Хирти Мӑрат ялӗнче пурӑнакан Василиса Николаевнӑпа Николай Александрович 4 ывӑл ҫуратса ӳстернӗ, вӗсене тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухма пулӑшнӑ. Хӑйсем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӗҫленсенех ҫуралнипе, ачалӑхӗ кӑткӑс вӑхӑта лекнипе пулӗ тӗпренчӗкӗсене те мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхтарса ҫитӗнтернӗ. Вӗсене Тӑван ҫӗршыва юратма, ӑна сыхлама вӗрентнӗ. Ҫавӑнпа та виҫӗ ывӑлӗ ҫар ҫыннин тата йӗрке хуралҫин профессине суйласа илнинчен тӗлӗнме те кирлӗ мар пулӗ. Ачисемшӗн ашшӗ- амӑшӗ яланах тӗслӗх пулса тӑнӑ.
Игнатьевсем мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех «Дружба» колхозра вӑй хунӑ. Василиса Николаевна ирсерен пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхри сурӑх фермине утнӑ, Николай Александрович вара машинӑпа трактор паркне. Иккӗшӗн сӑн ӳкерчӗкӗсем те хастар ӗҫшӗн колхозӑн Хисеп хӑми ҫинчен кайман. Вӗсене нумай хутчен Хисеп грамотисемпе, Тав хучӗсемпе, хаклӑ парнесемпе наградӑланӑ. Мӑшӑрӑн «Социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи», «Пилӗкҫуллӑх ударникӗ» тата ытти паллӑсем те чылай. 1981 ҫулта Николай Александровича «Халӑхсен Туслӑхӗ» орден парса та чыс тунӑ. Ҫак наградӑна вӑл уй-хиртен пысӑк тухӑҫ илессишӗн тӑрӑшса ӗҫленипе тивӗҫнӗ.
Игнатьевсем пирки нумай ыррине калама пулать. Колхозра ӗҫленӗ вӑхӑтрах вӗсем ҫурт-йӗр лартнӑ, хуралтӑсем ҫавӑрнӑ. Ачисем те чӑн-чӑн ҫынсем пулса ҫитӗнччӗр тесе тӑрӑшнӑ.
Чӑнах та, паянхи кун Василисӑпа Николай Игнатьевсем хӑйсен тӗпренчӗкӗсемпе туллин савӑнма, мухтанма пултараҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене килӗшекен, чунне пыракан ӗҫсем суйласа илнӗ.
Аслӑ ывӑлӗ Сергей Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ хыҫҫӑн Пермь хулинчи ҫарпа командӑн аслӑ училищине вӗренсе пӗтернӗ. Новосибирск хулинче тӗрлӗ должноҫсенче службӑра тӑнӑ. Тӑнӑҫлӑх кӳрекен подразделенисен йышӗнче Карабахра, Чечен республикинче пулнӑ. Рота командирӗ пулса вӗри точкӑсенче паттӑрлӑх кӑтартнӑ, «За отвагу» тата ытти наградӑсене тивӗҫнӗ. Пӗр вӑхӑт Пермьри ҫар училищинче курсантсене вӗрентнӗ. Халӗ вӑл оставкӑра, ун ӗҫне ывӑлӗ Антон малалла тӑсать. Вӑл паянхи кун ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать.
Иккӗмӗш ывӑлӗ Славик Шупашкарти милици шкулӗнчен вӗренсе тухсан Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи шалти ӗҫсен пайӗн следстви уйрӑмӗн следователӗнче тӑрӑшнӑ, кайран уйрӑм начальникӗ пулнӑ. 2005 ҫулта ӑна ЧР шалти ӗҫсен пайӗн следстви уйрӑмне куҫарнӑ. Унӑн та вӗри точкӑсенче пулма тивнӗ.
Анатолий те хӑйӗн пурнӑҫне йӗрке хуралӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫартан таврӑнсан милици шкулӗнче вӗреннӗ, чылай ҫӗрте яваплӑ вырӑнсенче ӗҫленӗ. Унӑн ывӑлӗ Алексей мобилизаци йӗркипе 3-мӗш ҫул ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ ҫӗрте службӑра тӑрать.
Эдуард вара мӗн пӗчӗкрен ашшӗ пек техникӑна юратса ӳснӗ. Халӗ Шупашкарти пӗр строительство фирминче тӑрӑшать.
Хальхи вӑхӑтра Игнатьевсем ялта иккӗшех пурӑнаҫҫӗ. Василиса Николаевнӑпа Николай Александрович хӑйсен ачисемпе мӑнукӗсем ҫӗршывшӑн кирлӗ ӗҫ тунине, тӑтӑшах хӑрушлӑх умӗнче пулнине пӗлеҫҫӗ, чӗрипе туяҫҫӗ. Вӗсен пӑшӑрханӑвне чи ҫывӑх ҫыннисем — ачисемпе кинӗсем, мӑнукӗсем яла килсе сирсе яма тӑрӑшаҫҫӗ.
Паян эпир патриотлӑх пирки калаҫатпӑр та, Игнатьевсем чӑн-чӑн патриотсем, ҫӗршыва юратакан, сыхлакан, упракан ывӑлсем ҫитӗнтернӗ. Вӗсем хӑйсен тӗпренчӗкӗсемпе чӑннипех те мӑнаҫланма пултараҫҫӗ.
Наталия Павлова.

