Ҫар парачӗ пулӗ, Вилӗмсӗр полк ҫула тухӗ…

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа ҫӗршывра, республикӑра, ҫавӑн пекех пирӗн округра та чылай мероприяти пулса иртӗ.

Майӑн 9-мӗшӗнче Шупашкарта  Республика тӳремӗнче 12 сехетре ҫар парачӗ пуҫланать.  Шупашкарти территори гарнизонӗн пӗрлештернӗ полкӗн подразделенийӗсем ҫирӗппӗн пусса  утӗҫ, хӗҫ-пӑшаллӑ ҫар тата пирӗн республикӑра туса кӑларакан техника иртӗ. Парада  1200 ытла ҫынна, 70 ытла техникӑна явӑҫтарма палӑртаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн Вилӗмсӗр полк  Наци библиотеки умӗнчен хускалса Хӗрлӗ лапама ҫити утса пырӗ. Кун каҫипех хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ янӑраса тӑрӗ. 22 сехетре Шупашкар  тӳпине Ҫӗнтерӳ салючӗ илем кӳрӗ.

Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ пысӑк акцисемпе мероприятисем апрель уйӑхӗнчех пуҫланӗҫ. Ку вӑхӑтра шкулсенче «Ҫӗнтерӳ ялавӗ умӗнчи часовой» акци, муниципалитетсенче «Зарница» ҫарпа спорт ӑмӑртӑвӗсем пулӗҫ, «Театр ҫуркунни» ача-пӑча театрӗсен фестивалӗ пуҫланӗ.

Республикӑра пурӑнакансем  Пӗтӗм Раҫҫейри «Астӑвӑм стени», «Ҫӗнтерӳ  сӑррисем», Ҫӗнтерӳ пайӑркисем», «Вӑрҫӑран мир патне» флешмоба, «Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫӗнтерӳ хорӗ», «Фронт бригади», «Ҫулӑмлӑ ӳкерчӗксем», «Ҫӗнтерӳ ҫурти» тата ытти акцисене хутшӑнӗҫ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ  Олег Николаев ҫулсерен Патшалӑх Канашне яракан ҫырӑвӗнче Ҫӗнтерӳ уявне пысӑк шайра ирттермелли пирки палӑртнӑччӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн хаяр та синкерлӗ кунӗсем кашнин куҫӗ умне чӗрӗ  ӳкерчӗксем пек тухса тӑччӑр, ҫапӑҫу хирӗсенчен таврӑнманнисене, тӑван тӑрӑха таврӑнсан мирлӗ ӗҫе кӳлӗннӗ ветерансене, тылра Ҫӗнтерӗве туптанӑ ҫынсене ӗмӗрех асра тытма май паччӑр.  

Г.ЮРЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *