Ҫӗнӗ ФАП хута кайӗ

Ҫӗнӗ ФАП хута кайӗ

Чӑваш Республикинчи ялсенче пурӑнакансене  медицина пулӑшӑвӗ парассине лайӑхлатас енӗпе чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ. «Сывлӑх» наци проекчӗпе юлашки  5 ҫулта  республикӑра 200 ытла фельдшерпа акушер пунктне ҫӗнетнӗ. Пирӗн округра та ФАПсен ҫӗнӗ ҫурчӗсен алӑкӗсем уҫӑлчӗҫ.

Хальхи вӑхӑтра Анат Тимӗрчкасси ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗн ҫӗнӗ ҫуртне хӑпартса пӗтернӗ.  Унта ӗҫсем хӗрӳ пыраҫҫӗ. «Диметра» ООО ӗҫченӗсем ҫуртӑн кӑшкарне тунӑ, сайдингпа илемлетнӗ, ҫивиттине витнӗ. Коммуникаци ӗҫӗсене пуҫланӑ. План тӑрӑх объект майӑн 15-мӗшӗ тӗлне хатӗр пулмалла. Ҫывӑх вӑхӑтра Анат тата Тури Тимӗрчкасси ялӗсенче пурӑнакансем паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтерекен медицина учрежденине ҫӳреме пуҫлӗҫ.

Ҫавӑн пекех Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче те фельдшерпа акушер пункчӗ тума тытӑнаҫҫӗ. Ун валли вырӑн хатӗрленӗ, паян-ыран строительство ӗҫӗсем пуҫланмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *