105 ҫул – паллӑ пулӑм

105 ҫул – паллӑ пулӑм

Кӑҫал эпир Чӑваш автономине туса хунӑранпа 105 ҫул ҫитнине уявлатпӑр. Ҫавна май республикӑра уявӑн пуян программине хатӗрлеҫҫӗ.

Чӑваш Енре пӗрремӗш хут Пӗтӗм Раҫҫейри «Земля вкуса» гастрономи фестивалӗ иртӗ. Унта 40 регионтан тавар туса кӑларакан 100 предприяти хутшӑнӗ. Хӑнасем ҫӗршыври чи лайӑх апат-ҫимӗҫсене хаклама пултарӗҫ.

«Ялта чи лайӑххисем» агрослет тата пысӑкрах шая тухӗ. Ҫавӑн пекех лашасен ӑмӑртӑвӗ, «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ», «Ҫырла фестивалӗ», «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем», «Раҫҫей чунӗ. Атӑлҫи» фестивальсем те интереслӗ иртӗҫ, хӑнасене тӗлӗнтерӗҫ. Уявра «Паянхи Раҫҫейӗн музыка карттине» те кӑтартса парӗҫ.

Кӑҫал Шупашкарти экономика форумӗ 15-мӗш хут пурне те технологи суверенитетне, экономикӑри ҫӗнӗ майсене, креативлӑ индустрисене, ҫамрӑк предпринимательсене пулӑшу кӳрессине сӳтсе явма пуҫтарӗ.

Тӗп уявсем Шупашкарта тата Етӗрне округӗнче иртӗҫ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *