«Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗн» Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗ ЧР физкультурӑпа спорт министерствипе пӗрле ҫулсеренех «За активное долголетие» пенсионерсен спартакиадине ирттерет. Унӑн кӑҫалхи юлашки тапхӑрӗ пирӗн округра «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче апрелӗн 17-мӗшӗнче пулать. Ӑмӑртусене 60 ҫултан аслӑ арҫынсем тата 55 ҫул тултарнӑ хӗрарӑмсем, врач ирӗк пани пулсан хутшӑнма пултараҫҫӗ. Командӑра 8 ҫын (4 арҫынпа 4 хӗрарӑм) пулмалла.
Шывра ишессипе 50 метрлӑ дистанцире вӑй виҫӗҫ. Пневматикӑлла винтовкӑран 10 метртан перӗҫ. 800 метрлӑ кросс пулӗ. Дартс енӗпе тупӑшӗҫ. Ку енсемпе командӑсенчен пӗрер арҫынпа хӗрарӑм хутшӑнӗҫ. Хутӑш эстафетӑра вара командӑри пур ҫын та хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартӗҫ.
Ӑмӑртусем ирхине 10 сехетре пуҫланаҫҫӗ. Пирӗн округра пурӑнакансем ытти ҫулсенче лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Хальхинче те тӑрӑшасса шанатпӑр. Округра пурӑнакансене хамӑр спортсменсене хавхалантарма чӗнетпӗр.
Василий Пундяков,
«Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗн» регионти
уйрӑмӗн округри председателӗ

