Кӑҫалхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пирӗн муниципаллӑ округра, пӗтӗм республикӑри пекех, Ӗҫ сыхлавӗн уйӑхлӑхӗ иртет. Ӑна ӗҫ паракансене, профсоюз организацийӗсене коллективсенче ӗҫлекенсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне сыхлас, производствӑри травматизма чакарас, професси чирӗсенчен сыхланас енӗпе тимлӗрех ӗҫлеме ыйтас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Ҫак вӑхӑтра предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче коллективсен пухӑвӗсем ирттермелле, техника хатӗрӗсене тӗрӗслев витӗр кӑлармалла, ӗҫ сыхлавӗпе ҫыхӑннӑ кабинетсенче стендсемпе ытти кӑтарту хатӗрӗсене ҫӗнетмелле, ӗҫлекенсемпе инструктажсем йӗркелемелле, медицинӑн пӗрремӗш пулӑшӑвне пама вӗрентмелле.
Уйӑхлӑха округри предприятисемпе организацисем, учрежденисем хастар хутшӑнасса шанас килет.

