Вторник, 8 сентября

Мотоцикл ачасем валли мар

Мотоцикл ачасем валли мар

Шкул ачисен ашшӗ-амӑшӗ ачисем техника патне туртӑннине асӑрхаса скутер, мопед е питбайк туянса парать. Анчах вӗсем ывӑл-хӗрӗсен пурнӑҫӗшӗн хӑрушӑ пулма пултарни ҫинчен шутламаҫҫӗ. Арҫын ачасемшӗн питбайк чи кӗтнӗ парнесенчен пӗри пулӗ. Анчах та манмалла мар: питбайк — спорт инвентарӗ, унпа ахаль ҫулсем тӑрӑх ярӑнма юрамасть.

Транспорт хатӗрӗсем пысӑк хӑрушлӑхпа ҫыхӑннӑ, ҫавӑнпа та вӗсемпе ҫӳреме права илмелле. Вӑл е ку категориллӗ водитель удостоверенине паччӑр тесен экзамен тытмалла. Акӑ, сӑмахран, мопедпа 16 ҫул тултарсан, «М» категориллӗ водитель прави илсен ҫӳреме ирӗк пур. Мотоциклпа 18 ҫула ҫитсе «А» категориллӗ водитель удостоверенийӗ илсен ҫеҫ ҫӳреме юрать. Енчен те 16 ҫула ҫитнӗ ҫамрӑк водитель правине илмесӗр мопед, мотоцикл е автомобиль рулӗ умне ларсан ӑна РФ КоАПӗн 12.7 статйин 1 пайӗпе килӗшӳллӗн 5 пин тенкӗрен пуҫласа 15 пин тенкӗ таран штраф кӗтет. Ҫав вӑхӑтрах транспорт хатӗрне специализациленӗ стоянкӑна илсе каяҫҫӗ.

Енчен те 16 ҫул тултарман ҫамрӑк руль умне ларсан унӑн саккунлӑ представителӗсем явап тытаҫҫӗ. РФ КоАПӗн 5.35 статйипе килӗшӳллӗн транспорт хатӗрне тытса чараҫҫӗ, йӗркене пӑснине ӗнентерекен материалсене ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссие ярса параҫҫӗ. Вӑл вара ача тата унӑн ашшӗ-амӑшӗ пирки саккунлӑ йышӑну тӑвать.

Хисеплӗ ашшӗ-амӑшӗ, эсир ачасен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерекенсем, ҫавӑнпа та ачӑрсемпе хӑйсене мӗнле тытмалли ҫинчен калаҫусем час-часах ирттерӗр, саккун йӗркине хирӗҫ каясран сыхлӑр.

Сергей ЛАСТОЧКИН,  

муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский»  уйрӑмӗн начальникӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *