Понедельник, 20 июля

Сӳрелеҫҫӗ, апатлантараҫҫӗ…

Сӳрелеҫҫӗ, апатлантараҫҫӗ…

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенчи хирсенче трактор-машина сасси илтӗнме пуҫларӗ. Ҫӗр ӗҫченӗсем нумай ҫул ӳсекен курӑксене тата кӗр тыррисене сӳрелеҫҫӗ, апатлантараҫҫӗ.

Апрелӗн 3-мӗшӗ тӗлне округри пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем 1516 гектар, акнӑ пӗтӗм лаптӑкӑн 60,6 проценчӗ чухлӗ кӗр тыррисене апатлантарнӑ. 1951 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксене сӳреленӗ тата удобренисем сапнӑ. 450 гектар ҫӗртмене сӳреленӗ.

Хуҫалӑхсенче акмалли вӑрлӑха имҫамлас ӗҫсем те пыраҫҫӗ. Машинӑпа техника паркӗсенче техника тӗрӗслевӗсем иртеҫҫӗ.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *