Комитет ӗҫӗ курӑмлӑ

Комитет ӗҫӗ курӑмлӑ

Республика ертӳҫи Олег Николаев Чӑваш Енри ҫар ҫыннисен ҫемйисен Комитечӗн ертӳҫипе Ольга Владимировӑпа тӗл пулса ҫар ҫыннисемпе вӗсен ҫемйисене пулӑшу кӳрессине сӳтсе явнӑ.

Ольга Николаевна, хӑй те ҫар ҫыннин мӑшӑрӗ, икӗ ача амӑшӗ, командӑпа пӗрле пысӑк ӗҫ пурнӑҫлать% юридици тата психологи пулӑшӑвӗ кӳрес, гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарас енӗпе ӗҫлет тата ытти пысӑк проектсене пурнӑҫа кӗртет. Сӑмахран, Комитетӑн асра юлакан проекчӗсенчен пӗри — «Ҫӗнтерӳ кителӗ». Унпа килӗшӳллӗн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранӗсен астӑвӑмне ҫӗнтерӳҫӗсен тӑхӑмӗсене сӑн ӳкерттерсе упраса хӑварасшӑн. Ҫакӑ ӑрусем хушшинчи ҫыхӑнӑва сыхлас ӗҫре питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

«Пулӑшу рюкзакӗ» проект та курӑмлӑ. Ун тӑрӑх аманнӑ салтаксене реабилитаци хатӗрӗсемпе пулӑшакан  фонд йӗркеленӗ.

«Комитет «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» фондпа, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗпе тата ытти организацисемпе пӗрле мӗн чухлӗ ӗҫ пурнӑҫланине эпир курсах тӑратпӑр. Паянхи кун шӑпах ҫакӑн пек пӗрле килӗштерсе ӗҫлени, адреслӑ пулӑшу кӳни, ҫӗнӗ майсем шырани кирлӗ. Ольга Николаевнӑна тата Комитета активлӑ пулнӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп. Ку сӑваплӑ ӗҫ. Эпир сире яланах пулӑшма хатӗр», — палӑртнӑ Олег Алексеевич.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *