Ҫӗнӗлӗхсемпе паллашнӑ, тӗллевсем палӑртнӑ

Иртнӗ эрнере Комсомольскинчи 1-мӗш вӑтам шкулта округри шкулсенчи математика тата информатика вӗрентекенӗсен семинарӗ пулса иртнӗ.

Унта чи малтанах  пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев ӗҫӗсем (Всероссийские проверочные работы) пирки сӑмах пынӑ. Округри математиксен методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Н.Н. Салмина  ӗҫтешӗсене  вӗрентӳ пахалӑхне тӗрӗслемелли ҫӗнӗ правилӑсем пирки ӑнлантарса панӑ. 2024 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен ку енӗпе виҫӗ тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ: танлаштаруллӑ наци тӗпчевӗ (НИКО), шкулсемпе ятарлӑ пӗлӳ паракан организацисенче пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев ӗҫӗсем (ВПР) тата пӗтӗм тӗнчери танлаштаруллӑ тӗпчевсем. Наталия Николаевна кӑҫалхи пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев ӗҫӗсем 4—8-мӗш тата 10-мӗш классенче апрелӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 16-мӗшӗччен пулнине пӗлтернӗ. Унӑн йӗркисемпе паллаштарнӑ. Математикӑпа тата вырӑс чӗлхипе пур классенче те тӗрӗслевсем йӗркелеҫҫӗ, информатика  суйласа илмелли предметсен шутне кӗрет.

Семинар вӑхӑтӗнче 5—11-мӗш классенче вӗренекенсен творчествӑлла ӗҫӗсен «Математика и математики в годы Великой Отечественной  войны» конкурсӗ те иртнӗ. Шкул ачисем унта хапӑлласах хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсем шутласа тупнӑ задачӑсемпе, ансат япаласенчен алӑпа тунӑ ӗҫӗсемпе, презентацисемпе, кроссвордсемпе, тӗпчев ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Жюри вӗсене  кирлӗ пек хакланӑ, пултаруллисене палӑртнӑ.

Семинара хутшӑнакансем мероприяти питӗ усӑллӑ иртнине палӑртнӑ. Ҫӗнӗ пӗлӳсем, тӗлпулу хыҫҫӑн ҫуралнӑ  ҫӗнӗ шухӑшсем вӗренӗве тата  та тухӑҫлӑрах йӗркелеме, пысӑк ҫитӗнӳсем тума пулӑшӗҫ.

Наталия САЛМИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *