Вторник, 14 апреля

Ӑмӑртӑва йыхравлатпӑр

Мартӑн 14-мӗшӗнче хӗллехи спорт сезонӗ хупӑннӑ ятпа, «Каҫал ен» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсен йӑлана кӗнӗ  эстафетӑллӑ ӑмӑртӑвӗ пулать. Вӑл Комсомольскинчи вӑрман хӗрринче 9 сехет те 30 минутра пуҫланать. Кӑмӑл тӑвакансем пурте унта хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп тата вӑтам шкулсен командисенче 2 хӗрачапа  2 арҫын ача пулмалла. Предприятисемпе организацисен, учрежденисен командисенче  2 арҫынпа 1 хӗрарӑм старта тӑрӗ. Ветерансен командисем 2 арҫынран тата 1 хӗрарӑмран пулмалла.  Пурте 1 километра чупӗҫ.

Пурне те ӑмӑртӑва йыхравлатпӑр!

ОРГКОМИТЕТ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *