Истребительсен 438-мӗш авиаци полкӗ 1941 ҫулхи сентябрӗн 21-мӗшӗнче Арзамас хулинче «ЛаГГ-3» самолетсенчен Мускав ҫар округӗн запасри 1-мӗш авиаци полкне йӗркеленӗ.
Унӑн ҫапӑҫу районӗсем: Мускавшӑн пынӑ ҫапӑҫу, Сталинградшӑн пынӑ ҫапӑҫу, Вӑтам Дон операцийӗ, Острогпа Россошь операцийӗ, Воронежпа Касторное операцийӗ (1943), Курск ҫапӑҫӑвӗ, Кировоград операцийӗ, Корсуньпе Шевченково операцийӗ, Уманьпе Ботошани операцийӗ, Львовпа Сандомир операцийӗ.
Ҫак авиаци полкӗнче пирӗн районтан тухнӑ икӗ чӑваш каччи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче самолетсене вӗҫеве тухма хатӗрленӗ.
Алексей Терентьевич Краснов (12.02.1916 — 24.09.1998) Тукай ялӗнче ҫуралнӑ. Хӗрлӗ Ҫара 1938-мӗш ҫулта кайнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансанах вӑл Мускаври ҫар округӗнче пулнӑ.
1944-мӗш ҫулхи сентябрӗн 12-мӗшӗнче хатӗрленӗ Хисеп хутӗнче ҫырнӑ йӗркесемпе паллаштаратӑп: «Авиавооружени маҫтӑрне, Краснов старшинана 1943-мӗш ҫулхи июлӗн 13-мӗшӗнче Белгород тӑрӑхӗнче ҫуллахи ҫапӑҫусем пынӑ вӑхӑтра кӑтартнӑ паттӑрлӑхне, пӗлӗвне тӗпе хурса «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» медаль парса чысланӑ.
1943-мӗш ҫулхи октябрӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 1-мӗш, 2-мӗш Украина фрончӗсенче авиамеханик пулса службӑра тӑрать, «Аэрокобра» самолетсене вӗҫеве хатӗрлет. 20 самолет ҫинчен вооруженисене пӗтӗмпех илсе тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн каялла вырнаҫтарса лартнӑ. 760 ҫапӑҫу вӗҫевне хатӗрлеме вӑй ҫитернӗ. Юрӑхсӑра тухнӑ вооружени пайӗсене ҫӗннисемпе ылмаштарнӑ. Вӑл хатӗрленӗ самолетсем 19 тӑшман самолетне тӗп тунӑ. «Хӗрлӗ ҫӑлтӑр» орденне илме тивӗҫлӗ».
Тӑван ҫӗршыв пирӗн ентеше тата Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн 2-мӗш степеньлӗ орденӗ (06.04.1985 ҫ.), «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Германие ҫӗнтернӗшӗн» (09.05.1945 ҫ.), «Мускава хӳтӗленӗшӗн» (18.05.1945 ҫ.) медальсем парса чысланӑ.
Николай Степанович Квасов (22.07.1918 — 1998 ҫ.) Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хӗрлӗ Ҫара 1939-мӗш ҫулхи сентябрӗн 20-мӗшӗнче кайнӑ.
Ҫак ентешӗн Хисеп хутне уҫса вулатпӑр: «Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ фронтӗнче вӑрҫӑн пӗрремӗш кунӗнчен пуҫласа 1942-мӗш ҫулхи декабрӗн 15-мӗшӗччен вӗҫевсене хатӗрленӗшӗн «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» медаль парса чысланӑ. 1944-мӗш ҫулхи январӗн 25-мӗшӗччен «ЯК-7», «Аэрокобра» самолетсене 100 хут вӗҫеве тӗрӗслесе кӑларса янӑшӑн тепӗр «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» медале тивӗҫ пулнӑ. Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне тата 150 вӗҫеве тивӗҫтернӗ, 264 хутчен планпа ирттерекен юсав ӗҫӗсене, 8 хутчен мотор ылмаштарнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.
1944-мӗш ҫулхи январь уйӑхӗнче хыҫалти пайӗ стройран тухнине пула самолет аэродрома аран ҫитсе ӳкнӗ. Квасов старшина ирчченех юсав ӗҫне кӳлӗннӗ. Хӑй ӗҫне пӗлекен специалист самолета строя тӑратнӑ. Август уйӑхӗнче тата 4 самолета ырми-канми вӑй хурса вӗҫеве хатӗрленӗ. «Хӗрлӗ ҫӑлтӑр» орденӗпе чыс тумалла».
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн 2-мӗш степеньлӗ орденӗпе (06.04.1985 ҫ.), «Прагӑна ирӗке кӑларнӑшӑн» (1945 ҫ.), «Берлина илнӗшӗн» (1945 ҫ.), «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Германие ҫӗнтернӗшӗн» (09.05.1945 ҫ.) медальсем унӑн кӑкӑрӗ ҫинче ялкӑшнӑ.
Чыс та мухтав хамӑр ентешсене!
Павел Зайцев.

