Вӗсен ӳт температури ӳсет, хырӑмӗ ыратать, ӑшӗ пӑтранать. Ҫакӑ мӗнпе ҫыхӑннине чылай чухне ашшӗ-амӑшӗ ӑнланмасть. Диагностика тӗрӗслевӗ ирттернӗ хыҫҫӑн тин сӑлтавӗ паллӑ пулать. Ытларах чухне ачан организмне магнитлӑ конструктор лекет, вӗсене кӑларасси хирургсен умне уйрӑмах йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Кун пек чухне хирурги сиплевӗ кирлӗ. Ҫулленех ача-пӑча тухтӑрӗсем организма ют япала лекнӗ 200 ытла ачана ҫӑлаҫҫӗ. Кӑҫал, сӑмахран, 10 ҫулти хӗрача шкулта икӗ ҫаврака магнита ҫӑтнӑ. Тухтӑрсем лапароскопи операцийӗ ирттерсе суккӑр пыршӑран ют япаласене кӑларнӑ. Икӗ ҫулти арҫын ачана хырӑмӗ ыратнипе больницӑна вырттарнӑ. Рентгенограмма унӑн вар-хырӑмӗнче ют япаласем пуррине кӑтартнӑ. Эндоскопи пулӑшнипе 13 ҫаврашка магнитран тӑракан вӑчӑрана тата пӗр батарейка туртса кӑларнӑ. Тухтӑрсем ашшӗ-амӑшне яланах тимлӗ пулма ыйтаҫҫӗ, ача мӗн те пулин ҫӑтнине асӑрхасан специалистсене васкавлӑн чӗнсе илмелле.

