80 ҫул каялла Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунине халалласа июнӗн 24-мӗшӗнче Мускаври Хӗрлӗ площадьре йӗркеленӗ ҫар парадне районти Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Ф.М.Воробьев хутшӑннӑ. Чӑн-чӑн ҫӗнтерӳҫӗ салтак пек ҫирӗппӗн пусса, мӑнаҫлӑн пуҫне ҫӗклесе утнӑ вӑл. Мӑнаҫланмалли вара унӑн пулнах. Хаяр ҫапӑҫусенче вӑл пысӑк паттӑрлӑх кӑтартнӑ, чылай наградӑна тивӗҫнӗ.
Федор Максимович 1939 ҫулхи апрельте ҫара кайнӑ. Служба пуҫламӑшӗнче Ленинград ҫар округӗнче Финлянди чиккинче пулнӑ. Шурӑ финсемпе пынӑ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӑшманран пирӗн ҫӗрсене сыхланӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ вӑхӑтра вӑл Керчь хулинче службӑра тӑнӑ. Хулашӑн ҫапӑҫу питӗ ҫивӗч пынӑ пулсан та Совет ҫарӗн Новороссийск хулине ҫитиччен чакма тивнӗ. Ҫак ҫапӑҫусенче пулас паттӑр икӗ хутчен аманнӑ, ҫичӗ уйӑх госпитальте сипленнӗ. Унтан вара минометчике вӗренсе тухнӑ. Ҫурҫӗр Кавказ фрончӗн гварди стрелоксен 7-мӗш бригадин минометчикӗ Федор Воробьев 14 уйӑх (1942 ҫулхи июльтен 1943 ҫулхи сентябрьччен) Кавказа хӳтӗленӗ. Кунта паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн «За оборону Кавказа» медаль илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Вӑл ҫеҫ те мар, кунта ӑна тепӗр медальпе те наградӑланӑ. Награда памалли хут ҫине ҫапла ҫырнӑ: «Ф.Воробьев сержант 82-мӗш миномет взвочӗн командирӗн пулӑшаканӗ пулса Тамань ҫурутравӗшӗн пынӑ ҫапӑҫура хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑ… Вӑл «За отвагу» медале тивӗҫлӗ».
Малаллахи вӑрҫӑ ҫулӗ 110-мӗш стрелоксен дивизийӗнче тӑсӑлнӑ. 1943 ҫултан Совет ҫарӗ наступлени пуҫланӑ, фашистсенчен хамӑр хуласене хӑтарма тытӑннӑ. Сентябрь вӗҫӗнче дивизи умӗнчи тӗп тӗллев Днепр урлӑ каҫасси пулнӑ. Ку задание тивӗҫлӗ пурнӑҫлани Украина ҫӗрне тӑшмансенчен хӑтарма май панӑ. «110-мӗш гварди дивизийӗн 310-мӗш стрелоксен полкӗн миномет ротин оруди расчечӗн наводчикӗ Ф.Воробьев Кунцеловкӑшӑн тата ятсӑр тӳпемшӗн пынӑ ҫапӑҫусенче минометран тӗл персе тӑшманӑн 6 вут-ҫулӑм точкине аркатнӑ, хӗҫ-пӑшал складне сирпӗтнӗ. Вӗсемсӗр пуҫне пирӗн пехотӑна малалла кайма ҫул уҫса парса 4 контратакӑна сирсе яма пулӑшнӑ, 30 ытла гитлеровеца пӗтернӗ». Ҫапла ҫырнӑ награда хучӗ ҫине. Ҫак паттӑрлӑхшӑн ӑна Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗн II степенӗпе наградӑланӑ. Анчах та Знаменка хулине ирӗке кӑларнӑ вӑхӑтра тепре аманнӑ, икӗ эрне сипленнӗ хыҫҫӑн татах фронта тухса кайнӑ.
Тамань тата Крым ҫурутравӗнчи хаяр ҫапӑҫусем хыҫҫӑн, Украинӑна тата Белоруссие ирӗке кӑларса 2-мӗш Украина фрончӗн полкӗсемпе дивизийӗсем 1944 ҫулхи август уйӑхӗн ҫурринче Молдави тата Румыни ҫӗрӗсене фашистсенчен тасатас енӗпе наступлени пуҫланӑ. Ф.Воробьев Яссо-Кишинев ҫар операцине хутшӑннӑ. Совет ҫарӗ Молдавие ирӗке кӑларнӑ. Ҫапӑҫусенче пысӑк паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн пирӗн ентеше Мухтав орденӗн III степенӗпе наградӑланӑ, аслӑ сержант званийӗ панӑ, миномет расчечӗн командирӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Каярахпа Ф.Воробьев минометчиксен взвочӗн командирӗн пулӑшаканӗ пулса тӑнӑ. Малалла вӑл Румыние, Венгрие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.
Прагӑри стратеги операцийӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫарӑн юлашки операцийӗ шутланать. 1945 ҫулхи май уйӑхӗнче Федор Максимович Прага таврашӗнче пулнӑ. Ҫӗнтерӳ кунне вӑл хӑйӗн гвардеец минометчикӗсемпе Чехословакире кӗтсе илнӗ. Ҫапӑҫусенче палӑрнӑшӑн 1945 ҫулхи июнӗн 24-мӗшӗнче Федор Максимович Украина фрончӗн полкӗ йышӗнче Хӗрлӗ площадьре Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнма тивӗҫнӗ.
Парад хыҫҫӑн унӑн чаҫӗ Инҫет Хӗвелтухӑҫне куҫнӑ, август уйӑхӗнче Япони вӑрҫине хутшӑннӑ. Кунта вӑл паттӑрлӑхпа палӑрса «За победу над Японией» медале, Мухтав орденӗн III степенне илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Паттӑр киле 1946 ҫулхи май уйӑхӗнче ҫеҫ таврӑннӑ. Тӑван ялта вӑл салтак шинельне хывса мирлӗ ӗҫе пуҫӑннӑ. «Искра» колхоз правленийӗ ӑна тимӗрҫӗ лаҫҫи шанса панӑ. Ку ӗҫ уншӑн ют пулман. Ҫара кайиччен те вӑл тимӗрҫӗ пулса ӗҫленӗ. «Россия» колхозпа пӗрлешсен те хӑй юратнӑ ӗҫне пӑрахман. Хуҫалӑхри машинӑпа трактор паркӗнчи техникӑна юсама пулӑшнӑ. Колхозниксен ыйтӑвӗсене те тивӗҫтерме тӑрӑшнӑ. Мирлӗ вӑхӑтра пысӑк наградӑсенех тивӗҫмен пулсан та, колхоз правленийӗн, механизаторсен, ял-йыш тав сӑмахӗ уншӑн темӗнле паха парнерен те хаклӑрах пулнӑ.
1985 ҫулта Аслӑ Ҫӗнтерӗве 40 ҫул ҫитнӗ ятпа ӑна Отечественнӑй вӑрҫӑ 1-мӗш степеньлӗ орденӗпе чысланӑ. Федор Максимович Воробьев 2001 ҫулта ҫӗре кӗнӗ. Вилнӗ хыҫҫӑн та паттӑр ячӗ манӑҫмасть, ӑна ял-йыш ас тӑвать, хисеплет. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн, ял хуҫалӑхӗнче нумай ҫул хастар ӗҫленӗшӗн, Хырай ,нел ялӗн сумӗпе хисепне ҫӳле ҫӗкленӗшӗн 2012 ҫулта Ф.М.Воробьева «Хырай ,нел ялӗн хисеплӗ гражданинӗ» ят панӑ.
Виҫӗ вӑрҫӑ ветеранӗн, Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑннӑ Федор Максимович Воробьев ячӗ яланах округ историйӗнче паллӑ вырӑн йышӑнӗ.
Тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенчи материалсем тӑрӑх
Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

