Патшалӑх пулӑшӑвӗсен пӗрлехи порталӗнче ҫӗнӗ сервис хута кайнӑ. Вӑл пулӑшнипе ҫынсем хӑйсене кредит пама юраманнине палӑртма пултараҫҫӗ. Сервис урлӑ тулли е пайӑр чару (сӑмахран, инҫет мелпе кредит парассине) ҫирӗплетме май пур.
Ҫакӑн пек чарӑва палӑртни ипотекӑна, вӗренӳ кредитне, автокредита тата унччен ҫырнӑ килӗшӳсене пырса тивмест.
Чару лартсан кредит историйӗнче вӑл хӑҫантан пуҫланнине ҫирӗплетекен паллӑ курӑнса тӑрать. Чарӑва кирек хӑҫан та пӑрахӑҫлама пулать. Ҫакна патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ электронлӑ алӑ пуснипе усӑ курса тумалла.

