Пушар ҫын пурлӑхне, ҫутҫанталӑк пуянлӑхне тӗп тӑвать. Чи хӑрушши — вут-кӑвара пула ҫын пурнӑҫӗ татӑлни. Ҫавӑнпа ялан сыхӑ пулмалла, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине асра тытмалла. Ҫитӗнекен ӑрӑва кун пирки асӑрхаттарсах тӑмалла.
Ҫуркунне те хӑрушсӑрлӑх пирки манмалла мар. Кӑҫал ӑшӑ кунсем ир килчӗҫ, ял-хулара субботниксем ирттерме те тытӑнчӗҫ. Картишре, кил хушшинче, вӑрман-катара вут-кӑвайт чӗртме, хӑрӑк туратсене, типӗ курӑкпа ҫулҫа, ҫӳп-ҫапа ҫунтарма юрамасть. Йӗркене пӑсакансене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Типӗ курӑк, ҫулҫӑ хӑвӑрт хыпса илеҫҫӗ. Сӳнтермесен ҫулӑм уйӗпе сарӑлать, кил-ҫурта ярса илет, вӑрман-катари йывӑҫ-тӗме тӗп тӑвать. Пушара пула чӗр чунсемпе кайӑк-кӗшӗк те шар кураҫҫӗ. Кӑҫал март уйӑхӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ 4 тӗслӗх шута илнӗ, ҫавӑн пекех 9 вырӑнта ҫӳп-ҫап ҫунтарнине тупса палӑртнӑ. Пушар хуралӗн ӗҫченӗсем вырӑна ҫитсе вут-кӑвара хӑвӑртах сӳнтернӗ. Уй-хирте курӑк ҫуннине курсан тӳрех 01, 101 е 112 номерсемпе шӑнкӑравламалла.
Мартӑн 15-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра «Ҫулӑма чар!» информаци кампанийӗ старт илнӗ. Вӑл «Экологи ырлӑхӗ» наци проекчӗн «Вӑрмансене упрасси» проекчӗпе килӗшӳллӗн иртет. Ӑна вӑрманти пушарсене чакарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта ҫынсене вӑрманти пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине аса илтерӗҫ, йывӑҫсене упрамалли ҫинчен каласа кӑтартӗҫ.
Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрманти пушарсен 70 проценчӗ ҫын айӑпне пула тухать. Тӗслӗхрен, 2024 ҫулта вӑрмансенче вут-кӑвар 13 хут алхаснӑ, ҫулӑм 2 гектара тӗп тунӑ. Ҫавӑнпа ҫӑлавҫӑсем асӑрхаттараҫҫӗ: вӑрманта ятарлӑ вырӑнта кӑна кӑвайт чӗртме юрать, кайран ӑна шывпа сӳнтермелле е тӑпрапа хупласа хумалла, шӑрпӑкпа пирус тӗпӗсене пӑрахма, типӗ курӑка тата ҫулҫӑ ҫунтарма юрамасть. Вӑрман ҫуннине е тӗтӗме асӑрхасан республикӑн диспетчер службине ҫак телефонсемпе шӑнкӑравласа пӗлтермелле: 8(8352) 40-24-00, 8-800-100-94-00.
«Экологи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 5 ҫулта Чӑваш Енри вӑрман хуҫалӑхӗсене пушарпа кӗрешмелли 70 автомашинӑпа, 551 оборудованипе тивӗҫтернӗ. Вӗсем вӑрмансенче «хӗрлӗ автана» алхасма памаҫҫӗ.
Ярослав УРАЗАЕВ,
пушар надзорӗн инспекторӗ.

