Умра – вӑрҫӑ витӗр тухнӑ справка

Манӑн умра 1943 ҫулхи июнӗн 17-мӗшӗнче Брянск фрончӗн Ҫар Совечӗ панӑ справкӑпа унӑн копийӗ. Вӗсем аттепе пӗрле Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ витӗр тухнӑ, кайран  вӑл вилес умӗн вӗсене малалла упрама мана парса хӑварчӗ. Мӗн ҫинчен-ха ҫак справка?  Ҫар Совечӗн секретарӗ Галкин полковник алӑ пусса ҫирӗплетнӗ справкӑра  вӑрҫӑра нимӗҫсене хирӗҫ ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн  манӑн аттене 1940 ҫул вӗҫӗнче Чӑваш республикин Аслӑ Сучӗн приговорӗпе айӑпланине  пӑрахӑҫланӑ тенӗ. Ҫак справка, унтанпа 80 ҫул ытла иртнӗ пулин те,  маншӑн пысӑк реликви пулса тӑнӑ. Кӑҫал Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май эпӗ хамӑн атте пирки кӗскен каласа парасшӑн.

Мӗншӗн айӑпланӑ-ха ҫавӑн чух ял Советӗнче ӗҫленӗ 3 ҫынна. Ял совет председателӗ Козлов пӗрле ӗҫлекен икӗ ҫынна илсе хамӑр ялта пурӑнакан, анчах та колхоза кӗме килӗшмен Гаврилов патне ӳкӗтлеме кайнӑ. Ун чухне атте ял Советӗнче учетчикра икӗ уйӑх анчах ӗҫленӗ. Кил хуҫи картишӗнче калаҫса ял Совет председателӗпе хирӗҫсех кайнӑ пулӗ. Атте каласа панӑ тӑрӑх, вӗсем, ҫамрӑксем, аслисем калаҫнӑ чухне пӗр сӑмах каламасӑр  итлесе ҫеҫ тӑнӑ. Атте ун чухне 26 ҫулта анчах пулнӑ. Колхоза кӗмен хресчен кайран Мускава ҫӑхав ҫырса янӑ.  Вӑл вӑхӑтра обществӑри пулӑмсем пӗр енне те, тепӗр енне те сулӑннӑ. Колхоза кӗртме те план панӑ, ирӗксӗрлеме те юраман. Ҫӑхав хыҫҫӑн ял Совет председательне тата унта ӗҫлекен икӗ ҫамрӑка «влаҫпа ытлашши усӑ курнӑ» тесе айӑпласа хупса хунӑ.

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ вӑхӑтра атте юлташӗсемпе колонинче пулнӑ. Айӑплав ӗҫне тӗрӗслесе киле яриччен 1942 ҫул та ҫитнӗ. Яла таврӑнсанах аттене вӑрҫа илсе кайнӑ. Вӑл 60-мӗш гварди корпус артиллери полкӗнче сержант званипе расчет командирӗ пулса ҫапӑҫнӑ.  Атте вӑрҫӑччен 1936—1938 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта салтакра пулнӑ. Вӑрҫӑра та хӑюлӑх кӑтартма пултарнине шанма пулать. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ӑна ҫапӑҫура паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ пама хутсем тӑратнӑ пулнӑ. Анчах судпа айӑпланӑ ҫынна орден пама юраман. Ҫавӑнпа та Брянск фрончӗн Ҫар Совечӗ орден парас вырӑнне ӑна судпа айӑпланине пӑрахӑҫланӑ. Ҫак справка малашнехи пурнӑҫӗнче кирлӗ пуласса шанса атте ӑна вӑрҫӑра та, ун хыҫҫӑн та упранӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче атте икӗ медале те тивӗҫнӗ. «4-мӗш гварди батарейин хӗрлӗармеецӗ Егор Александрович Длинов тӑшман оборонине татнӑ чухне, Калинковичи хулишӗн пынӑ ҫапӑҫусенче тупӑн аманнӑ наводчикӗ вырӑнне тӑрса 2 пулемета тӗп тунӑшӑн, тӑшман асар-писер персе тӑнине пӑхмасӑр шурлӑхлӑ вырӑнта тупӑсене куҫарма кӗпер тунӑ чухне хастар ӗҫленӗшӗн «За отвагу» медале тивӗҫлӗ», — тенӗ пӗр награда хутӗнче. Вӑрҫӑ вӗҫленсен те атте пӗр вӑхӑт Германире службӑра тӑнӑ.

Тӑван тӑрӑха таврӑнсан аттене парти ретне тепӗр хут тавӑрнӑ. Темиҫе ҫул ял Совет председателӗнче тӑрӑшнӑ,  колхоз ӗҫӗсене те хутшӑннӑ. Пултаруллӑ платник пулнӑ май пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхра строительство ӗҫӗсем тунӑ ҫӗрте вӑй хунӑ. Шел пулин те вӑл 64 ҫултах, икӗ хутчен инсульт пулнӑ хыҫҫӑн 1978 ҫулта пурнӑҫран ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ. Мана ҫак тата госпитальсенче сывални ҫинчен калакан справкӑсене сыхласа хӑварма халалларӗ.

Аттене вӑрҫӑчченех судпа айӑплани 1984 ҫулта мана та пырса тиврӗ. Ҫав ҫулхине декабрь вӗҫӗнче  Комсомольски райӗҫтӑвкомӗн председателӗ, питӗ ырӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ ҫын П.Н.Никитин инфаркта пула сарӑмсӑр вилсе кайрӗ. Унӑн заместителӗ пулса 1980—1984 ҫулсенче эпӗ ӗҫлерӗм, кайран мана Горький хулинчи партин аслӑ шкулне вӗренме ячӗҫ. Парти райкомӗн бюровӗнче мана райӗҫтӑвком председателӗ пулма сӗнес ыйтӑва та пӑхса тухнӑ, парти обкомӗ те ӑна ырланӑ. Анчах та такам обкома унӑн ашшӗ судпа айӑпланнӑ тесе анонимлӑ ҫӑхав ярать. Ҫавӑнпа та мана ку вырӑна лартмарӗҫ, ун чухне йӗрки ҫавӑн пекчӗ, ҫӑхав пулсан, ертӳҫӗ пулма суйламан. Эпӗ куншӑн пачах ӳкӗнмерӗм, вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн хамӑн юратнӑ ӗҫпех тӑрӑшма пуҫларӑм. Комсомольски 1-мӗш тата 2-мӗш вӑтам шкулӗсенче учительте, директорта ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайрӑм.

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑнса фронтра пуҫ хунӑ, мирлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ ҫынсем кашни ҫемьерех пулнӑ. Вӗсен халиччен упранса юлнӑ докуменчӗсене ҫухатса пӗтерес марччӗ,  вӗсем урлӑ ачасене йӑх-несӗлсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа парасчӗ, ҫамрӑксене ҫӗршыва юратма вӗрентесчӗ.

Геннадий Длинов,

педагогика ӗҫӗн ветеранӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *