Харсӑр салтакпа мӑнаҫланатпӑр

Харсӑр салтакпа мӑнаҫланатпӑр

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа паянхи номерте Иван Дмитриевич Воробьев ҫинчен ҫырса кӑтартасшӑн. Вӑл 1922 ҫулхи февралӗн 18-мӗшӗнче Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

1941 ҫулхи июнӗн 10-мӗшӗнче Комсомольски ҫар комиссариачӗ урлӑ Хӗрлӗ Ҫара илеҫҫӗ, 12 кунран вӑрҫӑ пуҫланать. 21-мӗш стрелоксен дивизийӗ Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче Спасск-Дальний ятлӑ вырӑнта тӗпленнӗ пулнӑ. 1941 ҫулхи сентябрӗн 9-мӗшӗнче Карели фронтне куҫса килеҫҫӗ, Свирь юханшывӗ хӗрринчи чикӗре пулаҫҫӗ. 47-мӗш стрелоксен полкӗнчи Воробьев рядовой темиҫе хутчен те хаяр ҫапӑҫусене кӗрсе тӑшмана тӗп тунӑ.

1942 ҫулта Великие Луки хулашӑн пынӑ ҫапӑҫура паттӑррӑн, харсӑр ҫапӑҫнӑ, йывӑр аманнӑ. Вӑрҫӑ хирӗнче тӑнсӑр выртса юлнӑ салтака санитарсем тупса пӗрремӗш пулӑшу параҫҫӗ, госпитале ӑсатаҫҫӗ.

2749-мӗш эвакуаци госпиталӗнчен 1943 ҫулхи октябрӗн 8-мӗшӗнче сывалса тухать, фронта таврӑнать.

1944 ҫулхи январь уйӑхӗнче командовани полкри разведчиксене «чӗлхе» (тӑшмана) тытса килме задани парать. Пирӗн ентеш разведчиксен ушкӑнне лекет. Вӗсем задание ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласа виҫӗ «чӗлхе» тытса килеҫҫӗ, анчах Иван Воробьев йывӑр мар аманать. Ӑна тепӗр хут госпитале ӑсатаҫҫӗ.

1944 ҫулхи апрелӗн 27-мӗшӗнче И.Воробьева ҫарти стрелок-радистсен 58-мӗш шкулне вӗренме янӑ.

1945 ҫулхи августӑн 9-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 3-мӗшӗччен Яппун вӑрҫине хутшӑннӑ, «ИЛ-2» самолет-штурмовик ҫинче 76-мӗш авиаци полкӗнче стрелок-радист пулса тӑшманпа тӳпере ҫапӑҫнӑ.

Иван Дмитриевича 1947 ҫулта «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» медаль парса чысланӑ.

Вӑрҫӑ вучӗ сӳнсен салтак тӑван яла таврӑнать, 1978 ҫулта ҫӗре кӗрет. Вӑрҫӑ паттӑрӗсене — ӗмӗрлӗх мухтав!

Павел Зайцев

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *