Понедельник, 13 июля

Волонтерсем – маттур!

Волонтерсем – маттур!

Маттур, хастар, ӗҫчен ҫынсем пурӑнаҫҫӗ пирӗн хушӑра.  Вӗсем кулленхи ӗҫре ҫеҫ мар, ыркӑмӑллӑх ӗҫӗнче те вӑр-вар. Пуҫаруллӑ ҫынсем пирки хаҫат страницисенче пӗрре кӑна мар ҫырнӑ, ҫыратпӑр та.

 Ҫак кунсенче Комсомольски округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене кулленех пулӑшакан волонтерсемпе тӗл пулчӗ. Вӑл «Кӗмӗл ӳсӗм» центра ҫӳрекенсемпе курнӑҫнӑ май, вӗсене куллен пурнӑҫлакан ӗҫшӗн тав турӗ. Хӗрарӑмсем чӑннипех те маттур. Вӗсем кашни кунах ҫӗнтерӗве ҫывхартас тата салтаксене пулӑшас тесе маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, хӳтӗленмелли ятарлӑ утиялсем те сахал мар ҫӗлерӗҫ, ҫӗлеҫҫӗ те.

Ҫавӑн пекех Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем те ку ӗҫре хастарлӑхпа палӑраҫҫӗ. Николай Раськин ҫак  тӑрӑха ҫитнӗ май, Нӗркеҫри культура ҫуртӗнче ӗҫлекен волонтерсемпе тӗл пулчӗ.   Вӑл пынӑ вӑхӑтра хастар хӗрарӑмсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли хул ҫине ҫыхмалли хӗрлӗ хӑюсем ҫӗлеме тытӑннӑччӗ.  Пуҫтарӑннисем валли ӗҫ ҫителӗклӗ: кам виҫет, тепри касать, виҫҫӗмӗшӗсем ҫӗлеҫҫӗ тата тирпейлеҫҫӗ. Пурте палӑртнӑ ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлес  тӗллевпе   тӑрӑшаҫҫӗ.  Ахальтен мар тӑрӑшуллӑ хӗрарӑмсене Николай Никандрович Тав хучӗсемпе чысларӗ.

Палӑртса хӑвармалла, ку тӑрӑхра пурӑнакансем ыркӑмӑллӑх ӗҫӗнчен нихӑҫан та пӑрӑнман. Вӗсем яланах пулӑшма хатӗр: ҫӗлеҫҫӗ, ҫыхаҫҫӗ, гуманитари пулӑшӑвӗ те пуҫтараҫҫӗ. Ватти-вӗтти те ыркӑмӑллӑх ӗҫӗнче хастар. Сӑмахран, Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Анна Можаева (Анюта аппа) — чи хастар та ватӑ волонтерсенчен пӗри. Вӑл  пӗрлехи ӗҫрен пӗр кун та юлман. Паян та ҫӗлет, ҫыхать. Чӑннипех тав сӑмахне тивӗҫ. 

«Магнит» магазин ҫуртӗнче тӑрӑшакан ҫӗвӗҫ-волонтерсемпе те курнӑҫнӑ Николай Раськин. Кунти ӗҫ-хӗлпе Фаина Прохорова волонтер паллаштарнӑ. 

«Паянхи куна округра пурӑнакансем ыркӑмӑллӑх ӗҫӗнче хастар пулни кӑмӑла ҫӗклет. Кӗске вӑхӑт хушшинче волонтерсен салтаксем валли хул ҫине ҫыхмалли хӑюсем  ҫӗлемелле. Волонтерсем икӗ кун хушшинче 1000 хӑю ҫӗлеме вӑй ҫитернӗ. Ку енӗпе ҫӗвӗ цехӗнче, «Кӗмӗл ӳсӗм» центрта,  Нӗркеҫре, Хырхӗрринче, Кивӗ Сӗнтӗрте  ӗҫ кал-кал пынӑ. Палӑртнӑ ӗҫ планне кӗске вӑхӑт хушшинче пурнӑҫланӑшӑн мӑнаҫланатӑп.  Ырӑ ӗҫе хутшӑнакан кашни ҫынна чӗререн тав тӑватӑп», — тесе палӑртнӑ Фаина Прохорова волонтер. 

Николай РАСЬКИН,

муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ:

«Волонтерсем тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен ӗҫӗ — чӑннипех те пархатарлӑ. Малашне те ҫаплах ӗҫлеме вӑй-хал, ҫирӗп сывлӑх сунатӑп».

А.Ефремова хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *