Мартӑн 31-мӗшӗнче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата ун ветеранӗсене пулӑшу кӳрес тӗллевлӗ «Время СВОих» программӑна пурнӑҫлакан Обществӑлла канаш ларӑвне хутшӑннӑ.
Анкетӑсем тӑрӑх чи пултаруллисен шутне 298 кандидат кӗнӗ, вӗсем конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ витӗр ӑнӑҫлӑн тухнӑ. Программӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ апрелӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Унта хутшӑнакансен 72 сехете тӑсӑлакан тестировани витӗр тухмалла. Вӑл инҫет мелпе иртет. Тест ыйтӑвӗсем кандидатсен ертӳҫӗ пултарулӑхне хаклама май параҫҫӗ. Чӑваш Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, «Время СВОих» программа пирӗн ентешсене ҫӗнӗ пӗлӳ тата ертӳҫӗ опычӗ илме пулӑшать. Вӗсем патшалӑх службинче те, ҫамрӑксене воспитани парас ӗҫре те, корпоративлӑ секторта та ҫак пӗлӳсемпе ӑнӑҫлӑн усӑ курма пултарӗҫ.
Пирӗн округран «Время СВОих» программӑна 2 кандидат заявка тӑратнӑ. Вӗсенчен пӗринпе — «Историк» хушма ятпа ҫӳрекен ҫамрӑк салтакпа Николай Раськин тӗл пулса калаҫнӑ.
«Историк» ятарлӑ ҫар операцине хӑй ирӗкӗпе 2023 ҫулхи август уйӑхӗнче кайнӑ. Унччен вара вӑл Шупашкарти 60-мӗш вӑтам шкулта ачасене истори предметне вӗрентнӗ. Вӑл мӗн пӗчӗкрен ҫар ӗҫӗпе, вӑрҫӑ ҫинчен ӳкернӗ фильмсемпе питӗ кӑсӑкланнӑ, шӑпах ҫакӑ ӑна фронта илсе ҫитернӗ те.
Тӗлпулура службӑри йывӑрлӑхсем, асра юлнӑ самантсем ҫинчен калаҫнӑ, малашнехи плансене те уҫӑмлатнӑ. Салтак «Время СВОих» программӑна хутшӑнни ҫӗнӗ пӗлӳпе пуянлатасса, мирлӗ пурнӑҫа таврӑнсан ҫакӑ ӑна професси ӗҫӗнче пулӑшасса шаннине палӑртнӑ.
Эпир Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе алла пӑшал тытнӑ кашни ентешпе мухтанатпӑр, вӗсем хӑйсен ҫемйисем патне ыррӑн-сыввӑн таврӑнасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Ҫакӑн йышши тӗлпулусем салтаксене пирӗн пулӑшу питӗ кирли ҫинчен, вӗсенчен кашниех салтак ҫеҫ мар, ӗмӗтсемпе, тӗллевсемпе пуян ҫын пулни ҫинчен тепӗр хут аса илтереҫҫӗ.
Наталья Калашникова.

