«Ҫамрӑксем тата ачасем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн апрелӗн 7—12-мӗшӗсенче республикӑра «Профориентаци эрни» иртет. Унӑн тӗллевӗ — шкул ачисене професси суйлас ыйтура пулӑшасси. Ҫак эрнере округри шкулсенче те тӗрлӗ профессисемпе тата вӗренӳ учрежденийӗсемпе ҫывӑхрах паллаштаракан тӗлпулусем йӗркеленӗ.
Апрелӗн 8-мӗшӗнче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн 7 «а» класс вӗренекенӗсем «Слава картофелю» агрофирмӑра пулса курнӑ, унти ӗҫ-хӗлпе интересленсех паллашнӑ.
Агрофирма ҫӗнӗ йышши технологисемпе усӑ курса вӑрлӑхлӑх тата апатлӑх ҫӗрулми туса илес енӗпе ӗҫлет. Вӑл — республикӑри чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен пӗри. Хуҫалӑхра ҫӗнӗ йышши машинӑсемпе, ял хуҫалӑх техникипе тата хатӗр-хӗтӗрпе усӑ кураҫҫӗ. ,ҫсене механизацилени, кирлӗ оборудованисемпе тивӗҫтернӗ теплицӑсемпе управсем туни, Европа шайӗнчи стандартсене тӗпе хурса ӗҫлени агрофирмӑна пысӑк тухӑҫ илме пулӑшать.
Тӗлпулура ачасем ҫӗнӗ йышши техникӑна курма ҫеҫ мар, тытса пӑхма та пултарнӑ, ял хуҫалӑх ӗҫӗ ҫинчен нумай интересли пӗлнӗ.

