Ӑмӑртӑва йыхравлатпӑр
Мартӑн 14-мӗшӗнче хӗллехи спорт сезонӗ хупӑннӑ ятпа, «Каҫал ен» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсен йӑлана кӗнӗ эстафетӑллӑ ӑмӑртӑвӗ пулать. Вӑл Комсомольскинчи вӑрман хӗрринче 9 сехет те 30 минутра пуҫланать. Кӑмӑл тӑвакансем пурте унта хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп тата вӑтам шкулсен командисенче 2 хӗрачапа 2 арҫын ача пулмалла. Предприятисемпе организацисен, учрежденисен командисенче 2 арҫынпа 1 хӗрарӑм старта тӑрӗ. Ветерансен командисем 2 арҫынран тата 1 хӗрарӑмран пулмалла. Пурте 1 километра чупӗҫ.
Пурне те ӑмӑртӑва йыхравлатпӑр!
ОРГКОМИТЕТ.

















