Понедельник, 20 июля

Ҫул-йӗр хӑрусшӑрлӑхӗ пирки калаҫнӑ

Ҫул-йӗр хӑрусшӑрлӑхӗ пирки калаҫнӑ

Ҫак кунсенче округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗпе ведомствӑсем хушшинчи лару иртнӗ. Ӑна округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ертсе пынӑ.

Малтанах РФ шалти ӗҫсен «Комсомольский» уйрӑмӗн ГИБДД пайӗн начальникӗ Алексей Матросов округ территорийӗнчи ҫулсем ҫинче пулнӑ аварисем пирки чарӑнса тӑнӑ, сӑлтавӗсене тишкернӗ, вӗсене чакарас енӗпе пурнӑҫламалли тӗллевсене палӑртнӑ. Иртнӗ ҫул округра 21 авари пулнӑ, унта 27 ҫын аманнӑ, 6 ҫын вилнӗ. Административлӑ  право йӗркине пӑснӑ 3132 тӗслӗх тупса палӑртнӑ, вӗсенчен 91-шӗ транспорт хатӗрӗ умне эрех ӗҫсе ларнипе е медицина тӗрӗслевӗ урлӑ тухма килӗшменнипе ҫыхӑннӑ.

 Ҫул-йӗре юсас тата пӑхса тӑрас ыйтусемпе округ администрацийӗн капиталлӑ строительство тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн начальникӗ Александр Краснов чарӑнса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл  вӗрентӳ учрежденийӗсем ҫывӑхӗнчи лаптӑксенчи хӑрушсӑрлӑх, ҫуран  ҫӳрекенсем ҫул урлӑ каҫакан вырӑнсене йӗркелес тата ытти ыйтусем пирки калаҫнӑ.

Лару ӗҫне РФ шалти ӗҫсен Чӑваш Республикинчи ГИБДД управленийӗн начальникӗн ҫумӗ Сергей Баранов хутшӑннӑ. Ҫул-йӗр ҫинчи авариллӗхе чакарас,  хӑрушсӑрлӑх йӗркисене тытса пырас енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлемеллине палӑртнӑ.

(ХАМӐР  ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *