Пур енӗпе те пултаруллӑ, талантлӑ хӗр

Пур енӗпе те пултаруллӑ, талантлӑ хӗр

Пирӗн округра талантлӑ, вӗренӳре тата обществӑлла ӗҫре хастар ҫамрӑксем чылай. Уйрӑмах пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвакансем Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн ятарлӑ стипендине тивӗҫеҫҫӗ. Кӑҫалхи стипендиатсем хушшинче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекен Полина Романован ячӗ те пур.

Полина асӑннӑ шкулта 10-мӗш кадет класӗнче ӑс пухать. Вӑл мӗн пӗчӗкрен вӗренӗве пысӑк тимлӗх уйӑрать, лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пырать. Тӑрӑшнине кура тӗрлӗ конкурссене, фестивальсене, олимпиадӑсене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑнать. Сӑмахран, 2019 ҫулта вӑл вырӑс чӗлхипе районта иртнӗ олимпиадӑра призерсен шутне кӗнӗ, республика тапхӑрӗнче те лайӑх пӗлӳпе палӑрса 4-мӗш пулнӑ. 2024 ҫулта та вырӑс чӗлхипе муниципалитет шайӗнче мала тухнӑ, географи, физика, ОБЖ предмечӗсемпе призер пулса тӑнӑ. ОБЖ-па республика шайӗнче те призерсен шутне кӗме пултарнӑ. Ҫавӑн пекех естествознанипе халӑхсем хушшинче иртнӗ «Человек и природа» конкурсра Полина ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ, акӑлчан чӗлхипе иртекен «BRITISH BULLDOG» конкурсра та, «Кенгуру» математика вӑййинче те тарӑн пӗлӗвне кӑтартса парса 2-мӗш вырӑна тухнӑ.

Вӗренӳре лайӑх ӗлкӗрсе пырас тесен, паллах, нумай вӑй хума тивет. Апла пулин те пултаруллӑ хӗр чун киленӗҫӗ валли те вӑхӑт тупать. Вӑл питӗ ташлама юратать, округ, республика, Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнса хӑй пӗччен те, командӑра та пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвать. «Эпӗ 6 ҫулта чухне художество гимнастикине ҫӳреме пуҫларӑм. Ӑсталӑха куллен аталантарса пырса нумай конкурсра мала тухрӑм, медальсене тивӗҫрӗм. Манӑн ҫак спорт тӗсӗпе ҫитӗннисен виҫҫӗмӗш разрячӗ те пур», — каласа парать хастар хӗр. 2016—2023 ҫулсенче Полина Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн хореографи уйрӑмӗнче пултарулӑхне аталантарнӑ, тӗрлӗ конкурс-фестивальсене хутшӑнса малти вырӑнсене тивӗҫнӗ.

П.Романован ятне юрӑ-кӗвӗ тӗнчинче те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл фортепиано калама ӑста. Музыкӑна мӗн пӗчӗкрен кӑмӑллаканскер, республика тата Раҫҫей шайӗнчи конкурссенче пултарулӑхне кӑтартать, малти вырӑнсене те пӗрре мар тухнӑ.

Талантлӑ хӗршӗн спорт та ют мар. Полина ҫӑмӑл атлетикӑна, волейбола тата сӗтелҫи теннисне уйрӑмах кӑмӑллать. Сӗтелҫи теннисӗпе вӑл «Артек» лагерьте иртнӗ ӑмӑртура 1-мӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ.

Кадет класӗнче вӗреннӗ май шкулти пурнӑҫ та питӗ интереслӗ иртет. Вӗсен команди ҫарпа патриот клубӗсен фестивалӗсене, «Зарница» вӑййа, кадет класӗсен смотр-конкурсӗсене, стройпа юрӑ смотрӗсене хастар хутшӑнать, пӗрре мар вӗсенче ҫӗнтерӳҫӗ тата призер пулса тӑнӑ. Бал ансамблӗнче ташласа та Полина ӑҫта кӑна ҫитмен, ҫав шутра вӗсен ушкӑнӗ «Бал четырех побед», «Кадетский Георгиевский бал», «Вальс Победы — 2025» республика конкурсӗсенче мала тухнӑ.

Паянхи кун округра пурӑнакан ҫамрӑксем волонтерство ӗҫӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнине пӗлетпӗр ӗнтӗ. П.Романова та «Молодая Гвардия» ушкӑнӑн тата «Движение Первых» юхӑмӑн активисчӗсен шутӗнче. 2024 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче вӑл команда йышӗнче Уфа хулине хӑйсен проектне хӳтӗлеме кайса килнӗ, вӗсен ӗҫӗ чи лайӑх 15 проект шутне кӗме пултарнӑ. Полина пӗлтӗр «Большая перемена» конкурсра та пултарулӑхпа палӑрнӑ, ҫурма финала ҫитнӗ.

«Тӗрлӗ конкурс-фестивальсене хутшӑнма мана питӗ интереслӗ. Ҫынсемпе паллашни, ҫӗнӗ пӗлӳсемпе пуянланни, тӗрлӗ хуласене курса ҫӳрени пур енлӗн аталанма пулӑшать. Кӑҫал мана стипендиатсен шутне кӗртнине пӗлсен, паллах, питӗ савӑнтӑм. Ҫакӑ малашне тата та тӑрӑшарах вӗренме, конкурссенче активлӑ пулма хавхалантарать», — уҫать шухӑшне пултаруллӑ хӗр. Маттур вӗренекене малашне те пысӑк ӳсӗмсем туса пыма ӑнӑҫу сунатпӑр.

Наталья Калашникова.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *