Олег Николаев: «Ҫынсен ыйтӑвӗсене тухӑҫлӑн татса пама ЦУР аналитикипе усӑ курмалла»

Правительство ҫуртӗнчи канашлура республикӑра пурӑнакансемпе диалога тата ӑнӑҫлӑрах йӗркелесси тавра калаҫнӑ. Ку влаҫ органӗсене электронлӑ мелпе янӑ ҫырусене те пырса тивет.

Чӑваш Енри ЦУР ертӳҫи Татьяна Немцева палӑртнӑ тӑрӑх, март уйӑхӗнче социаллӑ сетьсем тата патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи ятарлӑ «Пӗрле татса паратпӑр» платформа урлӑ 9,3 пин ҫыру килнӗ. Ытларах чухне ҫынсем «Вконтакте» социаллӑ сетьпе (65,3 процент), «Телеграм» мессенджерпа (23,3 процент) усӑ курнӑ. Чи нумай ҫыру Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑр, Ҫӗмӗрле тата Канаш округӗсенче пурӑнакансенчен килнӗ.

Социаллӑ сетьсенче ытларах чухне ҫулсем, тирпей-илем кӗртесси, обществӑлла транспорт тавра калаҫнӑ пулсан, патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче ҫынсем медицина докуменчӗсем тата врач патне электрон мелпе ҫырӑнасси ҫинчен ыйтусем нумай панӑ. Республика ҫыннисем паракан ыйтусенчен чылайӑшӗ ҫутҫанталӑк сезонӗпе ҫыхӑннине палӑртмалла. Кӑҫал, сӑмахран, юр ир кайса пӗтрӗ те тирпей-илемпе ҫыхӑннӑ ҫырусен шучӗ 20 процент ӳснӗ. Вӗсенче ҫынсем обществӑлла вырӑнсене часрах тусанран тата ҫӳп-ҫапран тасатма ыйтса ҫырнӑ. Унсӑр пуҫне электрон дневникпа ҫыхӑннӑ ыйтусем те чылай нумайланнӑ. 

Республика ертӳҫи Олег Николаев ҫынсем цифра сервисӗсем урлӑ ытларах та ытларах влаҫпа хутшӑннине палӑртнӑ. Вӑл ҫырусене малашне те   тӗплӗн тишкерме, ҫивӗч ыйтусене вӑхӑтра татса пама хушнӑ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *