Эрнипех хаваслӑх парнеленӗ
«Пехет» агромаркетри Комсомольски округӗн «Единая Россия» партин «Культура малой родины» проекчӗпе иртекен кунӗсенчи малтанхи мероприятисем пирки хаҫатра пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Округ кунӗсем малалла эрне вӗҫӗччен, апрелӗн 5-мӗшӗччен тӑсӑлнӑ.
Кунта округри 12 территори уйрӑмне палӑртнӑ тӗрӗллӗ картӑпа та паллашма май пулнӑ. Комсомольскинчи хӗрарӑмсен совечӗн членӗсем Е.Н.Васильева тата С.Н.Григорьева округри ялсем ӑҫта вырнаҫнине тата вӗсен хӑйнеевӗрлӗхне лайӑхрах пӗлме май парас тӗллевпе ҫав картӑна татӑксенчен (пазлсем) пуҫтармалли вӑйӑ та йӗркеленӗ.
Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи «Селяночки» ушкӑн кӗнчелепе ҫӑм арласа ҫип тунине тата вӑл чӗртавартан ытти япаласем хатӗрлес ӑсталӑха кӑтартса панӑ. Ротангран чӳлмексем ҫыхас, килте супӑнь тӑвас тата ытти ӑста






























































































