Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенчи техникӑсем хирсенче ӗҫлеме пуҫланӑччӗ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ тӑни пӑртак чӑрмав кӳчӗ. Кунсем лайӑхлансан каллех уйсене техника тухӗ.
Апрелӗн 10-мӗшӗ тӗлне округри хуҫалӑхсем 2194 гектар кӗр тыррисене апатлантарнӑ (пӗтӗм лаптӑкӑн 87,7 проценчӗ чухлӗ). 3474 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксене сӳреленӗ. «Урожай» колхоз 125 гектар ҫур тыррисем акнӑ.
Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тракторсен техника тӗрӗслевӗсем малалла пыраҫҫӗ.
Минзаит Зайнуллин.

