӑхпа палӑрса пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Леонид Зайцевпа Сергей Зайцев иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑннӑ.
Ырӑ туйӑм ҫуратакан уяв

Ырӑ туйӑм ҫуратакан уяв

Кӑҫал Ҫӑварни питӗ ир килчӗ. Унӑн юлашки кунӗнче, Мӑнкун типпине кӗриччен, пӗр-пӗринчен каҫару ыйтмалла. Ҫӗнӗ Шӑхран клубӗ умне ял халӑхӗ Ҫӑварние ӑсатма йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Чӑвашсен капӑр кӗпине тӑхӑннӑ, тӗрӗллӗ саппун ҫакнӑ, ҫӳҫеллӗ  тутӑр ҫыхнӑ хӗрсемпе хӗрарӑмсем, хитре тумланнӑ арҫынсем уява татах та илемлетрӗҫ. Ҫӑварни юррисене шӑрантаракан хӗрарӑмсен сасси янраса аякка саланчӗ. Вӑйӑсем те, карталанса юрласа ҫаврӑнни те пулчӗ ҫак кун. Ҫуллӑ икерчӗ ҫине пыл, варени сӗрсе, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса вӗри чей ӗҫсе сӑйланчӗҫ. «Чир-чӗр, инкек-синкек, вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗ, мӗнпур япӑххи ҫурхи шывпа юхса кайтӑр», — терӗҫ ҫынсем хӗл катемпине ҫунтарса янӑ май. Ҫитес ҫуркунне лайӑххине, ыррине ҫеҫ илсе килтӗр, ҫынсене савӑнӑҫ, ырӑ кӑмӑл парнелетӗр. Ҫакӑн пек мероприятисем ҫынсене хавхалану кӳр
Йышпа салтаксене пулӑшаҫҫӗ

Йышпа салтаксене пулӑшаҫҫӗ

Лаша пуласси тихаран паллӑ, ҫын пуласси — ачаран, теҫҫӗ халӑхра. Эпир, Комсомольскинчи «Колосок» ача садӗнче ӗҫлекенсем, ҫакна тӗпе хурса пӗчӗккисене пур енлӗн аталантарма, тивӗҫлӗ воспитани пама тӑрӑшатпӑр. Уйрӑмах патриотла воспитани ҫине пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Ача садне ҫӳрекенсем воспитательсем ертсе пынипе агролабораторинче тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ тата ешӗллӗхсем ҫитӗнтереҫҫӗ. Вӗсем мӗн пӗчӗкрен ӳсентӑрана тӗрӗс пӑхма, ҫутҫанталӑка юратма вӗренеҫҫӗ. Кӗске вӑхӑт хушшинчех  пӗчӗк ӗҫченсем агролабораторинче ҫитӗннӗ тухӑҫа пуҫтарса илчӗҫ, хӑйсен аллисемпе ӳстернӗ ешӗллӗхсене «Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи шанчӑклӑ тыл» ушкӑнӑн волонтерне Евгений Ефремова ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем валли хӑвӑрт пиҫекен яшка хатӗрленӗ ҫӗре пачӗҫ. Ку йышши пулӑшу пӗрре анчах  мар, иккӗмӗш
Кадетсем мала тухнӑ

Кадетсем мала тухнӑ

Нумаях пулмасть Елчӗк округӗнчи «Улӑп» спорт шкулӗнче «Виват, кадет!» ятпа кадетсен VI балӗ иртнӗ. Унта Патӑрьел, Елчӗк тата Комсомольски округӗсенчи чи лайӑх бал ансамблӗсем пуҫтарӑннӑ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн 5 «к», 8 «к» тата 9 «к» кадет класӗсен бал ансамблӗсем пултарулӑхне пур енлӗн кӑтартса панӑ. 5 «к» тата 9 «к» классен ансамблӗсем ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ, 8 «к» класри кадетсем призерсен шутне кӗнӗ. Ҫавӑн пекех 8 «к» класри Ксения Яковлевапа Ярослав Ефимов тата 9 «к» класри Татьяна Григорьевапа Матвей Михеев «Чи лайӑх бал мӑшӑрӗ» ята тивӗҫнӗ. Кадетсене тата вӗсен хореографне Татьяна Ивановӑна черетлӗ ҫӗнтерӳпе чӗререн саламлатпӑр. 
Кубоксене тивӗҫнӗ

Кубоксене тивӗҫнӗ

Февралӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта ачасен, ҫамрӑксен тата ҫитӗннисен пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри «Шаг к успеху» IV фестивалӗ иртнӗ. Унта Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулне ҫӳрекенсем те хутшӑннӑ. Хӗрачасем фестивальтен тӳрех 6 кубокпа тата Дипломсемпе таврӑннӑ. «На пригоренке» ташӑпа вӗсем I степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. Авар, Китай халӑх ташшисемпе тата «Подружки», «Доярочки» номерсемпе 2-мӗш вырӑна, «Ах, гармошка, заиграй-ка» ташӑпа 3-мӗш вырӑна тухнӑ. Саламлатпӑр! 

Сывлӑха тӗрӗслеттерме ан манӑр

«Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пирӗн ҫӗршывра кулленхи профилактика тӗрӗслевӗсен тытӑмӗ аталанса пырать. Ҫавна май ҫынсем тӳлевсӗрех диспансеризаци витӗр тухма пултараҫҫӗ. Раҫҫей Сывлӑх сыхлавӗн министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх тӗрӗслев витӗр тухнӑ ҫынсен 70 проценчӗн инфекцилле мар чирсене аталантарма пултаракан факторсене тупса палӑртаҫҫӗ. Диспансеризацин тӗп тӗллевӗ — чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене, усал шыҫҫа, сахӑр диабетне тата ытти шала кайма пултаракан чирсене май килнӗ таран иртерех тупса палӑртасси. Малтанхи вӑхӑтра ҫак чирсем нимӗнле те палӑрмасан та пултараҫҫӗ. Диспансеризаци вӑхӑтӗнче анализсем пани, тухтӑрсемпе канашлани вара вӗсене тупса палӑртма пулӑшать. Аса илтеретпӗр, 18—39 ҫултисен диспансеризацие виҫӗ ҫулта пӗрре, 40 ҫултан пуҫласа вара кашни ҫу

Ҫӗнӗ сервис хута янӑ

Паянхи кун чылай пулӑшӑва килтен тухмасӑрах электрон мелпе илме  пулать. Ку ӗҫре пире Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ  питӗ пулӑшать. Ун урлӑ илме пулакан пулӑшусем ҫулран-ҫул анлӑланса пыраҫҫӗ. Тӗрлӗрен сервиссене  ӗҫе кӗртни пирӗн пурнӑҫа тата та ҫӑмӑллатать, социаллӑ учрежденисене каймасӑрах вӑл е ку ыйтӑва татса пама пулӑшать. Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче «Пурнӑҫри лару-тӑру» («Жизненная ситуация») ятлӑ ҫӗнӗ сервис хута янӑ. Ӑна РФ Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнипе пурнӑҫа кӗртекен «Даннӑйсен экономики» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туса хунӑ. Ҫӗнӗ сервиспа Комсомольски округӗнче пурӑнакан ҫемьесем те усӑ курма пултараҫҫӗ. Вӑл виҫӗ тата ытларах ача ҫитӗнтерекен ҫемьесене пырса тивекен пулӑшусене пӗрлештерсе тӑрать. Сервис пулӑшнипе нумай ачаллӑ ҫемье статусне ҫирӗпл
Ӑмӑртусене ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене халалланӑ

Ӑмӑртусене ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене халалланӑ

Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе  пӗтӗм Раҫҫейри пекех пирӗн округра та мероприятисем нумай иртнӗ. Спорта юратакансене, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансене вара спорт площадкисем кӗтнӗ. Иртнӗ канмалли кунсем ӑмӑртусемпе пуян пулнӑ. Волейбол. «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Денис Гончарова асӑнса волейболла выляса республика турнирӗ иртнӗ. Мероприятине килнисем паттӑр салтака асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ. Хӗрӳ кӗрешӳре Комсомольски округӗн команди ӑстарах выляса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Вӑрнар округӗн, виҫҫӗмӗш вырӑнта Патӑрьел округӗн командисем. Пирӗн командӑри Раиф Тукаев «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» ята тивӗҫнӗ. Паянхи кун Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене асра тытни уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫӗнӗ Мӑратсем хӑйсен ентешне, Чечен республ
Сунарҫӑсем ӑсталӑхне кӑтартнӑ

Сунарҫӑсем ӑсталӑхне кӑтартнӑ

Иртнӗ шӑматкун пирӗн округа республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен сунарҫӑсем пуҫтарӑннӑ. Шӑпах пирӗн патра сунар биатлонӗ енӗпе «Чувашохотрыболовсоюз» йӗркелекен 12-мӗш ӑмӑрту иртнӗ. Тупӑшӑва хутшӑнакансем азарт, хӑвӑртлӑх, ҫивӗчлӗх, командӑра ӗҫлеме пӗлнине кӑтартса дистанцие пуринчен те маларах парӑнтарма талпӑннӑ. Ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫи ята тивӗҫес тесе чӑннипех те хӗрӳллӗн тупӑшнӑ, хӑйсен ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхне кӑтартса панӑ. Килте стенасем те пулӑшаҫҫӗ, теҫҫӗ те, тен, ҫакӑ та пирӗн округ командине мала тухма май панӑ. Пирӗн сунарҫӑсем чи лайӑх кӑтартусемпе палӑрса «ылтӑна» тивӗҫнӗ. Саламлатпӑр! 
Лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ

Лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ

Пирӗн округри йӗлтӗрҫӗсем республика тулашӗнчи ӑмӑртусенчен те пысӑк кӑтартусемпе таврӑнаҫҫӗ. Акӑ, вӗсем февралӗн 22-мӗшӗнче Ульяновск облаҫӗнче ХVII-мӗш хут иртнӗ йӑлана кӗнӗ регионсем хушшинчи Чӗмпӗр йӗлтӗр марафонӗнче палӑрнӑ. Ульяновск, Самара облаҫӗсенчи, Тутарстанри ӑста йӗлтӗрҫӗсем хушшинче Чӑваш Ен командин йышӗнче ӑмӑртнӑ. 50 километрлӑ дистанцире хӑйсен ӳсӗмӗсенчи спортсменсем хушшинче Зуфар Тимаев («Слава картофелю» агрофирма) 1-мӗш, Николай Ятманов («Комсомольские овощи» агрофирма) 2-мӗш, Владимир Калашников (РОСП) 3-мӗш вырӑнсем йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем медальсене, хаклӑ парнесене тивӗҫнӗ. Ҫак ӑмӑртӑва пирӗн тӑрӑхри йӗлтӗрҫӗсем ытти ҫулсенче те хутшӑннӑ, малти вырӑнсене йышӑннӑ. Малашне те вӗсене ӑнӑҫусем сунатпӑр. Тавралӑх шурӑ юр айӗнче-ха. Апла пулсан вӗсене ҫӗнӗ ста

Хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнар

Пушар хӑрушлӑхӗ, вут-ҫулӑм тухасран асӑрханмалли мерӑсем пирки тӑтӑшах асӑрхаттарса тӑратпӑр пулин те инкек сиксе тухать. Акӑ, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн округра 6 пушар регистрациленӗ. Пӗлтӗр ку вӑхӑт тӗлне  вут тухнӑ тӗслӗх 4 пулнӑ. Сӑлтавӗсем мӗнре-ха? Электропроводка юсавсӑрлӑхӗ, приборсемпе усӑ курнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманни, кӑмакасем кирлӗ шайра пулманни  пысӑк инкек патне илсе пынӑ. Паянхи кун пирӗн йӑлара электричество вӑйӗпе ӗҫлекен чылай прибор пур. Вӗсемпе пӗр харӑс усӑ курнине пула электропроводкӑсем чӑтаймаҫҫӗ. Ҫунӑк шӑршине туйсанах тӳрех килте усӑ куракан электрооборудованине розеткӑран  кӑлармалла. Юсавлӑ, заводра туса хатӗрленӗ приборсемпе ҫеҫ усӑ курмалла. Кравать е диван ҫинче выртнӑ чухне пирус туртмалла мар. Хӑвӑр сисмесӗрех кӗл вырӑн таврашӗ
Чӑваш та, вырӑс та тутар – килӗштерсе пурӑнар

Чӑваш та, вырӑс та тутар – килӗштерсе пурӑнар

Кӑҫалхи 2026 ҫула Раҫҫейре Халӑхсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш Енре Халӑхсен туслӑхӗн, Комсомольски муниципаллӑ округра вара Халӑхсем хушшинчи килӗшӗвӗн ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Февралӗн 18-мӗшӗнче Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫуртӗнче ҫак тематикӑлла ҫулталӑксене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Мероприятие хаклӑ хӑнасем% муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, ЧР экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Лариса Рафикова, ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ Артем Пилкин, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Алексей Шурчанов хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пирӗн чӑваш ҫӗрӗнче вырӑссем, тутарсем тата ытти халӑх ҫыннисем те туслӑн, килӗштерсе пурӑнни, эпир кашни халӑхӑн йӑли-йӗркине типтерлӗн упраса пыни ҫинчен каларӗҫ. Кашни халӑхӑн хӑйӗн чӗлхи, юрри-ташши, уявӗсем. Пире пурне те пӗрлештерсе тӑракан
Кӑтартусене пӗтӗмлетнӗ, умра — ҫӗнӗ  тӗллевсем

Кӑтартусене пӗтӗмлетнӗ, умра — ҫӗнӗ  тӗллевсем

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче отчетлӑ пухусем пуҫланнӑ. Кӑҫал вӗсем чи малтанах «Асаново» тата «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗсенче иртнӗ. Малтанах «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ А.Н. Бахтеров хуҫалӑх иртнӗ ҫул мӗнле ӗҫлесе пынипе паллаштарнӑ. /сӗмсем ҫинчен каланипе пӗрлех татах та ӑнӑҫлӑрах ӗҫлеме чӑрмантаракан сӑлтавсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. «Асаново» ЯХПК республикӑра чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен  100 ял хуҫалӑх организацийӗн йышӗнче темиҫе ҫул ӗнтӗ. Ку ӑнсӑртран мар. Хуҫалӑхӑн ҫӗрӗсем ҫырма-ҫатраллӑ, ялтан чылай аякка тӑсӑлнӑ пулин те кунта ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене яланах вӑхӑтра пурнӑҫлаҫҫӗ.  Мӗн ҫитӗнтернине те тӑкаксӑр пуҫтарса илеҫҫӗ. Ҫакӑ ӗҫе пӗлсе йӗркеленипе пӗрлех механизаторсен пултарулӑхӗпе яваплӑхӗнчен те чылай килет.  Пӗлтӗр хуҫалӑхри ҫӗр ӗҫче
Тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ

Тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ

Февралӗн 18-мӗшӗнче округра Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Мероприятие хутшӑнакансем Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫуртӗнче пуҫтарӑнчӗҫ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, ЧР экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Л.А.Рафикова, ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ А.А.Пилкин тата ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ А.В.Шурчанов халӑхпа тӗл пулса тӗрлӗ ыйтусене уҫӑмлатрӗҫ. Пуҫтарӑннисем республикӑри вӗренӳ организацийӗсем валли кадрсем хатӗрлесси, тӗллевлӗ вӗренӳ, ҫурхи шыв-шура хирӗҫ тӑрасси, ҫуракине хатӗрленесси, информаци хӑрушсӑрлӑхӗ тата кибермошенничество тавра калаҫрӗҫ. Палӑртса хӑвармалла, информкун паянхи куншӑн ҫивӗч ыйтусемпе тӗрӗс информаци илме, общественноҫа пӑшӑрхантаракан самантсене уҫӑмлатма лайӑх майсем парать. Ҫакӑн пек тӗлпулусем округра малашн

Хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ

Уй-хир халӗ  шап-шур юр ӑшӗнче. Нумаях та вӑхӑт иртмӗ, унта хӗрӳ ӗҫсем пуҫланӗҫ. Округра ял хуҫалӑхӗпе ӗҫлекен 21 организаци, хресченпе фермер 74 хуҫалӑхӗ, ял хуҫалӑх потребителӗсен 12 кооперативӗ шутланса тӑрать. Кунсӑр пуҫне 9 пин ытла уйрӑм ҫынсен хуҫалӑхӗ выльӑх-чӗрлӗхпе, ҫӗр ӗҫӗпе тӑрӑшать. Ака-суха ӗҫӗсем пуҫланиччен вӑхӑт аванах пур  пулин те вӗсенче  ҫуракине хатӗрленме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсене илсен вӗсем минераллӑ удобренисем туянаҫҫӗ. Хальлӗхе  усӑллӑ япаласен шайӗпе шутласан 840 тонна минераллӑ удобрени пур.  Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем  вӗсене илсе килес енӗпе малалла ӗҫлеҫҫӗ. Пулас тухӑҫ никӗсӗ вӑл — пахалӑхлӑ вӑрлӑх. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем 2 пин те 982 тонна  вӑрлӑха тӗрӗслеттернӗ. Унтан 280 тонни элита, 2650 тонни
Журналист, сӑвӑҫӑ, драматург…

Журналист, сӑвӑҫӑ, драматург…

Пӗрле ӗҫленӗ ҫулсенче Алексей Иванович Зайцев ача чухне кӗнекесем вулама юратнине, уйрӑмах чӑваш литератури кӑмӑлне кайнине каласа паратчӗ. Шкулта вӗреннӗ вӑхӑтрах сӑвӑсем те ҫырма тӑрӑшнӑ. Сӑвӑсем тенӗрен, вӗсене кирек ӑҫта пулсан та шӑрҫаланӑ. Шкул пӗтерсен вӑл Улатӑрти вӑрман техникумне вӗренме кӗрет. Ӑна ӑнӑҫлӑ пӗтерсен Красноярск крайӗнчи пӗр вӑрманпромхоза направленипе ӗҫлеме яраҫҫӗ. Ҫарта службӑра пулса таврӑннӑ хыҫҫӑн А.Зайцев малаллахи пурнӑҫне творчествӑпа ҫыхӑнтарма шутлать. Ҫакӑ  ӑна журналистикӑна илсе ҫитернӗ. Шӑмӑршӑ районӗн хаҫатӗнче пӗр вӑхӑт тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн вӑл 1967 ҫулта «Октябрь ялавӗ» хаҫата куҫать. Ҫапла вара Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнчен  куллен  Комсомольскине ӗҫе ҫӳреме пуҫланӑ. Вӑл редакцире тӑрӑшнӑ ҫулсенче кунта вӑйлӑ коллектив пулнине к
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Аталану ҫулӗпе малалла Партипе правительство колхозсенчен ытларах выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗ ыйтнӑ. Анчах та фермӑсенчи лару-тӑру ҫав тери кӑткӑс пулнӑ. Ура ҫинче ҫирӗпрех тӑракан хуҫалӑхсем ҫӗнӗ витесем туса унти ӗҫсене май килнӗ таран механизацилеме тӑрӑшнӑ. Анчах та пур ҫӗрте те пӗр пек пулман.  Райӗҫтӑвкомӑн ял хуҫалӑх пайӗпе пӗрле хаҫат сотрудникӗсем фермӑсенче рейдсенче пулнӑ. Хӑш-пӗр ҫӗрте чӑтма ҫук йывӑр лару-тӑру пулнине хаҫатра ҫырса пӗлтернӗ. Витесем сивӗ пулнипе тислӗк, шыв шӑнса ларнине, пӗчӗк пӑрусем чӗтресе тӑнине палӑртнӑ. Выльӑх-чӗрлӗх апачӗ ҫителӗксӗр пулсан пысӑк продуктивлӑх пирки калаҫма ҫук. Колхозсем утӑ, улӑм, тырӑ фуражӗ, силос чылай хатӗрленӗ. 1969 ҫулсенче сенаж хума пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех ҫулҫӑллӑ апат та янтӑлама тӑрӑшнӑ. «Ҫулленех ҫулҫӑлл
Ӑҫта ҫуралнӑ, унтах кирлӗ пулнӑ

Ӑҫта ҫуралнӑ, унтах кирлӗ пулнӑ

Ҫак каларӑшӑн пӗлтерӗшне, паллах, кашниех пӗлет. Ҫын хӑй ҫуралса   ӳснӗ вырӑнта пурӑнни, ӗҫлени, усӑ кӳме пултарни — чи ырри. Ҫапах тӑван еншӗн мӗнле усӑллӑ пулма пулать-ха? Ҫакӑн ҫинчен эпир Раҫҫейри ашшӗсен Союзӗн президиумӗн членӗпе, Олег Волков профессорпа калаҫрӑмӑр. — Юлашки ҫулсенче ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ хуласенче хӑйсен вырӑнне тупма тӑрӑшать. Ҫакна эпир хӑнӑхрӑмӑр та ӗнтӗ. Хӑш-пӗр экспертсем паянхи кун техникӑпа технологисем аталанса пынӑ май ялсенче нумай ҫын кирлӗ те мар тесе шутлаҫҫӗ. Эсир вара пачах урӑхла калатӑр. Мӗншӗн? — Ӑҫта ҫуралнӑ, унта кирлӗ пулнӑ — ҫак каларӑш кӗҫӗн Тӑван ҫӗршывӑн пӗлтерӗшне, пирӗн ун умӗнчи яваплӑхне ҫирӗплетет. Вӑл пирӗн пӗлӳсемпе ӗҫсем ҫын ӑҫта ҫуралнӑ, ӳссе ҫитӗннӗ, ӑҫта ӑна пӗлеҫҫӗ, хаклаҫҫӗ, ҫавӑнта уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртать. Ш
Йӗлтӗр йӗрӗ йыхравлать кашни ҫул

Йӗлтӗр йӗрӗ йыхравлать кашни ҫул

Кӑҫал та, яланхи пекех, «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2026» ҫӗршыври нумай ҫынна хӑй тавра пуҫтарчӗ. Пирӗн округри территори уйрӑмӗсенчи ялсенче те ӑна халалласа мероприятисем йӗркелерӗҫ. Февралӗн 24-мӗшӗнче вара Комсомольскинчи вӑрман хӗрне сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Кунта культура ӗҫченӗсем тата республикӑри Хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн членӗсем ачасем валли хаваслӑ мероприятисем ирттерни, унта ача-пӑча савӑнни ӑмӑртӑва чӑн-чӑн уяв сӗмӗ кӗртрӗ. Пуҫтарӑннисене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин,  депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.Х.Денисов тата ыттисем те саламларӗҫ, ӑнӑҫусем сунчӗҫ. Темӗнле пысӑк юханшыв та пӗчӗк ҫӑлкуҫсенчен пуҫланать тенешкел, чи малтан старта ача сачӗсене ҫ
Григорьевсем – пӗртӑван таврапӗлӳҫӗсем

Григорьевсем – пӗртӑван таврапӗлӳҫӗсем

«С любовью к родному краю»  тесе ят панӑ Владимир Яковлевичпа Федор Яковлевич Григорьевсен ячӗпе Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫуртӗнче иртнӗ асӑну каҫне. Чӑнах та хӑйсем кун ҫутине килнӗ тӑван тӑрӑха чун-чӗререн юратнӑ, унӑн иртнӗ кун-ҫулӗпе, ҫынсен пурнӑҫӗпе интересленнӗ пӗртӑвансем. Ӗмӗр тӑршшӗпех халӑхпа ҫывӑх пулнӑ вӗсем, тӑван ене тӗпченӗ. Паянхи тата пулас ӑру валли нимле виҫепе те хаклама ҫук пысӑк тупра, хӑйсен несӗлӗсем ҫинчен каласа паракан тӗпчевсем хӑварнӑ. Асӑну каҫне ял ҫыннисем, округри таврапӗлӳҫӗсем, вӗсемпе пӗрле ӗҫленӗ, пурӑннӑ ҫынсем, культура ӗҫченӗсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх  пурнӑҫлакан Евгения Соколова ҫакӑн пек мероприятисем пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине, тӑван тӑрӑхшӑн нумай ӗҫ тунӑ ҫынс

Лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ

Пирӗн округри аслӑ ӳсӗмри йӗлтӗрҫӗсем вырӑнти ӑмӑртусенче ҫеҫ мар, республика шайӗнчи тупӑшусенче те лайӑх кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ. Акӑ, нумаях пулмасть вӗсем Шупашкарти «Дельта-плюс» клуб ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ, «Хӑюлӑхшӑн» ордена тивӗҫнӗ  Тимур Анисимов ячӗпе ирттернӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Вӑл икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗшӗнче спортсменсем 8 ушкӑна пайланса ӳсӗмне кура старта тӑнӑ. Хӑйсен ҫулӗсем хушшинчи йӗлтӗрҫӗсемпе ӑмӑртса  Владимир Николаев, Зуфар Тимаев, Николай Ятманов 1-мӗш, Владимир Лаврушкин 2-мӗш вырӑнсем йышӑннӑ. Тепӗр тапхӑрӗнче малтан ӑмӑртнӑ ушкӑнсенчи  икшер спортсмен йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑнӑ. Зуфар Тимаев 18—60 ҫулхи спортсменсем хушшинче пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ, кубока тивӗҫнӗ. 60 ҫултан аслӑраххисем хушшинче Николай Ятманов иккӗмӗш кӑтартупа п

Телей тилхепи

(Малалли). Анфиса епле пулсан та ашшĕ хăйĕн шухăшне улăштарасса шанчĕ. Ашшĕ ăна телейлĕ тăвасшăн. Ăна лайăх ăнланать вăл: хĕрĕ çывăхра, кӳршĕ ялтах пулать. Маттур упăшка. Пĕлекен йăхран. Ятлă-сумлă çемьерен.Амăшĕ мăшăрне хĕрĕн каччи пуррине систерчĕ, ача хутне кĕме тăрăшрĕ, анчах ашшĕ ăна итлемерĕ: «Ăçти çын-ха вăл? Мĕнле йăхран? Тăванĕ-шывĕ ăçтан? Кам пĕлет ăна! Хамăр енчи çын епле пулсан та шанчăклăрах. Ĕлĕкрен тăванлашиччен çиччĕмĕш сыпăка çитиччен тĕрĕсленĕ. Халĕ ав паллашнă-паллашман пĕрлешес пирки калаçаççĕ. Пĕрлешеççĕ, уйрăлаççĕ».Анфиса ашшĕне ăнланма тăрăшрĕ, вăл та ăна ăнланасса шанса куçĕнчен тӳррĕн пăхрĕ. Амăшĕ калаçăва хутшăнса хирĕçлемерĕ. Сăлтавĕ пур: хĕрĕ çывăхра пулĕ, час-часах курнăçĕç. Таврари пĕр хĕр те тиркес çук каччăна. Сăпайлă, типтерлĕ, ашшĕ-а

Тумлам пӑрӗ инкек ан кӑтарттӑр

Кӑҫал юр нумай ҫурӗ. Урамсене тултарса лартнипе пӗрлех ҫуртсен, производство объекчӗсен тата ытти хуралтӑсем тӑрринче те вӑл нумай. Ҫанталӑк ҫуркунне енне сулӑнса пырать. Каҫпа аванах сивӗ пулсан та, кӑнтӑрла ӑшӑтать, юрпа хутӑш ҫумӑр та ҫума пултарать. Юр тултарнӑ ҫивиттисем ҫиелти йывӑрӑша чӑтаймасӑр ишӗлсе анас хӑрушлӑх та тухса тӑрать. Шел пулин те, ун пек тӗслӗхсем пулчӗҫ те ӗнтӗ. Ҫавӑнпа уйрӑм ҫынсен те, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертӳҫисен ҫивиттисене юртан тасатас енӗпе йышӑнусем тумалла. Ӗҫсене хӑрушсӑрлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнса пурнӑҫламалла. Ҫурт тӑррисенчен ҫакӑнса тӑракан тумлам пӑрӗсем те ҫынсен пурнӑҫӗ умне хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Вӗсем ӳксе ҫынсене амантнӑ тӗслӗхсем те сахал мар пулнӑ. Ҫивиттисене тасатма май ҫук тӗлте пурне те курӑнмалли вырӑнта х
Пӗрлӗхре – вӑй

Пӗрлӗхре – вӑй

Округри ялсенче ял халӑхӗн пухӑвӗсем малалла пыраҫҫӗ. Иртнӗ эрнере Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи  ялсенче пурӑнакансем тӗл пулса калаҫнӑ. Малтан Хирти Сӗнтӗрпе Хирти Ӗнел, Ҫӗнӗ Кипеҫпе Тӗвенеш ялӗсенчи ҫынсен пухӑвӗ иртнӗ. Нӗркеҫ тата Янкасси ялӗсенчи халӑх  февралӗн 11-мӗшӗнче Нӗркеҫри культура ҫуртне пуҫтарӑнчӗ. Залра халӑх йышлӑн пулни, пуху 3 сехет ытла тӑсӑлни кунта пурӑнакансене ялсен пурнӑҫӗ, малашнехи шӑпи чӑннипех те пӑшӑрхантарнине ҫирӗплетет. Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ В.А.Салмина иртнӗ ҫул ку тӑрӑхра пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинчен отчет туса панӑ май «ҫара» цифрӑсемпе кӑтартусене  асӑннипе пӗрлех, вӑл е ку ӗҫе пурнӑҫланӑ чухне тухса тӑнӑ йывӑрлӑхсене те, ҫитменлӗхсене те палӑртса пычӗ. Ялсенче пурӑнакансене, вӗсене ертсе пыракан стар

Хӗрарӑмсен союзӗ парти проекчӗсене ырлать

Чӑваш республикинчи Хӗрарӑмсен союзӗн правленийӗн ларӑвӗнче  «Женское движение Единой России» парти проекчӗн пуҫарӑвӗсене пурнӑҫа кӗртес енӗпе вӑйсене пӗрлештерес ыйту ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.  Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева регионӑн обществӑпа политика пурнӑҫне хутшӑнакан хӗрарӑмсен йышӗ ӳссе пынине палӑртнӑ. «Эпир халӑха кирлӗ пуҫарусемшӗн. Пирӗн проектсем «Единая Россия» парти  программисемпе килӗшсе тӑраҫҫӗ», — тенӗ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче. Парти проекчӗн обществӑлла совет председателӗ Наталия Протасова «Женское движение» тата «Новая жизнь» проектсем  профориентацие анлӑлатас енӗпе ӗҫленине, вӗсен тӗллевӗ «Профессионалитет» программӑна анлӑлатасси, унта шкул ҫулне ҫитичченхи ачасене те явӑҫтарасси пулса тӑнине ҫирӗплетнӗ. Чӑваш
Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

 «Патшалӑх управленийӗн Пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш конгресне спикер пулса хутшӑнни, ҫакӑн пек пысӑк шайра Чӑваш Ен опычӗпе паллаштарни, маншӑн пысӑк чыс. Эпӗ ытти регионсенчи коллегӑсене «цифра» пире республика пурнӑҫне лайӑхлатма мӗнле пулӑшни пирки каласа патӑм. Чи  пӗлтерӗшли — уйрӑм программӑсене ӗҫе кӗртсе региона ертсе пырассин пуриншӗн те ӑнланмалла тата пӗрлештерсе тӑракан система тӑватпӑр. ИТ сферинчи ҫак пӗтӗм пысӑк ӗҫӗн пӗр тӗллев — патшалӑх машини республикӑри кашни пурӑнаканӑн интересӗсемшӗн  хӑвӑртрах та тухӑҫлӑрах ӗҫлетӗр».
Паттӑрсем – пирӗн асра

Паттӑрсем – пирӗн асра

Николай Валерьевич Кулик Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. Парта хушшинче ларнӑ чухнех истори, гуманитари наукисене юратнӑ, спортпа туслӑ пулнӑ, шкулти обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑннӑ. Вӗрентекенсен асӗнче вӑл пултаруллӑ вӗренекен пек юлнӑ. Раҫҫей ҫарӗнче службӑра пулнӑ. Ҫӗршыв умне хӑрушлӑх тухса тӑрсан вӑл каллех ҫар тумӗ тӑхӑннӑ. Хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Жуков тата Суворов медалӗсене тивӗҫнӗ. 2025 ҫулхи июлӗн 16-мӗшӗнче ҫар заданине пурнӑҫланӑ чухне паттӑррӑн пуҫ хунӑ. Ҫак кунсенче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче Николай Кулик  ячӗпе Паттӑр партине уҫнӑ. Унта округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин,  округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ  — вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Е.Н.Соколова, Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссарӗ А.Ф.Афанасьев, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ С.Г.
«Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2026»

«Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2026»

«Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2026» февралӗн 14-мӗшӗнче иртет. Кӑҫалхипе вӑл 44-мӗш хут пулать. Хӗллехи  спорт уявне пирӗн муниципаллӑ округра та  йӗркелӗҫ. Ӑмӑртусене округри мӗнпур территори пайӗсенче ирттереҫҫӗ. Тӗп старт — Комсомольски салинчи вӑрман хӗрринчи йӗлтӗр трасси ҫинче.  Йӗлтӗрҫӗсене 8.30 — 9.30 сехетре регистрацилеҫҫӗ, ӑмӑрту 10 сехетре пуҫланать. Чи малтан старта шкул ҫулне ҫитменнисем тӑраҫҫӗ. Унтан VIP-чупу. Медицина енчен чару ҫуккисем, ӳсӗмне кура, тӗрлӗ ушкӑнсенче тупӑшма пултараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене пур ушкӑнра та «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2026» символикӑллӑ медальсемпе, дипломсемпе тата парнесемпе чыслӗҫ. Йӗлтӗр йӗрӗ пурне те кӗтет, сывӑ пурнӑҫ йӗркипе пурӑнар, ӑмӑртусене хастар хутшӑнар!
Аталану ҫулӗпе — ӗҫченсемпе пӗрле

Аталану ҫулӗпе — ӗҫченсемпе пӗрле

Иртнӗ эрнере райпо ӗҫченӗсем 2025 ҫулхи ӗҫе пӗтӗмлетсе, малашнехи ҫул-йӗре палӑртрӗҫ. Райпо канашӗн председателӗ Светлана Грачева  пӗлтӗр пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе тӗплӗн паллаштарчӗ. «2025 ҫула райпо системинче тӑрӑшакан кашни предприяти ҫулталӑка тухӑҫлӑ вӗҫленӗ. Паянхи куна райпо 60 суту-илӳ магазинне пӗрлештерсе тӑрать. Суту-илӳ точкисен пысӑк конкуренципе ӗҫлеме тивет.  Округра тата ытти магазинсем питӗ нумай.  Ҫавна май ялта пурӑнакансене тӗрлӗ таварсемпе тата пулӑшусемпе тивӗҫтерес тесе тӑрӑшсах ӗҫлемелле. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, район центрӗнче «Хлебушко» тата «Точка вкуса» павильонсем уҫрӑмӑр. Ҫакна туянакансем хапӑлласах йышӑнчӗҫ.  Паянхи кун кунта тавар ассортименчӗ пуян, ял ҫыннисем кӑмӑллӑ. Ҫакӑ — чи пахи. ,ҫченсем тӑрӑшуллӑ та маттур пулнине  ӳсӗмсем
Халӑх сывлӑхӗ – тӗп вырӑнта

Халӑх сывлӑхӗ – тӗп вырӑнта

Комсомольски район больницинче иртнӗ пухура  округра сывлӑха сыхлас ӗҫ 2025 ҫулта мӗнле пулса пыни пирки калаҫнӑ. Кӑҫалхи тӗллевсене те палӑртса хӑварнӑ. Пуху ӗҫне  Чӑваш Республикин  сывлӑха сыхлас ӗҫ министерствин пай  начальникӗ Е.А.Салмин, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин хутшӑннӑ. Республикӑра, округра халӑх сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса парас енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. И.И.Ефремова тӗп врач отчет туса панӑ. Комсомольски округӗнче кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне 19966 ҫын пурӑннӑ. Вӗсенчен 16217-шӗ — ҫитӗннисем тата 3749-шӗ — ачасем. Иртнӗ ҫул 104 ача кун ҫутине килнӗ, 243 ҫын пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вилекенсен йышӗ виҫӗмҫулхинчен чакнӑ пулин те, вӗсен шучӗ ҫураласлӑхран  пысӑкрах. Ҫут тӗнчерен уйрӑлнисенчен 93-шӗ   юн ҫа
Хутшӑнусемпе ҫывӑхлатма пулӑшатех

Хутшӑнусемпе ҫывӑхлатма пулӑшатех

Февралӗн 5-мӗшӗнче Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫуртӗнче «Чувашская республика — пространство развития» ашшӗ-амӑшӗн республикӑри форумӗ иртнӗ. Унта пирӗн округри шкулсенчи вӗрентекенсемпе аслӑ классенче вӗренекенсем, ашшӗсемпе амӑшӗсем  йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Калаҫу тӗпрен илсен ҫемьепе шкул хушшинчи ҫыхӑну, ачасен пуласлӑхӗ, вӗсене пурнӑҫра тӗрӗс те кирлӗ утӑм тума пулӑшасси тавра пулнӑ. Форума И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн, Шупашкарти педагогика, Канашри  медицина колледжӗсен  вӗренекенӗсемпе преподавателӗсем хутшӑннӑ, вӗсем ачасене шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн малалла пӗлӳ илме май пур ҫул-йӗрсемпе паллаштарнӑ. Форума килнисем малтанах вӗренӳ заведенийӗсен, округри Нестеровсен, Плеткинсен, Зариповсен, Евграфовсен ҫемйисен творчество выставкисемпе паллашнӑ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськи
Ӑшӑ туйӑм ҫуратӗҫ

Ӑшӑ туйӑм ҫуратӗҫ

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа Чӗчкен  территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем аякри ентешӗсене пулӑшас тӗллевпе чылай ӗҫ тунӑ. Аслӑ Чурачӑкри культура ҫуртӗнче, вӑтам шкулта, Чӗчкенти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, окоп ҫуртисем хатӗрлеҫҫӗ, ял-йыш укҫа-тенкӗ пуҫтарать. В.В.Шипатов тунӑ тимӗр кӑмака та салтаксене  вырӑнлӑ пулӗ. Ҫак кунсенче вӗсем черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ хатӗрлесе ӑсатрӗҫ. Аслӑ Чурачӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Людмила Герасимова та инҫетри ентешӗсене пулӑшас пархатарлӑ ӗҫе хапӑлласах хутшӑнать. Нумаях пулмасть вӑл салтаксем валли 10 мӑшӑр ӑшӑ чӑлха ҫыхса хатӗрленӗ. Вӗсем ҫумне пӗрер плитка шӑккалат хурса  ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ярса пама илсе килчӗ. Пирӗншӗн, мирлӗ вырӑнта пурӑнакансемшӗн, ку пысӑк пулӑшу та пек ту
Пӗрле тӑрӑшсан ҫеҫ ял сӑн-сӑпачӗ лайӑхланӗ

Пӗрле тӑрӑшсан ҫеҫ ял сӑн-сӑпачӗ лайӑхланӗ

Февралӗн 6-мӗшӗнчен округри территори уйрӑмӗсенчи ялсенче халӑх пухӑвӗсем пуҫланчӗҫ. Чи малтан вӑл Асанкасси территори уйрӑмӗнче иртрӗ. Ҫав пухусенче ялсенче пурӑнакансем пӗрле пуҫтарӑнса иртнӗ ҫулхи ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухаҫҫӗ, кӑҫал пурнӑҫламалли ӗҫсене палӑртаҫҫӗ, пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ... Асанкассинчи пухӑва территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.Н.Карпов уҫрӗ. Малтанах вӑл ялпа тата унӑн инфраструктурипе ҫыхӑннӑ цифрӑсемпе паллаштарчӗ. Ку территори уйрӑмӗ пӗр ялтан анчах тӑрать. Унта 427 хуҫалӑх шутланать. Ҫапла, шутланса тӑрать ҫеҫ. 85-ӗшӗнче никам та пурӑнмасть. Ҫамрӑксем хушшинче яла юлакансем сахал. Ку пӗр Асанкасси ялӗнче ҫеҫ мар, округри, республикӑри чылай вырӑнта сисӗнет. Асанкасси ялӗнче 852 ҫын шутланса тӑрать. Ку пысӑк йыш темелле. Ше
Вӗсен хайлавӗсем ӗмӗрех упранӗҫ

Вӗсен хайлавӗсем ӗмӗрех упранӗҫ

«Каҫал ен» хаҫатӑн юбилейӗ пулнӑ май редакцире нумай ҫул ӗҫленӗ, анчах та пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ пултаруллӑ  журналистсем ҫинче чарӑнса тӑни вырӑнлӑ пулӗ. Вӗсенчен хӑшӗсемпе пӗрле ӗҫленӗ, теприсем маншӑн тӗслӗх пулса тӑнӑ. Хамран 20 ҫултан аслӑрахскерсенчен нумай вӗренсе пынӑ. Эпӗ редакцире ӗҫлеме пуҫланӑ вӑхӑтра Валерий Ананьевич Чубаев хаҫатӑн яваплӑ секретарӗнче тӑрӑшатчӗ. Ятарласа филологи пӗлӗвӗ илмен пулсан та, эпӗ ҫырнӑ хайлавсенче  чӗлхе шӑйрӑкӗсем асӑрхатчӗ те, лӑпкӑн сӗнӳсем паратчӗ. Унӑн хаҫата калӑпланӑ май ялсене тухса кайма вӑхӑт сахалрахчӗ, ҫапах та командировкӑна кайсан пысӑк калӑпӑшлӑ материалсем илсе килетчӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн истори уйрӑмне  пӗтернӗскер таврапӗлӳҫӗсемпе пӗрле тӑван тӑрӑх историйӗпе, унта пурӑннӑ, ӗҫленӗ, ҫ
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Аталану ҫулӗпе малалла (Малалли) Ку, паллах, пӗчӗк мар. Ӗҫӗ ӗнтӗ кӑҫал строительствӑра чылай пулчӗ. Тӗслӗхрен, ӗҫҫи пуҫланас умӗн тырӑ сортласа типӗтекен механизациленӗ йӗтем хута кайрӗ.  Механизациленӗ йӗтеме 2-мӗш бригада ӗҫченӗсем турӗҫ. Ҫак бригадӑрах тырӑ хумалли склад ҫывӑх кунсенчех хута каять. 1-мӗш бригадӑри строительсем те пушӑ лармаҫҫӗ. Вӗсем 60 пуҫ вырнаҫмаллӑх  вите турӗҫ. 3-мӗш бригада ӗҫченӗсем те ӗне вити тӑваҫҫӗ. Унта 130 пуҫ вырнаҫмалла» (1969 ҫулхи октябрӗн 14-мӗшӗ). Корреспондентсем кашни колхозах ҫитсе курса строительство ӗҫӗсем мӗнле пынипе паллашнӑ. Уйрӑм ҫынсем хушшинче велосипедсемпе пӗрлех мотоциклсем те туянма пуҫлаҫҫӗ, ҫак транспорт хатӗрӗсемпе предприятисемпе организацисене те тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсемпе ҫӳреме пӗлекенсем кирлӗ пулнӑ

Ҫӗнтерӳсем савӑнтараҫҫӗ

«Паттӑр» спорт шкулӗнче армрестлинг енӗпе 14—15 ҫулхи арҫын ачасемпе хӗр ачасем хушшинче республика ӑмӑртӑвӗ пулса иртнӗ. Унта пирӗн округри «Кӗтне» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулне ҫӳрекенсем те  хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ ҫеҫ мар лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ.  И.Минуллов  70 килограмм, М.Гибатдинов 55 килограмм, П.Семенова 45 килограмм таранхи виҫесенче пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. 50 килограмм таранхи виҫере  А.Яковлева 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. А.Лукиянова 55 килограмм, И.Индеркин 50 килограмм, Р.Ямалетдинов 60 килограм таранхи, А.Хораськин 70 килограмран пысӑкрах  виҫесенче виҫҫӗмӗш пулнӑ. «Кӗтне» спорт шкулӗн команди вара 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫӗнтерӳсем савӑнтараҫҫӗ.  Ҫамрӑк спортсменсене саламлатпӑр, малалла та ҫитӗнӳсем сунатпӑр.

Телей тилхепи

Анфиса Андреевна мăнукĕсемпе пуян. Вĕсем час-часах ун патĕнче пулаççĕ, тем çинчен те калаçтараççĕ, тем те аса илтереççĕ. Юлашки вăхăтра уйрăмах Андрей асламăшĕ патне тăтăшах килсе çӳреме пуçларĕ. Асламăшĕ туйрĕ-ха: тем каласшăн ача, анчах сăмах чĕнме ниепле те хăю çитереймест. Паян акă Андрей ирех асламăшĕ патне çитрĕ: — Асанне, санпа пăшăл пăтти пĕçерме юрать-и? — йăл-йăл кулса асламăшĕ çумне пырса ларчĕ вăл. — Пĕçерер ара, кăмăлу пулсан. — Анчах ку пăтта хальлĕхе иксĕмĕр кăна çийĕпĕр. Аттепе аннене çитермĕпĕр. Юрĕ-и? — Санăн кăмăлу, — килĕшрĕ Анфиса Андреевна. — Çитерме юрамасть пулсан çитермĕпĕр. — Асанне, пĕлетĕн-и, эпĕ пĕр хĕре питĕ юрататăп. Вăл та мана савать. Эпир пĕрлешесшĕн. Анчах хальлĕхе туй туса аппаланасшăн мар. Йăли-йĕркине каярах тăвăпăр. Халĕ пĕрле пу

Спартакиада пырать

Сӗтел ҫинчи спорт вӑййисенчен пирӗн тӑрӑхра шашкӑлла вылясси ытларах сарӑлнӑ. Унпа шкул ачисем те, ҫитӗннисем те, ваттисем те туслӑ. Ҫакна нумаях пулмасть «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче  округри территори уйрӑмӗсен спартакиади шучӗпе  шашка вӑййи енӗпе иртнӗ ӑмӑртӑвӗ те туллин ҫирӗплетсе пачӗ. Вӑйӑсем чӑннипех те хӗрӳ иртрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ  ята вара  Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн команди тивӗҫрӗ.  Комсомольскисемпе Элпуҫсем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене тивӗҫрӗҫ. Спартакиада  малалла пырать,  спортӑн ытти енӗсемпе те ӑмӑртусем пулӗҫ.  Валерий Денисов.

Бешенство лисиц

Зимой лисам по глубокому снегу все труднее добывать себе пропитание, поэтому они все чаще наведываются в населенные пункты. При этом необходимо помнить что лисы являются природными  распространителями такого заболевания как бешенство. Бешенство — инфекционное, особо опасное, неизлечимое заболевание общее для животных и человека. Болеют бешенством все теплокровные животные. Резервуаром и главным источником возбудителя бешенства являются дикие хищные животные, собаки, кошки. Больные животные выделяют вирус со слюной. Со слюной он начинает выделяться за 8—10 дней до наступления клинических признаков. Заражение человека и животных происходит при непосредственном контакте с источником возбудителя бешенства в результате укуса, при попадании слюны на поврежденные кожные покровы или на
Тӑван тӑрӑх историне ҫырать

Тӑван тӑрӑх историне ҫырать

Юрий ТИМОФЕЕВ,  округри ветерансен совечӗн  председателӗ. «Эпӗ яланах хаҫат-журналпа туслӑ пулнӑ.  Районта яваплӑ ӗҫсенче тӑрӑшнӑ май ҫулсеренех 8—9 тӗрлӗ  издани ҫырӑнса илнӗ. Вӗсен хӑш-пӗр подшивкисем халӗ те упранаҫҫӗ. Нумаях пулмасть  1961 ҫулхи «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн номерӗсем куҫ тӗлне пулчӗҫ.  Шӑпах вӑл ҫул эпӗ районти халӑх судӗнче исполнитель пулса ӗҫлеме тытӑннӑ, Комсомольскине пурӑнма куҫнӑ. Район хаҫатне те хам ҫырӑнса илме пикеннӗ. Унтанпа  «Октябрь ялавӗ», халӗ «Каҫал ен» хаҫатпа ҫыхӑнӑва татман. Комсомол райкомӗн пӗрремӗш секретарӗнче тӑрӑшнӑ чухне те, агропромышленноҫ комплексӗнче ӗҫлекенсен профсоюз комитечӗн председателӗ пулнӑ вӑхӑтра та,  тата ытти ӗҫсенче вӑй хунӑ ҫулсенче те район хаҫачӗ манӑн алӑра пулнӑ. Халӗ те округри
Пур ыйтӑва та – тӗплӗ хурав

Пур ыйтӑва та – тӗплӗ хурав

Февралӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев журналистсемпе пысӑк пресс-конференци ирттерчӗ. Унта пирӗн республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем ҫеҫ мар, ытти регионсенчен те хутшӑнчӗҫ. Икӗ сехет ҫурӑна яхӑн  пынӑ калаҫура паянхи куншӑн пӗлтерӗшлӗ нумай ыйту пулчӗ. Малтанах Олег Николаев республика экономикин хӑш-пӗр кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ. Регионта налук пуҫтарӑнасси ӳснӗ. Бюджет тупӑшӗ пысӑкланнӑ. Сывлӑх сыхлавӗн 60 ытла объектӗнче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, хӑтлӑлатнӑ, ҫӗнӗрен тунӑ. Культура, вӗрентӳ тата ытти социаллӑ вырӑнсене ҫӗнетнӗ. Халӑха спорта явӑҫтарас енӗпе те палӑрмаллах утӑмсем тунӑ. Экономикӑра ҫӗнӗ проектсем хута янӑ. Агропромышленноҫ комплексӗнчи кӑтартусем те чылай енӗпе ӳснӗ. Кӑҫал хӗл ытти ҫулсемпе танлаштарсан юр нумай ҫунипе пал
Ӗмӗрӗпех хаҫатпа ҫывӑх

Ӗмӗрӗпех хаҫатпа ҫывӑх

Вунпилӗк-ҫирӗм ҫул каялла Кӗҫӗн Каҫалти Арсентий Семенович Кокорев редакцие час-часах кӗрсе тухатчӗ. Комсомольскине ҫуранах ҫитнӗскер пушӑ алӑпа килместчӗ вӑл. Хӑй пурӑнакан ялта пулса иртнӗ ӗҫсем, хисепе тивӗҫлӗ ҫынсем ҫинчен ҫырнӑ хайлавсем, асаилӳсем илсе килетчӗ. Вӗсене пуҫтарса вӑл 2012 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче «Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар» ятпа  кӗнеке те кӑларма вӑй ҫитерчӗ. ,мӗрӗпех трактористра ӗҫленӗ пулсан та унӑн пурнӑҫӗ район хаҫачӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Ҫара кайиччен, тӗрӗсрех 1949—1952 ҫулсенче, Арсентий Семенович район хаҫачӗн типографийӗнче те ӗҫленӗ. «Вӑл вӑхӑтра хаҫат 1500—2000 экземплярпа тухатчӗ. Ҫавӑн чухлӗ тиража  машинӑна алӑпа ҫавӑрса ҫапнӑ, кустӑрми тем пысӑкӑшчӗ. Каҫпа  6 сехетсенче ҫапма тытӑнаттӑмӑрччӗ, ҫур ҫӗр иртсен 4—5 сехетсенче пӗтереттӗмӗ
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче  укҫа улшӑннӑ.  Ку тӗлӗшпе халӑх шухӑш-кӑмӑлне  хаҫатра пичетленнӗ «Ҫӗнӗ укҫа халӑх хушшинче» статьяра лайӑх уҫса панӑ. «Укҫа улӑштаракан вырӑнтан виҫӗ пин тенкӗ вырӑнне виҫҫӗр тенкӗ парса ячӗҫ. Ытла та сахал пек туйӑнчӗ, — калаҫать пӗр кинемей,— магазина кӗтӗм те, сатинӗ  1 тенкӗ те 20 пус  ҫеҫ тӑрать иккен, шӑрпӑкне те 1 пуспах параҫҫӗ. Шутласа пӑхнӑ хыҫҫӑн ман укҫа  ним чухлӗ те чакманнине пӗлтӗм», «Ҫӗнӗ укҫана халӑх кӑмӑлласа йышӑнчӗ. Кивви те хӑйӗн вӑйне ҫухатман: ӑна мартӑн 31-мӗшӗччен кирек ӑҫта та вунӑ тенкине 1 тенкӗпе шутласа йышӑнаҫҫӗ» (1961 ҫулхи январӗн 4-мӗшӗ). 1961 ҫулта Совет Союзӗн ҫынни Юрий Гагарин тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленнӗ.  Хаҫат вулаканӗсем  хӑпартланнине  хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтернӗ. «Кун пеккине истори пӗлме
Халӑх художникӗн выставки уҫӑлчӗ

Халӑх художникӗн выставки уҫӑлчӗ

Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» музейра февралӗн 4-мӗшӗнче пирӗн ентешӗн, Чӑваш Республикин халӑх художникӗн В.Л.Немцевӑн ӗҫӗсен выставки ӗҫлеме пуҫларӗ. Курав ҫак уйӑх вӗҫленичченех пырать. Выставкӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ май «Ҫӗр тата ҫынсем» музей заведующийӗ А.О.Полякова кӗскен паллӑ художникӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗ. Музей фондӗнче унӑн 147 картини упраннине пӗлтерчӗ. Художник  ӗҫӗсене  хӑйне ҫывӑх тӑрӑхра упрама сунса хӑварнӑ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин ку тӑрӑхра кун ҫутине килнӗ сӑрӑ ӑстин ӗҫӗсем илемлӗ те пурнӑҫа ҫывӑх пулнине палӑртрӗ. Каҫал ҫӗрӗ ҫинче пурӑнакансем нумай паллӑ ентешӗсемпе пӗрлех Виктор Немцевӑн творчествипе мухтанма пултарнине ҫирӗплетрӗ. Ӳсекен ӑрӑва илемлӗх енне туртӑнма хавхалантарас тесен ҫакӑн пек ҫынсен ӗҫӗсене курма майсем туса па
Килӗшӳпе тӑнӑҫлӑра пурӑнать халӑх

Килӗшӳпе тӑнӑҫлӑра пурӑнать халӑх

Февралӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче  Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Пирӗн республикӑра 120 халӑх ывӑл-хӗрӗ туслӑн килӗштерсе пурӑнать, ӗҫлет, савӑнать. Ҫак паллӑ  пулӑмпа ҫыхӑннӑ мероприятире Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чӑваш тӑрӑхӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннишӗн пӗр кил пулса тӑнине, кашни халӑхӑн йӑли-йӗркине хисеплесе пурӑнакан вырӑн  пулнине палӑртнӑ. Кӑҫал чӑвашсем хӑйсен ирӗкӗпе Раҫҫей патшалӑхӗн йышне кӗнӗренпе 475 ҫул ҫитет. «Чӑваш халӑхӗ Вырӑс тӗнчин шанчӑклӑ никӗсӗ пулса тӑрать. Ҫакна эпир  ӗмӗрсем хушши ӗҫпе те, ҫар мухтавӗпе те ҫирӗплетсе патӑмӑр. Паян та Чӑваш Ен ывӑлӗсем малтисен ретӗнче Раҫҫейӗн ирӗклӗхне хӳтӗлеҫҫӗ», — тенӗ Олег Алексеевич. Кӑҫал

Тарӑн пӗлӳпе палӑрнӑ

Пирӗн округри вӗренекенсем шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадин муниципалитетри  тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн предметсен регионти тупӑшӑвӗнче те лайӑх пӗлӳпе палӑрнӑ. Экономикӑпа регионта иртнӗ олимпиадӑра Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи Юлия Исаева, биологипе Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи Иван Филиппов, тутар чӗлхипе Чӗчкен тӗп шкулӗнчи Ислам Гайнуллов, Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи Гузель Зинетуллина, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи Диля Мухаметшина ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи Полина Романова экономикӑпа тата биологипе, ҫак шкулти Кирилл Кузьмин биологипе, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи Иван Филиппов информатикӑпа, Чӗчкен тӗп шкулӗнчи Аяз Валеуллов, Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи Джамиле Зарипова, Урмаел вӑтам шкулӗнчи Эльвина Сабирзяновӑпа Азелия Абулханова тутар чӗ
Пурнӑҫне ӗҫре ирттернӗ

Пурнӑҫне ӗҫре ирттернӗ

«Манӑн аттепе анне Хирти Сӗнтӗр ялӗнчен малтан куҫса килнӗ ҫынсем пулнӑ. Иккӗшӗ те колхозра ӗҫленӗ. Вӗсем 8 ача пӑхса ҫитӗнтернӗ.  Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр ҫулсенче ялта ырми-канми ӗҫлесе нумай терт-нуша курнӑскерсем, хӑйсен тӗпренчӗкӗсем ӗҫе хӑнӑхса ӳсччӗр, ҫынсем хушшинче кирлӗ  пек тытчӑр тесе тӑрӑшнӑ. Куллен ӗҫре пулсан та атте-анне  тӗрӗс  вопитани парса ҫитӗнтерме пултарнӑ.  Иккӗшӗ те «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра хастар ӗҫленӗшӗн» медальсене тивӗҫнӗ. Мирлӗ вӑхӑтри хастарлӑхшӑн  та вӗсене наградӑсем парса чысланӑ. Ҫынсем хушшинче те хисеплӗ  пулнӑ. Эпир вӗсенчен тӗслӗх илсе ӳснӗ», —  малтан хӑйӗн ҫинчен мар, пурнӑҫ парнеленӗ ашшӗ-амӑшӗ ҫинчен  каласа хӑй сӑмахне пуҫларӗ Киров поселокӗнче пурӑнакан  Анатоли
Спорт тусӗ – 90 ҫулта

Спорт тусӗ – 90 ҫулта

«Кире пуканӗ йӑтас енӗпе «Хыпар» издательство ҫурчӗн парнисене  ҫӗнсе илессишӗн иртнӗ ӑмӑртура ҫӗнтерӳҫӗ  пулнӑ», «Олимп чемпионӗ В.Воронков призӗсемшӗн округра пулнӑ йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗнче «пӑхӑр» медале тивӗҫнӗ». Ҫак хыпарсем  Киров поселокӗнче пурӑнакан Федор Леонтьевич Ефимов юлашки вӑхӑтра тунӑ ҫитӗнӗвӗсенчен хӑшӗ-пӗри анчах-ха.  Вӗсене ҫак кунсенче 90 ҫул тултарнӑ  ветеран тунӑ.  Тӑхӑр теҫетке урлӑ каҫнӑ пулин те вӑл хӑйне патвар туять. «Яланах хусканура вӑл. Ҫуран ҫӳреме юратать. Диван ҫинче ларнӑ чухне те тӗрлӗ хусканусем тума тӑрӑшать. Йӗлтӗр сырса уҫӑлса ҫӳреме кӑмӑллать. «Хусканура — вӑй», теме юратать вӑл. Пире те ытларах утма, хусканусем тума сӗнет. Ватлӑх кунӗнче кире пуканӗсем йӑта пуҫларӗ»,— каласа парать унӑн ывӑлӗпе пӗрле тӗп килте пурӑн
Йӗлтӗрҫӗсемшӗн ҫанталӑк чӑрмав мар

Йӗлтӗрҫӗсемшӗн ҫанталӑк чӑрмав мар

Январӗн 31-мӗшӗнче кунӗпех юр вӗҫтеркелесе тӑчӗ пулсан та йӗлтӗр спортне юратакансене ҫакӑ шиклентермерӗ. Комсомольскинчи вӑрман хӗрринче  СССР чемпионкин Вера Чернован призӗсене ҫӗнсе илессишӗн йӗркеленӗ йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑва спортсменсем те, вӗсемшӗн «чирлекенсем» те йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Тупӑшӑва килнисене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин саламларӗ, ӑнӑҫлӑ финиш сунчӗ. Ӑмӑрту пуҫламӑшӗнче январӗн 18-мӗшӗнче Олимп чемпионне Владимир Воронкова асӑнса йӗркеленӗ йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ командӑсене те чысларӗҫ. Уйрӑм спортсменсем хушшинче мала тухнисен ячӗсене хаҫатра палӑртнӑччӗ.  Вӑтам шкулсен командисем хушшинче пӗрремӗш вырӑна Ҫӗнӗ Мӑрат, иккӗмӗш вырӑна Комсомольски 2-мӗш, виҫҫӗмӗш вырӑна Аслӑ Чурачӑк шкулӗсен командисем ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсен хушшинч

«Пӑхӑр» медале тивӗҫнӗ

Февралӗн 1-мӗшӗнче Чулхулара «Шаги к успеху» ятпа каратэ турнирӗ иртнӗ. Унта Василий Акчурин тренер ертсе пынипе пирӗн округри «Кӗтне» спорт шкулне ҫӳрекенсем те хутшӑннӑ. Каратэ секцине ҫӳрекенсен ӑсталӑхӗ ӳссех пыни савӑнтарать. Андрей Самарин, акӑ, 16—17  ҫулхи ҫамрӑксем хушшинче ӑмӑртса «пӑхӑр» медале тивӗҫнӗ. Ҫак кун Василий Акчуриншӑн, Андрей Самариншӑн тата Кирилл Акчуриншӑн тепӗр пулӑмпа палӑрнӑ. Вӗсем судьясен семинарне вӗҫлесе теори тата практика экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытса кумитэ енӗн виҫҫӗмӗш категориллӗ судйин квалификацине илнӗ. Вӗсене малашне те ӑнӑҫу пултӑр. Василий Акчурин.
Ачасем те, аслисем те ӑмӑртрӗҫ

Ачасем те, аслисем те ӑмӑртрӗҫ

Юлашки ҫулсенче пирӗн округра йӗлтӗр спорчӗ енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗн Александр Петрович Егорцовӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗркелекен ӑмӑрту йӑлана кӗрсе пырать. Кӑҫал вӑл вырсарникун, февралӗн пӗрремӗшӗнче иртрӗ. Уҫӑ ӑмӑртура республикӑри 10 муниципалитетри 60 ытла спортсмен  старта тӑчӗ. Спортсменсене округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альберт Кузьмин, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Денисов, ӑмӑрту спонсорӗ Александр Егорцов саламларӗҫ, дистанцисенче ӑнӑҫу сунчӗҫ. Шкул ачисем хушшинче арҫын ачасенчен Максим Воробьев пӗрремӗш, Кирилл Тарасов  2-мӗш, Ярослав Кокорев виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ. Хӗрсем хушшинче Анна Тарасова ҫӗнтерчӗ. Юлианна Можаева иккӗмӗш, Аделина Архипова виҫҫӗмӗш кӑтартусемпе палӑрчӗҫ. Ку вӗренекенсем кӑҫ
95 ҫул халӑхпа пӗрле

95 ҫул халӑхпа пӗрле

1931 ҫулхи февралӗн 8-мӗшӗ район историйӗнче ылтӑн сас паллисемпе ҫырӑнса юлнӑ. Ҫак кун  «Паянхи сас» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ.  Унтанпа 95 ҫул ҫитет. Ҫак вӑхӑтра хаҫат сӑн-сӑпачӗ тӗпрен улшӑннӑ ҫеҫ мар, вӑл хӑйӗн ятне виҫӗ хутчен те улӑштарнӑ.  Вулакансем район хаҫатне   65 ҫул «Октябрь ялавӗ» ятпа илсе тӑнӑ,  «Каҫал ен» ятпа  29 ҫул вулакан патне ҫитет.  95 ҫул — паллӑ ҫул. Ҫак вӑхӑтра  хаҫат темӗнле йывӑрлӑх витӗр тухса, вӑй илсе, ҫирӗпленсе  вулакансене хӑй тавра пуҫтарма пултарнӑ.  Унӑн кашни номерӗ ҫӗршыв,  республика,  Каҫал тӑрӑхӗн пурнӑҫӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ.  Ҫӗршыв умне тухса тӑнӑ кирек хӑш вӑхӑтри йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерсе пыма, халӑха хавхалантарма пултарнинче унӑн тӳпи калама ҫук пысӑк. Тип

Ӗҫсем пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертҫҫипе Дмитрий Сержантовпа тӗл пулса иртнӗ ҫулхи ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ, малашнехи тӗллевсене палӑртнӑ. Калаҫу ҫемьесене хҫтӗлес, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас, цифровизаци  ыйтӑвӗсем тавра пынӑ. 2025 ҫулта ЗАГС органӗсен ӗҫне йӗркелеме пулӑшу шайӗ 54,2 процент уснӗ. Ҫемье институчӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрса ҫемье медиаторӗсен практикине ӗҫе кӗртнӗ май, юристсемпе психологсен тӑрӑшулӑхӗпе республикӑри уйрӑлма шут тытнӑ мӑшӑрсен 90 процентне ҫак утӑмран чарма май килнӗ. «Ку ӗҫе обществӑлла организацисене те хастартарах явӑҫтарма сӗнтӗм. Ҫемьесене сыхласа хӑварас тесе пӗрле тӑрӑшмалла», — палӑртнӑ Олег Алексеевич. Малалла вулас
Агролаборатори ачасемшӗн интереслӗ

Агролаборатори ачасемшӗн интереслӗ

Чӑваш Ен —  пуян йӑла-йӗркеллӗ аграри регионӗ. Кунта ачасене мӗн пӗчӗкрен ҫӑкӑр ӑҫтан пулнине, пахча ҫимӗҫсем мӗнле ҫитӗннине, мӗншӗн ҫӗре лайӑх пӑхмаллине ӑнлантарма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавна май паянхи кун республикӑри 100 ытла ача садӗнче агролабораторисем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫак хӑйнеевӗр вӗренӳ проекчӗ теори пӗлӗвне практикӑпа ҫыхӑнтарма май парать, ачасене тавралӑха тарӑннӑн тӗпчеме пулӑшать. Ача-пӑча лабораторийӗнче пӗчӗккисем ял хуҫалӑхӗпе, ҫутҫанталӑкпа илӗртӳллӗ мелсемпе, вӑйӑ урлӑ паллашаҫҫӗ. Ҫак ятарласа йӗркеленӗ хутлӑхра ачасем ӳсентӑрансем, тӑпра, ҫутҫанталӑк пулӑмӗсем тата ҫын ӗҫӗ-хӗлӗ хушшинчи ҫыхӑнӑва тишкереҫҫӗ. Шӑпӑрлансем тӗрлӗ ӳсентӑрансем ҫитӗнтереҫҫӗ, ансат сӑнавсем, экспериментсем ирттереҫҫӗ. https://podpiska.pochta.ru/press/П6722
Вӑйӑсем хӗрӳ иртнӗ

Вӑйӑсем хӗрӳ иртнӗ

Февралӗн 28-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче шкул ачисем хушшинче «Школьная волейбольная лига» чемпионатӑн муниципалитетри тапхӑрӗн ӑмӑртӑвӗ пулса иртнӗ. Ҫамрӑк спортсменсем тупӑшусене пысӑк ҫӗкленӳпе тухнӑ, кашниех ӑсталӑхпа пултарулӑхне кӑтартма тӑрӑшнӑ. Уйрӑмах финалти вӑйӑсем хӗрӳ иртнӗ.  Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем чемпион ята ҫӗнсе илессишӗн Урмаел вӑтам шкулӗн командипе тӗл пулнӑ. Ҫӗнтерӗве вара Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи ҫамрӑк спортсменсем алӑран вӗҫертмен. https://podpiska.pochta.ru/press/П6722
Алексей Ершов ячӗпе турнир

Алексей Ершов ячӗпе турнир

 Нумаях пулмасть Шурут вӑтам шкулӗнче «Урожай» колхоза нумай ҫул ертсе пынӑ, Комсомольски округӗн Хисеплӗ гражданинӗ ята тивӗҫнӗ Алексей Ершова аса илсе йӑлана кӗнӗ волейбол турнирӗ иртнӗ. Площадкӑра тӗрлӗ сферӑсенче ӗҫлекенсен командисем пуҫтарӑннӑ. Вӑйӑсенче кашни команда хӑйӗн ӑсталӑхне, ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнине кӑтартса панӑ. Округри шкулсен директорӗсен команди чи пултарулли пулса ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем «кӗмӗл» медальсене тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара тӳрех икӗ команда — округ администрацийӗн тата «Урожай» колхозӑн командисем. Турнир ахаль спорт ӑмӑртӑвӗ ҫеҫ мар пулнӑ, вӑл округра пурӑнакансем Алексей Никифоровича асра тытнине, унӑн ӗҫӗсемпе мӑнаҫланнине тепӗр хут ҫирӗплетнӗ. https://podpiska.pochta.ru/press/П6722
Депутатсем ӑмӑртнӑ

Депутатсем ӑмӑртнӑ

 Январӗн 24-мӗшӗнче Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче сӗтелҫи теннисӗпе муниципаллӑ депутатсен  республика спартакиадин округсем хушшинчи тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Елчӗк, Тӑвай, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Йӗпреҫ тата Комсомольски округӗсен представителӗсем хутшӑнса вӑй виҫнӗ. Хӗрӳ вӑйӑсенче Тӑвай округӗн команди ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Шӑмӑршӑсем. Елчӗк округӗн команди виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. ...
«Бриллиант»  туйне уявланӑ

«Бриллиант»  туйне уявланӑ

Ҫирӗп ҫемье —  вӑйлӑ ҫӗршывӑн никӗсӗ. Шӑпах ҫакна тӗпе хурса ӗҫлет те «Ҫемье» наци проекчӗ. Вӑл йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхӗсене, ӑрусен ҫыхӑнулӑхне упрама пулӑшать, нумай ҫул килӗштерсе пурӑнакан мӑшӑрсене хисеплеме вӗрентет. Ҫак кунсенче пирӗн округра пурӑнакан туслӑ та килӗшӳллӗ мӑшӑр ҫемье пурнӑҫӗн чаплӑ юбилейне уявланӑ — «бриллиант» туй кӗрлеттернӗ. Асанкасси ялӗнче пурӑнакан Елизавета Ивановнӑпа Геннадий Петрович Онищенко 1966 ҫулта ҫемье чӑмӑртанӑ. Вӑрнар районӗн каччи Геннадий Иркутск хулинче ҫар службинче пулнӑ, увольнени вӑхӑтӗнче вӑл Елизаветӑпа паллашнӑ та. Пӗрре курсах юрату туйӑмӗ хыпса илнӗ ҫамрӑксем нумай шутласа тӑман, ҫемье ҫавӑрнӑ. https://podpiska.pochta.ru/press/П6722
Чи пысӑк парне — ҫывӑх ҫыннисен юратӑвӗ

Чи пысӑк парне — ҫывӑх ҫыннисен юратӑвӗ

Халӗ Киров поселокӗнче пурӑнакан Елена Егоровна Краснова Йӑлмахва хӗрӗ пулнӑ.  Ачалӑхӗ унӑн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсене тата ун хыҫҫӑнхи йывӑр вӑхӑтсене лекнӗ. Вӑл  ӳссе ҫитӗннӗ тапхӑр ҫӑмӑлах пулман. 1945 ҫулта пӗрремӗш хут парта хушшине ларнӑскер шкулта тӑрӑшса вӗреннӗ.
Ялти клуб – чун уҫҫи

Ялти клуб – чун уҫҫи

Ҫак кунсенче Элпуҫ ялӗнчи культура ҫурчӗ капиталлӑ юсав хыҫҫӑн хӑйӗн алӑкӗсене уҫнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Антонов тата ытти чӗннӗ хӑнасем килсе ҫитнӗ. Пуҫтарӑннисене чӑваш йӑлине пӑхӑнса ҫӑкӑр-тӑварпа тата тутар халӑхӗн йӑли тӑрӑх чак-чакпа кӗтсе илнӗ. «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ тата Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи культура ӗҫченӗсем савӑнӑҫлӑ юрӑ-кӗвӗпе кӑмӑла хӑпартлантарнӑ. Фойере вырӑнти ӑстасем хатӗрленӗ чӑваш тӗррин куравӗ илемӗпе пурне те тыткӑнланӑ. https://podpiska.pochta.ru/press/П6722
Ҫырусем кӗтетпӗр

Ҫырусем кӗтетпӗр

Февралӗн 8-мӗшӗнче район хаҫачӗ «Каҫал ен» тухма пуҫланӑранпа 95 ҫул ҫитет. Ҫак вӑхӑтра вӑл куллен вулакансем патне ҫитнӗ, хамӑр тӑрӑхри хыпарсемпе паллаштарса тӑнӑ. Хӑй ӗмӗрӗнче хаҫат чылай ҫын пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ. Хаклӑ вулаканӑмӑрсем, тен, сирӗн редакцире маларах ӗҫленӗ ҫынсем пирки, обществӑлла корреспондентсем ҫинчен каласа памалли, аса илмелли пур. Ҫемье архивӗнче  кивӗ сӑнӳкерчӗксем упранса юлнӑ. Сирӗн аса илӗвӗрсене, шухӑшӑрсене, редакци, район ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ сӑнӳкерчӗксене хаҫатӑн юбилейне халалланӑ номерӗнче пичетлӗпӗр, редакцин электронлӑ сайчӗсене вырнаҫтарӑпӑр.  Сиртен хыпарсем кӗтетпӗр!
Лайӑххине ырланӑ,  япӑхине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ,  япӑхине питленӗ

«Пӗтӗм Союзри ҫамрӑксен фестивалӗ» лотерей билечӗпе укҫа-тенкӗпе япаласем выляса илмелли выляв тиражӗн таблици хаҫатсенче пичетленсе тухсанах районти перекет кассине  вуншар ҫын укҫа-тенкӗ килсе илчӗҫ, хӑшпӗрисем тӗрлӗрен япаласем выляса илни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Акӑ, сӑмахран К. Ильин «К_55» мотоцикл, П.Яковлев «ЗИЛ_Москва» холодильник, Г.Филиппов «Победа» сехет, Н.Даров, Г.Скворцов, С.Карпеев, Н.Галкин велосипедсем выляса илчӗҫ» (1957 ҫулхи июлӗн 11-мӗшӗ). Хаҫат страницисенче пичетленнӗ статьясемпе хыпарсене тишкерсе  пӑхсан районӑн 1950 ҫулӗсенчи пурнӑҫӗ туллин курӑнать. Лайӑххи пирки те, ҫитменлӗхсем ҫинчен те ҫырнӑ унта. Колхозсем уй-хир культурисенчен пысӑкрах тухӑҫ илес енӗпе нумай тӑрӑшнӑ. Ҫӗнӗ меслетсемпе усӑ курма, уй-хире тислӑк ытларах кӑларма, хӗлле юр тытса хӑварма

Хаҫат-журналпа, юрӑ-ташӑпа ҫывӑх

Манӑн  пилӗк хаҫат редакторӗпе, сахал-и, нумай-и, ӗҫлеме тиврӗ. Сахал-и, нумай-и, терӗм те, практикӑна пӗрремӗш ҫул килсен хаҫат редакторӗнче  В.Ю. Михайлов ӗҫлетчӗ. Ӑна  РСФСР Верховнӑй Совечӗн депутатне суйлама кандидата тӑратнӑ май, Валерий Юрьевичӑн вӑхӑчӗ сахалрахчӗ те, мана сӗнӳ-канашсем панине питех ас тумастӑп. Икӗ уйӑхра ӑна сайра редакцире курнӑ. Тӗп редактор ҫумӗнче вара В.Н. Григорьев  тӑрӑшатчӗ. Редакцири  ӗҫсене тӗпрен илсен вӑл йӗркелесе пыратчӗ. Сотрудниксем ҫитменнипе мана вӑл практикант пек мар, корреспондент пек  ӗҫе илчӗ, практикӑра палӑртнӑ  пӗр уйӑх вырӑнне икӗ уйӑх редакцире тӑрӑшрӑм. Вӑл вара яланах мана хавхалантарса пыма, пулӑшма тӑрӑшатчӗ. Хаҫатӑн юбилейлӗ ҫулӗнче ун ҫинче чарӑнса тӑрас килет.

Тӑрӑшуллӑ, пур ӗҫре  те хастар хӗр

Пирӗн округра талантлӑ, активлӑ, пур енӗпе те маттур ҫамрӑксем нумай. Вӗсенчен пӗри — Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 11-мӗш «а» класра пӗлӳ илекен Юлия Исаева. Кӑҫал вӑл республикӑри чи пултаруллӑ 1000 ҫамрӑк йышне кӗрсе ЧР Пуҫлӑхӗн ятарлӑ стипендине илсе тӑма тивӗҫнӗ. Маттур хӗрпе ҫывӑхрах паллашар-ха. Юлия 1-мӗш класран пуҫласах «пиллӗк» паллӑсемпе ҫеҫ ӗлкӗрсе пырать. Кашни ҫулах шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадин муниципаллӑ тапхӑрне активлӑн хутшӑнать, нумай предметпа призерсен шутне те кӗнӗ. «Уйрӑмах мана вырӑс чӗлхи, географи, математика, физика тата хими предмечӗсем килӗшеҫҫӗ. Вӗсене тарӑннӑн вӗренме тӑрӑшатӑп», — каласа парать хӗр. Ю.Исаеван питӗ пуян портфолио. Унта химипе тата чӑваш чӗлхипе 2023 ҫулта иртнӗ олимпиадӑсенче призер пулнине ҫирӗплетекен грамотӑсем, ҫак ҫулт
Сывлӑха тӗрӗслеттерме ан манӑр

Сывлӑха тӗрӗслеттерме ан манӑр

2025 ҫулта округра пурӑнакан 9739 ҫын диспансеризаци витӗр тухнӑ. Ҫак цифра хыҫӗнче — ҫынсен сывлӑхӗ, вӗсен планӗсем, малашлӑхӗ. Шӑпах ҫавӑнпа медицина ӗҫченӗсем чирсен профилактики ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ те. Диспансеризацие тӳлевсӗр мелпе «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тухма пулать. Ҫак проектӑн тӗллевӗ — 2030 ҫул тӗлне Раҫҫейре пурӑнакансен вӑтам пурнӑҫ тӑршшӗне 78 ҫула ҫитересси.
Пӗрлехи пуҫарусене сӳтсе явнӑ

Пӗрлехи пуҫарусене сӳтсе явнӑ

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх кашни тунтикун муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин халӑха тӗрлӗ ыйтусемпе йышӑнать. Ҫак тӗлпулусем округра пурӑнакансене пӑшӑрхантаракан ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма, вӗсене кӗске хушӑрах татса пама пулӑшаҫҫӗ.  Иртнӗ тунтикун округ пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикинчи тутарсен наципе культура пӗрлешӗвӗн председателӗпе Агзям Шакировпа тӗл пулса калаҫнӑ. Вӗсем халӑхсем хушшинчи килӗшӗве ҫирӗплетес тӗллевлӗ проектсене сӳтсе явнӑ, округра культура еткерне упрасси питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ, пӗрлехи пуҫарусене пурнӑҫа кӗртмелли ӑнӑҫлӑ шухӑшсене уҫӑмлатнӑ.
Журналистсемпе тӗл пулать

Журналистсемпе тӗл пулать

Кӑҫалхи февралӗн  5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  пысӑк пресс-конференци ирттерет. Вӑл ирхине 11 сехетре пуҫланать. Унта калаҫу  тӗрлӗ темӑсемпе пулӗ: республикӑн аталанӑвӗ, унӑн малашнехи тӗллевӗсем, Чӑваш енре пурӑнакансен пурнӑҫне лайӑхлатасси... Тӗлпулӑва федераллӑ тата республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен опытлӑ журналистсемпе пӗрлех студентсен тата шкулсен медиацентрӗсенчи ҫамрӑксем те хутшӑнӗҫ. Трансляци Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн «ВКонтакте» страницинче, наци телевиденийӗпе радиовӗнче, ЮТВ телеканалпа пырӗ.

Пулӑшу анлӑ

Республикӑри ҫамрӑксене уйӑракан пулӑшу анлӑ. Кунта ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсен центрне тата ҫарпа патриотлӑ1х воспитанийӗн вӗренӳпе методикӑн «Авангард» центрне, «ВОИН» центрӑн филиалне палӑртни вырӑнлӑ. Малалла вулас https://podpiska.pochta.ru/press/П6722

Пӗвере упрамалла

Пӗвер - ҫыннӑн шалти чи пысӑк органӗ.  Вӑл хырӑмлӑх ҫӳлти сылтӑм пайӗнче  диафрагма  айӗнче вырнаҫнӑ.  Ӑна час-часах кӗлеткен биохими завочӗ» тете те калаҫҫӗ. Вӑл организмра нумай пӗлтерӗшлӗ фуекци пурнӑҫлать, белок туса кӑларать: ҫупа углеводсене пайласа ярать, юна тасатать. Малалла вулас https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722
Кӑҫал мӗнле ҫӗнӗлӗхсем?

Кӑҫал мӗнле ҫӗнӗлӗхсем?

2026 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен налук йӗркине, пурӑнмалли ҫурт-йӗр рынокне, ӗҫ укҫине, коммуналлӑ тӳлевсене тата ипотекӑна витӗм кӳрекен ҫӗнӗ саккунсемпе нормативлӑ актсем ӗҫе кӗнӗ. Кӑҫал пулакан ҫӗнӗлӗхсен чен хӑшӗ-пӗрисемпе паллашар-ха. Правительство хушма хак налукӑн база ставкине 20 процентран 22 процента ҫитерме йышӑннӑ. Хӑш-пӗр категорисемшӗн, сӑмахран, апат-ҫимӗҫ продукчӗсен, ача-пӑча таварӗсемпе медикаментсемшӗн ҫӑмӑллӑхлӑ 10 процентлӑ ставка юлать. Тӗплӗнрех

Пӗлӗвне ӳстереме пулӑшаҫҫӗ

Паянхи кун пирӗн пурнӑҫра компьютер, кӗсье телефонӗсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Вӗсемпе усӑ курса килтен тухмасӑрах тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлама пулать. Аслӑрах ӳсӗмрисемшӗн вӗсемпе пӗлсе усӑ курма ҫӑмӑл мар. Ҫакна шута илсе Кӗҫӗн Каҫалти ял библиотекинче ял ҫыннисемпе тӗрлӗ мероприятисем ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Нумаях пулмасть М.Ю.Петрова библиотекарь аслӑрах ӳсӗмрисемпе «Патшалӑх пулӑшӑвӗ» («Госуслуги») порталпа усӑ курма хӑнӑхтарас тӗллевпе калаҫу ирттерчӗ. Тӗплӗнрех https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722

Баскетболла ӑтса вылянӑ

Округри шкулсенче вӗренекенсем футбол, волейбол енӗпе тупӑшса республика шайӗнчи ӑмӑртусенче палӑрни пирки тӑтӑшах пӗлтеретпӗр. Пирӗн тӑрӑхри ҫамрӑк баскетболистсем те ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ. Январӗн 21-мӗшӗнче Канаш хулинчи «Локомотив» спорт шкулӗнче «КЭС-БАСКЕТ» баскетбол шкул лигин зонӑри тапхӑрӗн ӑмӑртӑвӗ пулса иртнӗ. Унта Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи арҫын ачасем хутшӑннӑ. https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722

Йӗлтӗрпе ӑмӑртнӑ, хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ

Хӗл кунӗсем ҫитнӗ май активлӑ канӑва тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем йӗлтӗр ҫине тӑма васкаҫҫӗ. Округра ҫак спорт тӗсне юратакансем питӗ нумайӑннине январӗн 18-мӗшӗнче хӗллехи спорт сезонне уҫса ирттернӗ йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ те кӑтартса пачӗ. Ӑна СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерне Владимир Воронкова халалланӑ. Ӑмӑртӑва килнисене округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин саламларӗ, ӑнӑҫу сунчӗ. Ҫанталӑк самаях сиввине пӑхмасӑр йӗлтӗрҫӗсем ӑмӑртӑва йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Ачасем те, ҫитӗннисем те, ветерансем те йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑма васканӑ. Вӑрманти уҫӑ сывлӑшпа киленсе ярӑнни пурне те савӑк кӑмӑл парнеленӗ, сывлӑха ҫирӗплетме те пулӑшнӑ. https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722

Куллен юр тасатаҫҫӗ

Кӑҫалхи хӗлле юрлӑ ҫанталӑкпа савӑнта- рать. Унта та кунта тем пысӑкӑш юр куписем самантрах ӳссе ларчӗҫ. Ҫавна май ҫулсене тасатсах тӑрас пулать. Куллен лапка-лапка юр ҫунине, тӑмансем вӗҫтернине кура коммуналлӑ службӑсем ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722

Шыва сӑвапланӑ

 Ҫак эрнере Христос тӗнне ӗненекенсем Кӑшарни уявне паллӑ турӗҫ. Комсомольскинчи «Вознесения Господня» храмӗн настоятелӗ Сергий Скворцов иерей, III округӑн благочиннӑйӗ уяв ячӗпе кӗлӗ ирттерсе шыва сӑвапларӗ. Ҫак мероприятие округ ҫыннисем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсем кӗлле хутшӑнса пӗр-пӗрне уяв ячӗпе саламларӗҫ, сӑвапланӑ шыва килӗсене валли тултарчӗҫ. https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722 https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Малалла унта ҫӳрекен культура пайӗн заведующийӗн ӗҫӗсене тӑвакан Н.И.Тарасова, культура ҫурчӗн директорне И.Ф.Гоголева, художество ертӳҫине М.В.Орлова, КПСС райкомӗн пропагандистне А.Н.Николаева, ВЛКСМ райкомӗн секретарне Х.Касмаковӑна тата ытти пултаруллӑ ҫынсене ырӑпа асӑнать. 1957 ҫулта Нӗркеҫри сортсене сӑнакан участок ӗҫлеме пуҫланӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ. Ҫак ятпа хаҫатӑн августӑн 15-мӗшӗнчи номерӗнче сортсене сӑнакан участок заведу- ющийӗ С.Михайлов тата заведующий помощникӗ Д.Немцев пысӑк статья ҫырса кӑларнӑ. https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722

Выльӑх-чӗрлӗх ыйтӑвӗпе калаҫнӑ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисемпе ирттерн. канашлура округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин иртнӗ ҫул ял хуҫалӑх отраслӗ япӑх мар ӗҫлесе пынине палӑртрӗ. Кунта, паллах, ҫӗр ӗҫченӗсемпе, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансемпе пӗрлех ертӳҫӗсен тӳпи пысӑк вырӑнта тӑрать. Вӗсене кӑҫал та тӑрӑшса ӗҫлеме, малалла аталанса пыма ӑнӑҫу сунчӗ. Канашлура тӗпрен илсен калаҫу выльӑх-чӗрлӗх отраслӗ тавра пулчӗ. Округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ М. Зайнуллин пӗлтӗрхи ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе кӗскен паллаштарчӗ. https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722

Ыйтусем пурте пӗлтерӗшлӗ

Январӗн 21-мӗшӗнче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче черетлӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Ӑна муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин уҫрӗ, ертсе пычӗ. Вӑл тата ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Л.Н.Пронин кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусемпе тухса калаҫакансен сӑмахӗсене пӗтӗмлетсе хӑйсен шухӑшӗсене палӑртрӗҫ. Малтанхи ыйтупа округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей- илем кӗртес управлени начальникӗ А.Г.Кузьмин сӑмах илчӗ. https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722

Хисеплӗ педагог 90 ҫулта

Аслӑ Чурачӑк ялӗнче пурӑнакан хисеплӗ ҫынсенчен пӗри — Валентина Михайловна Акчурина ҫак кунсенче 90 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Юбиляра Чӗчкен территори уйрӑмӗн началь- никӗ Рева Жукова, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн директорӗ Сергей Лукиянов тата ялти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» ансамбль ӑшшӑн саламланӑ, ырлӑх-сывлӑх сунса асӑнмалӑх парнесем панӑ. Паянхи кун 90 ҫул тултаракансен ачалӑхӗ йывӑр вӑхӑтсене лекнӗ. Апла пулин те Валентина яланах малалла талпӑннӑ, шкула ӑнӑҫлӑн пӗтерсе Шупашкарти И.Яковлев ячӗллӗ педагогика институтне физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗнӗ. Алла диплом илсен шӑпи ӑна пирӗн тӑрӑха илсе ҫитернӗ. Валентина Михайловна +ӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче ачасене математика предметне вӗрентме тытӑннӑ. +акӑнтах вӑл хӑйӗн юратӑвне тӗл пулнӑ, Василий Акчу

Шкул ҫурчӗ ҫӗкленсех пырать

Комсомольскинчи ҫӗнӗ шкул ҫурчӗ кунран-кун ҫӗкленсех, илемленсех пырать. Шкул ҫурчӗ ҫӗкленсех пырать Комсомольскинчи ҫӗнӗ шкул ҫурчӗ кунран-кун ҫӗкленсех, илемленсех пырать. Ҫак кунсенче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин унта ҫитсе ӗҫсем мӗнле пынипе ҫывӑхрах паллашнӑ. Хальхи вӑхӑтра обӳектра виҫҫӗмӗш хута хӑпартаҫҫӗ, ҫурт тӑр- рине тӑвас енӗпе те ӗҫсем пуҫланнӑ. Путвалта ӑшӑтмалли пӑрӑх- сене вырнаҫтараҫҫӗ, вентиляци ӗҫӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ. Пӗрремӗш хутра вара чуречесене вырнаҫтарса лартаҫҫӗ. Николай Никандро- вич инженери коммуникацийӗсем ҫине уйрӑм тимлӗх уйӑрнӑ. Шӑ- пах вӗсем тултан курӑнмаҫҫӗ, анчах та вӗсемсӗр шкул йӗркеллӗн ӗҫлеймӗ. «Стройкӑна утӑм хыҫҫӑн утӑм сӑнанӑ чухне паянхи технологи- сем мӗн тери мала ярса пуснине ӑнланатӑн. Ку

Малалла кайма ҫирӗп никӗс пур

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Физкультурӑпа спорт министрӗпе Василий Петровпа тӗл пулнӑ. Отрасль стратегий- ӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе малашнехи тӗллевсене сӳтсе явнӑ. Кӑ- тартусем савӑнтараҫҫӗ — малалла каймалли ҫирӗп никӗс пур, тесе палӑртнӑ Олег Алексеевич. «Эпир пысӑк шайри ӑмӑртусене йышӑнма хатӗр калӑпӑшлӑ спорт обӳекчӗсем тӑватпӑр. Виҫӗ мегапроекта хута яратпӑр. Вӗсем тӗрлӗ спорт енӗсен центрӗсем пулса тӑмалла. Ҫакӑ туризмпа об- ществӑлла апатланӑва пӗрлештерекен инвестицисене явӑҫтарма май парӗ. Отрасле цифрӑлатас енӗпе эпир ҫӗршывра малтисен йышӗ нче. 2026 ҫулта патшалӑх пулӑшӑвӗ урлӑ сервиссене анлӑлатма палӑртатпӑр, ачасене секцисене ҫырӑнтарма ансатрах пулӗ. «Земский тренер» проекта хута яни округсенчи специалистсе- не илӗртсе ялта спортпа

Ачасем те аслисем те спортпа туслӑ

Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин саламланӑ, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума суннӑ. Тупӑшу хӗрӳ те интереслӗ иртнӗ. Тӗп шкулсен командисем хушшинче Хирти Мӑнтӑрсем чи лайӑхкӑтартусем туса ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗн коман- ди тухнӑ. «Бронза» медальсен хуҫисем Чӗчкен тӗп шкулӗнчен килнӗ ҫамрӑк спортсменсем пулса тӑнӑ. Вӑтам шкулсем хушшинче Тукай Мишерсене ҫитекен пулман. Шурут тата Комсомольски 2-мӗш вӑтам шку лӗсен командисем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ. Аслӑ ҫултисем те сӗтел ҫи теннисӗ вӗсемшӗн ҫывӑх пулнине кӑтартса панӑ. Ку ушкӑнра иртнӗ хӗрӳ тупӑшура Комсомольски территори уйрӑмӗн команди (В.И.Григорьев тата Г.Н.Волкова) «ылтӑна» тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Александровка территори уйрӑмӗн команди (В.Ф.Волк

Ылтӑна тивӗҫнӗ

Нумаях пулмасть Ульяновск хулинче ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе Атӑлҫи федераллӑ округӑн ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта 14 регионтан пурӗ 400 яхӑн чи вӑйлӑ спортсмен хутшӑннӑ. Михаил Сергеев.... малалла вулас https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722
Лайӑххине  ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине  ырланӑ, япӑххине питленӗ

1955 ҫулхи январь уйӑхӗнчи пленумра КПСС Центральнӑй Комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ Н.С.Хрущев выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗсем туса илессине ӳстересси ҫинчен доклад тунӑ. Унта кукуруза акса тӑвакан ҫӗр лаптӑкне 1960 ҫул тӗлне 28 миллион гектартан кая марӳстерме палӑртни ҫинчен каланӑ.  Районта та пӗтӗм ҫӗршыври пекех кукуруза усси: унӑн лаптӑкне тата тухӑҫне ӳстересси пирки заметкӑсем тӑтӑшах пичетленнӗ. Кашни номерте тенӗ пекех  «кукуруза» сӑмахпа ҫыхӑннӑ статьясене  курма пулать: «Кукуруза акса ӳстерме торфпа ҫӗрӗк тӑпринчен чӳлмексем тӑваҫҫӗ»: «Тухӑҫлӑ кукурузӑшӑн ҫиелтен тӑрӑшаҫҫӗ»: «Кукурузӑна хакламан механизаторсем»: «Кукурузӑна апатлантарчӗҫ»... https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722
Юратнӑ мӑшӑрпа 50 ҫул та сисӗнмерӗ

Юратнӑ мӑшӑрпа 50 ҫул та сисӗнмерӗ

Ҫемье пурнӑҫӗн «ылтӑн» юбилярӗсем ҫирӗп юратупа: ӑнланупа: шанӑҫпа палӑрса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑн пек мӑшӑрсем нумай ҫул пӗрле пурӑнса ҫемьен ҫирӗплӗхне: ӑшӑ хутшӑнусене упрама вӗренсе ҫитнӗ. Вӗсенчен пирӗн те тӗслӗх илес килет. Ҫак кунсенче Тӗвенеш ялӗнче пурӑнакан Салминсем «ылтӑн туй» кӗрекине ларнӑ. Елизавета Ильиничнапа Юрий Григорьевича ҫак паллӑ пулӑмпа Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина ӑшшӑн саламланӑ. Вӑл муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ячӗпе мӑшӑра округӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн: ҫемье хаклӑхӗсене упраса пынӑшӑн Тав хучӗ парса чысланӑ: парнепе савӑнтарнӑ. Юрий Григорьевич шкул вӗренсе пӗтерсен агроном специальноҫне алла илнӗ: 40 ҫул ытла ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ. Хастар та пултаруллӑс

Асра тытатпӑр

Чӑваш ачисене чун-чӗререн юратса, ырӑ сунса тухӑҫлӑ ӗҫленӗ ача-пӑча писателӗсенчен пӗри — Николай Ыдарай. Вӑл Хирти Явӑш ялӗнче 1925 ҫулхи январӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пурӑннӑ пулсан, кӑҫал ҫыравҫӑ 101 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Ҫак кунсенче Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем ентеш-ҫыравҫӑн кун-ҫулӗпе паллашрӗҫ. Шкулти вулавӑшри кӗнекесен куравӗ те ачасемшӗн кӑсӑклӑ пулчӗ. «Кӗҫӗн ачасем валли ҫырасси ҫӑмӑлах мар, — тенӗ ҫыравҫӑ. — Ку, паллах, ачасене юратнинчен тӗвӗленет. Ачасене юратасси вара, пулас лаша тихаран паллӑ тенӗ пек, пӗчӗкренех пуҫланать». Ачасем Николай Ыдарайӑн сӑввисене, калавӗсене юратсах вуларӗҫ, сӳтсе те яврӗҫ. «Ытарлӑх» кӗнеки тӑрӑх ирттернӗ викторина ыйтӑвӗсене хаваслансах хуравларӗҫ. «Манӑн тӗллевӗм, — тенӗ ҫыравҫӑ, —  ҫуккине пур тӑвасси, пуррине — пурне