Чул сарнӑ

Хальхи вӑхӑтра республикӑра, ҫавӑн пекех пирӗн округра та пуҫаруллӑ бюджет программипе усӑ курса нумай ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. Халӑх хӑй пурӑнакан вырӑна аталантарас ӗҫе тӳпе хывнине кура патшалӑх та укҫа-тенкӗпе пулӑшать. Ҫапла майпа курӑмлӑ проектсене пурнӑҫа кӗртме май килет.

Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче пуҫаруллӑ бюджет программипе усӑ курса масар патне каякан ҫула чул сарнӑ. Ял ҫыннисемшӗн ку питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Малашне пылчӑк ҫӑрмасӑрах сӑваплӑ вырӑна ҫитме пулӗ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *