Канаш районӗнчи Анаткас Кипеч ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, унта хӗр пулса ҫитӗннӗ Антонина Ивановнӑна шӑпа Каҫал тӑрӑхӗнчи Шурут ялне илсе ҫитернӗ. Кунта вӑл хӑй юратнӑ ҫынпа мӑшӑрлӑ пурӑннӑ, ача-пӑча ҫитӗнтернӗ, ӗмӗрне ӗҫре ирттернӗ. Нумаях пулмасть вӑл 95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.
Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ унӑн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ умӗнхи, вӑхӑтӗнчи тата хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсене лекнӗ. Фронтра халӑх хаяр тӑшманпа ҫапӑҫнӑ, ялта ватти-вӗтти иртен пуҫласа каҫченех Ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе тӑрӑшнӑ. Антонина та арҫын ачасемпе пӗрле 2 вӑкӑра харӑс кӳлсе хирте суха тунӑ, кӗркунне вара ҫитӗннӗ тырра Канашри хатӗрлев пунктне леҫнӗ ҫӗрте ӗҫленӗ. Вӑл вӑхӑтра хӗр ача 12—14 ҫулта анчах пулнӑ. Пултарулӑхшӑн ноябрь уявӗнче пальто парнеленине лайӑх астӑвать вӑл. Ку чӑннипех те уншӑн пысӑк парне пулнӑ.
Йывӑр ӗҫре кашни кун ывӑнса ҫитсен те хӗр малалла вӗренме ӗмӗтленнӗ. Сакӑр арҫын ача тата вӑл ҫуран 30 ҫухрӑм утса Ҫӗрпӳ хулине вӗренме каяҫҫӗ. Кунта пӗлӳ илнӗ вӑхӑтра та, паллах, ҫӑмӑлах пулман. Выҫӑллӑ-тутӑллӑ, тумтир енчен те япӑх пулсан та хӗр лайӑх паллӑсемпе вӗренсе медицина сестри профессине алла илет.
Антонина Ивановнӑна ӗҫлеме Шурутри участок больницине яраҫҫӗ. Ҫапла вара вӑл 1949 ҫултан пуҫласа кунта палата сестри пулса тӑрӑшма тытӑнать. Хӑй суйласа илнӗ ӗҫе вӑл чӗре хушнипе туса пырать. Чирлисене вӑхӑтра пулӑшу пама тӑрӑшнипе, вӗсемпе ӑнланса калаҫнипе часах ырӑ ят ҫӗнсе илет.
Маттур медсестрана ку ялти чипер каччӑ Илья Петрович Платонов асӑрхать. 1951 ҫулта пӗр-пӗрне савакан икӗ чӗре пӗрлешеҫҫӗ. Ҫемьере 2 ывӑлпа 2 хӗр кун ҫутине килет. Мӑшӑр ӗҫе ҫӳрет, килти хуҫалӑха тытса пырать, ачисене ӳстерет… Пурнӑҫ малаллах шӑвать. Анчах та Илья Петровича вӑрҫӑ суранӗсем аса илтерсех тӑраҫҫӗ. Шел пулин те, 1972 ҫулта унӑн чӗри ӗмӗрлӗхех тапма чарӑнать. Хӗрӗх урлӑ каҫнӑ хӗрарӑм тӑлӑха юлать.
Антонина Ивановна пуҫ усмасть. Ачисене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларас тесе нумай тӑрӑшать. Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр кирпӗчрен ҫӗнӗ ҫурт лартма вӑй ҫитерет. Больницӑра ӗҫленӗ вӑхӑтрах картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх усрать. Ҫав вӑхӑтрах «Урожай» колхоз хирӗнче ӗҫлеме те май тупать. Укҫи-тенки пулнипе пӗрлех ачисем мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхса ӳсчӗр тесе кашни ҫулах пайсем илет. Хӗллехи вӑхӑтра колхоз кӗлетӗнчи ӗҫсене те хутшӑнать. Хастар ӗҫшӗн ӑна пӗрре мар правлени парнесем те панӑ.
— 45 ҫул больницӑра палата сестри пулса ӗҫлерӗм. 72 ҫула ҫитиччен колхоз ӗҫне хутшӑнтӑм. Больницӑра выртса курман. Халӗ те чирлекелесен унта кайман. Манӑн аттепе анне Турра питӗ ӗненнӗ, мана та ҫапла вӗрентсе ӳстернӗ. Эпӗ ӗмӗрӗпех Аслӑ типӗсене тытса пурӑннӑ. Халӗ те юнкунпа эрнекун типӗ апат ҫиетӗп. 1960—80 ҫулсенче чиркӗве ҫӳрекенсене сивлетчӗҫ, ӗҫрен кӑларассипе хӑрататчӗҫ. Вӑл вӑхӑтра та эпӗ Мускаври чиркӗве сыпма кайнӑ. Ӗмӗрӗпех эпӗ Турӑ пулӑшнипе пурӑннӑ, пурӑнатӑп та. Ура утать, куҫ курать, чиркӗве ҫӳретӗп. Мухтав Турра, мухтав, — тет ӗҫ ветеранӗ А.И.Платонова. Паянхи кун та вӑл куҫлӑх тӑхӑнмасӑрах хаҫат-журнал, Турӑ кӗнекисем вулать. Малашне те чипер-сывӑ пурӑнма унӑн сывлӑхӗ пултӑр.
Галина Симакова.

