Суббота, 8 августа

Велосипедпа ҫула тухрӗҫ, 126 километра парӑнтарчӗҫ

Велосипедпа ҫула тухрӗҫ, 126 километра парӑнтарчӗҫ

Физкультурӑна пропагандӑлас, халӑха спорта тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине явӑҫтарас тӗллевпе республикӑра кашни ҫулах профсоюзсен велочупӑвне йӗркелеҫҫӗ. 

Июлӗн 5-мӗшӗнче округра профсоюзсен VI «Потому чТо мы Вместе» черетлӗ  велочупӑвӗ иртрӗ. Ку вӑл профсоюзсем йӗркелекен чи интереслӗ, нумай ҫынна илӗртекен спорт мероприятийӗсенчен пӗри. Унта пирӗн ҫӗршывӑн тӗрлӗ реги- онӗсенчен велоспорта юратакансем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Мероприятие йӗркелекенсем кӑҫалхи маршрута тата та интереслӗрех тума тӑрӑшнӑ.

Профсоюзсен улттӑмӗш хутчен йӗркелекен  велочупӑвне хутшӑнма ҫӗршывӑн 22 регионӗнчен пурӗ 200 ытла спортсмен пуҫтарӑннӑ. Ирхине вӗсем Комсомольски ялӗнче старта тухрӗҫ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин велочупӑва пуҫтарӑннисене саламласа ҫак физкультура мероприятийӗ профсоюз юхӑмӗн пӗрлӗхне кӑтартса пани ҫинчен каларӗ, пурне те ӑнӑҫлӑн финиша ҫитме, дистанцие ҫӑмӑллӑн парӑнтарма сунчӗ.

Велочупӑва хутшӑнакансен пӗрремӗш чарӑнӑвӗ Йӑлмахва ялӗнче пулчӗ. Унта вӗсене культура ӗҫченӗсем тата ял ҫыннисем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарчӗҫ. Кӑштах каннӑ хыҫҫӑн велосипедистсем Елчӗк округне ҫул тытрӗҫ. Малалла вӗсем Патӑрьел тӑрӑхне ҫитсе унти тавралӑх илемӗпе киленчӗҫ. Кашни чарӑнурах спортсменсене ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ, малалла та пысӑк хавхаланупа ярӑнса дистанцие ӑнӑҫлӑн парӑнтарма сунчӗҫ.

Каҫ еннелле велосипедистсем  республика территорийӗ тӑрӑх 126 километр ярӑнса каялла Комсомольски ялне ҫаврӑнса ҫитрӗҫ. Профсоюзсен  «Потому чТо мы Вместе» черетлӗ  велочупӑвне хутшӑннисене сцена ҫинче чысларӗҫ.  Вӗсем валли пуян концерт программи те пулчӗ.

Мероприятие хутшӑнакансем велочупу асра юлмалла иртнине, лайӑх кӑмӑл парнеленине палӑртса ӑна йӗркелекенсене тав турӗҫ, ҫитес ҫул та ҫакӑн пек мероприятие хутшӑнма кӑмӑл пуррине палӑртрӗҫ.

Ева Александрова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *