Июлӗн 12-мӗшӗнче Петӗрпе Павел кунӗнче Шурут тата Шурут-Нурӑс ялӗсенчи халӑх Шурут ялӗ 395 ҫул ҫитнине анлӑн уявланӑ. Ку тӑрӑхран хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ, обществӑлла политикӑра, ҫар, ял хуҫалӑх ӗҫӗсенче, культурӑра, спортра тата ытти ҫӗрте палӑрнӑ ҫынсем сахал мар кун ҫути курнӑ, кунти сывлӑша сывласа ӳснӗ, ҫӗртен вӑй-хӑват илнӗ. Уява та ентешсем чылайӑн пуҫтарӑннӑ. Ял уявне Питрав кунӗ пулнӑ май «Айтӑр, вӑййа тухар-и?!» тесе палӑртса вӑйӑ картине тӑрса пуҫланӑ.
Шурут округри чи аслӑ ялсенчен пӗри. 1678—1679 ҫулсенчех кунта 25 хуҫалӑх шутланни паллӑ. 1795 ҫул тӗлне 54 ҫурта ҫитнӗ. Вӑл вӑхӑтсенче пирӗн тӑрӑхра ку пысӑк ял пулнӑ. 1869 ҫулта ревизи кунта 223 арҫын, 213 хӗрарӑм пурӑнни паллӑ. 1926 ҫулта ялта вара пурӑнакан хуҫалӑхсен шучӗ 169 ҫитнӗ. Вӗсенче пурӗ 905 ҫын пурӑннӑ.
Ялта 1930 ҫулта Молотов ячӗллӗ колхоз йӗркеленӗ. 1963 ҫултанпа кунти ӗҫченсем «Урожай» колхозра тӑрӑшаҫҫӗ.
Кунта пултаруллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем пур енӗпе те маттур. Малашне те вӗсен сывлӑхӗсем пулччӗр, вӑй-халӗ тапса тӑтӑр. Ялта хастар ҫынсем пулсан вӑл малалла та пурӑнӗ. Ҫак шухӑшсене палӑртса Шурут территори уйрӑмӗн начальникӗ С.М.Маштанов, округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ф.Ф. Зейнетдинов, «Кӗтне» ентешлӗх представителӗ, Шурут-Нурӑс ялӗнче ҫуралса ӳснӗ В.Е.Михеев тата ыттисем те уяв ячӗпе саламланӑ, ӑнӑҫусем суннӑ. Ялти маттур ҫынсене Хисеп грамотисемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе, парнесемпе чысланӑ.
Уява килнисем культура ӗҫченӗсем йӗркеленӗ ял сӑн-сӑпатне, аталанӑвне сӑнлакан «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!», Раҫҫейре тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, республикӑра Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкӗсене халалланӑ «О доблестях, о подвиге, о славе» выставкӑсемпе интересленсе паллашнӑ. Ялти маттур ӑстаҫӑн Л.Н.Тарасован ал ӗҫӗсем умӗнче те чарӑнса тӑнӑ, вӗсене туянакансем те пулнӑ.
Вырӑнти юрра-ташша ӑста ҫынсем хӑйсен уҫӑ сассисемпе пурне те сцена тавра пуҫтарнӑ. Вӑй-хал енчен ҫирӗпписем спорт ӑмӑртӑвӗсенче тупӑшнӑ. Уявра пӗрле пуҫтарӑнса савӑнни, пӗр-пӗринпе курса калаҫни халӑх асӗнче чылайлӑха юлӗ.

