Понедельник, 13 июля

Отпускри салтаксемпе тӗл пулнӑ

Хырай ,нел ялӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗнчен отпуска килнӗ ентешсемпе тӗлпулусем ирттересси йӑлана кӗнӗ. Ҫак кунсенче те ялти культура ҫуртӗнче ҫакӑн пек мероприяти иртнӗ.

Отпуска килнӗ икӗ салтак ял ҫыннисене ҫар служби, мӗнле условисенче пурӑнни ҫинчен каласа панӑ, ыйтусем ҫине хуравланӑ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, чылай салтак Тӑван ҫӗршыва юратнипе, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисене тӑшманран хӳтӗлес тенипе алла пӑшал тытнӑ. Сумлӑ хӑнасем СВОри ентешсене яланах пулӑшса пынӑшӑн «Искра» колхоз администрацине тата ялти хастарсене чӗререн тав тунӑ.

«Искра» колхоз председателӗ Александр Зайцев ҫар ҫыннисене службӑна тивӗҫлӗн ирттерме, киле ыррӑн-сыввӑн ҫӗнтерӳпе таврӑнма суннӑ.

Тӗлпулу ҫавра сӗтел хушшинче ӑшӑ лару-тӑрура иртнӗ. Ҫакӑн пек мероприятисем паянхи кун питӗ кирлӗ. Вӗсем фронтри лару-тӑрӑва, хӗрӳ вырӑнти ентешсене мӗнпе пулӑшма май пуррине пӗлме пулӑшаҫҫӗ, эпир СВО участникӗсене чунтан кӗтнине, вӗсемпе мӑнаҫланнине калама май параҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *