Суббота, 14 февраля

Общество

Хӗрарӑмсен союзӗ парти проекчӗсене ырлать

Чӑваш республикинчи Хӗрарӑмсен союзӗн правленийӗн ларӑвӗнче  «Женское движение Единой России» парти проекчӗн пуҫарӑвӗсене пурнӑҫа кӗртес енӗпе вӑйсене пӗрлештерес ыйту ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.  Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева регионӑн обществӑпа политика пурнӑҫне хутшӑнакан хӗрарӑмсен йышӗ ӳссе пынине палӑртнӑ. «Эпир халӑха кирлӗ пуҫарусемшӗн. Пирӗн проектсем «Единая Россия» парти  программисемпе килӗшсе тӑраҫҫӗ», — тенӗ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче. Парти проекчӗн обществӑлла совет председателӗ Наталия Протасова «Женское движение» тата «Новая жизнь» проектсем  профориентацие анлӑлатас енӗпе ӗҫленине, вӗсен тӗллевӗ «Профессионалитет» программӑна анлӑлатасси, унта шкул ҫулне ҫитичченхи ачасене те явӑҫтарасси пулса тӑнине ҫирӗплетнӗ. Чӑваш
Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

 «Патшалӑх управленийӗн Пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш конгресне спикер пулса хутшӑнни, ҫакӑн пек пысӑк шайра Чӑваш Ен опычӗпе паллаштарни, маншӑн пысӑк чыс. Эпӗ ытти регионсенчи коллегӑсене «цифра» пире республика пурнӑҫне лайӑхлатма мӗнле пулӑшни пирки каласа патӑм. Чи  пӗлтерӗшли — уйрӑм программӑсене ӗҫе кӗртсе региона ертсе пырассин пуриншӗн те ӑнланмалла тата пӗрлештерсе тӑракан система тӑватпӑр. ИТ сферинчи ҫак пӗтӗм пысӑк ӗҫӗн пӗр тӗллев — патшалӑх машини республикӑри кашни пурӑнаканӑн интересӗсемшӗн  хӑвӑртрах та тухӑҫлӑрах ӗҫлетӗр».
Паттӑрсем – пирӗн асра

Паттӑрсем – пирӗн асра

Николай Валерьевич Кулик Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. Парта хушшинче ларнӑ чухнех истори, гуманитари наукисене юратнӑ, спортпа туслӑ пулнӑ, шкулти обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑннӑ. Вӗрентекенсен асӗнче вӑл пултаруллӑ вӗренекен пек юлнӑ. Раҫҫей ҫарӗнче службӑра пулнӑ. Ҫӗршыв умне хӑрушлӑх тухса тӑрсан вӑл каллех ҫар тумӗ тӑхӑннӑ. Хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Жуков тата Суворов медалӗсене тивӗҫнӗ. 2025 ҫулхи июлӗн 16-мӗшӗнче ҫар заданине пурнӑҫланӑ чухне паттӑррӑн пуҫ хунӑ. Ҫак кунсенче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче Николай Кулик  ячӗпе Паттӑр партине уҫнӑ. Унта округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин,  округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ  — вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Е.Н.Соколова, Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссарӗ А.Ф.Афанасьев, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ С.Г.
Аталану ҫулӗпе — ӗҫченсемпе пӗрле

Аталану ҫулӗпе — ӗҫченсемпе пӗрле

Иртнӗ эрнере райпо ӗҫченӗсем 2025 ҫулхи ӗҫе пӗтӗмлетсе, малашнехи ҫул-йӗре палӑртрӗҫ. Райпо канашӗн председателӗ Светлана Грачева  пӗлтӗр пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе тӗплӗн паллаштарчӗ. «2025 ҫула райпо системинче тӑрӑшакан кашни предприяти ҫулталӑка тухӑҫлӑ вӗҫленӗ. Паянхи куна райпо 60 суту-илӳ магазинне пӗрлештерсе тӑрать. Суту-илӳ точкисен пысӑк конкуренципе ӗҫлеме тивет.  Округра тата ытти магазинсем питӗ нумай.  Ҫавна май ялта пурӑнакансене тӗрлӗ таварсемпе тата пулӑшусемпе тивӗҫтерес тесе тӑрӑшсах ӗҫлемелле. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, район центрӗнче «Хлебушко» тата «Точка вкуса» павильонсем уҫрӑмӑр. Ҫакна туянакансем хапӑлласах йышӑнчӗҫ.  Паянхи кун кунта тавар ассортименчӗ пуян, ял ҫыннисем кӑмӑллӑ. Ҫакӑ — чи пахи. ,ҫченсем тӑрӑшуллӑ та маттур пулнине  ӳсӗмсем
Халӑх сывлӑхӗ – тӗп вырӑнта

Халӑх сывлӑхӗ – тӗп вырӑнта

Комсомольски район больницинче иртнӗ пухура  округра сывлӑха сыхлас ӗҫ 2025 ҫулта мӗнле пулса пыни пирки калаҫнӑ. Кӑҫалхи тӗллевсене те палӑртса хӑварнӑ. Пуху ӗҫне  Чӑваш Республикин  сывлӑха сыхлас ӗҫ министерствин пай  начальникӗ Е.А.Салмин, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин хутшӑннӑ. Республикӑра, округра халӑх сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса парас енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. И.И.Ефремова тӗп врач отчет туса панӑ. Комсомольски округӗнче кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне 19966 ҫын пурӑннӑ. Вӗсенчен 16217-шӗ — ҫитӗннисем тата 3749-шӗ — ачасем. Иртнӗ ҫул 104 ача кун ҫутине килнӗ, 243 ҫын пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вилекенсен йышӗ виҫӗмҫулхинчен чакнӑ пулин те, вӗсен шучӗ ҫураласлӑхран  пысӑкрах. Ҫут тӗнчерен уйрӑлнисенчен 93-шӗ   юн ҫа
Ӑшӑ туйӑм ҫуратӗҫ

Ӑшӑ туйӑм ҫуратӗҫ

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа Чӗчкен  территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем аякри ентешӗсене пулӑшас тӗллевпе чылай ӗҫ тунӑ. Аслӑ Чурачӑкри культура ҫуртӗнче, вӑтам шкулта, Чӗчкенти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, окоп ҫуртисем хатӗрлеҫҫӗ, ял-йыш укҫа-тенкӗ пуҫтарать. В.В.Шипатов тунӑ тимӗр кӑмака та салтаксене  вырӑнлӑ пулӗ. Ҫак кунсенче вӗсем черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ хатӗрлесе ӑсатрӗҫ. Аслӑ Чурачӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Людмила Герасимова та инҫетри ентешӗсене пулӑшас пархатарлӑ ӗҫе хапӑлласах хутшӑнать. Нумаях пулмасть вӑл салтаксем валли 10 мӑшӑр ӑшӑ чӑлха ҫыхса хатӗрленӗ. Вӗсем ҫумне пӗрер плитка шӑккалат хурса  ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ярса пама илсе килчӗ. Пирӗншӗн, мирлӗ вырӑнта пурӑнакансемшӗн, ку пысӑк пулӑшу та пек ту
Пӗрле тӑрӑшсан ҫеҫ ял сӑн-сӑпачӗ лайӑхланӗ

Пӗрле тӑрӑшсан ҫеҫ ял сӑн-сӑпачӗ лайӑхланӗ

Февралӗн 6-мӗшӗнчен округри территори уйрӑмӗсенчи ялсенче халӑх пухӑвӗсем пуҫланчӗҫ. Чи малтан вӑл Асанкасси территори уйрӑмӗнче иртрӗ. Ҫав пухусенче ялсенче пурӑнакансем пӗрле пуҫтарӑнса иртнӗ ҫулхи ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухаҫҫӗ, кӑҫал пурнӑҫламалли ӗҫсене палӑртаҫҫӗ, пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ... Асанкассинчи пухӑва территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.Н.Карпов уҫрӗ. Малтанах вӑл ялпа тата унӑн инфраструктурипе ҫыхӑннӑ цифрӑсемпе паллаштарчӗ. Ку территори уйрӑмӗ пӗр ялтан анчах тӑрать. Унта 427 хуҫалӑх шутланать. Ҫапла, шутланса тӑрать ҫеҫ. 85-ӗшӗнче никам та пурӑнмасть. Ҫамрӑксем хушшинче яла юлакансем сахал. Ку пӗр Асанкасси ялӗнче ҫеҫ мар, округри, республикӑри чылай вырӑнта сисӗнет. Асанкасси ялӗнче 852 ҫын шутланса тӑрать. Ку пысӑк йыш темелле. Ше
Вӗсен хайлавӗсем ӗмӗрех упранӗҫ

Вӗсен хайлавӗсем ӗмӗрех упранӗҫ

«Каҫал ен» хаҫатӑн юбилейӗ пулнӑ май редакцире нумай ҫул ӗҫленӗ, анчах та пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ пултаруллӑ  журналистсем ҫинче чарӑнса тӑни вырӑнлӑ пулӗ. Вӗсенчен хӑшӗсемпе пӗрле ӗҫленӗ, теприсем маншӑн тӗслӗх пулса тӑнӑ. Хамран 20 ҫултан аслӑрахскерсенчен нумай вӗренсе пынӑ. Эпӗ редакцире ӗҫлеме пуҫланӑ вӑхӑтра Валерий Ананьевич Чубаев хаҫатӑн яваплӑ секретарӗнче тӑрӑшатчӗ. Ятарласа филологи пӗлӗвӗ илмен пулсан та, эпӗ ҫырнӑ хайлавсенче  чӗлхе шӑйрӑкӗсем асӑрхатчӗ те, лӑпкӑн сӗнӳсем паратчӗ. Унӑн хаҫата калӑпланӑ май ялсене тухса кайма вӑхӑт сахалрахчӗ, ҫапах та командировкӑна кайсан пысӑк калӑпӑшлӑ материалсем илсе килетчӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн истори уйрӑмне  пӗтернӗскер таврапӗлӳҫӗсемпе пӗрле тӑван тӑрӑх историйӗпе, унта пурӑннӑ, ӗҫленӗ, ҫ
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Аталану ҫулӗпе малалла (Малалли) Ку, паллах, пӗчӗк мар. Ӗҫӗ ӗнтӗ кӑҫал строительствӑра чылай пулчӗ. Тӗслӗхрен, ӗҫҫи пуҫланас умӗн тырӑ сортласа типӗтекен механизациленӗ йӗтем хута кайрӗ.  Механизациленӗ йӗтеме 2-мӗш бригада ӗҫченӗсем турӗҫ. Ҫак бригадӑрах тырӑ хумалли склад ҫывӑх кунсенчех хута каять. 1-мӗш бригадӑри строительсем те пушӑ лармаҫҫӗ. Вӗсем 60 пуҫ вырнаҫмаллӑх  вите турӗҫ. 3-мӗш бригада ӗҫченӗсем те ӗне вити тӑваҫҫӗ. Унта 130 пуҫ вырнаҫмалла» (1969 ҫулхи октябрӗн 14-мӗшӗ). Корреспондентсем кашни колхозах ҫитсе курса строительство ӗҫӗсем мӗнле пынипе паллашнӑ. Уйрӑм ҫынсем хушшинче велосипедсемпе пӗрлех мотоциклсем те туянма пуҫлаҫҫӗ, ҫак транспорт хатӗрӗсемпе предприятисемпе организацисене те тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсемпе ҫӳреме пӗлекенсем кирлӗ пулнӑ

Телей тилхепи

Анфиса Андреевна мăнукĕсемпе пуян. Вĕсем час-часах ун патĕнче пулаççĕ, тем çинчен те калаçтараççĕ, тем те аса илтереççĕ. Юлашки вăхăтра уйрăмах Андрей асламăшĕ патне тăтăшах килсе çӳреме пуçларĕ. Асламăшĕ туйрĕ-ха: тем каласшăн ача, анчах сăмах чĕнме ниепле те хăю çитереймест. Паян акă Андрей ирех асламăшĕ патне çитрĕ: — Асанне, санпа пăшăл пăтти пĕçерме юрать-и? — йăл-йăл кулса асламăшĕ çумне пырса ларчĕ вăл. — Пĕçерер ара, кăмăлу пулсан. — Анчах ку пăтта хальлĕхе иксĕмĕр кăна çийĕпĕр. Аттепе аннене çитермĕпĕр. Юрĕ-и? — Санăн кăмăлу, — килĕшрĕ Анфиса Андреевна. — Çитерме юрамасть пулсан çитермĕпĕр. — Асанне, пĕлетĕн-и, эпĕ пĕр хĕре питĕ юрататăп. Вăл та мана савать. Эпир пĕрлешесшĕн. Анчах хальлĕхе туй туса аппаланасшăн мар. Йăли-йĕркине каярах тăвăпăр. Халĕ пĕрле пу

Бешенство лисиц

Зимой лисам по глубокому снегу все труднее добывать себе пропитание, поэтому они все чаще наведываются в населенные пункты. При этом необходимо помнить что лисы являются природными  распространителями такого заболевания как бешенство. Бешенство — инфекционное, особо опасное, неизлечимое заболевание общее для животных и человека. Болеют бешенством все теплокровные животные. Резервуаром и главным источником возбудителя бешенства являются дикие хищные животные, собаки, кошки. Больные животные выделяют вирус со слюной. Со слюной он начинает выделяться за 8—10 дней до наступления клинических признаков. Заражение человека и животных происходит при непосредственном контакте с источником возбудителя бешенства в результате укуса, при попадании слюны на поврежденные кожные покровы или на
Тӑван тӑрӑх историне ҫырать

Тӑван тӑрӑх историне ҫырать

Юрий ТИМОФЕЕВ,  округри ветерансен совечӗн  председателӗ. «Эпӗ яланах хаҫат-журналпа туслӑ пулнӑ.  Районта яваплӑ ӗҫсенче тӑрӑшнӑ май ҫулсеренех 8—9 тӗрлӗ  издани ҫырӑнса илнӗ. Вӗсен хӑш-пӗр подшивкисем халӗ те упранаҫҫӗ. Нумаях пулмасть  1961 ҫулхи «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн номерӗсем куҫ тӗлне пулчӗҫ.  Шӑпах вӑл ҫул эпӗ районти халӑх судӗнче исполнитель пулса ӗҫлеме тытӑннӑ, Комсомольскине пурӑнма куҫнӑ. Район хаҫатне те хам ҫырӑнса илме пикеннӗ. Унтанпа  «Октябрь ялавӗ», халӗ «Каҫал ен» хаҫатпа ҫыхӑнӑва татман. Комсомол райкомӗн пӗрремӗш секретарӗнче тӑрӑшнӑ чухне те, агропромышленноҫ комплексӗнче ӗҫлекенсен профсоюз комитечӗн председателӗ пулнӑ вӑхӑтра та,  тата ытти ӗҫсенче вӑй хунӑ ҫулсенче те район хаҫачӗ манӑн алӑра пулнӑ. Халӗ те округри
Пур ыйтӑва та – тӗплӗ хурав

Пур ыйтӑва та – тӗплӗ хурав

Февралӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев журналистсемпе пысӑк пресс-конференци ирттерчӗ. Унта пирӗн республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем ҫеҫ мар, ытти регионсенчен те хутшӑнчӗҫ. Икӗ сехет ҫурӑна яхӑн  пынӑ калаҫура паянхи куншӑн пӗлтерӗшлӗ нумай ыйту пулчӗ. Малтанах Олег Николаев республика экономикин хӑш-пӗр кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ. Регионта налук пуҫтарӑнасси ӳснӗ. Бюджет тупӑшӗ пысӑкланнӑ. Сывлӑх сыхлавӗн 60 ытла объектӗнче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, хӑтлӑлатнӑ, ҫӗнӗрен тунӑ. Культура, вӗрентӳ тата ытти социаллӑ вырӑнсене ҫӗнетнӗ. Халӑха спорта явӑҫтарас енӗпе те палӑрмаллах утӑмсем тунӑ. Экономикӑра ҫӗнӗ проектсем хута янӑ. Агропромышленноҫ комплексӗнчи кӑтартусем те чылай енӗпе ӳснӗ. Кӑҫал хӗл ытти ҫулсемпе танлаштарсан юр нумай ҫунипе пал
Ӗмӗрӗпех хаҫатпа ҫывӑх

Ӗмӗрӗпех хаҫатпа ҫывӑх

Вунпилӗк-ҫирӗм ҫул каялла Кӗҫӗн Каҫалти Арсентий Семенович Кокорев редакцие час-часах кӗрсе тухатчӗ. Комсомольскине ҫуранах ҫитнӗскер пушӑ алӑпа килместчӗ вӑл. Хӑй пурӑнакан ялта пулса иртнӗ ӗҫсем, хисепе тивӗҫлӗ ҫынсем ҫинчен ҫырнӑ хайлавсем, асаилӳсем илсе килетчӗ. Вӗсене пуҫтарса вӑл 2012 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче «Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар» ятпа  кӗнеке те кӑларма вӑй ҫитерчӗ. ,мӗрӗпех трактористра ӗҫленӗ пулсан та унӑн пурнӑҫӗ район хаҫачӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Ҫара кайиччен, тӗрӗсрех 1949—1952 ҫулсенче, Арсентий Семенович район хаҫачӗн типографийӗнче те ӗҫленӗ. «Вӑл вӑхӑтра хаҫат 1500—2000 экземплярпа тухатчӗ. Ҫавӑн чухлӗ тиража  машинӑна алӑпа ҫавӑрса ҫапнӑ, кустӑрми тем пысӑкӑшчӗ. Каҫпа  6 сехетсенче ҫапма тытӑнаттӑмӑрччӗ, ҫур ҫӗр иртсен 4—5 сехетсенче пӗтереттӗмӗ
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче  укҫа улшӑннӑ.  Ку тӗлӗшпе халӑх шухӑш-кӑмӑлне  хаҫатра пичетленнӗ «Ҫӗнӗ укҫа халӑх хушшинче» статьяра лайӑх уҫса панӑ. «Укҫа улӑштаракан вырӑнтан виҫӗ пин тенкӗ вырӑнне виҫҫӗр тенкӗ парса ячӗҫ. Ытла та сахал пек туйӑнчӗ, — калаҫать пӗр кинемей,— магазина кӗтӗм те, сатинӗ  1 тенкӗ те 20 пус  ҫеҫ тӑрать иккен, шӑрпӑкне те 1 пуспах параҫҫӗ. Шутласа пӑхнӑ хыҫҫӑн ман укҫа  ним чухлӗ те чакманнине пӗлтӗм», «Ҫӗнӗ укҫана халӑх кӑмӑлласа йышӑнчӗ. Кивви те хӑйӗн вӑйне ҫухатман: ӑна мартӑн 31-мӗшӗччен кирек ӑҫта та вунӑ тенкине 1 тенкӗпе шутласа йышӑнаҫҫӗ» (1961 ҫулхи январӗн 4-мӗшӗ). 1961 ҫулта Совет Союзӗн ҫынни Юрий Гагарин тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленнӗ.  Хаҫат вулаканӗсем  хӑпартланнине  хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтернӗ. «Кун пеккине истори пӗлме
Пурнӑҫне ӗҫре ирттернӗ

Пурнӑҫне ӗҫре ирттернӗ

«Манӑн аттепе анне Хирти Сӗнтӗр ялӗнчен малтан куҫса килнӗ ҫынсем пулнӑ. Иккӗшӗ те колхозра ӗҫленӗ. Вӗсем 8 ача пӑхса ҫитӗнтернӗ.  Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр ҫулсенче ялта ырми-канми ӗҫлесе нумай терт-нуша курнӑскерсем, хӑйсен тӗпренчӗкӗсем ӗҫе хӑнӑхса ӳсччӗр, ҫынсем хушшинче кирлӗ  пек тытчӑр тесе тӑрӑшнӑ. Куллен ӗҫре пулсан та атте-анне  тӗрӗс  вопитани парса ҫитӗнтерме пултарнӑ.  Иккӗшӗ те «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра хастар ӗҫленӗшӗн» медальсене тивӗҫнӗ. Мирлӗ вӑхӑтри хастарлӑхшӑн  та вӗсене наградӑсем парса чысланӑ. Ҫынсем хушшинче те хисеплӗ  пулнӑ. Эпир вӗсенчен тӗслӗх илсе ӳснӗ», —  малтан хӑйӗн ҫинчен мар, пурнӑҫ парнеленӗ ашшӗ-амӑшӗ ҫинчен  каласа хӑй сӑмахне пуҫларӗ Киров поселокӗнче пурӑнакан  Анатоли
Тӳрӗ линире ыйтусене хуравланӑ

Тӳрӗ линире ыйтусене хуравланӑ

Декабрӗн 19-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин тӳрӗ эфирта ҫӗршывӑн 2025 ҫулхи ӗҫӗсене пӗтӗмлетсе пресс-конференци ирттернӗ. Ун патне 3 миллион ытла ыйту килнӗ. 4 сехет те 28 минут пынӑ тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче 103 ыйту ҫине хуравланӑ. Хамӑрӑн тата ют патшалӑхсен журналисчӗсене,  уйрӑм ҫынсене ытларах ҫӗршыври тата тӗнчери лару-тӑру, экономика, налук, ипотека, автопром, авиастроени, демографи, вӗрентӳ тата ытти отрасльсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем интереслентернӗ. Уйрӑмах Украина тата ятарлӑ ҫар операцийӗ   пирки  ыйтусем нумай пулнӑ. В.Путин  Киев  территори ыйтӑвӗсене татса парас тӗллевпе калаҫусем ирттерме  васкаманнине, стратеги пуҫарӑвӗ РФ ҫарӗн аллинче пулнине палӑртнӑ.  Ют ҫӗршыври Раҫҫейӗн  активӗсене туртса илнине вӑрланипе мар, ҫаратнипе танл
Банк пулӑшнипе ача-пӑча лапамӗ тунӑ

Банк пулӑшнипе ача-пӑча лапамӗ тунӑ

Декабрӗн 20-мӗшӗнче Чӗчкен тӗп шкулӗ ҫумӗнчи шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнӗ валли ҫӗнӗ ача-пӑча площадкине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ҫак объекта РФ Перекет банкӗн ыркӑмӑллӑх проекчӗ пулӑшнипе туса лартма май килнӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, РФ Перекет банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн патшалӑх секторӗпе ӗҫлекен пайӗн начальникӗ Наталья Ключникова, Рамиль Идиатуллин депутат,  ял ҫыннисем тата шкул ачисем хутшӑннӑ. «Ҫакӑн пек пуҫарусем халӑха валли хӑтлӑ та паянхи кун ыйтӑвӗсемпе килӗшсе тӑракан хутлӑх йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ. Банка  социаллӑ яваплӑхшӑн тата пирӗн округ аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн тав тӑватӑп. Муниципалитетпа бизнес пӗрле килӗштерсе ӗҫлени чӑннипех те курӑмлӑ кӑтартусем тума пулӑшать», — палӑртнӑ Николай Никандрович хӑйӗн сӑмахӗнче.
Ветерансем пурнӑҫпа та утаҫҫӗ

Ветерансем пурнӑҫпа та утаҫҫӗ

Округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче пулнӑ ӗҫ, вӑрҫӑ, хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен, шалти ӗҫсен ветеранӗсен  округри уйрӑмӗн ХI отчетпа суйлавӗн конференцийӗ ӗҫлӗ лару-тӑрура иртрӗ тесе туллин ҫирӗплетсе калама пулать. Пилӗк ҫулта ветерансен организацийӗ чылай ӗҫ туса ирттернӗ. Ветерансен организацийӗн  округри уйрӑмӗн совечӗн председателӗн Ю.С.Тимофеевӑн отчечӗ вӑрӑма тӑсӑлчӗ пулин те докладчик ветерансем хутшӑннипе тунӑ пур ӗҫсене те асӑнса пӗтерме май ҫуккине палӑртрӗ. Ҫавӑнпа та ытларах юлашки ҫулсенче пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Иртнӗ ҫул Раҫҫейре Тӑван ҫӗршыв сыхлавҫин, Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх, округра хамӑр ентешсен, Совет Союзӗн Геройӗсен ҫулталӑкӗсем пулнӑ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май ветерансен ӗҫӗ татах та хӗрӳр
Косовсен – «ылтӑн туй»

Косовсен – «ылтӑн туй»

«Турӑ пӳрнӗ телейлӗ шӑпа — 50 ҫул юратнӑ мӑшӑрпа», — тесе шӑрантараҫҫӗ Любовь тата Николай Гордеевсем «Ылтӑн туй» юрринче. Ҫур ӗмӗр пӗрле килӗшӳпе юратура пурӑнакансене чӑннипех те телейлӗ ҫынсем тесе калас килет. Ҫак кунсенче Комсомольскинче пурӑнакан Юлия Минюлловнӑпа Геннадий Никонорович Косовсем «ылтӑн» туйне уявланӑ. Ҫур ӗмӗр ӗнтӗ ҫак мӑшӑр савӑнӑҫӗсене пӗрле пайласа, йывӑрлӑхӗсене пӗрле парӑнтарса пурнӑҫ ҫулӗ тӑрӑх алла-аллӑн утать. 1975 ҫулта Комсомольскинчи район Совечӗн ЗАГС бюровӗнче Косовсен ҫемйи чӑмӑртаннине регистрациленӗ. Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртнӗҫем йыш хушӑнсах пынӑ. Пурӗ 5 ачана — 4 хӗрпе 1 ывӑла кун ҫути парнеленӗ мӑшӑр, тивӗҫлӗ воспитани парса ура ҫине тӑратнӑ. Паянхи кун Косовсен нумай мӑнук ҫеҫ мар, пӗр мӑнмӑнук та пур. Вӗсем ватӑсене хӑйсен ӑшшипе, юратӑвӗпе савӑнт
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Пысӑк хастарлӑхпа  ура ҫине тӑнӑ Унта «Ҫӗрулми лартмалли «СКГ-4» машинӑсем «КД-35» е «ДТ-54» йышши тракторсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл машина тӑватӑ ретлӗ, пӗрре лартса тухнӑ чухне пӗр-пӗринчен 70 сантиметр выртакан тӑватӑ касӑ тӑвать; ҫав касӑсем тӑрӑх кашни 70 сантиметрта 2—3-шер ҫӗрулми тата удобрени  хурать, вӗсене витсе хӑварать. Ҫавӑн пек пӗр виҫеллӗ лартса пынӑ ҫӗрулмие тӑрӑхла та, урлӑ та культиваци тума пулать» тесе ӑнлантарнӑ.  Каярахпа ку меслетпе лартнӑ лаптӑкран тухӑҫлӑ ҫӗрулми туса илни пирки каланисене тӑтӑшах курма пулать. Анчах та тухӑҫӗ паянхипе танлаштарсан чылай пӗчӗк пулнӑ, кашни гектартан 160—190 центнер, хӑш-пӗр ҫӗрте 200 центнер ытларах анчах.  Ку енӗпе хаҫатра пичетленӗ йӗркесем: «Ҫӗрулми шӑтса тухсанах участока сӳреленӗ. Ҫу каҫиччен ҫӗрулмие икшер хут
Ултав «вӑлтинчен» туртса кӑларнӑ

Ултав «вӑлтинчен» туртса кӑларнӑ

Ҫак кунсенче шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» уйрӑмӗн сотрудникӗсен тимлӗхӗпе тата вӗсем вӑхӑтра кирлӗ йышӑнусем тунипе пирӗн округра пурӑнакана телефон ултавҫисен  «вӑлтинчен» «туртса илме» май килнӗ. Пӗр ялта пурӑнакан 60 ҫулти ҫын телефон мессенджерӗнче  унчченхи ӗҫ паракан тесе палӑртнӑскертен хыпар вуланӑ.  Вӑл  малтан тӑрӑшнӑ учрежденире  тӗрӗслев ирттерни, ҫывӑх вӑхӑтра ун патне  ФСБ сотрудникӗ шӑнкӑравлама пултарни пирки ҫырнӑ. Телефонпа шӑнкӑравлаканни вара такамсем ун ячӗпе кредит илсе ӑна Украинӑна куҫарма хатӗрленнине пӗлтернӗ, ҫакӑншӑн ӑна уголовлӑ майпа явап тыттарассипе хӑратнӑ. Ял ҫыннин банкра укҫа пулнине пӗлсен телефонра  «ЦБ РФ» приложенине вырнаҫтарса укҫа-тенке йӑлтах вӗсен «хӑрушлӑхсӑр счечӗ» ҫине куҫарма сӗннӗ. Ҫын, па
Патриотлӑхра – пирӗн вӑй

Патриотлӑхра – пирӗн вӑй

Кӑҫалхи ҫул Раҫҫей шайӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, пирӗн республикӑра Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх, округра Комсомольски районӗнче ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Геройӗсен ҫулталӑкӗ ятпа иртрӗ. Ҫавна май округри ялсенче тематикӑлла мероприятисем нумай йӗркелесе ирттерчӗҫ. Вӗсене ҫӗршер, пиншер ҫын хутшӑнчӗ. Халӗ вара патриотлӑх ҫулталӑкне пӗтӗмлетмелли вӑхӑт та ҫитрӗ. Комсомольскинчи  культура ҫуртӗнче тематикӑлла ҫулталӑка хупса концерт пулчӗ. Унта ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисем, тӗрлӗ ҫарсен ветеранӗсем, волонтерсем, округри ялсенче пурӑнакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Мероприятие уҫса муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин: «Эпир ҫак тематикӑлла ҫулталӑка хупатпӑр, анчах та патриотлӑх темине хупмастпӑр. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене асра тытни, паттӑрсене хисеплени тата патриот
Ыйтусене сӳтсе явнӑ, уявпа саламланӑ

Ыйтусене сӳтсе явнӑ, уявпа саламланӑ

Декабрӗн 17-мӗшӗнче округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче черетлӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Ӑна округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ертсе пычӗ. Информаци кунӗн ӗҫне Чӑваш Республикин  физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, Чӑваш Республикин  Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов хутшӑнчӗҫ, кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусемпе хӑйсен шухӑшӗсене палӑртрӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул кашниех кӗтекен пысӑк уяв. Округра ҫак енӗпе чылай  мероприяти иртет. Вӗсене хатӗрленме пуҫланӑ ӗнтӗ. Анчах та уявсем ирттернӗ чухне хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрмалла. Хӑрушсӑрлӑх темипе шкулсенче, халӑх хушшинче калаҫусем ирттермелле. Ҫакӑ тата ытти ыйтусем  ҫинче пушар надзорӗн округри уйрӑмӗн начальникӗ Андрей Симуков чарӑнса тӑчӗ. Спорт —  сывлӑх ҫӑлкуҫӗ, тетпӗр. Халӑха
Хӑюлӑх урокӗ иртнӗ

Хӑюлӑх урокӗ иртнӗ

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче «Голоса подвига» ятпа хӑюлӑх урокӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикинчи Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкне халалланӑ. Мероприятие хаклӑ хӑнасем — ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем, ветерансем килсе  ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче% гварди майорӗ Дмитрий Осипов, гварди капитанӗ, виҫӗ хутчен Хӑюлӑх орденӗн кавалерӗ Александр Климкин, гварди аслӑ лейтенанчӗ Алексей Башмаков, гварди рядовойӗ Сергей Егоров, гварди капитанӗ, виҫӗ хутчен Хӑюлӑх орденӗн кавалерӗ Даниил Косулин. Паттӑрсем шкул ачисене хӑйсен пурнӑҫӗ, ҫар служби, ҫапӑҫури туслӑх, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси ҫинчен каласа панӑ. Ачасем хӑнасене питӗ тимлӗн итленӗ, ыйтусем парса кӑсӑклантаракан самантсене уҫӑмлатнӑ. Хӑюлӑх урокӗ патриотлӑх хамӑрӑн ҫӗршывӑн историне хисепленинчен, пирӗн несӗлсен тата халь пурӑн
Раҫҫей Геройӗ ячӗпе – тӗлпулу

Раҫҫей Геройӗ ячӗпе – тӗлпулу

Кӗҫӗн Каҫал культура ҫуртӗнче Раҫҫей Геройӗ Иван Марин ячӗпе иртнӗ тӗлпулӑва халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Малтанах округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсем Сергей Катиков, Василий Кокарев, таврапӗлӳҫӗсем, тӗлпулӑва килнисем ялти Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечек ҫыххисем хучӗҫ. Тӗлпулӑва Кӗҫӗн Каҫал культура ҫурчӗн директорӗ Алевтина Трофимова ертсе пычӗ. Иван Марин пирки каласа пачӗ. Вӑл Свердловск хулинче ҫуралса ӳснӗ. Апла пулсан та ӑна хамӑр ентеш тесех калама пулать.  Унӑн ашшӗ, Петр Сергеевич, хамӑр районти Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралнӑ, Кӗтне юханшывӗн, пирӗн тӑрӑхӑн сывлӑшӗпе сывласа ӳснӗ. Пурнӑҫ ҫулӗ ӑна Екатеринбург хулине илсе ҫитернӗ. Унта вӑл ҫемйипе тӗпленсе пурӑнать. Хӑй ҫуралнӑ тӑрӑхпа нихӑҫан та ҫыхӑнӑва татм
Пулӑшу кӳни  пархатарлӑ

Пулӑшу кӳни  пархатарлӑ

Округра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсене куллен пулӑшу пани ҫинчен час-часах ҫырса кӑтартатпӑр. Ку ӗҫ самантлӑха та чарӑнмасть. Хӗл кунӗсем ҫитнӗ май салтаксен йывӑр условисенче пурӑнма тивет. Ҫавна май округри вӗренӳ учрежденийӗсенче гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарас ӗҫе йӗркеленӗ. Шкулсемпе ача сачӗсем ку ӗҫе хастаррӑн хутшӑннӑ. Вӗрентекенсем, вӗренекенсем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ салтаксене куллен кирлӗ  пулакан япаласем хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех кашни посылкӑна ачасен ҫырӑвӗсене, ӳкерчӗкӗсене хунӑ. Пӗчӗккисен пултарулӑхӗнче «Эпир сирӗн ҫинчен манмастпӑр, сирӗнпе мӑнаҫланатпӑр. Эпир сирӗнпе пӗрле» текен шухӑшсем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Тӑван ҫӗртен яракан ӑшӑ саламсем салтаксен чун-чӗрине ӑшӑтӗҫ, пурте пӗрле пуҫтарнӑ япаласем вара фронтри лару-тӑрура кулленхи пурнӑҫа ҫӑмӑллатма пулӑ
55 ҫул пӗрле пурнӑҫ ҫулӗпе

55 ҫул пӗрле пурнӑҫ ҫулӗпе

Мӑшӑр 55 ҫул юратупа килӗшӳре пӗрле пурӑннине, пурнӑҫ сукмакне шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пӗр-пӗринпе такӑрлатнине ҫемье пурнӑҫӗн изумруд юбилейӗ теҫҫӗ. Ҫак юбилей ҫемьен ҫирӗплӗхне сӑнлать, мӑшӑр пӗр-пӗрне хисепленине, ҫемье ӑшшине мала хунине палӑртать. Асанкассинче пурӑнакан Роза Назаровнӑпа Василий Пантелеймонович Белковсем ҫак кунсенче шӑпах изумруд юбилейне уявланӑ. Вӗсем ялти культура ҫуртӗнче паллашнӑ пулнӑ, кӑштахран паллашу — ҫирӗп туслӑха, унтан хӗрӳ юратӑва куҫнӑ. Мӑнкунра ҫамрӑксем туй кӗрлеттернӗ, 1970 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче вара ҫемье ҫавӑрнине официаллӑ майпа регистрациленӗ. Унтанпа ҫур ӗмӗр ытла ҫемье ӑшшине упраса, пӗр-пӗрне пулӑшса пырса Белковсем пурнӑҫ сукмакне алла-аллӑн такӑрлатаҫҫӗ. Мӑшӑр икӗ ачана кун ҫути парнеленӗ, ӑс парса ӳстернӗ, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма
Чи пӗлтерӗшли — ҫынсене куллен пулӑшни

Чи пӗлтерӗшли — ҫынсене куллен пулӑшни

Медицина ӗҫченӗ — чи хисеплӗ профессисенчен пӗри. Тухтӑра ҫынсем хӑйсен чи хаклӑ туприне — сывлӑхне шанаҫҫӗ. Ялта вӑй хуракан пӗтӗмӗшле практика врачӗ вӑл терапевт ҫеҫ мар, анлӑ профильлӗ специалист шутланать. Хӑйӗн участокӗнчи кашни ҫемьене пӗлсе тӑраканскер,  хуть те хӑш самантра та чирлисене пулӑшу кӳме яланах хатӗр вӑл. Урмаелӗнчи пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче вӑй хуракан Диля Зиатдинова мӗн пӗчӗкрен шур халатлӑ ӗҫчен пулма ӗмӗтленнӗ. 2001 ҫулта шкула «пиллӗк» паллӑсемпе ҫеҫ пӗтерсен Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетне вӗренме кӗнӗ. Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн пӗр хушӑ Шупашкарти хула больницинче участокри врач-терапевтра ӗҫлесе опытне пуянлатнӑ. Унтан 2012 ҫулта «Земство тухтӑрӗ» программӑна хутшӑнса тӑван района таврӑннӑ. Паянхи кун Диля Гаязтиновна пӗтӗмӗшле
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Пысӑк хастарлӑхпа ура ҫине тӑнӑ «Колхозӑн кӑҫал 1100 кубометр тӑпра ӗҫӗ тумалла, 200 кубометр хӑйӑр турттармалла, 20 кубометр чул кӑлармалла, 27 кубометр турттармалла тата ытти хӑш-пӗр ӗҫсем тумалла. Ҫул-йӗр строительствин ӗҫне эпир хӗллехи вӑхӑтрах пуҫӑнтӑмӑр. 20 кубометр чул кӑлартӑмӑр, 14 кубометр йывӑҫ  хатӗрлерӗмӗр тата 27 кубометр чул турттартӑмӑр. Ҫураки ӗҫӗ хӗрӳллӗн пулса пынӑ вӑхӑтрах колхозниксем ҫул ҫинче тӑпра ӗҫӗ тума тытӑнчӗҫ», — тесе ҫырать хаҫатӑн  1953 ҫулхи июнӗн 4-мӗшӗнчи номерӗнче пичетленнӗ «Ҫулталӑкри плана ҫывӑх кунсенче пурнӑҫлатпӑр» статьяра   «Дружба» колхоз председателӗ С.Алиуллов. Ҫак  темӑпа ҫырнӑ заметкӑсенчи  йӗркесем: «Калинин ячӗпе тӑракан колхозӑн Сиккасси — Комсомольски шоссе ҫулӗ ҫинче 200 погонометр тӑршшӗ чул сармалла». «Иртнӗ ҫул
Кӑмака хутакансен уйрӑмах асӑрханмалла

Кӑмака хутакансен уйрӑмах асӑрханмалла

Хӗлле ҫитни, паллах, пирӗнтен нумайӑшне савӑнтарать. Анчах пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки манмалла мар. Ҫулӑма сӳнтерме мар, вӑл тухасран сыхланма ҫӑмӑлрах. Электротехника хатӗрӗсене вырнаҫтарнӑ тата вӗсемпе усӑ курнӑ чухне пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсенче палӑртнӑ йӗркесене пӑхӑнмалла. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикинче электрохатӗрсемпе тата кӑмакасемпе усӑ курнӑ чухне пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнманнипе 475 пушар тухнӑ. Шел те, вӗсенче 13 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 17 ҫын суранланнӑ, ҫулӑм 240 ытла зданипе сооружение тӗп тунӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫуртсене хутса ӑшӑтмалли тӗп тытӑм ӗҫлет пулсан та, кӑмака хутса пурӑнакансем те пур. Ун пеккисен ҫакна асра тытмалла: пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Кӑмака хутнӑ чухне ҫулӑмпа асӑрханманни, вутта ҫывӑха хурса типӗтни, ытти йӗркене пӑсни ин
Конференци иртрӗ

Конференци иртрӗ

Декабрӗн 11-мӗшӗнче районти культура ҫуртӗнче «Единая Россия» партин  вырӑнти уйрӑмӗн черетлӗ XXXV конференцийӗ иртрӗ. Конференцие  округ пуҫлӑхӗ, «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӑн секретарӗ  Николай Раськин,  ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Попов, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева,  депутатсем,  территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, парти членӗсем хутшӑнчӗҫ. Маттур та пуҫаруллӑ депутатсене, партин  вырӑнти уйрӑмӗн членӗсене «Единая Россия» партин  регионти уйрӑмӗн  секретарӗн Леонид Черкесовӑн  Тав хучӗсемпе  чысларӗҫ. Пурте пӗрле пухӑнса    «Единая Россия»  партин регионта иртекен  XXXV конференцине хутшӑнакансен делегацине суйларӗҫ.  Унта округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин,&
Пулӑшу — ҫирӗп тӗллев

Пулӑшу — ҫирӗп тӗллев

Иртнӗ эрнере республикӑри  предприятисем тата унта  пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцийӗнчи  ентешсем валли черетлӗ хут ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвне ӑсатрӗҫ. СВО пуҫланнӑранпа регионтан 58-мӗш хут ҫула тухнӑ автоколоннӑра — салтаксене кирлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ тиенӗ 5 фура. Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ: Пурӗ  90 тонна груз тиесе ятӑмӑр: 85 кубла метр йывӑҫ материал, япӑх ҫулсемпе те ҫӳреме пултаракан 5 автомобиль, квадроцикл, стройматериалсем, пичкесем, медикаментсем, буржуйка кӑмакасем. Ҫак груз ентешӗмӗрсен службине палӑрмаллах ҫӑмӑллатасса шанатӑп.
Ҫӗнтерӳ пулать, эсир шанӑр

Ҫӗнтерӳ пулать, эсир шанӑр

Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, кунтах ачалӑхне ирттернӗ, шкулта лайӑх паллӑсемпе вӗреннӗ  Дмитрий Индюков ӳссе ҫитӗнсен, алла професси илсессӗн тӑшмана хирӗҫ тӑмалла пулать тесе нихӑҫан та шутламан  пулӗ.  Анчах та шӑпа ҫапла килсе тухнӑ. Ятарлӑ ҫар операци пуҫлансассӑнах ҫамрӑк йӗкӗт пӗр тӑхтаса тӑмасӑр  Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме тӑнӑ. Ҫак вӑхӑт тӗлне вара алла диплом илнӗ каччӑ  Шупашкар хулинчи 60-мӗш вӑтам шкулта ачасене истори предметне вӗрентнӗ. Ҫакӑ та чӑрмав кӳмен Димӑна,  пӗр шухӑшлӑ  виҫӗ  юлташ контракт ҫыраҫҫӗ. Унтанпа яш каччӑн пурнӑҫӗ пӗтӗмпех  ятарлӑ ҫар операцийӗпе ҫыхӑннӑ. Дмитрий нумаях пулмасть, акӑ,  тӑван тӑрӑхра отпускра пулчӗ. Ҫавна май унпа тӗл пулма май килчӗ те. — Яла килсессӗн чунпа канатӑп. Инҫетре  атте-аннешӗн, йӑмӑкш
Владимир Путин тӳрӗ эфира тухать

Владимир Путин тӳрӗ эфира тухать

Декабрӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин тӳрӗ эфира тухса 2025 ҫула пӗтӗмлетет, журналистсен тата ытти ҫынсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравлать. Трансляци «Пӗрремӗш», «Россия 1», НТВ тата ытти каналсемпе тӳрӗ эфирта пырӗ, 12 сехетре пуҫланать. Ыйтусене  «Москва-Путину.ру» тата «Москва-Путину.рф» сайтсем, социаллӑ сетьсенчи ятарлӑ страницӑсем урлӑ, 0-40-40 телефонпа СМС е ММС ярса, 8(800)200-40-40 номерпе шӑнкӑравласа, телефон ҫинчи ятарлӑ мобильлӗ хушӑм урлӑ пама пулать.
Хастарсене чысланӑ

Хастарсене чысланӑ

Декабрӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш Республикин Обществӑлла палатин форумӗ иртнӗ. Унта регионти граждансен обществине аталантарас ӗҫе пӗтӗмлетнӗ, малаллахи тӗллевсене уҫӑмлатнӑ. Форумра иртсе пыракан ҫулталӑкӑн паллӑ пулӑмӗсене сӳтсе явнӑ, чи активлӑ общественниксене палӑртнӑ. Вӗсем хушшинче пирӗн округри Владимир Воронов волонтер. Владимир Владимировича пур енлӗ те маттур, пуҫаруллӑ пулнӑран, ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсене ырми-канми пулӑшнӑран  Чӑваш Республикин  Обществӑлла палатин «За содействие специальной военной операции» медальпе чысланӑ. Мероприятире республикӑри  муниципалитетсенчи Обществӑлла палатӑсен рейтингне те пӗтӗмлетнӗ.  Комсомольски   округӗнчи  Обществӑлла палата  «Прорыв года в реализации форм общественного контроля» но
Педагогика ветеранӗ – 90 ҫулта

Педагогика ветеранӗ – 90 ҫулта

Юбилей — савӑнӑҫлӑ пулӑм. 90 ҫулхи юбилей вара уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен ҫак ҫула ҫити кашниех пурӑнса ҫитеймест. Ҫакӑн пек чаплӑ уява сывлӑхпа, ҫирӗп ӑс-тӑнпа, вӑй-халпа кӗтсе илекенсене чӑннипех те телейлӗ ҫынсем тесе калас килет. Ҫак кунсенче Ҫӗнӗ Каҫал ялӗнче пурӑнакан Елизавета Сорокина 90 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Ҫак паллӑ пулӑмпа ӑна муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Николай Раськинӑн ячӗпе Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Елена Зайкова ӑшшӑн саламланӑ, РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне тата хаклӑ парне парса чысланӑ. Вырӑнти культура ӗҫченӗсем ҫепӗҫ юрӑсем шӑрантарса юбилярӑн кӑмӑлне хӑпартлантарнӑ. Елизавета Сорокина (Копташкина) Асанкасси ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Ачаран пыракан ӗмӗтне пурнӑҫласа 1954 ҫулта Патӑрьелӗнчи п
Паттӑрсем яланах асра

Паттӑрсем яланах асра

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса ҫапӑҫура пысӑк паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн указӗпе Иван Петрович Марин капитана вилнӗ хыҫҫӑн «Раҫҫей Геройӗ» хисеплӗ ят панӑ. Паттӑрӑн ашшӗ  Петр Сергеевич Марин пирӗн районти Кӗҫӗн Каҫал ялӗн сывлӑшӗпе сывласа ӳснӗ. Пурнӑҫ ҫулӗ ӑна Свердловск тӑрӑхне илсе ҫитернӗ. Апла пулсан унӑн паттӑр ывӑлӗнче те чӑваш юнӗ чупнӑ. Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакансем, таврапӗлӳҫӗсем  Раҫҫей паттӑрӗн ашшӗ-амӑшӗпе, тӑванӗсемпе тӗлпулу йӗркелеҫҫӗ. Вӑл декабрӗн 16-мӗшӗнче Кӗҫӗн Каҫал культура ҫуртӗнче 13.00 сехетре пуҫланать.
Шаннипе усӑ кураҫҫӗ, именмесӗр ҫука хӑвараҫҫӗ

Шаннипе усӑ кураҫҫӗ, именмесӗр ҫука хӑвараҫҫӗ

Паянхи кун массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ та, пухусемпе канашлусенче те  ултавҫӑсем кӗсье телефонӗ урлӑ укҫа вӑрланӑ тӗслӗхсем пирки пӗлтерсех тӑраҫҫӗ. Ҫакӑн пирки  шкул ҫулне ҫитмен ачасенчен пуҫласа карчӑк-кӗрчӗк таранах пӗлеҫҫӗ теме те пулать. Автобуссем ҫинче те,  магазинсенче те ҫакӑн пирки час-часах калаҫнине илтетӗн. Апла пулин те ултав «вӑлтине» ҫакланакансем ҫав-ҫавах сахал мар-ха. Хальтерех телефонсемпе усӑ куракансем ҫеҫ мар, халӑхра каланӑ пек «вӗреннӗ» ҫынсем те мошенниксенчен шар кураҫҫӗ. Мӗнрен килет-ха ҫакӑ;  Кун ҫине пӗр енлӗ тулли хурав пама ҫук, паллах. Ҫын шухӑшлавне, психологине пӗлсе пӗтерейместӗн. Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансем яланах мӗне те пулин шаннӑ, ӗненнӗ% коммунизм пуласса та, финанс пирамидисем  пӑртак укҫа хурсан ӗмӗр тӑршшӗпех
Ашшӗ-амӑшӗсен форумӗ иртнӗ

Ашшӗ-амӑшӗсен форумӗ иртнӗ

Ҫак кунсенче пирӗн округри активистсем республика шайӗнчи «Чӑваш Республики — аталану вырӑнӗ» ашшӗ-амӑшӗсен форумне хутшӑннӑ. Унта Республикӑри ашшӗ-амӑшӗсен комитетӗнчен тата регионӑн тӗрлӗ муниципалитетӗнчен 200 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. Вӗсем ачасен пуласлӑхӗ, вӗсене воспитани парас ӗҫри паянхи ҫивӗч ыйтусем тавра калаҫнӑ. Пирӗн округра пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗсем мероприятире хастарлӑх кӑтартнӑ: хӑйсен шухӑшӗсемпе паллаштарнӑ, ыйтусем панӑ, паянхи вӗрентӗвӗн пахалӑхне лайӑхлатассипе ҫыхӑннӑ темӑсем тавра калаҫнӑ. Истори учителӗ Артем Максимов ирттернӗ «Ковчег человечества» лекци уйрӑмах пурне те интереслентернӗ. Спикер шӑпах ҫемье халӑхӑн йӑлисен, хаклӑхӗсен тӗп управҫи пулнине, ачасен пуласлӑхӗ ҫине витӗм кӳнине палӑртнӑ. Форумра ашшӗсем ачасене воспитани парас ӗҫре пӗлтерӗшлӗ пулнин
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Пысӑк хастарлӑхпа ура ҫине тӑнӑ Редакцие 1952 ҫулта малтан та хаҫатра ӗҫленӗ, 1939—1946 ҫулсенче  ҫар службинче пулнӑ, хаяр вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ Николай Степанович Квасов ертсе  пыма пуҫланӑ. Вӑл 1955  ҫулччен редакторта тӑрӑшнӑ. 1955—1956 ҫулсенче вӑрҫӑн тепӗр участникӗ Виталий Спиридонович Стефинов  хаҫата ал пусса кӑларса тӑнӑ. Ун хыҫҫӑн маларах корреспондентра, яваплӑ секретарьте тӑрӑшнӑ Лаврентий Васильевич Таллерова хаҫат редакторне ҫирӗплетнӗ. Вӑл, каярахпа чӑваш халӑх писателӗ ята тивӗҫнӗскер, ҫамрӑклах фельетонсем, калавсем ҫырнӑ. Унӑн пуҫарӑвӗпех редакци ҫумӗнче литераторсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗ. Районти творчество енне туртӑнакан ҫамрӑксемпе тӗрлӗ профессиллӗ ҫынсем пӗрле пуҫтарӑнса пӗр-пӗрин хайлавӗсене сӳтсе явнӑ. Чи лайӑххисем хаҫат страницисенче кун ҫути
Хирти явӑш вӑтам шкулӗ 130 ҫул тултарнӑ ятпа

Хирти явӑш вӑтам шкулӗ 130 ҫул тултарнӑ ятпа

Хресчен ачи тесе тӑмастпӑр, Утатпӑр пӗрмаях мала? Ура тӗлне такан ҫапатпӑр Вӗреннӗ май тӑван шкулта? Ача чухне епле пулса-ши, Ӳссе ҫитсен — эпир малта? Кайра пулса эпир хӑҫан-ши, Парсам, юлташӑм, аллуна? Куратӑп ак, механизатор, Куллен ӗҫлет вӑл уй-хирте? Тепри ак повар: нихҫан ан манӑр Апат ҫисен ӑш сӑмахна? Ҫумра — туятӑн, инженер вӑл Е агроном пирӗн умра? Учитель: е вӑл космонавт-и, Е врач ак пирӗн хушӑрах? Ертӳҫ тени пӗрре вӑл кирлӗ, Унпа та чухӑн эпир мар? Ӗҫҫи ҫинче пурте хисеплӗ, Пурне те ӑшшӑн тав тӑвар? Тума пӗлмен вӗсен ӗҫ ҫуккӑ, Маттур вӗсем пур енӗпе? Чӑваш, тутар е урӑххи Пурнаҫҫӗ туслӑ ҫемьере? Калас килет паян ман ӑшшӑн: Тавах сана, тӑван тавра, Тавах, мухтавлӑ манӑн шкулӑм, Вӗрентекен ман асӑм
2026 ҫул —  Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ

2026 ҫул —  Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Указӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикинче 2026 ҫула «Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ» тесе ят панӑ. Чӑваш Енре пурӑнакансем ытларах ҫак вариантшӑн хӑйсен сассине панӑ. Чӑваш Ен — тӗрлӗ наци халӑхне, вӗсен йӑли-йӗркине пӗрлештерсе тӑракан республика. Пирӗн Чӑваш ҫӗршывӗнче пурӑнакан кашни ҫын пысӑк та туслӑ ҫемьере пулнине туйса, пӗр-пӗрне ӑнланса, хисеплесе тӑтӑр. Ҫакӑнта пирӗн вӑй, аталану ҫул-йӗрӗ. Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ республикӑра культура, вӗрентӳ, спорт мероприятийӗсене тата хастартарах ирттерме,   тӗрлӗ наци халӑхӗн йӑли-йӗркине, чӗлхе историне, культурине тӗплӗнрех пӗлме май парӗ. Комсомольски муниципалитет округӗнче  чӑваш, вырӑс, тутар халӑхӗ мӗн ӗлӗкренпех туслӑн пурӑнать. 2026 ҫулта хаҫат страницисенче Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне ха
Шкул ҫурчӗ малалла ҫӗкленет

Шкул ҫурчӗ малалла ҫӗкленет

Ҫак кунсенче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулне тӑвас ӗҫ мӗнле пынипе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ  Сергей Артамонов ертсе пыракан ушкӑн вырӑна ҫитсе паллашнӑ.  Вӗсем пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӑхса тухнӑ, малашнехи тӗллевсем пирки калаҫнӑ. Строительство ӗҫӗсене «ПМК-8» подряд организацийӗ пурнӑҫлать.  Кунта ӗҫсем кал-кал пыраҫҫӗ. Ҫӗнӗ шкул икӗ корпусран тӑрать. Пӗри — икӗ, тепри — виҫӗ хутлӑ пулмалла. Ҫуртӑн тулаш стенисем кунран-кун хӑпарсах  пыраҫҫӗ. Фасада штукатуркӑпа ҫирӗплетеҫҫӗ, ҫуркуннехи ӑшӑ кунсем ҫитсен сӑрлама пуҫлӗҫ. Строительсем ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫивиттине витсе хума тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ  шалта тухӑҫлӑрах ӗҫлеме май парӗ. Чӳречесемпе алӑксем вырнаҫтарма пуҫланӑ. Ӑшӑ паракан  системӑна туса пӗтерес ӗҫсем те вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Пур эта
Вунӑкунлӑхра йӳнӗрех

Вунӑкунлӑхра йӳнӗрех

2026 ҫулхи 1-мӗш ҫур ҫулта илсе тӑма Раҫҫей почти ҫырӑнтару вунӑкунлӑхне ирттерет. Декабрӗн 3—13-мӗшӗсенче эсир «Каҫал ен» хаҫата йӳнӗрех хакпа ҫырӑнма пултаратӑр. Ҫак тапхӑрта «Каҫал ен» хаҫата пӗрремӗш ҫур ҫулта почтальонсем урлӑ илсе тӑма ҫырӑнмалли хак — 516  тенкӗ те 48 пус.                                                              Хаҫат ҫырӑнӑр, малашне те пӗрле пулар! Хаҫат редакцийӗ.
Паттӑр салтака – медаль

Паттӑр салтака – медаль

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсем хӑйсен Тӑван ҫӗршыва сыхлас тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ. Хӑюллӑ салтаксем  паттӑрлӑхшӑн  тӗрлӗ наградӑсене тивӗҫеҫҫӗ. Нумаях пулмасть савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин  Кайнлӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранне  Ранил  Данисович Гайзатуллина Жуков медальне панӑ. Ӑна ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑшӑн тав тунӑ, ҫирӗп сывлӑх, телей, мирлӗ пурнӑҫра ӑнӑҫу суннӑ. Ранил ҫак наградӑна ҫӗршыва  хӑюллӑн та паттӑррӑн хӳтӗлесе тивӗҫнӗ.  
Продукци тутлӑ, туянма меллӗ

Продукци тутлӑ, туянма меллӗ

Ҫак кунсенче район центрӗнче Комсомольски райповӗн  ҫӗнӗ йышши икӗ павильонӗ — «Хлебушко» тата «Точка вкуса» — уҫӑлчӗҫ. Ҫак саманта округ ҫыннисем тахҫанах кӗтнӗ тейӗн. Мӗншӗн тесен «Хлебозавод» ООО хатӗрлекен тутлӑ та пахалӑхлӑ продукцие, «Кооператор» ОООн сӗткенӗсене, «Комбинат питания» хатӗрлекен кукӑле, тортсене халӗ пӗр ҫӗртех туянма май пур. Ҫакӑ вара чӑннипех те меллӗ. Кун пирки савӑнӑҫлӑ мероприятие пухӑннӑ ҫынсем те пӗрре кӑна мар каларӗҫ. «Пирӗн округри организацисем мӗн тери тутлӑ продукци хатӗрлеҫҫӗ. Хамӑра валли кӑна мар, кучченеҫ валли туянма та лайӑх», — терӗҫ вӗсем.   Павильонсене уҫнӑ мероприятие  округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, райпо Канашӗн председателӗ Светлана Грачева,  Чӑвашпотребсоюз правленийӗн председателӗн ҫумӗ Ирина Яшмолкина хутшӑн
Генетиксен пулӑшӑвӗпе кӗтӳ тупӑшлӑхне ӳстернӗ

Генетиксен пулӑшӑвӗпе кӗтӳ тупӑшлӑхне ӳстернӗ

Паянхи кун пирӗн пурнӑҫӑн тӗрлӗ сферисене куллен ҫӗнӗлӗхсем кӗрсе пыраҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗнчи тупӑша ӳстерес тесен те ҫӗнӗ мелсемпе усӑ курма май пур. Округри мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетес енӗпе чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан хуҫалӑхсенчен пӗринче — «Рассвет» ЯХПКра генетиксен пулӑшӑвӗпе усӑ курса ӗне кӗтӗвне тата та лайӑхлатнӑ. Чи малтанах «Генетик»  ОООран пулӑшу ыйтнӑ чухне хуҫалӑх ертӳлӗхӗ ҫак тӗллевсене лартнӑ% выльӑхсен, ҫав шутра ытларах пушмак пӑрусен, шутне ӳстересси, сӗтӗн пахалӑхне тата та лайӑхлатасси, ытларах пӑру сутса тупӑш илесси, кӗтӳри тӗрлӗ ушкӑна кӗрекен выльӑхпа май пулнӑ таран тухӑҫлӑрах усӑ курасси. Генетиксем ҫак тӗллевсене пурнӑҫлас ӗҫе комплекслӑн пикеннӗ. Чи малтанах вӗсем хуҫалӑхри кӗтӗве тишкернӗ, уйрӑм генетика планӗ хатӗрленӗ. Малашне пысӑк тухӑҫ пама пултара
Ачасене – парнесем

Ачасене – парнесем

Округри  депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсем, «Единая Россия» парти членӗсем, вырӑнти уйрӑмӑн  ӗҫ тӑвакан секретарӗ, «Молодая гвардия» обществӑлла организаци хастарӗсем «Коробка храбрости» ыркӑмӑллӑх акцине хапӑлласа хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем пӗрле пуҫтарӑнса округ тӗп больницинче сипленекен ачасем валли  парнесем ҫитерсе пачӗҫ. Пӗчӗк шӑпӑрлансем аслӑ юлташӗсен парнисемпе кӑмӑллӑ. Ҫавӑн пекех «Единая Россия» партин ҫуралнӑ кунӗнче тӗп больница сотрудникӗсене  парти билечӗсене парса саламланӑ. Людмила МАКАРОВА. 

Хирти Явӑш шкулӗ 130 ҫулта

Ҫак кунсенче Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ чаплӑ юбилейне уявланӑ. Шкулӑн юбилейне вӗренекенсемпе вӗрентекенсемсӗр пуҫне учитель-ветерансем, тӗрлӗ ҫулсенче шкултан вӗренсе тухнисем йышлӑн пуҫтарӑннӑ.  Уява пухӑннисене юбилей ячӗпе ҫак кун округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ӑшшӑн саламланӑ. Малашне те шкул коллективне самана таппипе ӗлкӗрсе пыма, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума, ачасенче ҫӗнӗ талантсем уҫма, пысӑк хавхаланупа малалла аталанма суннӑ.  Маттур педагогсене ӗҫри ӳсӗмсемшӗн Хисеп грамотисемпе тата Тав хучӗсемпе чысланӑ. Архиври даннӑйсем тӑрӑх Хирти Явӑш ялӗнче 1895 ҫулта чиркӳпе приххут шкулӗ уҫнӑ. Вӑл Аслӑ Чурачӑк приххутне кӗнӗ. Ун чухне шкулӑн хӑйне уйрӑм ҫурт пулман — уроксем тара илнӗ ҫуртра иртнӗ. Пӗрремӗш вӗренӳ ҫулӗнче, 1895—1896 ҫулсенче, кунта 7 арҫын ача ҫеҫ — пуян пурӑнакан хр
Клумба вырӑнне сукмак ан пултӑр

Клумба вырӑнне сукмак ан пултӑр

Тӑван тӑрӑх илемлӗ, хӑтлӑ пулсассӑн мӗн тери пурӑнма аван. Юлашки вӑхӑтра округра чылай ҫӗнӗ объект хута кайрӗ. Район центрнех илер-ха. Вӑл юлашки ҫулсенче чӑннипех те палӑрмаллах илемленчӗ. Утса ҫӳреме ятарлӑ тротуар пур, ларса канма саксем вырнаҫтарчӗҫ, паркра та канӑва усӑллӑ ирттерме май пур. Анчах та ҫынсем ҫак хӑтлӑхпа усӑ курма та пӗлмеҫҫӗ,  вӗренесшӗн те мар пек. Чылай чухне уҫӑлма тухсассӑн е ӗҫе кайнӑ чухне,  таврӑннӑ май ҫӳп-ҫап выртнине асӑрхатӑн та чун ыратать. Ҫӳп-ҫап пуҫтармалли контейнерсем пур-ҫке. Кашни сак патӗнче урна  вырнаҫтарнине халӑх курмасть  те тейӗн.  Кӑштах та пулсассӑн тӑван тӑрӑха упрама хӑнӑхасчӗ. Ҫӳп-ҫап айне пулас марччӗ. Вӑл ҫеҫ-и тата?!   Чечек лартнӑ клумбӑсем тӑрӑх «тӳрӗлле» утма та именместпӗр.  Пӗр икӗ утӑм ытларах ҫеҫ утмалла та. Ҫук ҫав. Тӳрӗлле ҫ
Пӗр-пӗрне хисеплени пулӑшать

Пӗр-пӗрне хисеплени пулӑшать

— Пурнӑҫ урапи шав шӑвать малалла. Лавне  туртнӑ май ху пӑхан каялла. Умри сукмакӗ тикӗс мар, такӑр мар, Хыҫа нимӗн те ӳкерсе ан хӑвар...Ҫапла каласа юрлать чӑваш халӑх артистки — Валентина Кузнецова юрӑҫӑ. Чӑнах та, кун иртет те каҫ пулать, пурнӑҫ урапи  вара майӗпен ватлӑх еннелле шӑвать. Тин анчах  вӗсем ҫамрӑк мӑшӑрччӗ, телейлӗ малашлӑх пирки ӗмӗтленетчӗҫ. Нумаях пулмасть Эткер ялӗнче пурӑнакан Галина Васильевнӑпа Николай Сергеевич Толстовсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 50 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Ҫур ӗмӗр хушши  пурнӑҫ ҫулӗпе  алла-аллӑн пӗрле, пӗр сывлӑшпа, пӗр шухӑшпа пурӑнса, пӗр-пӗрне ӑнланса та юратса  кӗтсе илнӗ вӗсем кӑҫалхи кӗркуннехи паллӑ куна. Галина Кивӗ Сӗнтӗр  хӗрӗ пулнӑ. Вӑл 1954 ҫулхи декабрӗн 20-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн
Халӑх учителӗ пуласси – чи пархатарлӑ ӗҫ

Халӑх учителӗ пуласси – чи пархатарлӑ ӗҫ

Ноябрӗн 24-мӗшӗнче паллӑ педагог, чӑваш совет шкулӗн никӗслевҫисенчен пӗри, таврапӗлӳҫӗ, метеоролог, статистик, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, чӑваш учителӗсем хушшинчи чи пӗрремӗш ,ҫ Геройӗ Иван Яковлевич Зайцев ҫуралнӑранпа 165 ҫул ҫитрӗ. Ҫак паллӑ куна халалласа Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче анлӑ мероприяти ирттерчӗҫ. Унта округри архив ӗҫченӗсем, администрацин вӗренӳ пайӗнче тӑрӑшакансем, таврапӗлӳҫӗсем, вӗренекенсемпе вӗрентекенсем тата ветеран-педагогсем хутшӑнчӗҫ. Мероприятие муниципаллӑ архив ӗҫченӗсем хӑйӗн ӗҫӗпе пирӗн тӑван тӑрӑха чапа кӑларнӑ паллӑ ентеше асра тытас, унӑн пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашас, пурнӑҫ йӗрне тишкерес тӗллевпе йӗркеленӗ. Чи малтанах пуҫтарӑннисене Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн директорӗ Н.А.Петрова саламлӑ сӑмахпа кӗтсе илчӗ. Округ администрацийӗн архив ӗҫӗн секторӗн завед
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Вӑрҫӑн асаплӑ ҫулӗсем «Колхозниксем валли те услови туса панӑ. 3 хутчен пӗрлешӳллӗ апат ҫиеҫҫӗ, ясли уҫнӑ. Нормӑпа 250 кӗлте вырмалла пулсан А.Петухова 420 кӗлте, И.Исаева 415 кӗлте, А.Волкова 375 кӗлте тата ыттисем те нормӑна ытлашшипех тултарса выраҫҫӗ», «Ленинское знамя» колхозра вӑкӑра кӳлме вӗрентрӗҫ. Халӗ вӑкӑрпа кӗлтесене турттараҫҫӗ», «Район центрӗнчи служащисем августӑн 2-мӗшӗнче «Большевик» колхозра тырӑ вырнӑ ҫӗрте воскресник туса ирттерчӗҫ. Воскресникре ӗҫлесе илнӗ тырӑпа укҫана оборона фондне хываҫҫӗ», «Хирти Выҫлинчи Сталин ячӗпе тӑракан колхозра ҫил арманӗ вӑйӗпе молотилкӑна ӗҫлеттерсе авӑн ҫапас ӗҫре усӑ курма тытӑнчӗҫ. 2 лашаллӑ молотилкӑпа ӗҫлесе кӑна кашни кун 39—40 центнер тырӑ ҫапаҫҫӗ», «Искра 2» колхозра  кӗрхи ҫӗртме тӑвас плана пӗтӗмӗшпех пурн
Нихҫан та шанчӑка ҫухатмалла мар

Нихҫан та шанчӑка ҫухатмалла мар

«Пӳлӗмре тӑватӑ ҫурта ҫуннӑ. Шӑплӑхра вӗсем калаҫнине илтме май пулнӑ. Эпӗ — Лӑпкӑлӑх, тенӗ пӗр ҫурти, анчах та мана хакламаҫҫӗ, ҫавӑнпа сӳнетӗп. Эпӗ — Ӗненӳ, тенӗ тепри, мана шута илмеҫҫӗ те  ҫил вӗрнипе ҫунма чарӑнатӑп. Эпӗ — Юрату, тенӗ виҫҫӗмӗшӗ, мана вырӑна хумаҫҫӗ те тек тӗлкӗшейместӗп. Эпӗ — Шанчӑк,  тенӗ тӑваттӑмӑшӗ, сире тепӗр хут чӗртме, малашне те ҫунма хавхалантарма пултаратӑп». Ҫакӑн пек пысӑк шухӑшлӑ халап каласа парса, ырӑ сӑмахсем каласа ертсе пычӗ районти тӗп библиотекӑра Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунне халалланӑ «Чӗререн чӗре патне» ыркӑмӑллӑх мероприятине Валентина Боровкова. Кунта  сывлӑх енчен ҫирӗпех мар пулин те шанчӑка ҫухатман, округӑн общество, культура, спорт пурнӑҫне хастар хутшӑнакансем тата вӗсене кирек хӑҫан та пулӑшма хатӗр ҫынсем пуҫтарӑннине палӑртрӗ. Кала
Тăлăхскер

Тăлăхскер

(Вĕçĕ). Кукамăшĕ пăшăрханса: «Хĕрĕм, какайне çиеймесен те шỹрпине те пулсан сып-ха, сып. Тен, вăй кĕрĕ…» — тесе вăрçнăнах ỹкĕтлерĕ пулин те, икĕ-виçĕ кашăк кăна сыпрĕ тутлă яшкана амăшĕ. Кулянтарасшăн пулман çав ĕнтĕ пĕчĕк ачана. «Юрик, ывăлăм, уçă сывлăша тух, юлташусемпе выля, шыва кĕме кайăр, килте ан лар. Эпĕ выртса илем-ха, вăй çукрах…» — тесе урама кăларасшăнччĕ амăшĕ. Пĕчĕкскер, ача ăс-пуçĕпе ăнланман çав ун чухне чи çывăх çынсем те кайма пултарасса. Кукамăшĕ куçĕсене вăрттăн шăлнине пĕрре мар асăрханă та, инкек хăйсен килне паян-ыран килесси пуçра та пулман. Амăшĕ вара нумаях та пурăнаймарĕ. Пĕр ир куçне уçсанах кукамăшĕ сĕтел хушшинче хытса кайнăн ларнине асăрхарĕ Юрик. Куçĕсенчен куççуль шăпăртатса юхать. Çакăн пек сасăсăр хỹхлеве курма пушшех те хăрушă иккен. Амăшĕ хускан
Профессире чи лайӑххи

Профессире чи лайӑххи

Ҫак кунсенче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чи лайӑх муниципаллӑ служащисене наградӑланӑ. Ҫак чыса тивӗҫнисем хушшинче пирӗн округ администрацийӗн вӗренӳ пайӗн опекӑпа попечительлӗх секторӗн заведующийӗ Татьяна Галзанова та пур. Татьяна Николаевна «Чӑваш Республикинчи чи лайӑх муниципаллӑ служащи» конкурса хутшӑнса социаллӑ проект хатӗрленӗ. Вӑл ача усрава илес текенсене ҫак пысӑк утӑма тума туллин хатӗрленме, ачасене, уйрӑмах сывлӑх енчен уйрӑмлӑхсем пуррисене, тимлӗ те шанчӑклӑ ҫемьесене лекме пулӑшать. Ҫак проекта пурнӑҫа кӗртни усрава илнӗ шӑпӑрлансене каялла ача ҫурчӗсене тавӑрса парассине чакарма май парӗ. Пӗтӗмлетӳсем хыҫҫӑн  Т.Галзанован ӗҫӗ 3-мӗш вырӑна тивӗҫни палӑрнӑ. Татьяна Николаевна — пуян опытлӑ специалист. Вӑл 25 ҫул вӗренӳ пайӗнче вӑй хурать. Кашни ӗҫе пыс
Вунӑкунлӑхра йӳнӗрех

Вунӑкунлӑхра йӳнӗрех

2026 ҫулхи 1-мӗш ҫур ҫулта илсе тӑма Раҫҫей почти ҫырӑнтару вунӑкунлӑхне ирттерет. Декабрӗн 3—13-мӗшӗсенче эсир «Каҫал ен» хаҫата йӳнӗрех хакпа ҫырӑнма пултаратӑр. Ҫак тапхӑрта «Каҫал ен» хаҫата пӗрремӗш ҫур ҫулта почтальонсем урлӑ илсе тӑма ҫырӑнмалли хак — 516  тенкӗ те 48 пус.                                                              Хаҫат ҫырӑнӑр, малашне те пӗрле пулар! Хаҫат редакцийӗ.
Юбилейпе саламланӑ

Юбилейпе саламланӑ

Ноябрӗн 23-мӗшӗнче Элпуҫ ялӗнче пурӑнакан Анна Маркова 90 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Ӑна ҫак паллӑ пулӑмпа саламлама хаклӑ хӑнасем килсе ҫитнӗ. Округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ — территорисене тирпей-илем кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ   А.Г.Кузьмин, Элпуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ Р.Ф.Асеинов, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ, «Дружба» ЯХПК председателӗ Р.М.Мансуров, Комсомольскинчи районти тӗп больницӑн тӗп врачӗ И.И.Ефремова, Кайнлӑк территори уйрӑмӗн начальникӗ Л.П.Афанасьева, Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи ветерансен Канашӗн председателӗ Р.Ф.Розова, Элпуҫ территори уйрӑмӗн культура ӗҫченӗсем юбиляра ырлӑх-сывлӑх, телей, тата нумай ҫул ҫывӑх ҫынсен ӑшшипе киленсе пурӑнма суннӑ, парнесемпе савӑнтарнӑ. Культура ӗҫченӗсем илемлӗ юрӑсем шӑрантарса савӑк кӑмӑл пар
Медицина ветеранӗ – 100 ҫулта

Медицина ветеранӗ – 100 ҫулта

Паян, ноябрӗн 28-мӗшӗнче, медицина службин ветеранӗ Зоя Коновалова 100 ҫул тултарчӗ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне сывлӑха сыхлас, ҫынсене пулӑшу кӳрес ӗҫе халалланӑ. Зоя Николаевна Куславкка районӗнчи Ырашпулӑх ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ ҫӗршывшӑн йывӑр вӑхӑтсене лекнӗ. Выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнсан та, мӗн пӗчӗклех йывӑр ӗҫе кӳлӗнсен те хӗр чунпа хытман, кӑмӑл ӑшшине ҫухатман, яланах ҫынсене пулӑшма тӑрӑшнӑ. Зоя шур халатлӑ ӗҫчен пулас ӗмӗтне пурнӑҫласа Шупашкарти фельдшер шкулне вӗренме кӗнӗ. Унӑн вӗренӳ вӑхӑчӗ шӑпах Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн синкерлӗ ҫулӗсене лекнӗ. Шкула Сӗнтӗрвӑрри хулине куҫарса кайнӑ пулнӑ. Йывӑрлӑхсем пулсан та Зоя Николаевна фельдшер профессине алла илме ӑнтӑлнӑ, кирлӗ пӗлӳ илсе 1945 ҫулта ҫамрӑк специалист пулса тӑнӑ. Ӑна Комсомольски больницине эпиде
Патриотлӑх воспитанийӗ  тӗп вырӑнта

Патриотлӑх воспитанийӗ  тӗп вырӑнта

Ноябрӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта «10 граней патриотизма» ятпа республика шайӗнчи патриотлӑх форумӗ иртнӗ. Ӑна Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Чи малтанах форума пуҫтарӑннисене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О.А.Николаев салам сӑмахӗ каланӑ. Вӑл патриотла воспитани паянхи кун пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине, ҫамрӑксенче Тӑван ҫӗршывшӑн мӑнаҫлӑх туйӑмӗ вӑратма пулӑшнине палӑртнӑ. Малалла ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗпе Д.В.Андреевпа калаҫу ирттернӗ. Ун вӑхӑтӗнче хӑюлӑхпа, чыспа, ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусем тавра калаҫнӑ.   Форум ӗҫне 10 направленипе ирттернӗ, ҫав шутра: культура, экологи, спорт, педагогика, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси, ҫемье, наука, истори, медиа тата ыркӑмӑллӑх. Пуҫтарӑннисем кашни енпех пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ, вӑл е ку сф
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли).). Вӑрҫӑн асаплӑ ҫулӗсем «Народный учитель» ятлӑ танк колоннине тума укҫа пухас ӗҫ шкулсенче сарӑлсах пырать. Мартӑн 1-мӗшне районӗпе пурӗ 642 тенкӗ пухнӑ» текен хыпарсем час-часах тӗл пулаҫҫӗ. «Чӗчкенти «Игенче» колхоз активӗ самолетсен  «Осоавиахим Чувашии» звенине тума 600 тенкӗ ытла пачӗ», «Интернационал» колхозри  колхозниксемпе колхозницӑсем самолетсен «Осоавиахим Чувашии» звенине тума 1700 тенкӗ пухса пачӗҫ», «Мурат» колхозри колхозниксемпе колхозницӑсем танксен  «Колхозник Чувашии» колоннине тума укҫа-тенкӗ пухас ӗҫе активлӑ хутшӑнаҫҫӗ. Колхоз членӗсем хӑйсем перекетлесе хӑварнӑ укҫисенчен 21000 тенкӗ пама ҫырӑнса, халӗ 17000 тенкине пачӗҫ», «Октябрь ялавӗ» хаҫат редакцийӗпе типографинче ӗҫлекенсем  «Работник печати» ятлӑ танк колонни тума икӗ кунхи  ӗҫ укҫине
«Тăлăхскер»

«Тăлăхскер»

(МАлалли). Каярахпа кăна, вăхăт иртсен, кукамăшĕ ку тĕнчере текех çуккине асăрханса пĕлтерчĕ воспитательница. Ял çыннисем те аса илмерĕç курăнать тăлăха. Тирпейлесе пытарчĕç те кинемее, манăçăнчĕ вăхăтлăха Красновсен йăхĕ, пулман та тейĕн. Çулла час ир пулать çав. Усал тĕлĕкпе вăраннăскере ыйхă хăйĕн ытамне тек илесшĕн пулмарĕ курăнать. Диван çинче çывăракан Сергее вăратас мар тесе сас-чỹ кăларасран асăрханчĕ вăл. Ĕнер ача чухнехи тантăшĕн мăшăрĕ, вăхăт каç еннелле сулăннине пăхмасăр, наччасра тепĕр хутчен тасатса-çуса тухрĕ кỹршисен пỹртне. Тем пек хăйсем патĕнче юлма ỹкĕтлесен те тăван килнех туртрĕ чунĕ арçыннăн. «Акă, тинех тăван килте эс, Юрик…» Хулари хваттер мар та, кунта кĕлеткен кашни клетки каннăн туйăнать. Хăйĕн пĕчĕк пỹлĕмĕнчен халь-халь кукамăшĕ тăрса тухассăн туйăнать.
Уважаемые работодатели!

Уважаемые работодатели!

Комсомольский кадровый центр «Работа России» напоминает, что в соответствии с «Законом о занятости населения в Российской Федерации» №565 — ФЗ от 12.12.2023 года, каждый работодатель обязан сообщать службе занятости о свободных рабочих местах и вакантных должностях, в том числе о потребности в их замещении. Работодатели обязаны информировать государственную службу занятости посредством размещения информации на единой цифровой платформе «Работа в России». Как разместить вакансию? Для этого Вам необходимо перейти на сайт «Работа России» trudvsem.ru — войти в Личный кабинет как работодатель с использованием портала «Госуслуги». Запрещается распространение информации о свободных рабочих местах или вакантных должностях, содержащей сведения дискриминационного характера, а именно ука
Не позднее 1 декабря необходимо уплатить налоги

Не позднее 1 декабря необходимо уплатить налоги

Управление Федеральной налоговой службы по Чувашской Республике напоминает, что приближается срок уплаты гражданами налога на имущество, а также  земельного и транспортного налогов. Уплатить данные налоги за 2024 год необходимо не позднее 1 декабря 2025 года. Исполнить обязанность по уплате налогов можно следующими способами: • на сайте ФНС России через Личный кабинет налогоплательщика или сервис «Уплата налогов и пошлин»; • через банки, банковские терминалы, мобильные приложения банков; • в почтовом отделении; • на Портале государственных и муниципальных услуг. Налоговые уведомления не направляются в следующих случаях: • наличие налоговой льготы, налогового вычета, полностью освобождающего владельца объекта налогообложения от уплаты налога; • если общая сумма
Яланах пӗрле пулар

Яланах пӗрле пулар

Округри почта ҫыхӑну уйрӑмӗсенче «Каҫал ен» хаҫата 2026 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта илсе тӑма ҫырӑнтарасси малалла пырать — почтальонсемпе ҫеҫ тӗл пулмалла, вулаканӑм. Хакӗ — 559 тенкӗ те 14 пус.  Хаҫата альтернативлӑ майпа илсе тӑрас тесен редакцине килсе ҫырӑнмалла, хакӗ — 420 тенкӗ.  Хӑш-пӗр ялсенче  хаҫат-журналпа тивӗҫтерме вӑхӑтлӑха почтальон ҫуккине кура хаҫат редакцийӗ сире альтернативлӑ майпа ҫырӑнма ыйтать. «Каҫал ен» хаҫат кашни килтех пултӑр! ХАҪАТ РЕДАКЦИЙӖ.
Ҫивӗч ыйтусене уҫӑмлатрӗҫ

Ҫивӗч ыйтусене уҫӑмлатрӗҫ

 Ноябрӗн 19-мӗшӗнче пирӗн округра, пӗтӗм республикӑри пекех, Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ.  Информаци кунне округ  пуҫлӑхӗ Николай Раськин  ертсе пычӗ.  Тӗлпулӑва  депутатсем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем,   вӗренӳ учрежденийӗсен директорӗсемпе педагогӗсем,  обществӑлла канаш членӗсем, специалистсем хутшӑнчӗҫ. Пурте пӗрле ҫивӗч ыйтусене пӑхса тухрӗҫ, сӳтсе яврӗҫ. Чи малтанах РФ Ш,Мӗн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Ласточкин финанс хӑрушсӑрлӑхӗ тата ултавҫӑсемпе кӗрешес мерӑсем ҫинчен темӑна уҫӑмлатрӗ. Ку ыйту юлашки ҫулсенче уйрӑмах ҫивӗч. Ултавҫӑсем  халӑха улталама, укҫа-тенкӗ вӑрлама темӗн тӗрлӗ май та шыраса тупаҫҫӗ. Ют ҫынсем каланине  ӗненсе граждансем  хӑйсен ирӗкӗпех миллионшар
Ҫӗнӗ медицина учрежденийӗ уҫӑлӗ

Ҫӗнӗ медицина учрежденийӗ уҫӑлӗ

Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче часах пӗтӗмӗшле тухтӑр практикин ҫӗнӗ уйрӑмӗ уҫӑлӗ. «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туса лартнӑскер ялсенче пурӑнакансене пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе аякка каймасӑр тивӗҫтерес тӗллевлӗ. Паянхи кун тӗлне ку объекта туса пӗтернӗ, халӗ лицензи илмелли тапхӑр пырать. Кирлӗ документсене пурне те хатӗрлесе ҫитерсен ҫӗнӗ медицина учрежденийӗ пӗрремӗш пациентсем валли алӑкӗсене уҫӗ. Кунта Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакансем ҫеҫ мар, Эткер, Хырхӗрри, Хурнай, Кӗтне Пасар, Асанкасси тата Вӑрманхӗрри Чурачӑк ҫыннисем тухтӑрсенчен пулӑшу илме пултарӗҫ.   Ҫурта паянхи стандартсене пӑхӑнса тунӑ. Вӑл пысӑк, ҫутӑ, илемлӗ. Шалта медицина пулӑшӑвӗ пама кирлӗ пӗтӗм техника хатӗрӗ, оборудованисем пур. Тухтӑр йышӑнасса кӗтмелли вырӑнсене те хӑтлӑх кӳнӗ. Ҫурт
Ветерансем экскурсире пулчӗҫ, ӗҫ-хӗлпе паллашрӗҫ

Ветерансем экскурсире пулчӗҫ, ӗҫ-хӗлпе паллашрӗҫ

Нумаях пулмасть пирӗн округ территорийӗнче потребкоопераци ветеранӗсемпе савӑнӑҫлӑ тӗлпулу иртрӗ. Хӑнасене округ пуҫлӑхӗн ял хуҫалӑхӗ, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ — экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Фарад Зейнетдинов, Комсомольски райпо Канашӗн председателӗ Светлана Грачева, «Хлебозавод» ООО директорӗ Дмитрий Галкин, «Кооператор» ООО директорӗ Альбина Краснова тата «Торговый дом» ООО директорӗ Ирина Кочанова ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Вӗсем ветерансене муниципалитетӑн экономика аталанӑвӗ, райпо предприятийӗсен ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ, ҫак отраслӗн йӗркеленӗвӗ ҫине шӑпах ветерансем пысӑк тӳпе хывнине палӑртрӗҫ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче производствӑна ҫӗнетсе пымалли ӑнӑҫлӑ енсене тата пулӑшусен пахалӑхне ӳстермелли майсене те сӳтсе яврӗҫ.
СВО участникӗпе тӗл пулнӑ

СВО участникӗпе тӗл пулнӑ

Чӑн-чӑн патриот пуласси мӗн ачаранах пуҫланать. Ҫакна тӗпе хурса округри шкулсенче тата ача сачӗсенче тӗрлӗрен мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ҫак кунсенче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче 4 «а» класра вӗренекенсем ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗпе, халӗ Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссариатӗнче вӑй хуракан Рияз Феткуллинпа тӗл пулнӑ. Рияз Ринатович ачасене хӑйӗнпе паллаштарнӑ, салтак пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панӑ, СВОра пулнӑ чухнехи самантсене аса илнӗ. Вӗренекенсем питӗ интересленсе итленӗ, ыйтусем парса ҫар ҫыннин пурнӑҫӗ ҫинчен ытларах пӗлме тӑрӑшнӑ. Мероприяти вӗҫӗнче вӗсем Рияз Ринатовича Тӑван ҫӗршыв йывӑрлӑха лексен айккинче юлманшӑн, хӑйӗн ҫар тивӗҫне туллин пурнӑҫланӑшӑн ӑшшӑн тав тунӑ. Людмила Абрамова.
Кадетсем сцена ҫинче маттур

Кадетсем сцена ҫинче маттур

Фестивале Комсомольски 1-мӗш, Комсомольски 2-мӗш, Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам тата Патӑрьел 1-мӗш, Ҫӗрпӳ округӗнчи Ҫӗрпӳ 2-мӗш вӑтам шкулӗсен, Канаш хулинчи патшалӑх службин тата управленин лицейӗн, Вӑрнар округӗнчи Нурӑс вӑтам шкулӗн командисем хутшӑнчӗҫ. Мероприятире Раҫҫей, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ, вырӑс салтакӗсем, офицерсем тата кадетсем ҫинчен юрӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри янӑрарӗҫ. Пӗр пек илемлӗ тумлӑ, сцена ҫинче салтаксем пек тӳп-тӳрӗ ретпе тӑракан кадетсем куракансене юррисемпе ҫеҫ мар, ҫирӗп дисциплинӑпа, хӑйсене сцена ҫинче тытма пӗлнипе те тыткӑнларӗҫ. Мероприятире округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ Ирина Соловьева, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ Альберт Афанасьев та пулчӗҫ. Вӗсем кадетсен хорпа юрлас ӑсталӑхӗ пысӑк пул
Ырӑ ӗҫ тума йывӑр мар

Ырӑ ӗҫ тума йывӑр мар

Ноябрӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 2-мӗшӗччен «Единая Россия» партин пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи «Коробка храбрости» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртет. Ҫак тапхӑрта нумай вӑхӑта тӑсӑлакан сиплев е реабилитаци витӗр тухакан ачасем валли парнесем пуҫтараҫҫӗ. Округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Вячеслав Кополухин, «Единая Россия» партин активисчӗсем Татьяна Краснова тата Герман Михайлов ҫак акцие хутшӑнса чирлӗ ачасем валли кӗнекесем, канцеляри таварӗсем, аталантаракан вӑйӑсем туяннӑ. «Ачасемшӗн тимлӗхе тата вӗсемшӗн тӑрӑшнине туйни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Хӑш-пӗр чухне ӑшӑ сӑмахпа пӗчӗк парне те сывалма пулӑшаҫҫӗ», — палӑртнӑ партин вырӑнти уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан секретарӗ Людмила Макарова. Акцие кашниех хутшӑнма пултарать. Эсир те теттесем туянса (ҫемҫе теттесем пулмалла мар) «Единая Россия» партин вырӑнти у
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Малалли Района туса хунӑ ҫулсенчи пӗрремӗш  утӑмсем Чылай пысӑк вӑл, эпӗ унти хӑш-пӗр йӗркесене илсе кӑтартасшӑн. «Хӗллехи вӑхӑтра. Уй-хир ӗҫӗсем пӗтнинчен пуҫласа ҫурхи ака ӗҫӗсем пуҫланиччен ӗҫе ирхине 9 сехетрен пуҫласа каҫхине 6 сехетчен ӗҫлемелле, кӑнтӑрлахи апата 12 сехетрен 13 сехетчен тумалла. Ҫураки кампанийӗнче ӗҫ ирхине 4 сехетре пуҫланать, ирхи апат — 7 сехетрен пуҫласа 8 сехетчен, кӑнтӑрлахи апат 12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен, лашапа ӗҫлекенсен кӑнтӑрлахи апат 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен, ӗҫ кунӗ хӗвел ансан пӗтет. Лашапа ӗҫлекенсем кашни икӗ сехетрен 10 минутлӑ тӑхтав тӑваҫҫӗ, вӑл вӑхӑтра лашасене, сбруя, инвентарьсене тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫӗртме тунӑ вӑхӑтра. Лашапа ӗҫлекенсем ирхине 3 сехетре ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ, ирхи апат 6 сехетрен пуҫласа 7 сехетчен, кӑнтӑрлахи апа
Пӗвене юшкӑнран тасатнӑ

Пӗвене юшкӑнран тасатнӑ

Ялта хастар та пуҫаруллӑ ҫынсем пур пулсан паянхи кун патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса темӗнле пысӑк ӗҫ те тума пулать. Акӑ, Тукай Мишер ялӗнче пурӑнакансем нумаях пулмасть пуҫаруллӑ бюджет программине пурнӑҫа кӗртсе ялти пӗвене тасатнӑ. Ҫак проекта валли республика бюджетӗнчен, вырӑнти бюджетран укҫа уйӑрнӑ тата халӑх та укҫа-тенкӗ пуҫтарнӑ. Тукай Мишерӗнчи пӗве питӗ илемлӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ. Ӑна сӑртлӑ тата айлӑмлӑ вырӑнсем хупӑрлаҫҫӗ. Пӗве шывӗ хӗвелтухӑҫ енчи ҫӑлкуҫсенчен тата тӗпӗнчи пӑр пек сивӗ ҫӑлран тулса тӑрать. Кунта унччентерех ҫӑрттансем, карпсем тата бычок пулӑ ӗрченӗ, хуркайӑксем, кайӑк кӑвакалсем тата чарлансем ҫу каҫнӑ. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗве юшкӑнпа тулнӑ, ӑшӑхланнӑ. Сӑртлӑ енче вырнаҫнӑ ял хуҫалӑх ҫӗрӗсенче шӑваракан агрегатсемпе усӑ курнине пула хирсенчи пылчӑк пӗ
Ятарлӑ вӗренӳ иртнӗ

Ятарлӑ вӗренӳ иртнӗ

Ноябрӗн 19-мӗшӗнче «Восток М-12» автоҫул ҫинче метеорологи условийӗсем япӑхланнипе ҫыхӑннӑ чрезвычайлӑ лару-тӑрусемпе кӗрешес енӗпе тактикӑлла ятарлӑ вӗренӳ ирттернӗ. Пирӗн округ ӑшӑнмалли тата апатланмалли пункт йӗркелес енӗпе яваплӑ пулнӑ. Вӗренӗвӗн тӗп тӗллевӗ — республикӑри чрезвычайлӑ лару-тӑрусемпе кӗрешекен тытӑмӑн территори пайӗсен тата управлени органӗсен ертӳлӗхӗн пӗлӗвне тата практика хӑнӑхӑвне тарӑнлатасси. Ун вӑхӑтӗнче ҫул-йӗр ҫинче инкексем сиксе тухсан мӗн тумаллине, шар курнӑ ҫынсене мӗнле пулӑшу памаллине ӗҫпе кӑтартса панӑ. Вӗренӳ маларах палӑртнӑ йӗркепе иртнӗ. Пурте хӑйсен тивӗҫӗсене яваплӑха туйса, туллин пурнӑҫланӑ. Ҫакӑн пек тренировкӑсем малашне инкеклӗ лару-тӑру пулас пулсан кирлӗ пулӑшӑва ҫухалса каймасӑр, хӑвӑрт пама май параҫҫӗ.   (ХАМӐР ИНФ)
Коммуналлӑ пулӑшусемшӗн ытларах тӳлеме тивӗ

Коммуналлӑ пулӑшусемшӗн ытларах тӳлеме тивӗ

Ҫакӑ мӗнпе ҫыхӑннӑ? Йӑлари хытӑ каяшсене мӗнлерех тирпейлесе тӑмалла? Регионта экологипе ҫыхӑннӑ лару-тӑру мӗнлерех? Чӑваш Республикинчи муниципалитет пӗрлешӗвӗсенче граждансем коммуналлӑ пулӑшусемшӗн тӳлемелли виҫе улшӑнасси тарифсене ҫулсеренех индексациленипе пулать. Кашни ҫулах тарифсене индексацилени вара ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх инфратытӑмне аталантарассипе, унӑн ӗҫне пӗр чарӑнми йӗркелесе пырассипе ҫыхӑннӑ. Ку чухне вара халӑха ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пулӑшӑвӗсемпе пахалӑхлӑ тивӗҫтересси ҫине пусӑм тӑваҫҫӗ: ӑшӑ тата шыв трассисене юсаҫҫӗ, коммуналлӑ инфратытӑмӑн объекчӗсене ҫӗнетеҫҫӗ. 2026 ҫулта Раҫҫейри социаллӑ экономика аталанӑвӗн Прогнозӗ тӑрӑх граждансен коммуналлӑ пулӑшусемшӗн тӳлемелли тарифсен виҫисем ӳсеҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ пек июлӗн 1-мӗшӗнчен мар, октябрӗн 1
Тӑлӑхскер

Тӑлӑхскер

Лидия Филиппова Малалли. Самай аслă çулсенчи икĕ арçын ачасем пек ыталашнă-тĕрткелешнине кура Сергей çул хĕрринчи çутă кăвак тĕслĕ «Тойота» патне таврăнчĕ, кансĕрлес мар терĕ пулинех. — Эс килессе пĕлнĕ пекех яла персе çитрĕм паян Шупашкартан. Чĕре сисрĕ пулĕ. Эрнекун-ха, терĕм, ĕç вăл вилсен те виçĕ куна теççĕ. Мăшăра лартрăм та вĕçтертĕм яла. Куран, ялтан та уйрăлас темерĕмĕр, атте-анне килĕн вучахне сỹнтерес килмерĕ. Анне, пурăннă чухне, пĕрмай: «Мăрьерен тĕтĕм тухма ан пăрахтарăр, яла ан пăрахăр, ваттисен йăлисене ăруран ăрăва тытса пырăр, ял халăхĕпе пĕрле пулăр…» — тетчĕ. Вăл та çук ĕнтĕ. Эпĕ вара, кĕçĕнни пулнă май, кил-çурта çĕнетес терĕм. Хăçан та пулин Юрик те çаврăнса тухатех, теттĕм. Сирĕн умра машина чарăнсанах чĕре кăртлатса илчĕ, улталамарĕ. Акă тинех тĕл пултăмăр
Уход входит в стаж

Уход входит в стаж

Расскажем, как учесть периоды ухода за гражданами старше 80 лет и инвалидами I группы в страховой стаж.  Период ухода за людьми с инвалидностью I группы или лицами старше 80 лет по-прежнему будет учитываться в страховой стаж трудоспособным гражданам — 1,8 ИПК за полный год.  С начала 2025 года гражданам, осуществляющим уход, не осуществляются ежемесячные выплаты. Выплата в размере 1314 рублей автоматически назначена региональным Отделением СФР в виде надбавки к пенсии непосредственно инвалидам I группы и лицам старше 80 лет.  Факт ухода фиксируется двумя способами: — после его завершения (например, если он вышел на работу или на пенсию); — по прошествии одного или нескольких лет ухода (например, если уход начался в 2025 году, подтвердить можно в 2026 году или
В Чувашии за 10 месяцев собрано свыше 182 млрд рублей налогов

В Чувашии за 10 месяцев собрано свыше 182 млрд рублей налогов

В республике за январь — октябрь 2025 года мобилизовано 182,1 млрд рублей налогов, сборов и страховых взносов на обязательное социальное страхование, администрируемых налоговыми органами, или на 28,1% больше января — октября 2024 года. Поступление налоговых платежей составило 133,2 млрд рублей, или 132,8% к соответствующему периоду прошлого года и обеспечено налогом на добавленную стоимость — на 39%, налогом на прибыль — на 26,2%, налогом на доходы физических лиц — на 19,5%, налогами на совокупный доход — 6,6%, налогами на имущество — на 4%, акцизами — на 3% и остальными налогами и сборами — на 1,7%. В федеральный бюджет собрано 65,2 млрд рублей, или на 47,7% больше января — октября 2024 года. Налоговые поступления обеспечены в основном налогом на добавленную стоимость — на 79,7%, н
Орден каваларӗпе тӗл пулчӗҫ

Орден каваларӗпе тӗл пулчӗҫ

Совет Союзӗ вӑхӑтӗнчи чи пысӑк награда Ленин орденӗ пулнӑ. Ӑна 1930 ҫулта ҫирӗплетнӗ. Унпа ҫапӑҫура паттӑрлӑх кӑтартнӑ, ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ ҫынсене наградӑланӑ. Пирӗн районпа ҫыхӑннӑ 46 ҫын Ленин орденне тивӗҫнӗ. Вӗсен хушшинче пирӗн тӑрӑхра ҫуралса урӑх ҫӗрте палӑрнӑ, ют тӑрӑхран килсе пирӗн патра ӗҫлесе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ ҫынсем те пур. Паянхи кун Ленин орденне тивӗҫнӗ округра икӗ ҫын пурӑнать. Вӗсенчен пӗри — Тукай ялӗнчи Роман Григорьевич Афанасьев. Ҫак кунсенче Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗнче ӗҫлекенсем, архив ӗҫченӗсем Роман Афанасьевпа тӗлпулу йӗркелерӗҫ.  Тӗлпулӑва округри таврапӗлӳҫӗсен совечӗн председателӗ С.Ф.Кокорева уҫрӗ. «Ҫӗр тата ҫынсем» музей заведующийӗ А.О.Полякова пуҫтарӑннисене районта ҫуралса ӳснӗ, ӗҫлесе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ Ленин ор
Ҫуран ҫӳрекенсен те йӗркене пӑхӑнмалла

Ҫуран ҫӳрекенсен те йӗркене пӑхӑнмалла

Кун кӗскелсех пырать. Ҫавӑнпа та ир каҫ пулать. Тӗттӗм вӑхӑтра водительсене ҫул хӗррипе утакан ҫуран ҫынсене тӳрех  асӑрхама та йывӑр. Ҫавӑнпа та ҫула тухсан фарӑсен ҫутипе ҫын пынине палӑртакан тум тӑхӑнма тӑрӑшмалла е тумтир ҫинче ҫавӑн пек паллӑ пулмалла. Ҫакӑ автотранспорт хатӗрне тытса пыракана умра утакана вӑхӑтра курма май парать. Патшалӑх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем ачан ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑхӗшӗн чи малтан ашшӗ-амӑшӗ яваплӑ пулнине асӑрхаттараҫҫӗ. Тӗттӗм вӑхӑтра вӗсене кӑларса яма тӑрӑшмалла мар, е мӗнле те пулин сӑлтавпа ҫула тухма тивсен  ҫутӑ паракан паллӑ пур япаласем тӑхӑнтартмалла. Ҫавӑн пекех хӑйсен тӗпренчӗкӗсене ҫул-йӗр правилисем пирки тӗплӗн ӑнлантарса памалла. Тӗттӗм, тӗтреллӗ, ҫумӑрлӑ, ҫил-тӑманлӑ вӑхӑтра ҫул ҫине автомашина ҫутипе палӑракан тумсем т
Пирӗн аграрисем яланах малти ретре

Пирӗн аграрисем яланах малти ретре

Нумаях пулмасть Шупашкарта Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗсен кунне халалласа савӑнӑҫлӑ уяв йӗркеленӗ. Унта республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен 800 ытла ял хуҫалӑх ӗҫченӗ пуҫтарӑннӑ. Мероприятире регионти чи тухӑҫлӑ ӗҫлекен хуҫалӑхсене тата организацисене палӑртнӑ. Вӗсене хакланӑ чухне кӑҫалхи тухӑҫа ҫеҫ мар, ӗҫ укҫи шайне, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем тунине, ял хуҫалӑхӗнче усӑ куракан ҫӗрӗн лаптӑкне, пӗлтӗрхипе танлаштарсан кӑтартусем мӗн чухлӗ ӳснине шута илнӗ. Пӗтӗмлетнӗ кӑтартусемпе пирӗн округри хӑш-пӗр хуҫалӑхсем рейтингӑн чи малти йӗркине лекме пултарнӑ. Ҫапла «Комсомольские овощи» агрофирма чи нумай пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерсе ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсем хушшинче 1-мӗш вырӑна тухнӑ, Диплома тивӗҫнӗ. «Слава картофелю» агрофирма пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши
Сӗтрен тӗрлӗ продукци хатӗрлеҫҫӗ

Сӗтрен тӗрлӗ продукци хатӗрлеҫҫӗ

Кашни ял-хуларах ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерекен, тупӑш паракан предприятисем пулни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Кун пек чухне ҫынсем ӗҫ шыраса аякка каймаҫҫӗ, вырӑнтах ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ, малашлӑха шанӑҫпа пӑхаҫҫӗ. Комсомольскинче ҫакӑн пек предприятисенчен пӗри вӑл — сӗт-ҫу комбиначӗ. Ҫак кунсенче округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин унта ҫитсе вырӑнти ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ. Комбинат 2012 ҫултанпа ӗҫлет, ҫак хушӑра вӑл ертӳҫӗсемпе ӗҫченсен тӑрӑшулӑхне, кашни хӑйӗн тивӗҫӗсене пӗлсе пурнӑҫланине кура округри чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан организацисен шутне кӗме пултарнӑ. Юлашки ҫулсенче кунта оборудованине чылай ҫӗнетнӗ, реконструкци тунӑ. Ҫавна май паянхи кун предприяти уйӑхра 150 пин тонна таран сӗтрен продукци хатӗрлеме пултарать. Комсомольскинчи сӗт-ҫу комбинатне округра ҫеҫ мар, ун тулашӗнче те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ку
Ӗҫченсем тӑрӑшаҫҫӗ, кӑтартусем савӑнтараҫҫӗ

Ӗҫченсем тӑрӑшаҫҫӗ, кӑтартусем савӑнтараҫҫӗ

Кӗр хӗл каҫарать, теҫҫӗ халӑхра. Кӗркунне тулӑх сӗтел умӗнче ларас, хӗле тулли пӳлмесемпе кӗтсе илес тесе ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансем ҫуркунне юр кайнӑранпа хире тухнӑ та ҫӑвӗпе те пӗр кана пӗлмесӗр уй-хирте вӑй хунӑ. Ҫанталӑк хӗл еннелле ҫывхарнӑ май халӗ уйсенче тракторсен шавӗ илтӗнми пулчӗ тесен те юрать. Анасем пушанчӗҫ, хресченсен пӳлмисем тыр-пулпа, пахча ҫимӗҫпе тулчӗҫ. Кӑҫалхи тухӑҫ савӑнтарать-ши? Мӗнле кӑтартусемпе вӗҫлерӗҫ-ха округри ял хуҫалӑх организацийӗсем хӗрӳ ӗҫ вӑхӑтне? Округ пуҫлӑхӗн ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗпе — экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗпе Фарад Зейнетдиновпа шӑпах ҫак ыйтусем тавра калаҫрӑмӑр. — Фарад Феридович, чи малтанах ял хуҫалӑх культурисене ҫитӗнтерес ӗҫри кӑтартусене тишкерер-ха. Х
Сотрудниксене саламланӑ

Сотрудниксене саламланӑ

Ноябрӗн 10-мӗшӗ — Раҫҫей Федерацийӗнчи шалти ӗҫсен сотрудникӗн кунӗ. Ҫак ятпа республикӑра  тӗрлӗ мероприятисем  иртнӗ. РФ Шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» уйрӑмӗнче те вӑл кун правӑпа йӗркелӗхе сыхлакансемпе ветерансем пуҫтарӑннӑ. Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин вӗсене професси  уявӗ ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ, округра саккунлӑха сыхлас тивӗҫе туллин пурнӑҫласа пынӑшӑн, пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтернӗшӗн тав тунӑ. Округӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн сотрудниксемпе ветерансене наградӑсемпе чысланӑ. Ҫавӑн пекех полици ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене шалти ӗҫсен министерствин  «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Ласточкин, шалти ӗҫсен органӗсен ветеранӗсен округри совечӗн председателӗ Петр Лапшин тата ыттисем те салам сӑмахӗсем каланӑ. Комсомольс
Чечек ҫыххисем хунӑ

Чечек ҫыххисем хунӑ

Ҫӗнӗ Мӑратри Астӑвӑм садӗнче вӑрӑ-хурахсене хирӗҫ кӗрешсе паттӑррӑн пуҫ хунӑ милиционерсене асӑнса лартнӑ палӑк пур. Вӑл 1927 ҫулта пирӗн тӑрӑхра сӗмсӗррӗн алхаснӑ Калюков бандине тытса чарнӑ чухне вилнӗ Петр Орловпа Борис Александров  милиционерсен паттӑрлӑхне аса илтерсе тӑрать. Вӗсем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр  тискер ушкӑна хирӗҫ тӑнӑ. Ял ҫыннисем шикленмесӗр, лӑпкӑн пурӑнччӑр тесе тытӑҫӑва кӗнӗ. Ҫак кунсенче  паттӑр милиционерсене асӑнса кунта  митинг пулса иртнӗ.  Палӑк умӗнче округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Раҫҫей шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Ласточкин подполковник, шалти ӗҫсен органӗсенче ӗҫленисен ветерансен совечӗн округри уйрӑмӗн председателӗ Петр Лапшин полковник, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн директорӗ Альберт Борисо
Ентешӗсемпе тӗл пулса калаҫнӑ

Ентешӗсемпе тӗл пулса калаҫнӑ

Округра пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу панипе пӗрлех тӑван тӑрӑха вӑхӑтлӑха таврӑннӑ ентешӗсемпе тӗлпулусем те йӗркелеҫҫӗ. Вӗсем аякри хӑрушӑ вырӑнсенчи лару-тӑрупа интересленеҫҫӗ, малашне те мӗн пултарнӑ таран пулӑшма шантараҫҫӗ. Иртнӗ эрнере Ҫӗнӗ Кипеҫри культура ҫуртӗнче «Мужик» хушма ятпа ҫӳрекен ҫар ҫыннипе тӗл пулнӑ. Мероприяти чӗрӗ калаҫу евӗр иртнӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентеш ял ҫыннисен ыйтӑвӗсене хуравласа тӑван тӑрӑхран аякра ҫар службинче тӑракансен пурнӑҫӗ, куллен пурнӑҫлакан ӗҫсем, йывӑрлӑхсем пирки каласа панӑ. Культура ҫурчӗн культорганизаторӗ Анна Можаева  авалтанах  инкекрен хӳтӗлекен, тӑван тӑрӑхпа ҫыхӑнтарса тӑракан тӗрӗллӗ салтак тутри панӑ. Пуҫтарӑннисем ҫар ҫыннине ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу сунса ӑсатнӑ, часах те
«Тӑлӑхскер»

«Тӑлӑхскер»

Калав — Турă ячĕпе ыйтатăп, хăварăр ăна манпах. Пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕм вăл манăн, пĕртен-пĕр хĕвелĕм, пĕртен-пĕр шанчăкăм… Пĕтетĕп эпĕ унсăр, пурăнаймастă-ă-ăп… — чарăнми хỹхлерĕ кинемей. Юлашки вăйне пухса мăнукне ыталасшăн пулчĕ, ун патнелле сулăнчĕ, анчах вăйĕ пĕтсе çитрĕ пулас та урайне йăванса кайрĕ. — Кукама-а-ай! Ан яр мана вĕсемпе, парса ан яр мана-а-а… — куçĕсенчен чарăнми юхакан куççульне тасах мар кĕпе çаннипе шăлса вилнĕ пек выртакан карчăк патне чупса пырса чĕркуçленчĕ арçын ача, унăн аллисене нихăçан уйрăлмасла чăмăртаса лартрĕ. Юхрĕ те юхрĕ таса куççуль ĕçпе пиçĕхнĕ, хытса кушăрханă алăсем çине. Чĕринчи пĕтĕм ырату-çухату юхса тухрĕ пулĕ çавăн чухне ачан… — Юрий Васильевич, чиперех-и эсир? — илтĕнчĕ пăшăрханчăклă сасă. Йывăç çурт умĕнче хытса тăнă арçын патне
Ырӑ ӗҫсемпе пулӑшаҫҫӗ

Ырӑ ӗҫсемпе пулӑшаҫҫӗ

Комсомольски муниципалитет округӗнчи ялсенче пурӑнакансем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем валли хӳтӗлев сеткисем ҫыхасси, плащсем ҫӗлесси, типӗтнӗ  яшка, ҫӑкӑр тата ҫуртасем   хатӗрлесси вӑй илсех пырать. Ку тӗлӗшпе волонтерсен хастарлӑхне те палӑртсах хӑвармалла. Салтаксем патне гуманитари пулӑшӑвӗпе кайса ҫӳреҫҫӗ, салтаксене ҫӗнтерӗве ҫывхартма пур енлӗн хавхалантараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра, акӑ, пур территори уйрӑмӗсенче те тӑрӑшсах ӗҫлеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Хирти Мӑнтӑрсем 321-мӗш хӳтӗлев сетки ҫыхса пӗтернӗ, Хырай Ӗнелсем те вӗсенчен юлмаҫҫӗ.   Комсомольскинчи «Серебряный возраст» центра ҫӳрекенсем   кашни кунпа туллин усӑ курса плащсем  ҫӗлеҫҫӗ, сетка ҫыхаҫҫӗ.  «Ирина Шипатова, Валентина Миронова, Ольга Афанасьева, Елена Тихонова  тата «Серебряный возраст» центр ҫ
Цитата

Цитата

Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ: «Раҫҫейӗн паянхи  музыка картти» фестиваль тепӗр хут пирӗн ҫӗршыври культурӑн пуянлӑхӗпе хавхаланулӑх вӑйне  кӑтартса пачӗ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин палӑртнӑ пек  юрӑ-кӗвӗ юратакансене, музыка деятелӗсене тата ҫамрӑк композиторсене Раҫҫей халӑхӗсен культурин нумайенлӗхне упрас енӗпе пӗрлештерчӗ. Маншӑн ку проект — савӑнӑҫ, хавхалану, хӑпартлану.  Савӑнӑҫ — «Россия» наци центрне  пирӗн пӗтӗмӗшле культура пуянлӑхне курма тата итлеме  пур регионсенчен те килни. Хавхалану — пирӗн ҫӗршыври халӑхсен чун-чӗрене ҫӗклекен тӗрлӗ енлӗ музыка палитри. Хӑпартлану — пуҫаруҫисем эпир пулни, ҫӗршыври творчество юхӑмӗнче  малти ретре тӑни. Эпир проекта ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе, цифра технологийӗпе тата искусствӑлла инте
Пурнӑҫ тӑршшӗпех «ишевре»

Пурнӑҫ тӑршшӗпех «ишевре»

Хаҫат редакцине вӑл пуринчен маларах ҫитетчӗ. Коллективри ытти сотрудниксем пуҫтарӑниччен темиҫе информаци хатӗрлесе хуратчӗ. Вӑл ӗҫленӗ вӑхӑтра паянхи пек интернет пулман та, хыпарсене ӗҫ коллективӗсенчен телефонпа шӑнкӑравласа илеттӗмӗр. Вӑл, маларах парти райкомӗнче ӗҫленӗскер, предприятисемпе организацисен, колхозсен ертӳҫисемпе специалисчӗсене лайӑх пӗлетчӗ. «Эпир райкомра ӗҫленӗ чухне производствӑра ӗҫлекенсем патне час-часах тухса ҫӳренӗ.  Ҫынсемпе курса калаҫса шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлнӗ. Эпӗ колхозсенчи малта пыракан дояркӑсемпе механизаторсене сӑнран пӗлнӗ», — тетчӗ вӑл. Редакцире ӗҫленӗ вӑхӑтра та вӑл ларса тӑман, яланах ҫула тухнӑ. Хуҫалӑхсене ҫитсе пуян содержаниллӗ материалсем хатӗрлесе килетчӗ. Ҫак кунсенче пирӗн пултаруллӑ ӗҫтеш, журналист-ветеран Василий Васильевич Га
Мухтав сана, ҫӗр ӗҫченӗ, сӗтел ҫинчи ҫӑкӑршӑн!

Мухтав сана, ҫӗр ӗҫченӗ, сӗтел ҫинчи ҫӑкӑршӑн!

Аграрисем хирти ӗҫсене вӗҫлесен округра ҫулсерен Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗсен кунне уявлаҫҫӗ. Хальхинче  уява Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи кӑҫал ҫеҫ тӗпрен юсаса хута янӑ  культура ҫуртӗнче ирттерчӗҫ. Унта аграри отраслӗнче вӑй хуракансем, ҫак сферӑра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнисем, чӗннӗ хӑнасем тата ыттисем те йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Уява муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Петр Краснов, Юрий Попов тата Валерий Антонов та хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах депутатсем обществӑлла ӗҫре хастар пулнӑшӑн округ пуҫлӑхне Н.Раськина, «Урожай» колхоз председательне Ю.Егорова  Чӑваш Республикин  Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотине пачӗҫ.  Ҫавӑн пекех ял хуҫалӑхӗнчи чи тӑрӑшуллӑ та пултаруллӑ ӗҫченсене тӗрлӗ шайри наградӑсем
100 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ

100 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ

Турӑ пӳрни е ҫырни, теҫҫӗ халӑхра. Вӑл пурах пулӗ. Пурнан пурнӑҫра ӗмӗрӗпех ялти йывӑр ӗҫре хуҫӑлсан та,  хур-шурне нумай курсан та Хирти ,нел ялӗнче пурӑнакан Мария Степановна Кольцовӑна Турӑ 100 ҫула ҫитме вӑй-хӑват панӑ. Ҫак кунсенче ӑна ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнӗ ятпа, сумлӑ та пысӑк юбилейпе округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина, тӑванӗсем, ял ҫыннисем саламланӑ. РФ Президенчӗн В.Путинӑн саламлӑ открыткине, парнесем панӑ май малалла та сывлӑхпа пурӑнма ырӑ суннӑ. Вӗсем пӗтӗм йывӑрлӑха парӑнтарса ҫак ҫула ҫитме пултарнӑшӑн Мария Степановнӑпа  хӑпартланнине палӑртнӑ. Ҫӗршывра колхозсемпе ял хуҫалӑх артелӗсем йӗркеленӗ вӑхӑтра кун ҫутине килнӗскерӗн вӑрҫӑ умӗнхи к
Пулӑ киленӗҫӗ ӳкӗнӗҫлӗ ан вӗҫлентӗр

Пулӑ киленӗҫӗ ӳкӗнӗҫлӗ ан вӗҫлентӗр

Каҫал тӑрӑхӗнче хӑйсен пушӑ вӑхӑтне сунарта, пулӑра ирттерме кӑмӑллакансем сахал мар. Паллах, хӑйсене ырӑ та усӑллӑ ӗҫпе ҫыхӑнтаракан ҫынсене ырламалла ҫеҫ. Анчах та кирек мӗнле киленӳре те чӑн малтанах хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнмаллине асра тытмалла. Ҫакнашкал ҫирӗп йӗрке ҫыран хӗрринче, кимӗпе кӳлӗ варринче пулӑ тытакансене те пырса тивет. Кӗркуннехи тапхӑрта, ҫанталӑк сивӗтсе пынӑ май пулӑҫӑсен тата ытларах тимлӗ пулмалла. Акӑ, юлашки кунсенче ҫеҫ Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка округӗсенчи ялсенче 33, 47, 57 ҫулсенчи пулӑҫсене ҫӑлав службисем те кирлӗ пулӑшу парса пурнӑҫӗсене сыхласа хӑварайман, вӗсем пурте пулӑ тытнӑ чухне путса вилнӗ. Инкек куҫа курӑнса килмест. Ҫавӑнпа та пулӑ тытма каякансем теветкелленсе йӗркене пӑхӑнманни инкек-синкек патне илсе пыма пултарать.
Яланах пӗрле пулар

Яланах пӗрле пулар

Округри почта ҫыхӑну уйрӑмӗсенче «Каҫал ен» хаҫата 2026 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта илсе тӑма ҫырӑнтарасси малалла пырать — почтальонсемпе ҫеҫ тӗл пулмалла, вулаканӑм. Хакӗ — 559 тенкӗ те 14 пус.  Хаҫата альтернативлӑ майпа илсе тӑрас тесен редакцине килсе ҫырӑнмалла, хакӗ — 420 тенкӗ.  Хӑш-пӗр ялсенче  хаҫат-журналпа тивӗҫтерме вӑхӑтлӑха почтальон ҫуккине кура хаҫат редакцийӗ сире альтернативлӑ майпа ҫырӑнма ыйтать. «Каҫал ен» хаҫат кашни килтех пултӑр! ХАҪАТ РЕДАКЦИЙӖ.
Элпуҫӗнче — ҫӗнӗ асфальт ҫул

Элпуҫӗнче — ҫӗнӗ асфальт ҫул

Чӑваш Енре «Чӑваш Республикин транспорт системине аталантарасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн нумай ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. Элпуҫ ялӗнчи Центральная, Новая тата Нагорная урамсенчи ҫӗнӗ ҫула та шӑпах ҫак программӑпа тунӑ. Ҫак кунсенче ҫӗнӗ асфальт ҫула савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Антонов, Элпуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ Расим Асеинов тата ытти хӑнасем хутшӑннӑ. Вӗсем ял ҫыннисене ҫӗнӗ асфальт ҫула туса пӗтернӗ ятпа ӑшшӑн саламланӑ, ялта пурӑнакансемшӗн ку питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулнине палӑртнӑ. «Ҫак ҫул — пӗрлехи ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗ, халӑх, влаҫ органӗсем тата строительсем пӗрле тӑрӑшсан лайӑх кӑтартусем тума пулнин тӗслӗхӗ. Чӑваш Республикин Правительствине тата проекта пурнӑҫа кӗртес ӗҫе тӳпе хыв
Таса та тирпейлӗ пултӑр теҫҫӗ

Таса та тирпейлӗ пултӑр теҫҫӗ

Хирти Сӗнтӗр  территори уйрӑмӗнчи ялсенче ҫынсем хӑйсем пурӑнакан вырӑн таса та тирпейлӗ пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Кунта пурӑнакансем тӑкӑннӑ ҫулҫӑсене пуҫтарассине, хӑрнӑ йывӑҫ-тӗмсене касассине йӗркеленӗ. Ушкӑнпа тӑвакан ӗҫе чылайӑн хутшӑннӑ. Ҫулсем хӗррисем те хитре пулччӑр тесе тӑрӑшнӑ.  Ҫу кунӗсенче  Хирти Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакансем ялти пӗвене тӗрлӗ япаласенчен, хӑнтӑрсем кӑшласа ӳкернӗ йывӑҫсенчен тасатнӑ. Тасалӑхпа тирпейлӗхшӗн ҫине тӑнине  ырламалла. Округри ытти территори уйрӑмӗсенчи ялсенчи ҫынсен вӗсенчен тӗслӗх илмелли пурах. Хӑш-пӗр тӗлте шкул ачисем, культура ӗҫченӗсем шкулсен, культура ҫурчӗсемпе клубсен, палӑксен ҫывӑхӗнчи тасамарлӑха пуҫтарас тӗлӗшпе субботниксем йӗркеленӗ. Тавралӑха ешӗл сӑн кӗртес тӗллевпе  ҫырмасен, ҫулсен хӗррисене, сад пахчи
Хисеплӗ ҫынсене асӑнса – палӑк

Хисеплӗ ҫынсене асӑнса – палӑк

Ноябрь уйӑхӗн 2-мӗшӗ Йӑлмахвасемшӗн ял историне кӗрсе юлакан самант пулчӗ. Ҫак кун ялти культура ҫурчӗ умне халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫӗнӗ асӑну палӑкне уҫрӗҫ.  1951 ҫулта ялта Луцки салинчен пура илсе килсе ҫӗнӗ ҫурт туса хунӑ. Унта клуб, вулавӑш, фельдшер пункчӗ тата колхоз правленийӗ вырнаҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра ялти Берия ячӗллӗ колхоза Алексей Иванович Волков ертсе пынӑ. Фельдшер пунктӗнче Сиккасси хӗрӗ, медицина лейтенанчӗ Татьяна Анисимовна Емендюкова ӗҫленӗ. Вӑл 25 ҫул хушши ҫак ялта фельдшер пулса вӑй хунӑ, халӑха сипленӗ, пӗчӗк пепкесене ҫут тӗнчене килме пулӑшнӑ. Ялти культура вучахне тата вулавӑша Иван Дмитриевич Дмитриев ертсе пынӑ. Вӑл Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнма та тивӗҫ пулнӑ. Ҫак хисеплӗ ҫынсене асӑнса Йӑлмахва ялӗн хастарӗсем асӑну палӑкӗ хатӗ
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Ҫитес ҫул, 2026 ҫулхи февралӗн 8-мӗшӗнче  «Каҫал ен»  («Октябрь ялавӗ», «Паянхи сас») хаҫат тухма пуҫланӑранпа 95 ҫул ҫитет. Вӑл Патӑрьел районӗнче кун ҫути курнӑ. 1939 ҫулта, район туса хурсан, Комсомольскинче «Октябрь ялавӗ» ятпа тухса тӑма пуҫланӑ. Пӗр ӗмӗре яхӑн вӑл  Совет Союзӗн, Раҫҫейӗн, республикӑн хыпарӗсене пӗлтерсе тӑрать, район историне ҫыраканӗ тесен те тӗрӗсех пулӗ. Кивӗ хаҫатсене пӑхса ларатӑн та, вӗсенче пирӗн тӑрӑхра пулса иртнӗ пур ӗҫсене ҫутатса пынӑ, вӑл е ку вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсем ҫинчен каласа панӑ, предприятисемпе организацисен, учрежденисен, колхозсен  ӗҫӗ-хӗлне пӗлтерсе тӑнӑ. Шел, хаҫатӑн малтанхи пур номерӗсем те редакци архивӗнче сыхланса юлман. Вӗсем, паллах, Мускаври, Шупашкарти архивсенче тирпейлӗн упранаҫҫӗ. Ҫитес ӑрура пурӑнакансем вӗсем
Ырӑ ӗҫ ҫӗре ӳкмест

Ырӑ ӗҫ ҫӗре ӳкмест

Кӗркуннехи  каҫсем питӗ тӗттӗм. Ҫӗрле урам тӑрӑх утма йывӑр. Заводская урамра  юпасем ҫинче хунарсем пулманнипе ҫынсене ҫӳреме кансӗрччӗ. Каҫпа ҫутӑ паракан хунарсем лартас ыйтупа тӗрлӗ ҫӗре ҫитрӗмӗр, усси пулмарӗ. Ун хыҫҫӑн ҫак ыйтупа округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ В.В.Кополухин патне тухрӑмӑр. Вячеслав Витальевич нумай кӗттермерӗ, ҫак ыйтӑва татса пама пулӑшрӗ. Халӗ каҫпа урамра хунарсем ҫунаҫҫӗ. Ҫакӑншӑн ӑна чун-чӗререн тав тӑватпӑр. Ырӑ ӗҫ ҫӗре ӳкмест, теҫҫӗ. Малашне те унӑн сывлӑхӗ, вӑй-халӗ пултӑр.  Заводская урамра пурӑнакан Н.Смирнов, Л.Петрова, В.Долгова, Т.Лепешкина тата ыттисем.
Своевременно оплати налоги

Своевременно оплати налоги

Напоминаем, что для своевременного исполнения физическими лицами налоговых уведомлений за 2024 год остается совсем мало времени. 1 декабря истекает срок для своевременной оплаты физическими лицами налогов на имущество, указанных в направленных им уведомлениях за 2024 год. Форма налогового уведомления включает: — налоги, подлежащие уплате; — сведения об объектах налогообложения, налоговой базе, сроке уплаты налогов;  — реквизиты, необходимые для их перечисления в бюджетную систему РФ (QR- и штрих-код, УИН, банковские реквизиты платежа). Оплатить налоги на ЕНС можно с помощью сервиса «Уплата налогов и пошлин» (clck.ru/3Q6Ekj), в личном кабинете налогоплательщика (clck.ru/3Q6EoB), личном кабинете на ЕПГУ. Достаточно ввести реквизиты банковской карты или воспользоват
Ултавҫӑсем улталаҫҫӗ, укҫа-тенкӗсӗр хӑвараҫҫӗ

Ултавҫӑсем улталаҫҫӗ, укҫа-тенкӗсӗр хӑвараҫҫӗ

Юлашки вӑхӑтра теприн шанӑҫӗпе усӑ курса тӑвакан пеступленисен шучӗ ӳссех пырать. Киревсӗр  тӗслӗхсем пирки  хаҫатра, социаллӑ тетелсенче ҫырсах тӑратпӑр пулсан та, преступниксенчен хур тӳсекенсен шучӗ чакмасть. Ытларах тӗслӗхре укҫа-тенке хамӑр  алӑпах ют ҫынсене куҫарса паратпӑр мар-и? Шел пулин те, ултав схемисем  ҫӗнелсех, преступниксем чееленсех пыраҫҫӗ. Асӑннӑ преступленисене темиҫе ушкӑна пайлама пулать.  Чылай  тӗслӗхре преступниксем хӑйсене банк, полици, налук, прокуратура, сотовӑй оператор, хӑрушсӑрлӑх службин, Пӗрлехи  патшалӑх порталӗн... ӗҫченӗсем тесе шӑнкӑравлаҫҫӗ, тӗрлӗ енлӗ информаципе сехӗрлентереҫҫӗ. Тӳрех хӑраса  ӳкнӗ ҫынна шанӑҫа кӗртме ансат пулнине  лайӑх ӑнланаҫҫӗ вӗсем: кӗске вӑхӑтра кирлӗ даннӑйсене ыйтса пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑн  пекех халӑх интернет урлӑ тавар туяннӑ-
Цитата

Цитата

 Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ: «Республикӑн агропромышленноҫ комплексӗ экономикӑна пысӑк тӳпе хывать, чӑваш апат-ҫимӗҫӗн экспорчӗ 30 ытла ҫӗршывпа пурнӑҫланать. Эпир ҫирӗппӗн малалла утатпӑр: малта пыракан технологисемпе _ типтерлӗ ҫӗр ӗҫӗпе, роботизаципе тата ҫӗнӗ йышши мониторинг системисемпе усӑ курса ял хуҫалӑхӗнче цифровизаци тӑвас енӗпе Чӑваш Ен Раҫҫейре 4-мӗш вырӑнта. 19 пине яхӑн ӗҫчен регионӑн тата ҫӗршывӑн апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтереҫҫӗ. Эпир малашне те аграри секторне пур енлӗн пулӑшӑпӑр, ял территорийӗсене аталантарса пырӑпӑр».
Ӗҫ кал-кал, ӳсӗмсем кӑтартуллӑ

Ӗҫ кал-кал, ӳсӗмсем кӑтартуллӑ

Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тата фермер хуҫалӑхӗсенче хӗрӳ ӗҫ вӑхӑчӗ вӗҫленчӗ. Уй-хирсенче  ӗҫ шавӗ ҫук, тыр-пула пӗтӗмпех пуҫтарса кӗртнӗ, пӳлмесем тулли, выльӑх-чӗрлӗх апачӗ ҫителӗклӗ хатӗрленӗ. Пӗтӗмлетӳ тума вӑхӑт. Шӑпах ыран, ноябрӗн 1-мӗшӗнче, округра  ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене чыслаҫҫӗ. Эпир вара уяв умӗн «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗнче пулса куртӑмӑр, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансемпе тӗл пултӑмӑр. Выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансен  ӗҫ кунӗ ир-ирех пуҫланать. Вӗсем пуринчен малтан тӑраҫҫӗ, килти ӗҫсене пурнӑҫласа ӗҫе ҫитеҫҫӗ.  «Рассвет» ЯХПК-ра тӑрӑшакансем ӗҫе вӑхӑтра ҫитсе выльӑх-чӗрлӗхе апатлантарма, ӗнесене сума, пӑрусене пӑхма васкаҫҫӗ. Кунта тумаллине кая хӑварма юрамасть, ҫакна пурте лайӑх пӗлсе тӑрӑшаҫҫӗ те.  Эпир пынӑ вӑхӑтра выльӑх-чӗрлӗх ферминче пурте тӑрӑ
Константиновсен ҫемье династине тӑсать

Константиновсен ҫемье династине тӑсать

Ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ, нихӑҫан та ӳркенсе тӑман ҫынсем халӑх хушшинче яланах хисепре. Шӑпах вӗсем ҫинче ял тытӑнса тӑрать те. «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗнче вӑй хуракан Александр Константинов ырми-канми, пархатарлӑ  ӗҫӗпе хисепе тивӗҫнӗ. Вӑл нумай ҫул трактористра, комбайнерта тӑрӑшать, хӑйӗн ӗҫне яланах кирлӗ пек пурнӑҫласа пырса  вырӑнти хуҫалӑх аталанӑвне пысӑк    тӳпе хывать.  Александр Чӑваш Элпуҫ ялӗнче 1977 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗ. Унӑн ашшӗпе амӑшӗ Алексей Матвеевичпа Любовь Анатольевна пӗрремӗш ывӑл ҫуралнӑ ятпа питӗ савӑннӑ,  тивӗҫлӗ воспитани пама тӑрӑшнӑ. Ывӑл ытларах ашшӗ ҫумӗнче ӳсни вӑрттӑнлӑх мар. Александр та, унӑн шӑллӗ Юрий те мӗн пӗчӗкрен ашшӗ ӗҫленине сӑнама юратнӑ, ӑна май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшнӑ. Шӑпах Алексей Матвеевич ывӑ
Хастар волонтера – пысӑк Тав

Хастар волонтера – пысӑк Тав

Октябрӗн 28-мӗшӗ Чӑваш Енре Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ строительсене аса илмелли кун шутланать. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн Указӗпе ҫирӗплетнӗскере кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут паллӑ тунӑ. Ҫак кун Шупашкарта хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫынсен паттӑрлӑхне асра тытса ятарлӑ мероприяти йӗркеленӗ. Унта паянхи паттӑрсене те — ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, вӗсене куллен пулӑшу кӳрекен волонтерсене йыхравланӑ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, пирӗн округра та СВОри ентешсене пулӑшас енӗпе активлӑн ӗҫлеҫҫӗ. Кашни ялта тенӗ пекех культура ҫурчӗсенче, шкулсенче маскировка тетелӗсем ҫыхаҫҫӗ, окоп ҫуртисем хатӗрлеҫҫӗ, час-часах гуманитари пулӑшӑвӗсем ӑсатаҫҫӗ. Ку енӗпе пысӑк активлӑх кӑтартакан волонтерсене мероприятире Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗн Тав хучӗпе наградӑланӑ. Ҫак чыса тивӗҫн
Пӗрле – пӗр тӗллев патне

Пӗрле – пӗр тӗллев патне

Ҫӗнтерӗве ҫывхартас ӗҫре ватти те, ҫамрӑкки те пӗр шухӑшлӑ пулса тӑрӑшни кирлӗ. Пурте пӗрле кар тӑрсан пире нимӗнле тӑшман та ҫӗнтереймӗ. Ҫак шухӑша тӗпе хурса ҫывхарса килекен Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн, октябрӗн 29-мӗшӗнче, Комсомольскинчи аслӑ ӑрӑвӑн хутшӑну центрне ҫӳрекенсем тата «Единая Россия» партин «Молодая гвардия» ушкӑнӗн активисчӗсем пӗрле пуҫтарӑнса СВОри ентешсене пулӑшас енӗпе пысӑк ӗҫ пурнӑҫланӑ. Тивӗҫлӗ канурисемпе ҫамрӑксем маскировка тетелӗсем тата дронран хӳтӗлекен утиялсем хатӗрленӗ. Мероприяти пурин те пӗр тӗллев пур чухне ӳсӗмри уйрӑмлӑхсем витӗм кӳменнине кӑтартса панӑ. Пӗрле килӗштерсе тусан темле ӗҫ те ӑнать. Пӗрлӗхре —  вӑй тесе ахальтен каламаҫҫӗ. Надежда Юманова.  
Ҫӗнӗ тракторсемпе тивӗҫтернӗ

Ҫӗнӗ тракторсемпе тивӗҫтернӗ

Иртнӗ эрнере Чӑваш Енри хуласемпе муниципаллӑ округсен хуҫалӑхӗсем ҫӗнӗ коммуналлӑ техникӑпа пуянланнӑ. Техника паркне ҫӗнетни хуласемпе ялсенчи тасалӑхпа йӗркене лайӑхрах тивӗҫтерме пулӑшас тӗллевлӗ. 23 техника хатӗрне «Тракторные заводы» Концернран пурӗ 92 миллион тенкӗпе туяннӑ. Кашни округах ҫӗнӗ «Агромаш 90ТК» трактора тивӗҫнӗ. Унпа ҫул-йӗр строительствинче тата коммуналлӑ сферӑра, ял хуҫалӑхӗнче анлӑн усӑ курма пулать. «2021 ҫулта эпир СПИК 2.0 ятарлӑ инвестконтракт тӑрӑх пӗчӗк тата вӑтам хӑватлӑ тракторсене туса кӑларас енӗпе килӗшӳ ҫырнӑччӗ. Халӗ ӑна пурнӑҫланине ӗҫпе ҫирӗплетрӗмӗр. Санкцисем хӗстернине пӑхмасӑр эпир пур чӑрмавсене те ҫӗнтертӗмӗр, ЖКХ тытӑмӗнче, агросекторта тата ытти енсенче шанчӑклӑн ӗҫлекен машинӑсем кӑларассине ҫӗнӗрен хута ятӑмӑр. Ҫакӑн пек тракторсене 10
Ӗҫ паттӑрӗсем асран тухмаҫҫӗ

Ӗҫ паттӑрӗсем асран тухмаҫҫӗ

Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫӗрте ӗҫ паттӑрлӑхӗ кӑтартнӑ строительсене аса илмелли кун Йӑлмахва ял ҫыннисем ҫак ӗҫе хутшӑннӑ ентешӗсене асӑнса лартнӑ мемориал патне пуҫтарӑннӑ. ГСВГ ветеранӗсен организацийӗн ертӳҫи Николай Смирнов митинга уҫса халӑхӑн ӗҫ паттӑрлӑхне пирӗн яланах асра тытмаллине палӑртнӑ. Павел Зайцев таврапӗлӳҫӗ пуҫтарӑннисене хӳтӗлев чиккисене тӑвас ӗҫе хутшӑннӑ ял ҫыннисем ҫинчен каласа панӑ. Вӗсен ячӗсем ялӑн историне ылтӑн саспаллисемпе кӗрсе юлнӑ. Павел Николаевич хӑш-пӗр пулӑмсем халӑх асӗнчен нихӑҫан та тухманнине, ҫулсем иртнӗҫемӗн тата та пӗлтерӗшлӗрех пулса пынине палӑртнӑ. Ҫавна тӗпе хурса ӗнтӗ Куславкка округӗнче темиҫе ҫул каялла «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориал комплексӗ уҫнӑччӗ. Йӑлмахва ялӗн хастарӗсене те ҫак кунсенче унта йыхравланӑ.
Грипран прививка тӑваҫҫӗ

Грипран прививка тӑваҫҫӗ

Нумаях пулмасть Чӑваш Ене грипран хӳтӗлекен вакцинӑн 168 пин ытла дозине илсе килнӗ, ҫав шутра 36 пин ытла доза ачасене тата ача кӗтекен хӗрарӑмсене иммунизаци тумалли «Ультрикс-квадри», 132 пин ытла доза — ҫитӗннисене прививка тумалли «Совигрипп» тата «Флю-М». Вакцинӑсене регионти медицина организацийӗсене валеҫнӗ. «Вакцинаци — гриппа кӗрешмелли чи лайӑх мелсенчен пӗри. Прививка туни гриппа чирлессине нумай хут чакарать, чир ерсен те ӑна ҫӑмӑлрах чӑтса ирттерме пулӑшать», — палӑртнӑ Чӑваш Республикин  сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Лариса Тарасова. Республикӑра пурӑнакансем хӑйсен ҫывӑхӗнчи поликлиникӑсенче, фельдшерпа акушер пункчӗсенче тата вакцинацин мобильлӗ пункчӗсенче прививка тутарма пултараҫҫӗ.     
Инкек ан пултӑр

Инкек ан пултӑр

Чӑваш Республикин Правительство ҫуртӗнче эрнесерен иртекен планеркӑра кӗркуннехи-хӗллехи тапхӑрта шывсем ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑри юханшывсемпе пӗвесенче 29 инкек пулнӑ, вӗсенче 26 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫанталӑк сивӗтнӗҫемӗн пулакан инкексен тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри — пулӑ тытма ҫӳхе пӑр ҫине кӗни. Ҫавӑнпа та ку енӗпе халӑхпа профилактика ӗҫӗ ирттерессине вӑйлатма хушнӑ. Ҫавӑн пекех вӗрентӳ учрежденийӗсенче те калаҫусем ирттермеллине палӑртнӑ. Ҫанталӑк малашне сивӗтсех пырать. Юханшывсене пӑр ҫирӗпленмесӗр кӗме ан васкӑр.  Тимсӗрлӗх пысӑк инкек патне илсе ҫитерме пултарать. Ку темӑпа шкулсенче те ӑнлантару ӗҫӗсем тумалла. Ремис Шарафутдинов, округ администрацийӗн  ятарлӑ программӑсен пайӗн начальникӗ.
Сиенлӗ йӑла – тӑшман

Сиенлӗ йӑла – тӑшман

Октябрӗн 13—24-мӗшӗсенче ҫӗршывра Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӑҫта вилӗм  сутнине пӗлтерӗр» акци пычӗ. Ҫак вӑхӑтра пирӗн округри вӗрентӳ, культура учрежденийӗсенче профилактика мероприятийӗсем йӗркелесе ирттерчӗҫ. Элпуҫ ял библиотекинче  «Хӑрушӑ чикӗ умӗнче» ятпа мероприяти йӗркеленӗ. Культура ӗҫченӗсем Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсемпе наркотик тата унӑн сиенӗ пирки калаҫнӑ. Вӑл ҫынсен сывлӑхне мӗнле сиен кӳни, наркотиксене  тата психотроплӑ япаласене саракансене, упракансене  административлӑ тата уголовлӑ майпа явап тыттармалли мерӑсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Вӗренекенсем «Усӑллӑ — сиенлӗ» вӑййа та хапӑлласа хутшӑннӑ. Кунта ыйтусем ҫине хуравласа вӗсем  пурнӑҫри  ырӑпа усал йӑласен лайӑх тата япӑх енӗсене  палӑртнӑ. Наркомансем обществӑшӑн хӑрушлӑх кӑларс
Ачан гражданлӑх пулмалла

Ачан гражданлӑх пулмалла

2023 ҫулхи ноябрӗн 22-мӗшӗнчен «Раҫҫей Федерацийӗн гражданлӑх ыйтӑвӗсем» РФ Президенчӗн 889-мӗш №-лӗ Хушӑвӗ вӑя кӗчӗ. Унта ҫӗнӗ положенисене пӑхса тухнӑ. Положенипе килӗшӳллӗн ҫуралнине ӗнентерекен документра ача РФ гражданинӗ пулнине ҫирӗплетекен паллӑ пулмалла. Вӑл паллӑна Ш,М миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен подразделенисенче лартаҫҫӗ. Ачан гражданлӑхне тӑвас тесен ашшӗн е амӑшӗн, опекуна илнӗ ҫыннӑн, опекӑпа хӳтлӗх пайӗн органӗсен представителӗсен уполномоченнӑйӗсем, тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗ хӳттисӗр юлнӑ ачасен Раҫҫейри организацийӗсен ертӳҫисем пурӑнакан е Раҫҫей Федерацийӗнче шутланакан вырӑнта заявлени ҫырмалла. Заявленипе пӗрле паспорт, ҫынна ӗнентерекен документ, ҫуралнине ӗнентерекен тата усрава илнине ҫирӗплетекен свидетельство, опекӑпа хӳтлӗх органӗнчен усрава е хӳтлӗхе кам илнине
Коротко об инсульте

Коротко об инсульте

Инсульт — острое нарушение мозгового кровообращения, которое требует немедленного медицинского вмешательства. Этот диагноз занимает третье место среди причин смертности в мире и является одной из основных причин инвалидности. Инсульт возникает, когда кровоснабжение части мозга прерывается или резко снижается, что вызывает повреждение или гибель мозговых тканей. В зависимости от причины выделяют два типа инсульта: ишемический (блокация сосудов) и геморрагический (разрыв сосуда). Как распознать инсульт?  Важно знать симптомы, чтобы оказать скорую первую помощь и обратиться за медицинской помощью. Основные признаки инсульта: - внезапное онемение или слабость лица, руки или ноги, особенно с одной стороны тела; - нарушение речи или понимания речи;  - внезапное затру
Тӳрӗ линире ыйтусем ҫине хуравланӑ

Тӳрӗ линире ыйтусем ҫине хуравланӑ

Калаҫу регионта ӗҫе кӗртме палӑртнӑ пӗлтерӗшлӗ  проектсенчен пуҫланчӗ. Вӗсене Чӑваш  Ен  аталанӑвӗн комплекслӑ программинче палӑртса хӑварнӑ. Хӑш-пӗр проектсене ӗҫе кӗртнӗ, ку енӗпе  малалла тӑрӑшаҫҫӗ. Социаллӑ ыйтусене илсен, Олег Алексеевич  ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса аманнӑ ҫынсене  регионта пӗр хут пулӑшу парасси пирки Хушу кӑларни, ЧР ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ноябрь уйӑхӗнчен  ку тӗлӗшпе документсем йышӑнма пуҫласси пирки пӗлтерчӗ. Маларах  ун пек ҫар ҫыннисем реабилитаци мерисемпе усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене  вутӑпа тивӗҫтерес ыйту ҫине те хуравларӗ. Нумай ачаллӑ ҫемьесем  ҫӗр лаптӑкӗ илес мар тесессӗн   ун вырӑнне икӗ ҫул каяллах 250 пин тенкӗ укҫа парса саплашта
Руль умӗнче – 44 ҫул, кунсерен ҫул ҫинче

Руль умӗнче – 44 ҫул, кунсерен ҫул ҫинче

Майӗпен каятӑн, инҫете ҫитетӗн текен каларӑш пур. Ку вӑл автомашинӑпа тимӗр шапа хӑвӑртлӑхӗпе пымаллине пӗлтермест, паллах.  Ҫул ҫинче правилӑсене пӑхӑнса, ҫуран ҫӳрекенсене те, ытти водительсене те хисеплесе транспорт хатӗрне йӗркеллӗ тытса пымаллине пӗлтерет. Руль умне ларсан ҫак чӑнлӑха яланах тӗпе хурать  ЧР сывлӑх сыхлав министерствин «Фармация» патшалӑх  унитарлӑ предприятин «Комсомольскинчи 41-мӗш аптека» филиалӗнче водительте тӑрӑшакан Владимир Иванович Антонов. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче ӳссе ҫитӗннӗ нумай яш пекех Владимир хӑйӗн пурнӑҫне техникӑпа ҫыхӑнтарма шутланӑ. Салтак тумӗ тӑхӑниччен  ДОСААФӑн Канашри автошкулӗнчен водителе вӗренсе тухнӑскер Чита облаҫӗнче службӑра пулнӑ вӑхӑтра та автомашина рулӗ умӗнче пулнӑ. Ку тӑрӑхри йывӑр ҫулсемпе ҫӳресе шофер ӑс

Кинемей телейӗ – ачисемпе мӑнукӗсем

Ӗмӗр ӗмӗрлекен ватӑсемпе калаҫатӑн та, вӗсен сӑмахӗсенче  пурӑнса ирттернӗ пурнӑҫ пирки ӳпкелешсе каланине нихӑҫан та илтместӗн. Чӑннипе те темӗнле йывӑрлӑха та курма, чӑтса  ирттерме тивсен те хуҫӑлса  ӳкмен вӗсем. Ачалӑхӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсене лекнӗ май урамра хаваслӑн выляса-кулса, чупса ҫӳрес, парта хушшинче ларса вӗренес вырӑнне ашшӗ-амӑшне пулӑшмалла пулнӑ. Вӗсем мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхса    ӳснӗ. Пӗтӗм йывӑрлӑха ҫӗнтерсе ҫутӑ малашлӑх пирки ӗмӗтленнӗ. Ҫакӑн пек йывӑр вӑхӑтра ҫитӗнсе ура ҫине тӑнӑ, ӗмӗрӗпе ӗҫре  пиҫӗхсе малтан-мала  талпӑннӑ «вӑрҫӑ ачисем» пирӗн хушӑра нумайӑн. Вӗсенчен пӗри — Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Маргарита Васильевна Ванюшкина. Ҫак кунсенче 95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ вӑл. Паллӑ кунпа  Рита аппана  сумлӑ хӑнасем: районти депутатсен Пухӑвӗн  предсе
Пулӑшу кӳреҫҫӗ

Пулӑшу кӳреҫҫӗ

Чӑваш Енре ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене пулӑшу кӳрес тӗллевпе ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека программи ӗҫлет. Вӑл пурӑнмалли условисене лайӑхлатма пулӑшать. Республика Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн йышӑнӑвӗ тӑрӑх программӑна 2025 ҫулта пурнӑҫа кӗртсе пыма республика бюджетӗнчен 515 миллион тенкӗ уйӑрнӑ пулнӑ. Кӑҫал ҫар ҫыннисен 48 ҫемйи ҫак программӑна хутшӑнса пӗтӗмӗшле 58,2 миллион тенкӗлӗх пулӑшӑва тивӗҫнӗ. Вӗсенчен 39,9 миллион тенкине 34 ҫемье ипотекӑн чи малтанхи тӳлевӗ валли янӑ. Сӑмахран, Ҫӗрпӳ округӗнчи нумай ачаллӑ Воскобойниковсем ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека илсе Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче хваттер туяннӑ. Программа малалла пурнӑҫланать. Унта хутшӑнас текенсен хӑйсем пурӑнакан ҫӗрте вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсене ҫитсе документсем хатӗрлемелле. 
Вӑхӑтра туса пыраҫҫӗ

Вӑхӑтра туса пыраҫҫӗ

Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин Комсомольскинче ҫӗнӗ шкул тунине сӑнасах тӑрать, ҫак кунсенче те вӑл вырӑна ҫитсе ӗҫсем мӗнле пынипе паллашнӑ. Объектра ӗҫсем пӗрре те чарӑнмаҫҫӗ. Хальлӗхе иккӗмӗш хутӑн стенисене хӑпартаҫҫӗ, путвалта электромонтаж ӗҫӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ, вентиляци хатӗрӗсене тата ӑшӑтмалли пӑрӑхсене вырнаҫтараҫҫӗ. Тулашри пӑрӑхсене хурас ӗҫе 80 процент чухлӗ пурнӑҫлама та ӗлкӗрнӗ. Ҫавӑн пекех ҫуртӑн мал енне илемлетме те пикеннӗ. Николай Никандрович ӗҫсем маларах палӑртнӑ графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пынине палӑртнӑ, шкула вӑхӑтра туса пӗтерсе хута яма суннӑ.
Медальпе чысланӑ

Медальпе чысланӑ

Октябрӗн 18-мӗшӗнче республика шайӗнче Аттесен кунне халалланӑ мероприяти иртнӗ. Ун вӑхӑтӗнче ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ятарлӑ ҫар операцийӗнче хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑ ентешсен ашшӗсене «Салтак  ашшӗ» медаль парса чысланӑ. Ҫак наградӑна тивӗҫнисен йышӗнче — Элпуҫ ялӗнчи Рияз Феткуллинӑн ашшӗпе амӑшӗ. Энжие тата Ринат Феткуллинсене тӗрӗс воспитани парса чӑн-чӑн патриот ывӑл ҫитӗнтернӗшӗн Тав хучӗпе те чысланӑ. «Эсир тата сирӗн ывӑлсем — пирӗн ҫӗршывӑн вӑйӗн никӗсӗ тата пуласлӑх шанчӑкӗ. Эпир сирӗнпе мӑнаҫланатпӑр!» — палӑртнӑ Олег Николаев мероприятие пуҫтарӑннӑ салтак ашшӗ-амӑшне саламланӑ май. Наталья ПАВЛОВА.
Ӗҫӗсем курӑмлӑ, ял ҫыннисем хисеплеҫҫӗ

Ӗҫӗсем курӑмлӑ, ял ҫыннисем хисеплеҫҫӗ

Шурут чиркӗвӗ пирӗн округра чи ватти. Унӑн историйӗ 1745 ҫултанах пуҫланать. Хальхи вӑхӑтра служба иртекен чиркӳ  ҫуртне ял ҫыннисен  пулӑшӑвӗпе 1887 ҫулта Раштав уявӗн ячӗпе туса лартнӑ. Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче те ӑна хупман, унта Турра ӗненекенсем йышлӑн ҫӳренӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫеҫ, 1942—1944 ҫулсенче унта настоятель пулманнипе кӗлӗсем иртмен. 2020 ҫултанпа Шурут чиркӗвӗнче Леонтий атте (Акчурин) настоятель пулса ӗҫлет. Вӑл Хирти Шӑхасан ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 2004 ҫулта Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулне  пӗтернӗ хыҫҫӑн И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн строительство факультетне вӗренме кӗнӗ. Унта инженер-строитель специальноҫне  алла илнӗ.  Ҫарти службӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн Хусанти наукӑпа проект институтӗнче инженер-проектировщик пулса 5
Паянхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӑхса тухрӗҫ

Паянхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӑхса тухрӗҫ

Октябрӗн 15-мӗшӗнче округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче черетлӗ  Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Унта паянхи кун пӗлтерӗшлӗ чылай ыйтӑва пӑхса тухрӗҫ, кирлӗ пӗтӗмлетӳсем турӗҫ. Уй-хир культурисене пуҫтарса кӗртес ӗҫсем хальхи вӑхӑтра мӗнле пынипе округӑн ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн ял хуҫалӑх тата экологи уйрӑмӗн начальникӗ М.М.Зайнуллин паллаштарчӗ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем тӗпрен илсен ҫу каҫа мӗн ҫитӗнтернине пуҫтарса кӗртнӗпе пӗрех. Нумаях мар лаптӑк ҫинче куккурус юлнӑ, ҫу тума каякан техникӑлла культурӑсем пуҫтарса кӗртмелли пур. 4 гектар ҫинчи купӑстана касса кӗртмелле. 1798 гектар  кӗр тыррисем акса хӑварнӑ. Хуҫалӑхсенче ҫӗртме тӑвас ӗҫсем пыраҫҫӗ. Пӗлтӗрхинчен чылай ытларах (кашни условнӑй выльӑх пуҫне 39,5 центнер апат еди
Призывниксемпе тӗл пулнӑ

Призывниксемпе тӗл пулнӑ

Октябрь уйӑхӗнче ҫулсерен ялсенче салтак юрри илтӗнме тытӑнать, 18 ҫул тултарнӑ яшсем ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне пурнӑҫлама салтак атти тӑхӑнаҫҫӗ. Ҫак кунсенче округри ҫар ӗҫ комиссариатӗнче ҫара кайма хатӗрленекенсене пуҫтарнӑ. Призыв комиссийӗн ӗҫне округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Комсомольски тата Елчӗк районӗсемпе ӗҫлекен ҫар комиссариачӗн представителӗ А.Ф.Афанасьев майор тата комисси членӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем 18 пулас салтакпа калаҫса ҫар службипе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине хуравланӑ, яшсене пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗ тапхӑра кирлӗ пек хатӗрленме пулӑшнӑ. Наталья КАЛАШНИКОВА хатӗрленӗ.
Тӑрӑшуллӑ шур халатлӑ ӗҫчен

Тӑрӑшуллӑ шур халатлӑ ӗҫчен

Мӗн те пулин ыратсан, сывлӑх енчен пӑшӑрхантаракан самантсем пулсан эпир тӳрех врач-терапевт патне васкатпӑр. Шӑпах вӑл пациента тимлӗн итлесе унӑн сывлӑхне тӗрӗслет, анализсем пама  тата тӗрлӗ тӗпчевсем тума ярать, унтан вара вӑл е ку специалистпа канашлама сӗнет. Районти тӗп больницӑра нумай ҫул ӗҫлекен Лариса Галкинана округра пӗлмен ҫын ҫук та пулӗ. Вӑл — пуян опытлӑ врач-терапевт, кардиолог. Лариса Васильевна медицинӑри ӗҫ-хӗлӗн хӑйнеевӗрлӗхӗсене, кӑткӑслӑхӗсене лайӑх пӗлет. Вӑл санитаркӑран пуҫласа тухтӑра ҫитнӗ. 1997 ҫулта фельдшер дипломне алла илсен васкавлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ, ҫав вӑхӑтрах Комсомольскинчи тӗп больницӑра реанимаци уйрӑмӗн медсестринче те тӑрӑшнӑ. Тепӗр ҫултан пӗлӗвне малалла тарӑнлатас тӗллевпе И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне
«Сывлӑх патне — утӑм» проекта халӑх хавхаланса йышӑнчӗ

«Сывлӑх патне — утӑм» проекта халӑх хавхаланса йышӑнчӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе старт илнӗ «Сывлӑх патне — утӑм» проекта Чӑваш Енре пурӑнакансем хавхаланса йышӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ проект пурнӑҫа кӗнӗ тапхӑрта республикипе 70 пине яхӑн ҫын хӑйӗн сывлӑхне ниҫта каймасӑрах, юнашарах тӗрӗслеттерме, тухтӑрсемпе куҫа-куҫӑн курса калаҫма пултарчӗ.  «Сывлӑх пункчӗсем» Комсомольски  муниципалитет округӗнче те тухӑҫлӑ ӗҫлерӗҫ. Сывлӑх хуралӗн ӗҫченӗсемпе  волонтерсем кашни территори пайне ҫитсе ҫынсене хӑйсен ыйтӑвӗпе йышӑнчӗҫ, кирлӗ сӗнӳсем пачӗҫ.
Александр Жуков «Сывӑ пурнӑҫ ьйӗрки физкультурӑсӑр пулмасть»

Александр Жуков «Сывӑ пурнӑҫ ьйӗрки физкультурӑсӑр пулмасть»

Александр Жуков Виҫпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ.  Хӑйӗн ӗҫне 1978 ҫулта вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗнче  пуҫланӑ.  Унтан салтак атти тӑхӑннӑ,   Афганистанра службӑра пулнӑ. Ҫартан таврӑнсассӑн Александр  Шалти ӗҫсен  пайӗнче физкультурӑпа спорт организаторӗнче ӗҫленӗ.  2005 ҫулта Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑх техникумӗн физкультура преподавателӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. — Физкультура педагогӗ пулма мӗнле тата мӗншӗн суйласа илтӗр? Сире професси суйласа илме мӗн пулӑшрӗ? — Шкулта,  малтан хамӑр ялта,  унтан кӳршӗри Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче тата Комсомольски вӑтам шкулӗнче мана яланах физорг пулма шанатчӗҫ.  Тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсене час-часах тухса ҫӳреттӗмӗр.  Эпӗ физкультура учителӗ пулма ӗмӗтленеттӗм.  Вӑтам шкултан вӗренс
Финанс ыйтӑвӗсем ҫемьесемшӗн пӗлтерӗшлӗ

Финанс ыйтӑвӗсем ҫемьесемшӗн пӗлтерӗшлӗ

Октябрӗн 11-мӗшӗнче Елчӗк муниципаллӑ округӗнче финанс пӗлӳлӗхӗн II республика ҫемье фестивалӗ иртнӗ. Унта Елчӗк тата Комсомольски округӗсенчен нумай ачаллӑ 10 ҫемье хутшӑннӑ. Пирӗн округран Жуковсен, Петровсен, Моторинсен тата Белковсен туслӑ ҫемйисем фестивале килсе ҫитнӗ. Мероприятин программи пуян та тӗрлӗ енлӗ пулнӑ. Пуҫтарӑннисем 10 тематикӑлла лапамра тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫласа, вӑйӑсем выляса финанс пӗлӳлӗхне тарӑнлатнӑ, ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ литературӑпа та паллашнӑ. «Финанс ребусӗсем», «Финанс кинотеатрӗ» интерактивсем, «Укҫа-тенкӗпе туслаш» ӑсталӑх лаҫҫи, «Укҫа шута юратать» вӑйӑ уйрӑмах пурне те килӗшнӗ. «Финанс советникӗ» лапамра тӗрлӗ специалистсем ҫемьесене укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе сӗнӳ-канаш панӑ. Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ фестивальте тӗрӗс хуравсем парса «ылтӑнсем» ҫӗнсе илнӗ
Пӗчӗкрен хӑнӑхтармалла

Пӗчӗкрен хӑнӑхтармалла

Шкул ҫулне ҫитмен ачасене воспитани панӑ чухне алӑсене пӗчӗкренех аталантарни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫырма вӗреннӗ чухне час-часах  пӗчӗккисем йывӑрлӑхсем туяҫҫӗ. Ку вӗсен аллисенчи пӗчӗк мышцӑсем вӑйсӑр пулнипе те ҫыхӑннӑ. Ачана ҫырма вӗрентесси — кӑткӑс ӗҫ. Аслисен пулӑшӑвӗсӗр кунта май килмест. Ҫырнӑ чухне алӑсем мӗнле куҫнине, хускалнине сӑнаса тӑмалла, вӗрентсе пымалла. Ача алли мӗн пӗчӗкренех аталанни ҫырма вӗреннӗ чухне ҫеҫ мар, унӑн малашнехи  пурнӑҫӗнче те питӗ кирлӗ пулать. Ҫавӑнпа та ача шкул ҫулне ҫитиччен кӗтмелле мар, маларах ку тӗлӗшпе тимлемелле. Ҫак енӗпе ачана ӗҫ тетрачӗ пысӑк пулӑшу парать. Вӑл пособире паракан хӑнӑхтарусем  ачана пур енчен те аталантарас тӗлӗшпе пӗлте- рӗшлӗ. Вӗсемпе усӑ курса тӑваткалсене тӗл лектерсе ҫырма, ӳкерчӗксене пӑхса йӗрлесе 
Паттӑрсен ячӗсене ӗмӗр асра тытар

Паттӑрсен ячӗсене ӗмӗр асра тытар

Кӑҫал Раҫҫейре Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, республикӑра Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх, округра Совет Союзӗн Геройӗсен ҫулталӑкӗсем тесе палӑртнӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра халӑх Аслӑ  Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Вӗсемпе ҫыхӑнтарса округра нумай мероприяти пулса иртнӗ. Вӗсене эпир хаҫатра ҫутатсах тӑтӑмӑр. Ҫак кунсенче хамӑр ентешсем, Совет Союзӗн Геройӗсем —  Тукай Мишер ялӗнче ҫуралнӑ Геннадий Габайдуллович Габайдуллин,    Асанкасси ялӗнче кун ҫути курнӑ Федор Николаевич Чернов паттӑрсен ячӗсемпе асӑну хӑмисем уҫнӑ. Ку паллӑ пулӑмсене асӑнса ирттернӗ митингсенче Тукай Мишерӗнче  Урмаел территори уйрӑмӗн начальникӗ А.Г.Ямалетдинов, вырӑнти вӑтам шкул директорӗ Н.С.Зарипов, Асанкассинче кунти территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан Н.Н.Карпов, А
Ӑшшӑн тав тӑватӑп, саламлатӑп

Ӑшшӑн тав тӑватӑп, саламлатӑп

Чун-чӗререн каланӑ ӑшӑ сӑмахсем чуна ӑшӑтаҫҫӗ, малалла та пурӑнма хавхалантараҫҫӗ. Нумаях пулмасть мана Тури Тимӗрчкасси ҫынни, «вӑрҫӑ ачи» Ю.И.Кошкина  ҫыру илсе килсе пачӗ. Ӑна май уйӑхӗнчех ҫырнӑ пулсан та вӑл маншӑн питӗ хаклӑ пулчӗ. «Сире пысӑк салам яратпӑр. Эпир халӗ мӑшӑрпа Петр Степановичпа районти тӗп больницӑра сипленетпӗр. Эсир   хӑвӑра хӑвӑр упраса пурӑнӑр. Сирӗнпе эпир мухтанатпӑр, сирӗн ӑсӑрпа, пӗлӗвӗрпе хӑпартланса пурӑнатпӑр. Ачӑрсемпе мӑнукӑрсем сире ырӑ хыпарсемпе ҫеҫ савӑнтарччӑр», — тенӗ унта. Нумаях ҫырман пулин те вӗсенче ӑшӑ  туйӑм, ырӑ кӑмӑл палӑрать. Ҫыраканни Хырай Ӗнел ялӗнче пурӑнакан, унти шкулта нумай ҫул ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагогика ветеранӗ Нина Яковлевна Зайцева. Ӗҫленӗ вӑхӑтра унпа эпир тӑтӑшах тӗл пулса калаҫнӑ. Эпӗ 193
Важные советы и рекомендации

Важные советы и рекомендации

Сегодня мы хотим поговорить о важном аспекте женского здоровья — раке молочной железы. Это заболевание занимает одно из лидирующих мест среди онкологических патологий у женщин. Однако своевременная профилактика и внимательное отношение к своему здоровью могут значительно снизить риск развития этого заболевания. Основные факторы риска План мероприятий по профилактике рака молочной железы выделяет следующие категории женщин, которым следует уделять особое внимание изменениям в груди: — возраст старше 35 лет; — травмы и повреждения тканей груди; — доброкачественные новообразования груди в анамнезе; — ежедневные стрессы; — поздний климактерический период; — хронические заболевания органов малого таза; — поздние роды (после 30–35 лет); — искусственное вскармливани
Тирпей-илем, хӑтлӑх кӳреҫҫӗ

Тирпей-илем, хӑтлӑх кӳреҫҫӗ

Комсомольскинче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫӗсене хунисене асӑнса лартнӑ Мухтав мемориалне тӗпрен юсама йышӑнни ҫинчен унччентерех ҫырса пӗлтернӗччӗ. Округра пурӑнакансем икӗ проектран ытларах килӗшекеннине суйлас енӗпе сасӑлава та хутшӑннӑччӗ. Халӗ мемориала тӗпрен юсас ӗҫсен хӗрӳ тапхӑрӗ пырать. Строительсем проект тӑрӑх тумалли ӗҫсене планпа килӗшӳллӗн тума тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак кунсенче астӑвӑм вырӑнне тирпей-илем кӗртес ӗҫсем мӗнле пынипе муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин паллашнӑ. «Ҫывӑх вӑхӑтра мемориал ҫӗнелсе хитреленӗ, халӑха тирпейлӗхпе тата илемпе илӗртекен вырӑн пулса тӑрӗ», — уҫнӑ вӑл шухӑшне строительсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн. Вӑл ҫавӑн пекех Комсомольски центрӗнчен инҫех те мар вырнаҫнӑ «Ӑрусен паркне» те ҫитсе курнӑ. Унта парка йӗркене кӗртсе хӑтлӑ кану вырӑнӗ тӑвас е
Тӑкаксӑр пуҫтарса кӗртесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ

Тӑкаксӑр пуҫтарса кӗртесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ

Округри ҫӗр ӗҫченӗсем уй-хирте ҫу каҫа ҫитӗнтернӗ культурӑсене пуҫтарса кӗртсе пӗтернӗпе пӗрех. Халӗ пушаннӑ уйсенче ҫӗртме тӑваҫҫӗ. Октябрӗн 9-мӗшӗ тӗлне 22 гектар ҫинчен кишӗр кӑларса илнӗ. Ку пахча ҫимӗҫ кашни гектар пуҫне 900 центнер тухӑҫ парать. 23 гектар ҫинчи хӗрлӗ кӑшман уйӗнче ӗҫсем вӗҫленнӗ. Унӑн тухӑҫӗ кашни гектар пуҫне 430 центнерпа танлашнӑ. 205 гектар ҫинчен рапс, 15 гектар ҫинчен сухан пуҫтарса илнӗ. Халӗ хӗвелҫаврӑнӑшӗн уйӗнче ӗҫсем пыраҫҫӗ. Ӑна округӗпе 747 гектар ҫинче ҫитӗнтернӗ. Хальлӗхе 98 гектар пухса илнӗ. Вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне 16 центнер тухать. Ял хуҫалӑхӗнче  вӑй хуракансем ҫанталӑкпа усӑ курса мӗн   ҫитӗнтернине тӑкаксӑр пуҫтарса илес тесе малалла тӑрӑшаҫҫӗ. Минзаит Зайнуллин.
Ача кӗтекенсене саламларӗҫ

Ача кӗтекенсене саламларӗҫ

Октябрӗн 7-мӗшӗнче эпир ача кӗтекен хӗрарӑмсен кунне паллӑ тӑватпӑр. Ҫак кун Комсомольскинчи тӗп район больницинче уяв мероприятийӗ йӗркелерӗҫ. Унта больницӑн тӗп врачӗ Инна Ефремова, акушер-гинеколог Анна Козлова, Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент службин ертӳҫи Надежда Юманова, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӑн специалисчӗ Екатерина Волкова, халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӑн Комсомольскинчи уйрӑмӗн заведующийӗ Елена Самарина, «Чувашия Мед» страхлав компанийӗн тӗп специалисчӗ Надежда Краснова тата ыттисем мероприятие пуҫтарӑннӑ ача кӗтекен хӗрарӑмсене ӑшшӑн саламларӗҫ. «Паян эпир черетлӗ хут ҫак уява паллӑ тӑватпӑр. Пирӗн тухтӑрсене, медицина сестрисене йывӑр ҫын хӗрарӑмсене пулӑшма яланах хатӗр пулнӑшӑн, округри ҫураласлӑха ӳстерме пулӑшнӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп. Сире
Ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме май парать

Ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме май парать

Патшалӑх ялта пурӑнса хӑйсен ӗҫне пуҫӑнас, ҫырла, пахча ҫимӗҫ туса илес енӗпе тӗллев тытнӑ пултаруллӑ ҫынсене пулӑшма тӑрӑшать. ЧР ял хуҫалӑх министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал республикӑри 14 предприниматель  «Перспектива» грантпа пурӗ 127,9 миллион тенкӗлӗх  укҫа-тенкӗ илнӗ. Вӗсенчен ҫиччӗшӗ хӑйсен хуҫалӑхне ҫырла  ӳстерес енӗпе аталантарӗҫ.  «Ягодоводство» енӗпе 60 миллион тенкӗлӗх пулӑшу пулӗ. Ултӑ предприниматель пахча ҫимӗҫ туса илес енӗпе ӗҫлеме кӑмӑл тунӑ. Вӗсене «Овощеводство открытого грунта» енпе 57,9 миллион тенкӗ  панӑ. Агротуризм енӗпе пӗр ҫын  10 миллион тенкӗ илнӗ. Ку енпе уйӑрнӑ укҫа-тенке тата виҫӗ фермера пама йышӑннӑ. 2021 ҫултанпа регионти «Перспектива» гранта  77 фермер пурӗ 458 миллион тенкӗлӗх илнӗ. Ҫак пулӑшу вӗсене ялти
Ӗмӗтне пурнӑҫласа юратнӑ ӗҫре тӑрӑшнӑ

Ӗмӗтне пурнӑҫласа юратнӑ ӗҫре тӑрӑшнӑ

Паянхи кун ҫӑмӑллӑнах кирлӗ ҫынпа ҫыхӑнса калаҫма пулать. Кӗсьерен телефон кӑлармалла та шӑнкӑравламалла. Иртнӗ ӗмӗрте вара васкавлӑ пулӑшӑва чӗнсе илес тесен те ялта телефон кӗртнӗ ҫурта ҫитме тивнӗ. 1960—70 ҫулсенче вара ку енӗпе  татах та йывӑртарах килнӗ. Районта телефон ҫыхӑнӑвне йӗркелес тӗлӗшпе линипе техника цехӗн ӗҫченӗсем тӑрӑшнӑ. Вӗсем радио-телефон юсавлӑхӗшӗн яваплӑ пулнипе пӗрлех ҫӗнӗ линисем те хута янӑ. Ку енӗпе нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа пирӗн районта  тӑрӑшнӑ икӗ ҫын анчах «Чӑваш Республикин  тава тивӗҫлӗ ҫыхӑну ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ: Б.С.Тихонов тата А.М.Счетчиков. Паянхи статьяра Александр Михайлович ҫинчен тӗплӗнрех каласа парасшӑн. Вӑл ҫак кунсенче 70 ҫул тултарчӗ. Хастар та пултаруллӑ ҫын пурӑннӑ ҫав ҫулсенчен ытларахӑшне районта ҫыхӑну системине аталантарас ӗҫе п
Аталану пирки калаҫнӑ

Аталану пирки калаҫнӑ

Октябрӗн 8-мӗшӗнче Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫуртӗнче округӑн 2025—2030 ҫулчченхи социаллӑ-экономикӑлла аталанӑвӗн комплекслӑ программипе  стратегиллӗ сесси пулса иртнӗ. Ун ӗҫне вӗрентӳ, культура сферинче, ял хуҫалӑхӗнче, бизнесра тӑрӑшакансем, обществӑлла организацисен представителӗсем, структура подразделенийӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ. Мероприятие округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин уҫнӑ, округӑн малашнехи аталанӑвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ ыйтусем пулнине палӑртнӑ. Калаҫу М-12 трасса хӗрринче логистика комплексӗ, Акатуй ирттерекен вырӑнта та ачасен кану лагерӗ пулнӑ тӑрӑхра кану зони тӑвас, агропромышленноҫ комплексӗнче продукцие тирпейлекен сооруженисем хута ярас тата ытти пӗлтерӗшлӗ ыйтусем тавра пынӑ. Сессие хутшӑнакансем сӗнӳсем панӑ, тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Вӗсем яланах пирӗнпе пӗрле

Вӗсем яланах пирӗнпе пӗрле

Октябрӗн 1-мӗшӗ Ваттисен кунӗ пулчӗ. Ҫак ятпа округри пур территори уйрӑмӗсенче те халӑх хуҫалӑхӗн тӗрлӗ отраслӗсенче вӑй хурса тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ ҫынсемпе мероприятисем йӗркеленӗ. Хаҫатӑн  историйӗ маларах ӗҫленӗ ҫынсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Ваттисен кунӗ ячӗпе йӗркеленӗ уявра та пирӗн ветерансен иртнӗ вӑхӑтсенчи интереслӗ самантсем ҫинчен аса илмелли чылай пулчӗ. Пичет ӗҫченӗсенчен чи асли Н.К.Скворцов 1972—1990 ҫулсенче «Октябрь ялавӗ» хаҫатра фотокорреспондент пулса ӗҫленӗ. Вӑл  округри пур ялсенче те, колхозсемпе предприятисенче те пулнӑ, ӗҫре малта пыракансене ӳкерсе хаҫат страницисенче пичетленӗ. В.В.Гаврилов редакцире обществӑлла пай заведующийӗнче  нумай ҫул тӑрӑшнӑ. Хӑйӗн статйисенче вӑл  влаҫ органӗсен ӗҫне  ҫутатса тӑнӑ. Нумай вӑхӑт ҫырусен пайне ертсе пынӑ З.Н.Соловьев
Тулли кӑмӑлпа саланчӗҫ

Тулли кӑмӑлпа саланчӗҫ

Киров поселокӗнче пурӑнакансене Ваттисен кунӗ ячӗпе иртнӗ уявра вырӑнти «Шуҫӑм» фольклор ушкӑнӗ хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе кӗтсе илчӗ. Ансамбль ертӳҫи Надежда Краснова ватӑсем валли пуян программа хатӗрленӗ. Ҫур ӗмӗр каялла йӗркеленӗ коллектив малалла аталанса пынине, час-часах ял ҫыннисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнине палӑртма кӑмӑллӑ. Унта ҫӳрекенсем чӑваш кӗписене те хӑйсемех хатӗрлеҫҫӗ, тӗрӗсемпе илемлетеҫҫӗ. Галина Филиппова, Галина Можаева, Тамара Журавлева, Валентина Можаева, Галина Лукина, Антонина  Можаева, Вера Ефимова, Валентина Краснова, Надежда Краснова, Нина Краснова — чӑн-чӑн ӑстаҫӑсем. Поселокри ветерансен совечӗн председателӗ Г.А.Можаева ватӑсене уяв ячӗпе саламларӗ. Вӑл тӑрӑшнипе поселокри тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсемпе тӑтӑшах тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ.  Малалла та

Хисепленӗшӗн тав турӗҫ

Аслӑ Ҫӗрпӳел  территори уйрӑмӗ 5 яла пӗрлештерсе тӑрать. Октябрӗн  3-мӗшӗнче вӗсенче пурӑнакан ветерансене  уява чӗнтӗмӗр. Ваттисен кунӗ ячӗпе Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ  Н.А.Соколова саламларӗ. Ялсенчи ветерансен совечӗсен председателӗсене И.В.Акчурина (Хирти Шӑхасан), М.И. Михайловӑна (Аслӑ Ҫӗрпӳел), Г.Г.Ракчеева (Йӑвашкелпе Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел)  обществӑлла ӗҫсенче хастар пулнине палӑртса Тав хучӗсем пачӗ.  Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи вӑтам шкулта вӗренекенсем, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» ушкӑна ҫӳрекенсем, культура ӗҫченӗсем  пуҫтарӑннисене хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарчӗҫ. Ушкӑнпа чей ӗҫнӗ май ветерансем  пӗр-пӗринпе калаҫса иртнӗ вӑхӑтсене аса илчӗҫ, юрӑсем шӑрантарчӗҫ. Хӑйсене хисеп тунӑшӑн тав туса килӗсене саланчӗҫ. Ҫакӑн пек уявсем в
Тасатса тирпейлерӗҫ

Тасатса тирпейлерӗҫ

Каласа хӑварас килет: Тӗвенеш ялӗн маттур та пултаруллӑ ҫыннисем обществӑлла ӗҫсене яланах хастар хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем ҫаксем: Леонид Ксенофонтов, Владимир Ксенофонтов, Анатолий Козлов, Николай Журавлев, Александр Иванов, Петр Курицын, Николай Васильев, Сергей Коновалов, Владимир Салмин, Иван Иванов, Денис Платонов, Артур Платонов, Олег Волков, Алексей Сапожников, Тамара Кузьмина, Валентина Игнатьева, Валентина Николаева, Александра Волкова, Венера Смирнова. Сӑваплӑ вырӑна тасатса тирпейлесси — пирӗн тивӗҫ. Тӗвенеш ялӗн маттур ҫыннисене ҫирӗп сывлӑх, тапса тӑракан вӑй-хал, чӑтӑмлӑх сунатӑп. Галина Новикова, ял старости.
Пулӑшу ӗҫне хапӑлласа хутшӑнаҫҫӗ

Пулӑшу ӗҫне хапӑлласа хутшӑнаҫҫӗ

Чӗчкен территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем пӗтӗм Раҫҫей халӑхӗ пекех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ. Аслӑ Чурачӑк культура ҫуртӗнче тӑтӑшах маскировка сеткисем ҫыхас ӗҫсем пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех яла вӑхӑтлӑх отпуска килнӗ мобилизаци йӗркипе ҫарта тӑракан салтаксемпе те тӗлпулусем ирттереҫҫӗ. Вӗсене инҫетре службӑра тӑнӑ вӑхӑтра  кирлӗ пулакан япаласем пуҫтарса парса яраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех гуманитари грузӗсем хатӗрлес ӗҫре те ял ҫыннисем пуҫарулӑх кӑтартаҫҫӗ. Маскировка сеткисем ҫыхас ӗҫе Чӗчкенти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта та йӗркеленӗ. Вӗренекенсем уроксем хыҫҫӑн юлса хапӑлласах ҫак ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ. 5—9-мӗш классенче пӗлӳ илекен хастар ачасем дронсенчен хӳтӗленмелли утиялсем ҫӗлеҫҫӗ. «Пирӗн  сеткӑсемпе утиялсем малти линире тӑракан салтаксене&nb
Вӗренӳ кирлӗ шайра иртрӗ

Вӗренӳ кирлӗ шайра иртрӗ

Пурнан пурнӑҫ ра темӗнле кӑткӑс лару-тӑру та сиксе тухма пултарать. Ҫавӑнпа та влаҫ  органӗсенче ӗҫлекенсен те, тӗрлӗ службӑсен те, халӑхӑн та вӑл вӑхӑтсенче хӑйсене мӗнле тытмаллине пӗлмелле. Октябрӗн 2-мӗшӗнче муниципаллӑ округ территорийӗнче  командӑпа штаб вӗренӗвӗ иртрӗ. Хырхӗрри культура ҫуртӗнче йышӑнупа эвакуаци пункчӗ ПЭП (приемный эвакуационный пункт) йӗркелерӗмӗр. Легенда тӑрӑх Шупашкар хулинчен чрезвычайлӑ лару-тӑру пулнӑ вырӑнтан эвакуациленӗ ҫ ынсем автобуспа килсе ҫитмелле. Ҫавӑнпа та васкаса культура ҫуртӗнче вӗсене йышӑнмалли пункт йӗркелемелле. Ку енӗпе пурнӑҫ ламалли ӗҫсене  муниципаллӑ округӑн Хырхӗрри территори уйрӑмӗнче тӑрӑшакансем, культура ӗҫченӗсем,  РФ шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» уйрӑмӗн сотрудникӗсем, райпон, тӗп больницӑн, Хырхӗрри пӗтӗмӗшле п
В Чувашии идет рассылка налоговых уведомлений

В Чувашии идет рассылка налоговых уведомлений

Продолжается рассылка налоговых уведомлений на уплату налогов физических лиц за 2024 год. Всего в текущем году планируется направить чуть более 631 тысячи налоговых уведомлений, из них 344 тысячи уведомлений в электронном виде через личные кабинеты на сайте ФНС России и на портале государственных и муниципальных услуг. Уведомления направляются владельцам транспортных средств, земельных участков, объектов капитального строительства. Кроме того, налоговое уведомление может содержать расчет налога на доходы физических лиц, не удержанного налоговым агентом, с доходов в виде выигрышей, полученных от участия в азартных играх, а также с доходов, совокупная сумма налоговых баз по которым превышает 5 миллионов рублей. Граждане, имеющие доступ к личным кабинетам, уже получили налоговые уведом
Олег Николаев Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑннӑ

Олег Николаев Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑннӑ

Сентябрӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта Олег Алексеевич Николаев Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑннӑ ятпа савӑнӑҫлӑ церемони иртнӗ. Церемоние РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочнӑй представителӗ Игорь Комаров, Раҫҫей Федерацийӗн Совечӗн членӗсем, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, республикӑн ӗҫ тӑвакан федераци органӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, обществӑпа тӗн организацийӗсен ертӳҫисем, бизнеспа сообщество представителӗсем тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем хутшӑннӑ. Олег Николаев таса чун- чӗререн халӑха, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин Конституцийӗсене парӑннине ҫирӗплетсе тупа тунӑ, республикӑра пурӑнакансен умӗнчи тивӗҫне малалла та чыслӑн пурнӑҫласа пырасси ҫинчен шантарса каланӑ. Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗп
Уй-хир пушанать

Уй-хир пушанать

Ял хуҫалӑх предприятийӗсен хирӗсенче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Ҫӗр ӗҫченӗсем  мӗн ҫитӗнтернине тӑкаксӑр та пахалӑхлӑ пуҫтарса илме тӑрӑшаҫҫӗ. Октябрӗн 2-мӗшӗ тӗлне 12283 гектар ҫинчен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене пуҫтарса илнӗ. Йӗтемсем ҫине пурӗ 44211 тонна тырӑ кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне 36 центнерпа танлашать. Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче халӗ куккурус уйӗсенче те ӗҫе вӗҫлесе пыраҫҫӗ. Округӗпе 678 гектар ҫинчен   «иккӗмӗш ҫӑкӑр» пухса кӗртнӗ. Ку тымарҫимӗҫ кашни гектар пуҫне 337,9 центнер тухӑҫ панӑ. 45 гектар ҫинчен пахча ҫимӗҫ пуҫтарса кӗртнӗ. Унӑн вӑтам тухӑҫӗ кашни гектар пуҫне 771 центнерпа танлашать. Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем кӗр тыррисене 1718 гектар  (81,8 процент) акнӑ. ,ҫсем малалла пыраҫҫӗ. Ҫӗртме тӑвас ӗҫ вӑй илсех пырать. Хальлӗхе  к
Чыс та мухтав сана, педагог!

Чыс та мухтав сана, педагог!

Октябрь уйӑхӗ ырӑ та ӑшӑ уявсемпе пуян. Тин ҫеҫ аслӑ ӳсӗмрисене Ваттисен кунӗ ячӗпе саламласа пуян ӑс-хакӑлӗшӗн тав турӑмӑр, акӑ Учительсен кунӗ те ҫитрӗ. Кӑҫал вӗрентекен кунне Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫуртӗнче уявларӗҫ.  Мероприятире учительсене ҫеҫ мар, ача сачӗсенче ӗҫлекенсене те иртнӗ професси уявӗ ячӗпе саламларӗҫ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан  Альберт Кузьмин пуҫтарӑннисене ӑшшӑн саламласа учитель профессийӗн пысӑк пӗлтерӗшӗ ҫинчен каларӗ, малалла та профессире ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунчӗ. Тӑрӑшуллӑ та пултаруллӑ педагогсене тӗрлӗ шайри наградӑсемпе чысларӗҫ.  Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн учительне Людмила Абрамовӑна, Ҫӗнӗ Мӑрат  вӑтам шкулӗн социаллӑ педагогне Ирина Борисовӑна, Урмаел вӑтам шкулӗн кӗҫӗн классен учительн
Вунӑкунлӑхра йӳнӗрех

Вунӑкунлӑхра йӳнӗрех

2026 ҫулхи 1-мӗш ҫур ҫулта илсе тӑма Раҫҫей почти ҫырӑнтару вунӑкунлӑхне ирттерет. Октябрӗн 1—11-мӗшӗсенче эсир «Каҫал ен» хаҫата йӳнӗрех хакпа ҫырӑнма пултаратӑр. Ҫак тапхӑрта «Каҫал ен» хаҫата пӗрремӗш ҫур ҫулта почтальонсем урлӑ илсе тӑма ҫырӑнмалли хак — 516  тенкӗ те 48 пус.                                                              Хаҫат ҫырӑнӑр, малашне те пӗрле пулар! Хаҫат редакцийӗ.
Опытлӑ вӗрентекен, хастар волонтер

Опытлӑ вӗрентекен, хастар волонтер

Учитель вӑл — ахаль професси ҫеҫ мар, чун ыйтни. Ачасене чунтан юратакан, хӑйӗн предмечӗпе чӑннипех те интереслентерме пӗлекен, пӗрмаях ҫӗннине шыраса пӗлӗвне тарӑнлатса пыракан учитель яланах хисепре. Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче ачасене истори тата обществознани предмечӗсене ӑса хывма пулӑшакан Владимир Воронова чӑн-чӑн педагог, опытлӑ наставник, тарӑн пӗлӳллӗ, анлӑ тавракурӑмлӑ ҫын тесе калас килет. Вӑл 30 ҫула яхӑн ачасене пӗлӳ парас ӗҫре тӑрӑшать, хӑйӗн ӗҫне чунне парса пурнӑҫланипе ӗнтӗ вӗренекенсем унӑн предмечӗсемпе питӗ кӑсӑкланаҫҫӗ, лайӑх ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ, округри, республикӑри тата Раҫҫей шайӗнчи конкурссенче мала тухаҫҫӗ, экзаменсенче те пысӑк баллсем пухаҫҫӗ. — Историпе обществознани предмечӗсене вӗрентнӗ чухне учебникре ҫырнине каласа кӑтартни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Ачасене интересле
Чи пысӑк тав сӑмахӗ – ачасен юратӑвӗ

Чи пысӑк тав сӑмахӗ – ачасен юратӑвӗ

Кашни ачана ӑшӑлӑх, юрату парнелесе аталану ҫулӗпе ҫирӗппӗн утма пулӑшакан асамҫӑ вӑл — воспитатель. Тӗрлӗ вӑйӑ-конкурс, юрӑ-ташӑ урлӑ вӑл тавралӑха сӑнама, кулленхи япаласенче ҫӗнӗ енсем асӑрхама вӗрентет, ачасене ырӑпа усала уйӑрма, хӑйсене кирлӗ пек тытма хӑнӑхтарать. Комсомольскинчи «Рябинушка» ача садӗнче ӗҫлекен Марина Михееван кашни кунӗ хаваслӑ самантсемпе, тӗрлӗрен вӑйӑсемпе, ачасен савӑнӑҫлӑ куллипе пуян. Опытлӑ воспитатель пӗчӗккисемпе мӗнле кӑна мероприяти йӗркелемест, вӑл ертсе пынипе ӑҫта кӑна хутшӑнмаҫҫӗ-ши шӑпӑрлансем, таҫта та ҫитсе, тем те туса ӗлкӗреҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем республикӑра иртнӗ «Хунав», «Янра, чӑваш юрри» фестиваль-конкурссенче мала тухнӑ, тӗрлӗ акцисенче те вӗсем чи хастаррисем. Марина Леонидовна хӑй те нихӑҫан та пӗр вырӑнта лӑпланса лармасть, тӗрлӗ с
Бизнесра та тӑван чӗлхе кирлӗ

Бизнесра та тӑван чӗлхе кирлӗ

Сентябрӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта предпринимательсен пӗрлӗхӗ валли ҫеҫ мар, регионти культура пурнӑҫӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса иртнӗ — Чӑваш бизнес форумӗ. «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ форумра бизнес ыйтӑвӗсене пӗтӗмпех чӑ-вашла сӳтсе явнӑ. Ҫак мероприятие пуҫараканӗ — «Деловая Россия» обществӑлла организаци членӗ Артем Григорьев. «Предпринимателлӗх — цифрӑсемпе килӗшӳсем ҫаҫ мар, вӑл — эпир шанчӑклӑх йӗркелекен чӗлхе. Бизнес мӗн чухлӗ тӑтӑшрах чӑвашла калаҫать, ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпрех чӗлхе паянхи тӗнчере янӑрать», — палӑртнӑ вӑл хӑйӗн шухӑшне уҫӑмлатса. Спикерсем кӑсӑклӑ темӑсемпе тухса калаҫнӑ. Мероприятие чӑвашсем ҫеҫ мар, чӑвашла ӑнланакан ытти халӑх ҫынни те пуҫтарӑннӑ. Чӗлхене ӑнланманнисем валли вара Александра Урукова тата Мария Александрова вырӑсла куҫарса п
Учителе асра тытса

Учителе асра тытса

Нумаях пулмасть  Вӗрентекенсен кунӗ умӗн  муниципалитет архивӗн ӗҫченӗсем,  таврапӗлӳҫӗсем тата «Молодая гвардия» ушкӑнӑн вырӑнти хастарӗсем  хисеплӗ педагога, нумай ҫул  Комсомольски вӑтам шкулӗнче тӑрӑшнӑ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ  учительне, ентеше  Мария Васильевна Глуховӑна пытарнӑ  вырӑна йӗркене кӗртес  акцие хастар хутшӑнчӗҫ.  Вӗсем масар ҫине ҫитсе ырӑ ӗҫ пурнӑҫларӗҫ: вилтӑпри картине тата палӑка сӑрларӗҫ, тирпейлерӗҫ, чечексем лартрӗҫ.  Таврапӗлӳҫӗсем  Эткер ялӗнче ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ Мария Васильевнӑна аса илчӗҫ, педагогӑн пурнӑҫ ҫулне ҫамрӑк ӑрӑва каласа пачӗҫ. Мария Васильевна 1929 ҫулхи ноябрӗн 6-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑс  ялӗнче ҫуралнӑ.  Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ вара унӑн пӗтӗмпех  Кӗҫӗн Каҫал ялӗпе ҫыхӑннӑ. 1953 ҫулта хӗр Чӑваш педагогика инсти
Пахча ҫимӗҫ типӗтеҫҫӗ, яшка хатӗрлеҫҫӗ

Пахча ҫимӗҫ типӗтеҫҫӗ, яшка хатӗрлеҫҫӗ

«Надежный тыл Полевосундырского ТО» ушкӑн волонтерӗсем пур ӗҫре те хастар. Вӗсем салтаксем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарас енӗпе  маттур ӗҫлеҫҫӗ. Нумаях пулмасть вара вӗсем тата тепӗр ҫӗнӗ ӗҫе пикеннӗ.  Волонтерсем салтаксем валли наччасрах пиҫекен яшка хатӗрлеме тытӑннӑ. Пахча ҫимӗҫсене малтан пӗтӗмпех пӗҫереҫҫӗ, кайран ӑна ятарласа типӗтеҫҫӗ. Унтан вара наччас пӗҫерсе ҫимелли яшкана пӗчӗк пакетсене  пуҫтараҫҫӗ.  Яшка пӗҫерсе ҫиме пахча ҫимӗҫ типӗтме Евгений   Ефремов волонтер шухӑш панӑ. Ӑна ыттисем ырласа йышӑннӑ. Ҫавна май Ефремовсем: Ольгӑпа Евгений  тӳрех ӗҫе пикеннӗ. Паянхи куна вӗсем 200  ытла пакет яшка хатӗрлеме те ӗлкӗрнӗ. Салтаксем валли борщ, купӑста, пӑрҫа яшки пур. Вӗсем ҫитес вӑхӑтра салтаксем патне ҫитмелле.  Сивӗ вӑхӑтра вӗри яшка чуна ӑшӑтатех тесе шутлаҫҫӗ волонтерс
Росреестр разъясняет

Росреестр разъясняет

В Международный день пожилых людей в Росреестре Чувашии подготовили  полезные рекомендации для пожилых владельцев недвижимости. 1. Права на недвижимость должны быть зарегистрированы в Росреестре. Документы на недвижимость, которые были получены 20—25 лет назад, имеют юридическую силу, но сейчас необходимо подтвердить свои права на квартиру, дом или земельный участок в Росреестре. Для этого можно обратиться в любой офис МФЦ со старыми документами и зарегистрировать свои права. Какие документы считаются старыми? Это Госакты, справки о выплате пая, договоры купли-продажи, удостоверенные БТИ или нотариусом, договора передачи (приватизации) и т.д. Если у вас есть свидетельство о регистрации или выписка из ЕГРП или ЕГРН, то повторно регистрировать не надо. 2. Свою недвижимость
Вунӑкунлӑхра йӳнӗрех

Вунӑкунлӑхра йӳнӗрех

2026 ҫулхи 1-мӗш ҫур ҫулта илсе тӑма Раҫҫей почти ҫырӑнтару вунӑкунлӑхне ирттерет. Октябрӗн 1—11-мӗшӗсенче эсир «Каҫал ен» хаҫата йӳнӗрех хакпа ҫырӑнма пултаратӑр. Ҫак тапхӑрта «Каҫал ен» хаҫата пӗрремӗш ҫур ҫулта почтальонсем урлӑ илсе тӑма ҫырӑнмалли хак — 516  тенкӗ те 48 пус.                                                              Хаҫат ҫырӑнӑр, малашне те пӗрле пулар! Хаҫат редакцийӗ.

Строительсем тӑрӑшаҫҫӗ

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем, вӗрентекенсем тата ял ҫыннисем ҫӗнӗ шкул хӑйӗн алӑкӗсене уҫасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. План тӑрӑх ҫак савӑнӑҫлӑ пулӑм тепӗр ҫул пулӗ. Хальлӗхе вара ҫӗнӗ шкул тунӑ ҫӗрте ӗҫсем мӗнле пынипе паллашрӑмӑр. Кунта ӗҫ шӑв-шавӗ илтӗнсех тӑрать, строительсем ҫанӑ тавӑрсах ҫӗнӗ ҫурт хӑпартаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫуртӑн иккӗмӗш хутне кирпӗчрен купалама пикеннӗ, мачча плитисене вырнаҫтарса хурас енӗпе те ӗҫлеҫҫӗ. Путвал пӳлӗмӗнче электромонтаж ӗҫӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ, вентиляци хатӗрӗсене вырнаҫтарса лартаҫҫӗ. Шывпа тивӗҫтерекен, таса мар шыва юхтарса кӑларакан пӑрӑхсене, ҫавӑн пекех дренаж тытӑмне вырнаҫтарас ӗҫе 80 процент чухлӗ пурнӑҫланӑ. Ҫумӑр шывне тасатакан хатӗрсене тата пушара хирӗҫ насус станцине йӗркелес енӗпе те ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Куратпӑр
Агрофирмӑра чи пахалӑхлӑ ҫӗрулми ҫитӗнтереҫҫӗ

Агрофирмӑра чи пахалӑхлӑ ҫӗрулми ҫитӗнтереҫҫӗ

Ҫӗрулми пирӗн халӑхӑн пурнӑҫӗнче яланах пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Ҫавӑнпах ӗнтӗ чӑвашсем ӑна хисеплесе, пысӑк вырӑна хурса «иккӗмӗш ҫӑкӑр» теҫҫӗ. Ҫак тымарҫимӗҫе кашни ҫемье ҫитӗнтерет, округри ял хуҫалӑх производство кооперативӗсемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсем те ӑна кашни ҫулах лартса ӳстереҫҫӗ. «Слава картофелю» компанисен ушкӑнӗнче вара ҫӗрулми — тӗп вырӑнта. Кунта ӑна ытти хуҫалӑхри пек хирте ҫитӗнтереҫҫӗ ҫеҫ мар, ятарлӑ селекци лабораторийӗнче чи  пахалӑхлӑ вӑрлӑха туса илес енӗпе те чылай ҫул  ӗҫлеҫҫӗ. Ҫак кунсенче вара муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин агрофирма уй-хирӗсене ҫитсе курчӗ. Хуҫалӑх ӗҫченӗсем «иккӗмӗш ҫӑкӑра» епле пуҫтарса кӗртнипе кӑсӑкланчӗ.   «Слава картофелю» агрофирмӑра ҫӗрулмие ҫӗнӗ йышши техникӑпа усӑ курса пуҫтараҫҫӗ. Ятарлӑ комбайн
Ӑшӑ пама пуҫланӑ

Ӑшӑ пама пуҫланӑ

Округра хӗллехи вӑхӑтра ӑшӑ парса тӑракан ҫӑлкуҫсене пӑхса тӗрӗслесе тухнӑ, вӗсем ӗҫлеме хатӗр пулнине палӑртнӑ. Ҫанталӑк сивӗтсе пынӑ май муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисене сентябрӗн 22-мӗшӗнчен ӑшӑ пама хушу кӑларнӑ. Чи малтанах ку ӗҫе сывлӑх сыхлавӗн, шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсемпе шкулсенче пурнӑҫлӗҫ, ун хыҫҫӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗре тата ытти обществӑлла зданисене ӑшӑ ҫитӗ.  Пур йышши харпӑрлӑхри предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертӳҫисен  те   хутса ӑшӑтмалли система ӑнӑҫлӑ ӗҫленине тӗрӗслесе тӑма талӑкӗпех  дежурство йӗркелемелле.
Ӗҫ планӗ пысӑк

Ӗҫ планӗ пысӑк

Вулакансене округра «Очаг» управляющи компани ӗҫлеме тытӑннине пӗлтернӗччӗ. Халӗ вӗсем нумай хваттерлӗ ҫуртсенче, вӗсен умӗнчи территорисене тирпейлес енӗпе ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Ун пирки вӗсем хӑйсен телеграм каналӗнче пӗлтерсех тӑраҫҫӗ.  Ҫак кунсенче ҫеҫ «Очаг» управляющи компанийӗн ӗҫченӗсем Кабалин микрорайонӗнчи 4-мӗш ҫурт тавра «сенкер ҫулӑм» трубине сӑрланӑ, 15-мӗш ҫуртӑн 1—2-мӗш подъезчӗсен алӑкӗсем тӑррине карнизсем вырнаҫтарнӑ, Канаш урамӗнчи 30-мӗш ҫуртра насос станцийӗ тунӑ, К.Антонов микрорайонӗнчи 11-мӗш ҫуртӑн канализаци трубисене те улӑштарнӑ.  Ҫавӑн пекех   нумай  хваттерлӗ ҫуртсенче ҫутӑ лампочкисене ҫӗнетнӗ, подъездсенче юсав ӗҫӗсем пуҫланӑ.
Ӗҫрен пӑрӑнман, плана тултарса пынӑ

Ӗҫрен пӑрӑнман, плана тултарса пынӑ

Пурнӑҫра пӗр профессире ҫеҫ ӗҫлекен ҫынсенчен пӗрре тӗлӗнетӗн, тепре мӑнаҫланатӑн. Ӗҫе чунтан парӑннӑ ҫынсем ҫеҫ пӗр вырӑнта ӗҫлеме пултараҫҫӗ тесе шутлатӑп. Вӑл чӑннипех те ҫапла. Акӑ, тӗслӗхрен, Киров поселокӗнче пурӑнакан Нина  Михайловна Григорьевӑпа тӗл пулсан, вӑл шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланине, ӗҫе чунтан юратнине ӑнланатӑн.  Нина Михайловна каласа панӑ тӑрӑх, сутуҫӑ профессине вӑл ӑнсӑртран ҫеҫ суйласа илнӗ иккен. Комсомольскинчи шкултан вӗренсе тухсассӑн  хӗр  чи малтанах ялти фермӑра тӑрӑшнӑ. Ун хыҫҫӑн Вӑрнарти ял хуҫалӑх училищине вӗренме кайнӑ, хурт-хӑмӑрҫӑ пулма ӗмӗтленнӗ. Пӗр вӑхӑт вӑл Ҫӗнӗ Сӗнтӗрти утарта та ӗҫлесе пӑхнӑ.  Пӗр самантра вара юлташ хӗрӗсемпе  пӗрле  Комсомольскинче сутуҫӑсен  курсӗнче  вӗренме шутланӑ.  Ун хыҫҫӑ
Ҫулне кура мар вӑр-вар, пур ҫӗрте те хастар

Ҫулне кура мар вӑр-вар, пур ҫӗрте те хастар

Аслӑ ӑрӑвӑн Комсомольскинчи «Кӗмӗл ӳсӗм» центрне халӑх яланах йышлӑн  ҫӳрет. Тивӗҫлӗ   канӑва тухнисем унта пӗр-пӗринпе хутшӑнса вӑхӑта  усӑллӑ  ирттереҫҫӗ. Центрӑн чи аслӑ хастарӗсенчен пӗри — Василий Пундяков. Кӑҫал Василий Пундяков  88 ҫул тултарчӗ пулсан та ҫулне кура мар вӑр-вар, лара-тӑра пӗлмест. Округра иртекен тӗрлӗрен спорт ӑмӑртӑвне ҫитет вӑл, аслӑ ҫулти спортсменсемпе вӑй виҫсе малти вырӑнсене те час-часах йышӑнать.  Василий Иванович «Кӗмӗл ӳсӗме» ҫӳрекенсемпе шашка-шахмат клубӗ йӗркеленӗ. Вӑл ертсе пынипе пенсионерсем час-часах шашкӑлла, шахматла, чушкӑлла выляс, дартс тата скандинави мелӗпе утас енӗпе тупӑшаҫҫӗ. Ӑна аслӑ ҫултисен центрӗн спорт пурнӑҫне йӗркелесе пыраканӗ тесех калас килет. В.Пундяков пӗчӗклех физкультурӑпа туслашнӑ. 1957—1959 ҫулсенче, Совет ҫарӗн
Ачасемпе ӗҫлени хавхалану кӳрет

Ачасемпе ӗҫлени хавхалану кӳрет

Воспитатель — пирӗн тӑрӑхӑн, Тӑван ҫӗршывӑн пуласлӑхӗ ҫине витӗм кӳрекен професси. Ача садне ҫӳренӗ вӑхӑтра кашни ача обществӑра хутшӑнусем йӗркелеме вӗренет, тавракурӑмне анлӑлатать, тӗрлӗ пӗлӳпе пуянланать. Шӑпах воспитатель пӗчӗккисен талантне асӑрхаса уҫма, пултарулӑх анинче пӗрремӗш утӑмсем тума пулӑшать.  «Рябинушка» ача садӗнче 15 ҫул вӑй хуракан Ирина Андреева воспитатель ӗҫне ахальтен мар суйланӑ. Вӑл кашни ачан чӗри патне ҫул тупма, чун туртӑмне туйса илме  пӗлет, алӑран ҫавӑтса пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрет, шӑпӑрлансене пултарулӑхне тӗрлӗ енлӗн аталантарма пулӑшать. — Пӗчӗк ҫынсем майӗпен уҫӑлса, аталанса пынине сӑнама питӗ юрататӑп. Ача садне пӗрремӗш хут килсе янӑ хӑюсӑр ачасем куллен пӗр-пӗринпе хутшӑнма вӗренсе пыраҫҫӗ, туслашаҫҫӗ, тавралӑха тӗпчеҫҫӗ. Эпӗ вара пӗ
Воспитатель ачасемшӗн вӗрентекен те, юлташ та

Воспитатель ачасемшӗн вӗрентекен те, юлташ та

Ача садне алӑк уҫса кӗрекен шӑпӑрлансене хавас та тулли кӑмӑлпа кӗтсе илекен ҫын вӑл — воспитатель. Вӑл пӗчӗкскерсене  пуҫласа пӗр-пӗринпе хутшӑнма хӑнӑхтарать, ушкӑнпа выляма вӗрентет. Конкурссене, вӑйӑсене хутшӑнма хӑнӑхтараканӗ те вӑлах. Ача садне килнӗ шӑпӑрлан кунӗпех унӑн куҫӗ умӗнче. Паха  воспитани парасси те воспитатель тивӗҫӗ.  Пуян чун-чӗреллӗ ҫынсем ҫеҫ тӑрӑшма пултараҫҫӗ ача садӗнче. Вӗсенчен пӗри — «Колосок» ача садӗнче тӑрӑшакан  Алина Владимировна Бурлакова.    Алина Владимировна   воспитатель пулма мӗн ачаранах ӗмӗтленнӗ тейӗн.  И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн аслӑ пӗлӳллӗ специалист ҫуралнӑ тӑрӑха таврӑннӑ та   «Колосок» ача садне ӗҫе кӳлӗннӗ. 2008 ҫултанпа вӑл

Телей кӳрекен юрату

(Вӗҫӗ. Пуҫламӑшӗ 17, 24—35-мӗш номерсенче). — Алик, кăштах шухăшусене çемçет, пурте йĕркеллĕ пулать. Сана кăштах кансан та пăсмасть. Вара сана та, арăмна та çăмăл пулĕ, — терĕç. Чăн та, кăштах кансан та пăсмасть. Хуйха пула кану мĕнне те маннă вăл. Çуралнă кун ячĕпе те черкке çĕклерĕç. Унтан Аликĕн пурте лайăх пултăр тесе те. Кайран нимĕн те астумасть. Ирхине сĕтел айĕнче вăранса кайрĕ вăл. Аллинче — юнланнă çĕçĕ. Малтан йĕри-тавра пăхкаларĕ, унтан пуçне çĕклесе пăхрĕ те… Умра икĕ аллине сарса Федя выртать… Ун йĕри-тавра юн кӳлленчĕкĕ... Алăри çĕççе курсан кĕлеткере ток çапнă евĕр хум шуса иртрĕ. Хăй сисмесĕрех сиксе тăчĕ, Федьăн алă тымарне тытса пăхрĕ. Чĕре таппи илтĕнменрен чĕркуçленсе ларчĕ, хăлхине юлташĕн кăкăрĕ çине тытрĕ. Çук, чĕре тапни илтĕнмерĕ. Унтан тимлĕрех
Хирсенче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ

Хирсенче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсен хирӗсенче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Ҫӗр ӗҫченӗсем  уяр кунсем тӑнипе усӑ курса мӗн ҫитӗнтернине тӑкаксӑр та пахалӑхлӑ пуҫтарса илме тӑрӑшаҫҫӗ. Сентябрӗн 17-мӗшӗ тӗлне 10555  гектар ҫинчен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене пуҫтарса илнӗ. Йӗтемсем ҫине пурӗ 39904 тонна тырӑ кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне 37,8 центнерпа танлашать. Хӑш-пӗр хуҫалӑхсенче ку кӑтарту 40 центнертан та ытларах. Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче халӗ куккурус уйӗсенче ӗҫсем хӗрӳ пыраҫҫӗ.  Округӗпе 298 гектар ҫинчен  (лартнӑ лаптӑкӑн 43,9 проценчӗ чухлӗ) «иккӗмӗш ҫӑкӑр» пухса кӗртнӗ. Ку тымарҫимӗҫ кашни гектар пуҫне шутласан 336,2 центнер тухать. 2,6 гектар ҫинчен кишӗр кӑларса илнӗ. Унӑн вӑтам тухӑҫӗ кашни гектар пуҫне 750 центнерпа танлашать. Кӑҫал ял хуҫалӑ
Халӑх Олег Николаева шанать

Халӑх Олег Николаева шанать

Суйлавҫӑсен 67,06 проценчӗ Олег Николаевшӑн сасӑланӑ. Сентябрӗн 12—14-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗ пулчӗ. Суйлав кунӗсенче Общество сӑнавӗн центрӗ ӗҫлерӗ.   Йӗркелӳҫӗсемпе сӑнавҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх суйлав йӗркеллӗ, кӑлтӑксемсӗр иртнӗ. Чӑваш Енре пурӑнакансем Конституци правипе ирӗклӗн усӑ курма, тӑван тӑрӑхӑн  малашнехи аталанӑвне витӗм кӳме  пултаракан  шухӑшне уҫҫӑн палӑртма пултарчӗҫ. Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх хӑйне хӑй тӑратнӑ кандидатшӑн Олег Николаевшӑн суйлавҫӑсен 67,06 проценчӗ сасӑланӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Константин Степанов (ЛДПР). Вӑл 14,23 процент пухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Максим Морозов («Ҫӗнӗ ҫынсем») йышӑннӑ. Уншӑн суйлавҫӑсен 8,37 проценчӗ сасӑланӑ. Тӑваттӑмӗш вырӑнта — Владимир Ильин (Пенсионерсен партийӗ).

Социаллӑ проектсем – халӑх пурнӑҫне лайӑхлатассишӗн

Сентябрӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикинче, ҫавӑн пекех Комсомольски  муниципалитет округӗнче  те йӑлана кӗнӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Информаци кунне Комсомольски  муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин, ЧР физкультура тата спорт министрӗ Василий Петров, округри  обществӑлла палата председателӗ Кияметдин Мифтахутдинов,  округ администрацийӗн структура подразделенийӗсен ертӳҫисем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, округри организаци-предприяти ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ. Кун йӗркинчи тӗп ыйту: Чӑваш Республикин 2025 ҫулхи социаллӑ  проекчӗсем — вӗсен малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсем тата малашнехи аталанӑвӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн июнӗн 1-мӗшӗнчен старт илнӗ социаллӑ проекчӗсенчен пӗри — «Яркое лето Чувашии»  округра асра юлмалла пулчӗ.  Виҫӗ уйӑхра

Автоҫул ҫӗнелет

Ҫак кунсенче округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин «Ҫӗрпӳ — Ульяновск» ҫулӑн Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗ ҫывӑхӗнчи участокне юсас ӗҫсем мӗнле пынипе вырӑна ҫитсе паллашнӑ. Муниципаллӑ контракт сумми 23 миллион тенкӗпе танлашать. Пӗтӗмӗшле 4 километра яхӑн ҫула юсаса ҫӗнетмелле. Ҫак участокра тӗрлӗ техника шавӗ самантлӑха та лӑпланмасть. Подрядчик пур ӗҫе те вӑхӑтра тума шантарать. Николай Никандрович ҫул тӑвакансемпе калаҫса кашни тапхӑртах ӗҫсен пахалӑхне тӗрӗслесе тӑрасси пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине ҫирӗплетнӗ, юсава тӗплӗн тата вӑхӑтра туса пӗтерни паха пулнине палӑртнӑ.
Тӳрех икӗ ФАП уҫӑлнӑ

Тӳрех икӗ ФАП уҫӑлнӑ

Паянхи кун республика ертӳлӗхӗ хӑй умне лартнӑ чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевсенчен пӗри — хулара пурӑнакансене ҫеҫ мар, ял ҫыннисене те пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтересси. Ҫавна май ял халӑхӗ аякка ҫула тухмасӑрах сывлӑхне тӗрӗслеттерме пултартӑр тесе тӗрлӗ ҫӗрте ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсем тӑваҫҫӗ. Ҫак кунсенче Анат Тимӗрчкасси ялӗнче пурӑнакансемшӗн савӑнӑҫлӑ пулӑм пулса иртнӗ. Унта «Вӑрӑм та активлӑ пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туса лартнӑ ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗн алӑкӗсем уҫӑлчӗҫ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗ Резеда Хуснетдинова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри Обществӑлла палатӑн председателӗ Кияметдин Мифтахутдинов, Комсомольскинчи тӗп район больницин тӗп врачӗ Инна Ефремова, Тукай территори уйрӑ
Ҫула тӗпрен юсӗҫ

Ҫула тӗпрен юсӗҫ

Нумаях пулмасть «Ҫӗрпӳ — Ульяновск» автоҫул патӗнчен Хирти Выҫли ялне кӗрекен автоҫула тӗпрен юсамалли проект патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Ҫӗнӗрен ирттернӗ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче сметӑра кӑтартнӑ хаксем паянхи хаксемпе пӗр килнине тӗпченӗ, проекта ырласа ӗҫе кӗртме хатӗррине ҫирӗплетнӗ. Ун тӑрӑх 4,8 километра яхӑн тӑсӑлакан ҫула тӗпрен юсамалла. Ҫакӑ ӑна ҫӗнӗрен асфальт сармаллине ҫеҫ пӗлтермест. Проект тӑрӑх ҫулӑн никӗсне ҫирӗплетмелле, шыв юхмалли пӑрӑхсене улӑштармалла, ҫӗнӗ шыв валакӗсем вырнаҫтармалла пулӗ. Ялта ҫуран ҫӳрекенсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме тротуарсем те тӑвӗҫ. Ҫӗнӗ асфальт ҫулӗ ҫинче паянхи требованисемпе пӗр килекен сигнал юписем, картасем, ҫул паллисем вырнаҫтарӗҫ, разметка тӑвӗҫ.  Кивелнӗ, шӑтӑк-путӑклӑ ҫул вырӑнне ҫӗнӗ асфальт сарни, паллах, ял ҫыннисене
Ӑнӑҫлӑ пулни куҫкӗрет

Ӑнӑҫлӑ пулни куҫкӗрет

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнипе ӗҫе кӗртнӗ «Сывлӑх патне утӑм» проекта пирӗн муниципаллӑ округра 2,5 уйӑхра 1937 ҫын хутшӑннӑ. Проект ялсенче пурӑнакансене хӑйсен сывлӑхне тӗрлӗ енлӗн тӗрӗслеттерме, чирсене шала кайиччен тупса палӑртма пулӑшнӑ. Шур халатлисем тӗрӗслевсем ирттерсе сывлӑх енчен кӑлтӑксем пуррине 3105 хутчен тупса палӑртнӑ, ҫав шутра 664 ҫыннӑн юн пусӑмӗ пысӑкки, 871 ҫыннӑн юнри холестерин шайӗ нормӑран пысӑкрах пулни, 247 ҫыннӑн юнри сахӑр шайӗ пысӑкки палӑрнӑ. Ҫавӑн пекех сывлӑхне тӗрӗслеттернисем хушшинче 746 ҫыннӑн ытлашши виҫе, 542 ҫыннӑн самӑрлӑх пур. 35 ҫыннӑн куҫри юн пусӑмӗ пысӑккине тупса палӑртнӑ. Медицина ӗҫченӗсем ялах килнипе усӑ курса 207 ҫын флюорографи витӗр тухнӑ, 987 ҫын «Сывлӑх шкулӗнче» специалистсемпе канашланӑ. Ял ҫыннисем тухтӑрсем
Проектсемшӗн сасӑлӑр

Проектсемшӗн сасӑлӑр

Пуҫаруллӑ проектсемпе усӑ курса  ҫулсеренех округра чылай вырӑнсенче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, тавралӑха тирпей-    илем кӗртнӗ. 2025 ҫулта та ку енӗпе нумай ӗҫ пурнӑҫланӑ, ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Кӑҫалхи сентябрӗн 12-мӗшӗнчен сентябрӗн 26-мӗшӗччен «Ниме — халӑх бюджечӗ» программӑпа ҫитес ҫул пурнӑҫлама палӑртнӑ проектсемшӗн сасӑлав пырать. Чӑваш Енре пурӑнакансем  ҫӗршер сӗнӳ-проект панӑ. Вӗсенчен сирӗн чи кирлине, чи пӗлтерӗшлине суйласа илсе сассӑрсене памалла. Сасӑлав «Общественное голосование Госуслуги» платформӑра пырать. Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне кӗрсе «Инициативные проекты», «Местные», «Проекты Комсомольского МО» тупмалла, проекта суйласа илсе «Поддержать проект», «Проголосовать» тесе ҫырнӑ ҫӗре пусса сасӑламалла. Чи нумай сасӑ пуҫтарнӑ проектсене пурнӑҫла

Хӗрарм-трактористкӑсем хӑйсене шеллемен

Паян ял хуҫалӑх предприятийӗсен хирӗсенче те, уйрӑм ҫынсен анисенче те пур ӗҫсене те техника пурнӑҫлать. ,лӗк вара тӗп ӗҫ вӑйӗ лаша пулнӑ. Унпа сухаланӑ,  сӳреленӗ, кӗлтесем турттарнӑ... Ҫурлапа тырӑ вырнӑ, сенӗк-кӗреплепе утӑ пуҫтарнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче утсем ялта  сахал юлнипе вӑкӑрсене те кӳлме тивнӗ. Вӑл вӑхӑтсенче ӗҫленӗ ҫынсем ҫулсеренех сахаллансах пыраҫҫӗ. Паян, уйсенче тракторсем кӗрлесе тӑнӑ вӑхӑтра, ҫакӑ ӗненмелле те мар пек туйӑнать. Иртнӗ ӗмӗрӗн 20—30 ҫулӗсенче ҫеҫ пирӗн ҫӗршывра хирсенче пӗрремӗш тракторсем курӑнкалама пуҫланӑ. Вӗсене паянхи хӑватлӑ техникӑпа танлаштарма май ҫук ӗнтӗ. Апла пулсан та вӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхӗ лашапа ӗҫленинчен нумай хут пысӑкрах пулнӑ. Хресчен ҫакна курса тӗлӗннӗ. Чи тӗлӗнмелли вара — вӗсене тытса пыракансем хушшинче хӗрарӑмсем чылай пулн
Паттӑр салтак умӗнче пуҫ таятпӑр

Паттӑр салтак умӗнче пуҫ таятпӑр

Нумаях пулмасть эпир,  таврапӗлӳҫӗсем, округ пуҫлӑхӗ тата администрацийӗ пулӑшнипе Йӗпреҫ поселокне ҫитрӗмӗр. Кунта пирӗн районта ҫуралнӑ мухтавлӑ ентешӗн, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ паттӑрӗн, Эткер ялӗнче ҫуралса ӳснӗ С.П.Галкинӑн вилтӑприйӗ ҫинче пултӑмӑр. Сергей Прокопьевича  Мускав хулин Бауман районӗнчи ҫар ӗҫ комиссариачӗ ҫара илнӗ. Чӑваш каччи 45 миллиметрлӑ тупӑна авӑрлаканӗ пулса Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче службӑра тӑнӑ, аслӑ сержант званине илсе оруди командирне ҫитнӗ. Салтакран киле таврӑнмалли вӑхӑт ҫитеспе Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Пирӗн ентеш вӑрҫӑра 3-мӗш армин Хӗрлӗ Ялавлӑ Кутузов орденӗллӗ 129-мӗш Орловски стрелковӑй дивизин 518-мӗш стрелоксен полкӗнче Брянск тата Белорусси фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Ҫапӑҫнӑ ҫеҫ мар, пысӑк паттӑрлӑхпа фашистсене хирӗҫ тӑнӑ. Ҫак
Тракторпа  ӗҫлет, комбайнпа куккурус пуҫтарать

Тракторпа  ӗҫлет, комбайнпа куккурус пуҫтарать

Иртнӗ ӗмӗрӗн 60—70-мӗш ҫулӗсенче ялта ҫуралнӑ арҫын ачасенчен чылайӑшӗ пӗчӗкренех хӑйсен пурнӑҫне техникӑпа ҫыхӑнтарма ӗмӗтленнӗ.  Ку вӑхӑтра колхозсем ҫӗнӗ техникӑсемпе пуянланма пуҫланӑ, фермӑсене те механизацилеме тытӑннӑ. Шкулта лайӑх паллӑсемпе вӗреннисем инженера вӗренме кайнӑ. 80-мӗш ҫулсенче вара ПТУсемпе СПТУсем каччӑсене механизатора, водителе вӗренме йыхравланӑ. Шкул сакки ҫинченех аттестатпа пӗрле тракторист-машинист правине илсе тухма май пулни  ял ачисене пӗр чӑрмавсӑрах предприятисемпе организацисене, колхозсене ӗҫе вырнаҫма шанӑҫ панӑ. Паянхи кун та округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тӗпрен илсен шкулта «Трактор» предметне вӗренсе удостоверени илнӗ ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — «Восток» ял хуҫалӑх кооперативӗнчи Ю.А.Белков. Шкул ҫулӗсенче Юрий ялти чылай а
Кивӗ мечет вырӑнӗнче – палӑк

Кивӗ мечет вырӑнӗнче – палӑк

«Ҫак паллӑ пулӑм пирӗн чӗресене ҫывӑхлатать, истори тымарӗсене сыхласа хӑварас  енӗпе пӗрле тунӑ  ӗҫӗн пӗлтерӗшне палӑртать. Йӑла-йӗркепе культурӑна хисепленине кӑтартакан  паллӑ вырӑна тӑвас  тӗлӗшпе ӗҫленӗ кашни ҫынна чӗререн тав тӑватӑп», — терӗ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин Чӗчкен ялӗнче унччен мечет пулнӑ  вырӑнта палӑк уҫнӑ вӑхӑтра. Ҫак утӑм  ял ҫыннисемшӗн, уйрӑмах ҫитӗнекен ӑрушӑн пысӑк  пулӑм пулнине Чӑваш Республикин Муфтийӗ Ильяс хазрат Сафиянов, Чӑваш Енри  тутарсен наципе культура пӗрлешӗвӗн председателӗ Агзам Шакиров,  Чӑваш Республикинчи мӑсӑльмансен Тӗн управленийӗн председателӗ Мансур хазрат Хайбуллов, тутарсен паллӑ писателӗ, Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Ркаил Зейдулла (Зейдуллин), округри
Чи лайӑх 100 фермер йышӗнче

Чи лайӑх 100 фермер йышӗнче

Етӗрне округӗнче республикӑри «Фермерсен слечӗ — 2025» пулса иртнӗ. Унта ял хуҫалӑхне малалла аталантарас енӗпе чылай ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Патшалӑх аграрисене тӗрлӗ енлӗ пулӑшма тӑрӑшать. Пирӗн республикӑра ку енӗпе федераци шайӗнчи 58, республика пӗлтерӗшлӗ 51 пулӑшу  мери ӗҫлет. Слетра   Чӑваш Енри  чи лайӑх 100 фермера та палӑртнӑ. Рейтинга туса хатӗрленӗ чухне фермер хуҫалӑхӗ мӗн чухлӗ лаптӑк йышӑннине, выльӑх-чӗрлӗхпе чӑх-чӗп шутне, мӗн чухлӗ техника пулнине, ӗҫ укҫи шайне, ӗҫлекенсен йышне, рентабӗллӗхе, парӑмсем ҫуккине шута илнӗ.  «Агро К(Ф)Х_100» рейтинга пирӗн округри фермер (хресчен) хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем те кӗнӗ. Чи лайӑх кӑтарту Рафис Гельметдинович Айсын фермерӑн. Вӑл  рейтингра 15-мӗш вырӑн йышӑнать. Ҫавӑн пекех республикӑри  чи лайӑх
Чӑваш Ен суханӗ  — чи лайӑххи

Чӑваш Ен суханӗ  — чи лайӑххи

Патӑрьел, Комсомольски тата Елчӗк округӗсенче ҫитӗннӗ 80 тонна элита  суханлӑх севок Беларуҫа ҫитнӗ. Унӑн пахалӑхне Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗ ҫирӗплетнӗ. 2025 ҫулта республикӑра ҫитӗнтернӗ 1,5 пин тонна   суханлӑх севока Молдовӑна, Казахстана, Монголие, Болгарие, Румыние тата Беларуҫа ӑсатнӑ. Ҫакна пӗтӗмпех  «Международная кооперация и экспорт» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫлама вӑй ҫитернӗ.  
Хирсенче ӗҫ шавӗ шӑпланмасть

Хирсенче ӗҫ шавӗ шӑпланмасть

Ҫанталӑк ӑшӑ, хӗвеллӗ кунсемпе савӑнтарнине кура округри аграрисем вырма ӗҫӗсене малалла тӑсаҫҫӗ. Хирсем кунран-кун пушансах пыраҫҫӗ. Хальлӗхе пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 7514 гектар ҫинчен ҫапса тӗшӗленӗ, 30,6 пин тонна тырӑ пуҫтарса кӗртнӗ, ҫав шутра тулӑ — 15,3 пин тонна, урпа — 10,9 пин тонна, сӗлӗ — 3,3 пин тонна, пӑрҫа йышши культурӑсем — 736 тонна, ыраш — 225 тонна. Кӑҫалхи вӑтам тухӑҫ чӑннипех те савӑнтарать. Кашни гектартан 40,8 центнер тыр-пул илнӗ. Пахча ҫимӗҫсен тухӑҫӗ те аван. Хальлӗхе 99 гектар ҫинчен 3277 тонна ҫӗрулми, 2,6 гектар ҫинчен 200 тонна яхӑн кишӗр пӳлмесене кӗнӗ. Ҫавӑн пекех 203 гектар ҫинче ҫитӗннӗ техника культурисене те пуҫтарса кӗртнӗ, 796,5 тонна тухӑҫ илнӗ. Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем кӗрхи культурӑсене акас ӗҫе те ӑнӑҫлӑн пурнӑҫл

Тӑкӑрлӑка ҫул сарнӑ

Ял ҫыннисем пӗрле тӑрӑшса пысӑк пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫа кӗртсе пырсан ялсен сӑн-сӑпачӗ илемленсех пырать. Ҫынсем пуҫаруллӑ бюджет программине активлӑн хутшӑнса тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫлама вӑй ҫитереҫҫӗ. Ҫак кунсенче Асанкасси ялӗнче Советская тата Октябрьская урамсем хушшинчи тӑкӑрлӑка вак чул сарас ӗҫе вӗҫленӗ. Халӗ ҫак ҫул хӑтлӑрах тата хӑрушлӑхсӑр пулса тӑнӑ. Куратпӑр ӗнтӗ, халӑх пуҫаруллӑ пулсан патшалӑх программине хутшӑнса пысӑк ӗҫсем тума пултарать. Ытти ялсенче те ҫак майпа усӑ курса таврана хӑтлӑх кӳреҫҫӗ.

Кашни тӗркем – салтаксемшӗн чунри хӗлхем

Хальхи вӑхӑтра Комсомольски муниципалитет округӗнчи кашни ялта тенӗ пекех Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене май пур таран пулӑшма, хавхалантарма тӑрӑшаҫҫӗ. Тыл паттӑрӗсен тӗп ӗҫӗсенчен пӗри — салтаксене хӳтӗлев сеткипе тивӗҫтересси. Ку тӗлӗшпе кашни ялта пурӑнакансем пысӑк хастарлӑхпа ҫак ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑмсем шӑматкунпа вырсарникунсӑр пуҫне кашни кунах ял клубӗсенче, округ центрӗн паркӗнче, «Кӗмӗл ӳсӗм» центрта, ҫӗвӗ цехӗнче  сетка ҫыхма, плащсемпе утиялсем ҫӗлеме  пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ҫак ӗҫре пурте хастар.  Малашне вара ҫанталӑк сивӗтнӗрен салтаксем валли ӑшӑнмалли ҫуртасем хатӗрлеме тытӑнаҫҫӗ.  Иртнӗ эрнере уйрӑмах Комсомольски, Нӗркеҫ, Тӗвенеш, Ҫӗнӗ Кипеҫ, Хирти Сӗнтӗр, Аслӑ Чурачӑк, Хырай Ӗнел, Асанкасси, Виҫпӳрт ялӗсенче п
Хушма пӗлӳ илме май пур

Хушма пӗлӳ илме май пур

Ӗҫсӗррисен шутне кӗртнӗ ҫынсем анчах мар, ӗҫ шыракансем те, ӗҫлекенсем те квалификаци ӳстерме тата хушма професси илме пултараҫҫӗ.  «Кадры» наци проекчӗпе ӗҫ рынокӗнче паянхи кун кирлӗ профессисемпе вӗренӳсем йӗркелеҫҫӗ.  Ку енӗпе  4  оператор (вӗренӳ заведенийӗ) ӗҫлет% ТГУ, РАНХиГС, ИРПО тата ВНИИ. Курссем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн квалификацие ҫирӗплетекен документ параҫҫӗ. Ӗҫсӗррисен ҫак ушкӑнсенче пӗлӳ илме май пур% 4-мӗш разрядлӑ охранник, программӑпа ӗҫлекен станоксен операторӗ, персонал енӗпе специалист, социаллӑ сферӑри психолог, бизнеса йӗркелекен, маникюр специалисчӗ. Вӗренес текенсем хӑйсем тӗллӗнех «Работа России» порталта ҫырӑнма, «Работа России» кадрсен центрне пыма пултараҫҫӗ. Кӑмӑл пуррисем 8(83539)5-13-79  телефонпа тӗплӗнрех  ыйтса пӗлееҫҫӗ.
Пысӑкрах пенси илме пулать

Пысӑкрах пенси илме пулать

Ял хуҫалӑхӗнче 30 ҫултан кая мар ӗҫленӗ республика ҫыннисем пысӑклатнӑ страхлав пенсине тивӗҫеҫҫӗ. Регионта ӑна паян кун 20 пин ытла пенсионер илсе тӑрать. Ку пенсие палӑртнӑ чухне ҫак условисене пӑхаҫҫӗ% ҫын ватлӑхпа е инвалидноҫпа страхлав пенсине илсе тӑма тивӗҫ, унӑн ял хуҫалӑхӗнчи стажӗ 30 ҫултан кая мар, ялта пурӑнать, ӗҫлемест. Пурӗ 500 ытла професси ҫынни ҫак пулӑшупа усӑ кураять. Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн управляющийӗ Валерий Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх ял стажӗшӗн паракан укҫа ватлӑхпа е инвалидноҫпа паракан страхлав пенсийӗн ҫирӗплетнӗ пайӗн 25 проценчӗпе танлашать. Ӑна кашни ҫулах индексацилеҫҫӗ. Пенсие ҫакӑн пек майпа пысӑклатас тесен заявлени ҫырмалла. Тепӗр ҫултан пуҫласа вара ял хуҫалӑхӗнче 30 ҫул ӗҫлени ҫинчен калакан сведенисем Социаллӑ фондра пур пу
Чӑваш Енре ретропуйӑс ҫӳреме пуҫлӗ

Чӑваш Енре ретропуйӑс ҫӳреме пуҫлӗ

Ҫакӑн пирки Горький чукун ҫулӗн ертӳҫи Сергей Дорофеевский пӗлтернӗ. Пуйӑс  «Шупашкар — Канаш» маршрутпа    ҫӳрӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫакнашкал ретропуйӑссем Чулхула облаҫӗнче пур. Вӗсем «Чулхула — Арзамас», «Чулхула — Московский», «Чулхула — Сортировочный» маршрутсемпе ҫӳреҫҫӗ. Удмурт республикинче «Чайковский экспресс» ҫула тухать. Киров хулинче вара Ҫӗнӗ ҫулхи уявсенче ретропуйӑс ҫӳрет.
Контейнер ҫывӑхне тултармалла мар

Контейнер ҫывӑхне тултармалла мар

Тӑван тавралӑх таса та тирпейлӗ пултӑр тесе сахал мар ҫыратпӑр, калаҫатпӑр. Анчах пурӑнакан вырӑна тирпей-илем кӗртме пурте тӑрӑшмастпӑр. Кашни эрнесерен субботниксем йӗркелени те тепӗр чухне  сахал витӗм кӳрет. Пуҫтарса тирпейленӗ  вырӑна наччасрах юхӑнтарса яраҫҫӗ. Ҫакна пӗтӗмпех хамӑр, ҫак таврашра пурӑнакан ҫынсем, тӑватпӑр. Юлашки вӑхӑтра, тӗслӗхрен, ҫӳп-ҫап пуҫтаракан контейнерсене тата унпа пӗрлех контейнерсен ҫумне  ҫӗрулми, помидор, хӑяр, чечек аврисене тултарса е пуҫтарса хурасси йӑлана кӗчӗ. Пахчара касса тирпейленӗ йывӑҫ тураттисене те ун тавра темӗн чухлех купаласа хураҫҫӗ. Ҫӳп-ҫап тиеме килнӗ автомашинӑн ӑна епле илсе тухса каймалла-ши? Кун пирки ҫынсем шутламаҫҫӗ те тейӗн. Йывӑҫ тураттисем кӑмакара ҫунаҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ вӗсем, авӑрсем навус купи ҫинче ҫӑмӑллӑнах ҫӗ

Телей кӳрекен юрату

(Малалли. Пуҫламӑш.  17, 24—34-мӗш номерсенче). Алиса та упăшки умĕнче хăй сӳрĕккине кăтартма тăрăшмарĕ. Тульккăш юлашкинчен кăна киле каяс умĕн: — Алик, енчен те манпа мĕн те пулин пулас пулсан ачасене лайăх пăх, — терĕ. — Эсĕ мĕскер калаçатăн, Алиса? Вилме хатĕрленмен пулĕ те эсĕ? Эпир тин çеç пурăнма тытăннă. Тата пирĕн ачасем те пур вĕт. Пирĕн вĕсене çитĕнтерес пулать, мăнуксене утьăкка сиктерес те килет-ха манăн. — Çук, вилме шутламастăп-ха эпĕ. Ăнсăртран мĕн те пулин пулсан кăна тетĕп-çке. — Ăнсăртран та пирĕн нимĕн те пулма пултараймасть, ăнлантăн-и? Ăнсăртран та! Пуçра ун пек шухăш нихăçан та ан пултăр. Юрать-и, Алиса? Урăх çак сăмахсене эпĕ илтем мар, юрать-и? — Юрать, юрать, — терĕ Алиса шăппăн. «Нивушлĕ пĕлет хăйĕн чирне е чĕрипе туять-ши? Çапах та тем
Общество деятелӗ, журналист…

Общество деятелӗ, журналист…

Геннадий Павлович  Етӗрнери училищӗре вӗреннӗ хыҫҫӑн Киев хулинче коммерци институчӗн 2 курсне пӗтернӗ. 1918—1920 ҫулсенче   Етӗрне уесӗн РКП(б)  комитечӗн секретарӗ, ҫак уесри  «Красный клич» хаҫатӑн редакторӗ пулнӑ. 1920 ҫулта Хусан РКП(б)губкомӗн агитаципе пропаганда уйрӑмӗн заведующийӗнче, Краснококшайск уесӗн парти комитечӗн секретарӗнче ӗҫленӗ. Ҫак ҫулхи  декабрӗн 2-мӗшӗнче «Известия облисполкома и областкома РКП(б) Чувашской  автономной области РСФСР» хаҫат редакторне лартнӑ. Геннадий Павлович журналистсен пухӑвӗнче Чӑваш республикинче пичет ӗҫченӗсен профессипе производство союзне йӗркелес ыйтӑва хускатнӑ. Шупашкарта журналистсен клубне  туса хума сӗннӗ. Тепӗр ҫулхине ун пек клуб уҫӑлнӑ. Ҫакӑ пичет ӗҫченӗсене тата творчество ҫыннисене пӗр
Ӗҫкӗ ырӑ тумасть

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть

КУЛЛЕН эрех-сӑмакун виҫесӗр ӗҫекен ҫын вӑтамран  55 ҫултан ытла пурӑнаймасть, урӑлма пӗлмесӗр ӗҫекенсен ӗмӗрӗ вара 45 ҫултан  нумай иртмест. Статистика кӑтартӑвӗсем Раҫҫейри кашни тӑваттӑмӗш ҫын алкоголизмран вилнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Онкологи чирӗ те нумай чухне эрех-сӑра ӗҫнипе пуҫланать. Статистика ҫакна та ҫирӗплетет% спиртлӑ шӗвексене куллен ӗҫекен кашни пиллӗкмӗш ҫын пӗвер циррозӗпе нушаланса вилет. Алкоголизм панкреатит тата вар-хырӑм чирӗсем аталанасси патне илсе  ҫитерет. Ҫак чирсене ҫийӗнчех сиплемесен, ҫын пурнӑҫран уйрӑлса каясси те инҫе мар. Эрех-сӑрапа иртӗхекенсем чӗре чирӗпе аптӑраса та хӑвӑрт вилеҫҫӗ. Спиртлӑ шӗвекпе наркӑмӑшланса вилекенсем те сахалӑн мар. Ҫавӑнпах ӗнтӗ ҫыннӑн сывӑ пурнӑҫ йӗркине суйласа илмелле, физкультурӑпа тата спортпа туслашмалла. Е

Телей кӳрекен юрату

(Малалли. Пуҫламӑш.  17, 24—33-мӗш  номерсенче). Паллах, сирĕн мăшăрăр кун çинчен нимĕн те пĕлмест. Эпир ăна çăмăл чирпе чирленĕ тесе пĕлтертĕмĕр. Вăл çакна ĕненет. Паллах, эсир кун çинчен ăна пĕлтермессе шанса тăратпăр. Мĕн май килнĕ таран сирĕн ăна уяс пулать. Ĕçсе тăмалли эмелĕсене эпир тухнă чухне парса ярăпăр, çапах та вĕсене сирĕн туянса тăрасах пулать. Эмелĕсем питĕ хаклă. Çавăнпа чирлисем малтанах, больницăран тухсанах, вĕсене ĕçме пăрахаççĕ. Çакă вĕсен пурнăçĕнче нумай чухне питĕ пысăк сиен кӳрет. Каярах, йывăрланса çитсен, тытăнаççĕ, ун чухне вара кая юлнă. Сирĕн мăшăрăр питĕ çамрăк-ха. Темшĕн юлашки вăхăтра çак чир те çамрăкланчĕ. Çавăнпа питĕ шел çамрăксене, питĕ шел. Пĕр сăмах чĕнмесĕр, тĕрĕссипе, сывлăш çавăраймасăр, итлесе ларчĕ Алик врач сăмахне. Итлесе лар
1000-мӗш утиял хатӗр

1000-мӗш утиял хатӗр

Аслӑ ӑрун «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрне ҫӳрекенсем кулленех ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсене пулӑшас тесе ырми-канми ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, дронсенчен хӳтӗлекен утиялсемпе плащсем ҫӗлеҫҫӗ. Хӗрарӑмсем хатӗрленӗ япаласем салтаксене ҫапӑҫури йывӑр условисенче пысӑк пулӑшу кӳреҫҫӗ. Ҫак кунсенче активистсем дронсенчен хӳтӗленме пулӑшакан 1000-мӗш утияла хатӗрленӗ. Кашни ҫакӑн пек япала хыҫӗнче ҫӗршер сехет ӗҫ, тӑрӑшуллӑ алӑсем, фронтри ентешсене пулӑшас туртӑм. Хальхи ҫӑмӑл мар вӑхӑтра куратпӑр ӗнтӗ — ҫынсем чӑн-чӑн патриотлӑх кӑтартса ҫирӗп тыл пулма, ҫапӑҫусене кӗрекенсене май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе чун ыйтнипе хутшӑнакансем умӗнче пуҫ таятпӑр, вӗсем чи пысӑк тав сӑмахӗсене тивӗҫ. Алевтина АНТОНОВА.

Куҫа илӗртекен вырӑн пулса тӑнӑ

Юлашки ҫулсенче округра пуҫаруллӑ проектсене ӗҫе кӗртнӗ май ялсен сӑн-сӑпачӗ улшӑнса пырать. Халӑх вырӑнта ӑҫта мӗн тумаллине хӑй суйласа илет. Патшалӑх пулӑшнипе, ҫынсем хӑйсем тӑрӑшнипе  урамсенче ҫулсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, ача-пӑча вылямалли лаптӑксем тӑваҫҫӗ, масарсене тирпей-илем кӳреҫҫӗ... Ҫак кунсенче вара Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн «Ниме — халӑх бюджечӗ» программипе килӗшӳллӗн пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипе усӑ курса Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем ялти чиркӳ тавра тирпей- илем кӗртнӗ.  Унта пыракан ҫула брусчатка сарнӑ, карта тытса ҫавӑрнӑ, саксем вырнаҫтарса лартнӑ. Халӗ ку вырӑн хӑйӗн хитрелӗхӗпе, тирпейлӗхӗпе куҫа илӗртекен вырӑн пулса тӑнӑ. Аса илтеретпӗр, «Ниме — халӑх бюджечӗ» пуҫаруллӑ  проектпа кӑҫал 48 вырӑнта  тӗрлӗ ӗҫсем