,мӗр ӗмӗрлесси — уй урлӑ каҫасси мар, теҫҫӗ халӑхра. Пурӑнан пурнӑҫра йывӑр ӗҫре асапланмалли те, хӗн-нушине курмалли те пайтах пулать. Иртнӗ ӗмӗрте кун ҫути курнӑ «вӑрҫӑ ачисен» те мӗн пӗчӗклех синкерлӗ шӑпана куҫран пӑхма тивнӗ. Вӗсем мӗн ачаран ӗҫе кӳлӗннӗ, ҫитӗннисемпе тан ӗҫлесе тертленнӗ.
Янкассинче пурӑнакан Валентина Миронован паян кун та ҫак вӑхӑтсене аса илсен куҫӗсем шывланаҫҫӗ. Кинемей пурнӑҫри йывӑрлӑхсене туллин ас тивнӗ, мӗн пӗчӗкрен ҫӑкӑр хакне пӗлсе ӳснӗ. Валентина Гурьяновна 1930 ҫулхи апрелӗн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Ҫуткӳль ялӗнче хресчен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Вӗсем ҫемьере 5-ӗн — 2 ывӑлпа 3 хӗр — пулнӑ. Тӑван ҫӗршыва ирсӗр фашистсем тапӑнсан ашшӗ, ялти ытти арҫынсем пекех, вӑрҫа тухса кайнӑ. Шел пулин те, ӑна яла каялла ҫаврӑнса ҫитме Турри пӳрмен. Йышлӑ ҫемьери ачасем питӗ нушаллӑ ӳснӗ. Хӗлле вӗсем вӑрман касма ҫӳренӗ, тӑхӑнмаллисем те япӑх пулнине кура питӗ вӑйлӑ шӑннӑ. Ҫамрӑк хӗре — Валентинӑна торф кӑларма та илсе кайнӑ. Унта та питӗ нушаланма тивнӗ.
Мӗн пӗчӗкрен йывӑр ӗҫленине, тертлӗ пурӑннине пӑхмасӑр Валя питӗ хитре сӑн-сӑпатлӑ, илемлӗ кӗлеткеллӗ хӗр пулса ҫитӗннӗ. Унпа пӗр ҫулаллисем каласа панӑ тӑрӑх, вӑл питӗ маттурскер пулнӑ, унпа пырса калаҫма та вӑтаннӑ.
1953 ҫулта Валентина Янкасси йӗкӗчӗпе Николай Федорович Мироновпа пӗр ҫемье чӑмӑртанӑ. Мӑшӑр шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, йывӑрлӑхсене пӗрле парӑнтарса, пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулса пурнӑҫ сукмакне нумай ҫул пӗрле такӑрлатнӑ. Ҫемьере ҫулран-ҫул йыш хушӑнсах пынӑ — 3 ывӑлпа 4 хӗре пурнӑҫ парнеленӗ Мироновсем. Иккӗшӗ те колхозра ӗҫлесе тӑрӑшулӑхӗпе, пӗр ӗҫрен те хӑраса тӑманнипе ял ҫинче хисепе тивӗҫнӗ. Килӗштерсе пурӑнса ачисене тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнтернӗ, вӗрентсе кӑларнӑ. Вӗсем пурте чуна ҫывӑх профессисем суйласа илсе тӗрлӗ хуласенче тӗпленнӗ, ҫемьеленнӗ.
Паянхи кун Николай Федорович пирӗн хушӑра ҫук ӗнтӗ. Валентина Гурьяновнӑна ачисем пӑхаҫҫӗ. «Анне пирӗнпе пулнӑшӑн эпир питӗ савӑнатпӑр. Хамӑр та ҫамрӑк мар ӗнтӗ. Анне ҫумӗнче хамӑра ача вырӑнӗнче туятпӑр», — теҫҫӗ ӑшшӑн ачисем амӑшне ҫупӑрласа.
Ҫак кунсенче Валя аппа 95 ҫулне уявларӗ. Юбиляр — телейлӗ анне, тарават кукамай-асанне, хисеплӗ мӑнкукамай-мӑнасанне. Ӑна паянхи кун 15 мӑнукӗ тата 16 мӑнмӑнукӗ хӑйсен ӑшшипе савӑнтараҫҫӗ. «Тата нумай ҫул пурӑн, пире санпа чухне питӗ лайӑх», — теҫҫӗ ҫывӑх ҫыннисем юбиляра саламласа.
Наталья Калашникова.

