Республика кунне халалласа 50 ытла мероприяти йӗркелеме палӑртнӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх уяв тӗлне социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем уҫӗҫ. Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» районта ача сачӗ хута кайӗ. Хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗнче лыжероллер трасси, Футбол спорт шкулӗнче манеж уҫӗҫ. Округсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫӗклӗҫ.
Палӑртмалла, кӑҫал Чӑваш автономине туса хунӑранпа 105 ҫул ҫитет.

