Воскресенье, 11 октября

Ҫемье кунӗ чӑвашлӑх темипе иртнӗ

Ҫемье кунӗ чӑвашлӑх темипе иртнӗ

Ҫемье, юратупа шанчӑклӑх кунӗ умӗн Пӗтӗм Раҫҫейри вырӑнти хӑйтытӑмлӑха аталантаракан ассоциаци 89 регионти муниципалитетсен пуҫлӑхӗсемпе тематикӑлла тӗлпулусем йӗркеленӗ. Видеоҫыхӑну урлӑ иртнӗ мероприятие Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин та хутшӑннӑ. Тӗлпулӑвӑн тӗп теми ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетесси пулнӑ.

Унта нумай ҫул пӗр-пӗрне юратса, упраса пурӑнакан мӑшӑрсем% Арестина Семеновнӑпа Василий Петрович Николаевсем, Мария Дмитриевнӑпа Геннадий Илларионович Перепелкинсем тата Нина Георгиевнӑпа Андрей Андреевич Кондратьевсем хутшӑннӑ.

Вӗсем хӑйсен ҫемйисенче йӑлана кӗнӗ хаклӑхсене мӗнле упрани, чӑвашлӑха аталантарни ҫинчен каласа панӑ, чӑваш халӑх культурипе паллаштарнӑ. Палӑртса хӑвармалла: Кондратьевсем уява чӑваш ҫи-пуҫӗпе килнӗ. Тӗрӗллӗ кӗпесем мӑшӑра тата та илем кӳнӗ, ҫемье хаклӑхӗсене упрасси пирӗн авалхи несӗлсен йӑлисене сыхласа пырассипе тачӑ ҫыхӑннине кӑтартса панӑ. Мӗн авалтан ваттисем ҫамрӑксене ҫемьене упрама, пӗр-пӗрне каҫарма, йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулма вӗрентсе пынӑ, паян кун та ваттисен халалне ӑша хывса пурӑнакансем ҫирӗп ҫемьесем йӗркелеҫҫӗ.

Уява уйрӑмах илем кӳрекенни «Каҫал» халӑх ансамблӗ пулнӑ. Ушкӑн халӑх умне тухсанах тӗрӗллӗ чӑваш кӗписем, чӑваш халӑх капӑрлӑхӗсем тӳрех куҫ умне пулаҫҫӗ, янӑравлӑн илтӗнекен чӑваш халӑх юррисем пурин чунне те тыткӑнлаҫҫӗ. 

Уявра 50 ҫул ытла пӗр-пӗрне юратса пурӑнакан хисеплӗ мӑшӑрсене — Николаевсене тата Перепелкинсене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медаль парса чысланӑ. Кондратьевсен кӑҫалхи август уйӑхӗнче «ылтӑн туй» пулать. Вӗсене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Тав хучӗпе чысланӑ. «Сирӗн пек ҫемьесем — округӑн мухтавӗ, ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх», — палӑртнӑ Николай Никандрович хӑйӗн сӑмахӗнче мӑшӑрсене саламланӑ май. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *