Уй-хиртен пысӑк тухӑҫ илесси нумай сӑлтавран килет. Вӗсенчен чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри — тӑпра пулӑхлӑхӗ. Вӑрлӑха ҫӗр айне хывса хӑварсан ӑна ӳсме, тӗреклӗ аталанма нумай микроэлемент кирлӗ. Уйсене тислӗк тӑкни, минераллӑ удобренисем хывни тӑпрана кирлӗ япаласемпе пуянлатма пулӑшать. Ӳсен-тӑрана ӳснӗ вӑхӑтра чир-чӗр, сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑ, ҫумкурӑксем те чылай чӑрмав кӳреҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра округри чылай ял хуҫалӑх предприятийӗ вӑрлӑха акнӑ чухнех имҫамлать. Ку, паллах, лайӑх. Анчах та ӳсен-тӑран аталаннӑ вӑхӑтра пестицидсемпе усӑ курни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӗсен шутне гербицидсем (ҫумкурӑксене хирӗҫ), инсектицидсем (кирлӗ мар хурт-кӑпшанкӑран), фунгицидсем (чир-чӗртен) кӗреҫҫӗ.
Пестицидсемпе ҫӗр ӗҫӗнче мӗн авалтанах усӑ курни паллӑ. Пирӗн эрӑчченех ӳсен-тӑрансене ҫӗресрен тата хурт-кӑпшанкӑран сыхлас тӗллевпе маслина (кӑнтӑрти ҫимӗҫ) сӗткенӗпе усӑ курнӑ. XIX ӗмӗр ҫурринче органикӑлла хими аталанма пуҫласан ӳсен-тӑранран хатӗрлекен им-ҫам вырӑнне синтетикӑлла япаласем тума пуҫланӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне вара ӳсен-тӑран отраслӗнче пестицидсемпе анлӑ усӑ курма пуҫлаҫҫӗ. Ку вӗсем экономика енчен тухӑҫлӑ пулнипе ҫыхӑннӑ. Халӗ препаратсен списокӗ улшӑнсах тӑрать. Хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултараканнисемпе усӑ курмаҫҫӗ. Ялан пӗр пек препаратсене суйлани те чылай чухне хӑйӗн ҫимӗҫне памасть. Вӑл е ку организм вӗсене хӑнӑхса ҫитет те, вӗсем уссине кӳмеҫҫӗ. Ҫӗнӗ йышши препаратсем хатӗрлеме кӑткӑс. Биопестицидсемпе (естествӑлла препаратсем) усӑ курни кун пек чухне пысӑк пулӑшу парать.
Паянхи кун пестицидсемсӗр ӗҫлекен ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫук та пулӗ. Ӳсен-тӑрансене хӳтӗлемелли хатӗрсемпе тата удобренисемпе усӑ курнине ветеринарипе фитосанитари надзорӗн федераллӑ служби тӗрӗслесе тӑрать. Препаратсемпе удобренисене хатӗрлесе кӑларассине, илсе килессине, вӗсемпе усӑ курассине йӗркелесе пыма Раҫҫейре «Сатурн» ФГИС федераллӑ патшалӑх информаци программи ӗҫлет.
Ӳсен-тӑрансене хӳтӗлемелли препаратсене сапассине ирхине ирех е каҫхине, сулхӑн е ӑмӑр ҫанталӑкра, пыл хурчӗсем вӗҫмен вӑхӑтра пурнӑҫламалла. Минераллӑ удобренисене ӳсен-тӑрансене апатлантарма кӑнтӑрла сапни сиенлӗ мар. Ял хуҫалӑх предприятийӗсен хирсенче препаратсемпе усӑ курнӑ кунсенче халӑха ҫакӑн пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ (хаҫатсем, радио, интернет) пӗлтермелле. Эпир ҫапла тӑватпӑр та.
Уй-хирсенче пестицидсемпе усӑ курни ӳсен-тӑрансене тулӑх ҫитӗнме май патӑр, халӑха ан сиенлетӗр.
Василий Андреев,
«Комсомольские овощи» агрофирма
директорӗн ҫумӗ, агроном.

