Понедельник, 20 июля

Ҫӗнтерӳ уявӗ тӗп ыйту пулчӗ

Ҫӗнтерӳ уявӗ тӗп ыйту пулчӗ

Ветерансем хӑйсен совечӗн ларӑвӗсенче, канашлӑвӗсемпе пухӑвӗсенче округ, общество пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене час-часах пӑхса тухаҫҫӗ. Вӗсене, ӗмӗр тӑршшӗпех  тӗрлӗ отрасльсенче тӑрӑшнӑскерсене, производство та, политика та, воспитани те, ҫутҫанталӑка сыхлассипе тавралӑха тирпей-илем кӗртесси те интереслентерет. Пӗрле пуҫтарӑнса калаҫнӑ чухне кун йӗркине ҫав ыйтусене те кӗртеҫҫӗ.

Кӑҫал Раҫҫейре  Тӑван ҫӗршыв  хӳтӗлевҫин, Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкӗсем пулнӑ май  ӗҫ тата вӑрҫӑ, хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен, шалти ӗҫсен органӗсен ветеранӗсен черетлӗ канашлӑвӗнче те калаҫу тӗпрен илсен Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине паллӑ тума хатӗрленсе ӑна уявласси тавра пычӗ. Хырай ,нел вӑтам шкулӗнче ачасене ҫарпа патриотизмла воспитани парас енӗпе мӗнле ӗҫлесе пынипе паллашрӗҫ. Ку вӗрентӳ учрежденийӗнче  пӗлӳ пухакансем округри «Зарница» тата «Орленок» ҫарпа спорт ӑмӑртӑвӗсенче яланах малтисен йышӗнче, шкулта та ҫарпа патриотизм уйӑхлӑхӗсем тата ытти мероприятисем тӑтӑшах ирттереҫҫӗ. Ялта та ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшма ыр кӑмӑллӑх акцийӗсем йӗркелеҫҫӗ, унта ватти-вӗтти хутшӑнать.

Округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова ҫак шкулта ҫеҫ мар, ытти вӗренӳ учрежденийӗсенче те Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалласа нумай мероприятисем ирттернине палӑртрӗ. Паттӑрлӑх сехечӗсем, ҫар ҫыннисемпе тата воин-интернационалистсемпе, ятарлӑ ҫар операцийӗнчен курма килнӗ ентешӗсемпе тӗлпулусем,  вулав конференцийӗсемпе калаҫусем йӗркеленине ҫирӗплетрӗ. Пирӗн округри Комсомольски 1-мӗш тата 2-вӑтам шкулӗсенчи кадет класӗсенче вӗренекенсем округ шайӗнче ҫеҫ мар, республикӑри, ҫӗршыври конкурссемпе фестивальсенче те лайӑх кӑтартусем тӑваҫҫӗ.

Чӑннипех те округри шкулсенче ҫарпа патриотизм енчен воспитани парас енӗпе чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Канашлӑва хутшӑнакансем ку ӗҫе малашне те пысӑк шайра туса пыма ӑнӑҫу сунчӗҫ. Тӗлпулусене хаяр вӑрҫӑ пынӑ ҫулсенче ялсенче пурӑннӑ ҫынсене — тыл ӗҫченӗсене, вӑрҫӑ ачисене — чӗнме сӗнчӗҫ.  Кӗнекесенчи сӑнарсенчен, ӳкерчӗксенчен ытларах ачасемшӗн чӗрӗ, нуши-тертне нумай курнӑ ҫынсемпе калаҫни  витӗмлӗрех пулнине палӑртрӗҫ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем те ҫӑмӑлах пулман. Юнашар пурӑнакан ватӑсен аса илӗвӗсем те   ӳсекен ӑрушӑн интереслӗ пулма кирлӗ. Иртнисӗр паянхи кун ҫук теҫҫӗ. Хамӑрӑн тӑрӑх историне пӗлни ачасене воспитани парас енӗпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Кашни ялтах хӑй вӑхӑтӗнче  ӗҫпе районта та палӑрса тӑнӑ ҫынсем пур. Вӗсем, паллах, халӗ ватӑлнӑ, анчах та вуншар ҫул каялла ҫав ҫӗр ӗҫченӗсемпе фермӑра тӑрӑшакансем кӑткӑс вӑхӑтсенче вӑй хурса производствӑна аталантарнӑ, кил-ҫурта тытса пыма та вӑй ҫитернӗ, ача-пӑча  ӳстерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.  Тӑ-ван тӑрӑхра пурӑнса, тӑван ялта ӗҫлесе чыс-хисеп ҫӗнсе илни патриотизм  мар-и вара вӑл? Паттӑрлӑх вӑл вӑрҫӑра ҫапӑҫни ҫеҫ мар, ӗҫре ӳсӗмсем туни те.

Канашлу ӗҫне округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин та хутшӑнчӗ. Вӑл Аслӑ Ҫӗнтерӗве хамӑр тӑрӑхра уявлассипе ҫыхӑннӑ мероприятисем пирки чарӑнса тӑчӗ. Майӑн 9-мӗшӗнче ҫамрӑк армеецсен тата техника парачӗ пулӗ. Вилӗмсӗр полк ҫула тухӗ. Округра пурӑнакансем маларах авточупӑва хутшӑнӗҫ. Николай Никандрович Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ монумента тасатса тирпей-илем кӗртес, ун ҫывӑхӗнче ятарлӑ лаптӑк хатӗрлесе Вилӗмсӗр вут чӗртес енӗпе ӗҫсем пуҫланнине палӑртрӗ. Ҫавӑн пекех Паттӑрсен аллейинче Совет Союзӗн 5 Геройӗ ҫумне Социализмла ,ҫӗн 2 Геройӗн бюсчӗсене вырнаҫтарма палӑртни ҫинчен пӗлтерчӗ. Ҫӗнтерӗве асӑнса округ центрӗнче, территорисен уйрӑмӗсенче тата ытти нумай мероприяти ирттерме палӑртнӑ.

Ялти тата округри ветерансен юхӑмне хастар хутшӑннӑшӑн, обществӑлла ӗҫсенче пуҫаруллӑ та пултаруллӑ пулнӑшӑн Ҫӗнӗ Шӑхранти ветерансен пуҫламӑш организацийӗн председательне  Л.М.Тихоновӑна  наградӑсем пачӗҫ, сумлӑ юбилей ячӗпе саламларӗҫ.

Канашлӑва ветерансен совечӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев ертсе пычӗ, ветерансен ялсенчи  организацийӗсен ертӳҫисене вырӑнта Ҫӗнтерӳ уявне интереслӗрех ирттерес енӗпе тухӑҫлӑрах ӗҫлеме ӑнӑҫу сунчӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *