Тӗлпулура – пирӗн ентеш, профессор

Кашни ҫыншӑн професси суйласа илесси пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Паян тӗрӗс йышӑну туни ыран лайӑх ӗҫ тупма, професси сферинче аталанса пыма, телейлӗ пулма пулӑшать. Шӑпах ҫавӑнпа округри шкулсенче час-часах профориентаци тӗллевӗллӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ, тӗрлӗ професси ҫыннисемпе паллаштарса ачасене пурнӑҫра тӗрӗс йышӑну тума пулӑшаҫҫӗ.

Нумаях пулмасть Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекенсем патне философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн философи кафедрин профессорӗ Василий Федотов тӗлпулӑва килнӗ.

Василий Артемьевич — пирӗн ентеш. Вӑл Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралса   ӳснӗ. Нумай ҫул обществӑн ӑс-тӑн культурине, чӑваш халӑх йӑли-йӗркисене, вӗсем ҫыннӑн кӑмӑл-сипечӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнине тӗпчет. Этнофилософи енӗпе вӑл 17 монографи, 200 ытла статья тата вӗренӳпе методика пособийӗ ҫырса кӑларнӑ. В.Федотов — республикӑри этнофилософи ыйтӑвӗсене тӗпчекен ӑслӑлӑх шкулӗн никӗслевҫипе ертӳҫи. Вӑл ҫавӑн пекех обществӑлла ӗҫре те хастар, 30 ҫул ытла Чӑваш наци конгресӗн ӗҫне хутшӑнать, ЧНК президенчӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн председателӗ.

Василий Артемьевич ачасене хӑйӗнпе паллаштарса ӑслӑлӑх сферине мӗнле ҫитни, професси ҫулне суйласси ҫине мӗн витӗм кӳни, паян кунччен мӗнле ҫитӗнӳсем тума май килни ҫинчен каласа панӑ, вӗренекенсемпе философи темипе калаҫу ирттернӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх университечӗ, ун факультечӗсем, вӗсенче мӗнле профессисем алла илме пултарни ҫинчен те каласа панӑ. Университета вӗренме кӗрес тесен мӗн тумаллине уҫӑмлатнӑ, лайӑх вӗренсе пыракансене стипенди панине палӑртнӑ, студент пурнӑҫӗ вӗренӳпе ҫеҫ мар, ӑслӑлӑх ӗҫӗпе, спортпа тата творчествӑпа ҫыхӑнни ҫинчен аса илтернӗ.

Профессор шкул ачисене интереслентерекен ыйтусене туллин хуравланӑ, экзаменсене ӑнӑҫлӑн тытса университета вӗренме кӗме суннӑ, Чӑваш Патшалӑх университечӗн факультечӗсемпе паллаштаракан буклетсем валеҫсе панӑ. 

Ҫак кунах В.Федотов Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн ачисемпе те тӗл пулнӑ. Вӗсемпе те калаҫу кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртнӗ. Вӗренекенсем философи паянхи аталанупа мӗнле ҫыхӑннипе, мӗнле ыйтусем татса пама пулӑшнипе интересленнӗ.

Паллӑ ентешпе тӗл пулса калаҫни ачасемшӗн усӑллӑ иртнӗ. 11-мӗш класс пӗтерекенсем хушшинче, паллах, ҫак университета вӗренме кӗрес ӗмӗтлисем пурах. Профессор каласа панинчен вӗсем вӗренӳ заведенийӗпе  тӗплӗнрех паллашнӑ. Хӑшӗ-пӗрисемшӗн, тен, професси суйлас ыйту та ҫак калаҫу хыҫҫӑн уҫӑмланнӑ.

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *