Акцие хастар хутшӑнчӗҫ

Округри вӗрентӳ учрежденийӗсемпе пӗрлех Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнчи вӗрентекенсемпе вӗренекенсем те Пӗтӗм Раҫҫейри  «Вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтер» акцие хастар хутшӑнчӗҫ. Апрелӗн 1—7-мӗшӗсенче шкулта чылай мероприяти йӗркелесе ирттертӗмӗр. Педагогсем классенче наркотиксем тата психотроплӑ япаласем пирки калаҫусем йӗркелерӗҫ, вӗсен сиенӗ пирки видеороликсем пӑхрӗҫ.

Наркотиксем обществӑшӑн пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Вӗсемпе усӑ курни сывлӑха сиенлет, малашлӑх ҫулне хупса хурать. Ачасемпе тӗл пулса калаҫма РФ шалти ӗҫсен «Комсомольский» уйрӑмӗнче ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен пайӑн аслӑ инспекторне О.Н.Коротинӑна тата полицин  участокри  уполномоченнӑйне Л.Р.Муллина  та чӗнтӗмӗр. Вӗсемпе мероприяти калаҫу евӗр иртрӗ. Вӗренекенсем хӑйсене интереслентерекен ыйтусем пачӗҫ, кирлӗ хуравсем илчӗҫ.

Наркотиксемпе суту-илӳ тунӑшӑн, вӗсемпе усӑ курма хистенӗшӗн право енчен ҫирӗп ыйтаҫҫӗ. Ҫак сиенлӗ япаласене тутанса пӑхни  организм умне пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Ольга Николаевнӑпа Ленар Решитович наркотиксене  ӑҫта сутнине пӗлсен право йӗркине сыхлакан органсене пӗлтерме сӗнчӗҫ.

Ҫакӑн пек калаҫусем ачасене ҫак сиенлӗ япаласенчен асӑрханма пулӑшасса шанатпӑр.

Галина Кузнецова,

социаллӑ педагог.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *