Ҫемье ипотеки анлӑланнӑ

Апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа «Ҫемье ипотеки» программа анлӑланчӗ. Икӗ ҫуртран ытла мар тӑвакан хуласенче унӑн пулӑшӑвӗпе ҫӗнӗ мар хваттер туянма пулӗ.

6 процентлӑ ставкӑллӑ ипотекӑпа Улатӑр, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле  тата Етӗрне хулисенче усӑ курма пулӗ. Хуласен списокне ДОМ.РФ аталану институчӗ пичетлесе кӑларнӑ. «Ҫемье ипотекипе» Раҫҫей Федерацийӗн ҫыннисем, вӗсен 6 ҫултан кӗҫӗнрех пӗр ача та пулин пур пулсан, усӑ кураяҫҫӗ. Чӑваш Республикин  строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Максимов  палӑртнӑ тӑрӑх, программӑн условийӗсене анлӑлатни  республикӑра ытларах ҫемье патне патшалӑх пулӑшӑвне ҫитерме май парать. Аса илтеретпӗр: «Ҫемье ипотекин» условийӗсене Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе анлӑлатнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *