Аслӑ патриарх И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 177 ҫул ҫитнӗ май мартӑн 27-мӗшӗнче Комсомольски муниципалитет округӗнчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем И.Я. Яковлевӑн тӑван ялӗнче — Тутар Республикинчи Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушкинче пулчӗҫ. Ҫак ялтах патриарха халалланӑ музей, шкул пур.
Ку музейре 27 ҫул Алексей Александрович Пыркин вӑй хурать. Вӑл пире Иван Яковлевичӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе питӗ тӗплӗн паллаштарчӗ. 1895 ҫулта И.Яковлев тӑван ялӗнче шкул уҫнӑ. 1998 ҫулта апрель уйӑхӗнче ҫак вырӑнта И.Я.Яковлев ячӗллӗ мемориал музейне хута янӑ. Музейре Кӑнна Кушки ялӗн историйӗ, тӗрлӗ документсем, кӗнекесем, ал ҫырӑвӗсем, ӳнер ӗҫӗсем, ӗлӗкхи ӗҫ хатӗрӗсем, XIX — XX ӗмӗрсенчи тумсем упранаҫҫӗ.
Музейпе юнашарах икӗ хутлӑ шкул ларать. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Анатолий Сергеевич Байдеряков шкулпа тӗплӗн паллаштарчӗ. Чӑваш чӗлхи кабинетӗнче хӑтлӑ музей уҫнӑ. Унта И. Яковлев ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ паха материалсем чылай.
Вӗрентекенсем чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакана сума суса унӑн пурнӑҫне тӗплӗнрех сӳтсе яврӗҫ. Унӑн калавӗсене вуларӗҫ, тӗрлӗ ӑсталӑх лаҫҫинче пӗр-пӗрин опычӗпе паллашрӗҫ, Иван Яковлев палӑкӗ умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ.
Ҫак ялтан чылай паллӑ ҫын тухнӑ: И.С. Максимов-Кошкинский — чӑваш театрӗн мӑн аслашшӗ, Александр Алка, Тихӑн Петӗркки, Александр Тимпай, В.М.Бачков, Серте Мишши — поэтсемпе писательсем, тата ыттисем те. Вӗсем пурте чӑваш чӗлхине тата тӑван халӑха ҫутта кӑларас тесе нумай ӗҫленӗ. Вӗрентекенсем вӗсем ҫуралнӑ кил вырӑнӗсене ҫитсе пуҫ тайрӗҫ. Хисеплесе чечексем хучӗҫ.
Паллах, Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗсем ҫинчен чылайӑшӗ пӗлет. Кӗнеке вулатпӑр, интернетран тата телекуравран информаци илетпӗр, хамӑр пӗлнине шкулти ачасем патне те ҫитерме тӑрӑшатпӑр. Ҫапах Яковлевӑн ҫуралнӑ ялне ҫитсе курни, унти сывлӑшпа сывлани пире асамлӑ вӑй парать.
Пирӗн АСЛӐ ВӖРЕНТЕКЕНӖМӖР ӗҫӗ питӗ пысӑк та сӑваплӑ, ҫавӑнпа унӑн ӗҫне малалла тӑсасси пирӗн тивӗҫ.
Галина Тимофеева,
чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ.

