Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх март вӗҫӗнче ҫӗршыври библиотекӑсенче ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнекисен эрнине ирттереҫҫӗ. Чи пӗрремӗш хут ҫакӑн пек эрнене Мускавра 1943 ҫулта йӗркеленӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пынине пӑхмасӑр ҫитӗннисем ачасем валли хаваслӑ уяв тума май ҫитернӗ. Унтанпа ача-пӑча кӗнекин эрни ырӑ йӑла пулса тӑнӑ, ӑна ҫулсерен ял-хуласенче ирттереҫҫӗ.
Комсомольскинчи ача-пӑча библиотеки те ҫак акцие активлӑн хутшӑнчӗ. Тематикӑлла эрне вӑхӑтӗнче вулавӑша та хӑнасем килчӗҫ, библиотека ӗҫченӗсем хӑйсем те пӗчӗк вулакансем патне ҫитрӗҫ.
Уявӑн пӗрремӗш кунӗнче «Колосок» ача садӗнче аслӑ ушкӑнсене ҫӳрекенсем «Юмахсем — пирӗн туссем» мероприятие хутшӑнчӗҫ. Ачасем тӗрлӗ кӗнекесемпе юмахсен тӗнчи тӑрӑх ҫул ҫӳрерӗҫ, тӗрлӗ станцисене ҫитсе вӑйӑсем вылярӗҫ. «Кӗнекесен геройӗсем» станцире юмахри сӑнарсене тупрӗҫ, «Кулинари вӑрттӑнлӑхӗ» станцире асамлӑ геройсен юратнӑ апачӗсене мӗнле пӗлнине кӑтартса пачӗҫ, «Паллӑ мар япала» станцире юмахсенче тӗл пулакан япаласене тӗпчерӗҫ, ҫавӑн пекех вӗсем ҫак кун асамлӑ сӑмахсене те аса илчӗҫ, ӳкерчӗксем тӑрӑх юмахсен ячӗсене пӗлчӗҫ. Малалла ачасем тӗрлӗ вӑйӑсенче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса пачӗҫ, пуканесемпе усӑ курса «Йӑвача» юмаха сӑнларӗҫ.
Эрнелӗхӗн иккӗмӗш кунӗнче библиотека ӗҫченӗсем Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн ачисемпе пӗрле Анатолий Митяевӑн «Иван и фрицы» калавне вуларӗҫ. А.Митяев — ҫыравҫӑ, журналист, редактор, сценарист, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ участникӗ. Вӑл 40 ытла хайлав ҫырнӑ, унӑн сценарийӗсем тӑрӑх нумай мультфильм ӳкернӗ. Ачасем «Иван и фрицы» калава питӗ тимлӗн итлерӗҫ, иллюстрацисемпе хумханса паллашрӗҫ, калава сӳтсе яврӗҫ.
Тепӗр кунхине библиотекарьсем Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн 1-мӗш класс вӗренекенӗсемпе пӗрле тупмалли юмахсемпе тӗплӗнрех паллашрӗҫ. Ачасем тӗрлӗ тупмалли юмахсене хаваспах шӗкӗлчерӗҫ, унтан командӑсене пайланса пазлсем пуҫтарчӗҫ, хӑш хайлаври иллюстраци пулнине тупрӗҫ. Малалла шӑпӑрлансем икӗ ӳкерчӗке танлаштарса уйрӑмлӑхсем шырарӗҫ, ҫӑмӑл мар пулсан та ку ӗҫе пурнӑҫлама май ҫитерчӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене ӳкерсе пултарулӑхне кӑтартса пачӗҫ.
Тӑваттӑмӗш кунхине ача-пӑча библиотекине Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче 1-мӗш класра ӑс пухакансем хӑнана килчӗҫ. Вӗсем тӗрлӗ энциклопедисемпе, справочниксемпе, словарьсемпе паллашрӗҫ, викторинӑна хутшӑнса нумай ҫӗнни пӗлчӗҫ. Юлашкинчен кашниех килте вулама кӗнеке суйласа илчӗ.
Ҫавӑн пекех ҫак эрнере библиотека ӗҫченӗсем Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн 5-мӗш класс ачисемпе патриотла квест-вӑйӑ ирттерчӗҫ. Ӑна Сергей Алексеевӑн «Взятие Берлина. Победа!» кӗнекине тӗпе хурса йӗркеленӗ. Мероприяти пуҫламӑшӗнче ачасем ҫыравҫӑн биографийӗпе тата вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекисемпе паллашрӗҫ. Унтан командӑсене пайланса историлле пулӑмсене, герой-хуласене, паллӑ ҫапӑҫусене, историе кӗрсе юлнӑ мухтавлӑ ҫынсене мӗнле пӗлнине кӑтартса пачӗҫ.
Ача-пӑча кӗнекин эрнинче ачасем библиотекӑра интереслӗ те хаваслӑ пулнине тепӗр хут курса ӗненчӗҫ.
Елена Прокопьева,
Ирина Крылова.

